I
Шофер кабинăна кĕрсе ларичченех вăрçма пуçларĕ:
— Мотор мухмăрне вĕри шывпа чĕртрĕмĕр, хамăн хăть тăсăлса ӳк. Куратăн-и, алсем лăстăртатса чĕтреççĕ. Эх, шофер ĕçĕ те çав… Ни уяв çук саншăн, ни вырсарникун, ни çынсем пек йĕркеллĕ тум тăхăнса çӳрейместĕн, — тесе кабина алăкне хупрĕ. Павел Семенович, стартера пĕр хушă ӳлеттерсен, каллех каялла тухса моторпа чылай вăхăт аппаланчĕ.
Николай Иванович шарламарĕ. Шофер кăмăлне вăл аван пĕлет: япăх çанталăкра яланах çапла мăкăртатать, тӳпери турра ятлаçать.
Павел Семенович машина капотне хупрĕ, кĕрсе ларсан, кабина алăкне икĕ хут шартлаттарчĕ (кĕрĕк пиншак арки хĕсĕннĕ-мĕн), тем çухатнăн ассăн сывларĕ, моторне тапратса ярса, шухăшне малалла тăсрĕ:
— Машина мухмăрне чĕртрĕмĕр, манăнне вăт — нельçе. Текерлĕк пурнăçĕ çав ĕçекен шоферăн: чун йăшкать — ĕçме ыйтать, пыр пăрçа анине курнă тăрнанни пек ярăнать. Хам эпĕ ĕçекенниех мар. Паян Матрена Федоровна айăплă: юбилей тăватпăр, тет, «кĕмĕл çӳç» туйĕ, тет. Çитрĕм каçхине рейсран. Çĕркаçхи çанталăка ху пĕлетĕн: кĕрсе ларса тинке тухрĕ. Хывса пăрахрăм хамăн вараланчăк тумтире те — тӳрех ваннăна. Ылтăн этем манăн Матрена Федоровна: ятлама пĕлмест, пĕр сивĕ сăмах та илтеймĕн. Тепĕр интеллигент йышши хĕрарăм пулсан, шофер шăршинченех хăрамалла, кĕпе-тум-тире те тытса çăвас çук. Хăвах пĕлетĕн шофер ĕçне: пылчăкра унăн яланах машина айĕнчи пĕр-пĕр деталь çĕмĕрĕлет, вара çарти пек «пластунски» шусах пылчăк ванни ăшне кĕрсе выртатăн: сивĕре баллон шăтать, ун чухне алсене тăм илтерменни кăна. Çитетĕн киле тарăхса, машина шухăшласа кăларакан пĕтĕм çынсене çĕрти-çӳлтипе вăрçатăн. Чĕре кăкарăнчăкри хаяр йытă пек çапăнать кăкăрта. Çитетĕн те çапла — таса та ăшă хваттер, апат хатĕр.
— Таçта кĕрсе ларса шăнса пăсăлтăн пуль тесе, чун юлмарĕ, — вĕтеленет арăмăм. Гаража кайса пăхрăм. Ма ытла çĕрлене юлтăн?
Манран вăл вунă çул кĕçĕнрех, хама вара пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхать. Тарăхни майĕпен иртсе каять.
Гараж та, çамрăк хулан пĕртен-пĕр урамĕ те хыçа тăрса юлчĕç, самосвал, хăвăртлăхне ӳстерсе пырса, çул çине сиккелесе тухрĕ.
Чӳрече пас чĕнтĕрĕнчен тасала пуçларĕ, кабина та самаях ăшăнчĕ ĕнтĕ. Чĕркуççи çине хунă пысăках мар чăматанран çеç çаплипех пĕççе сивĕ çапать. Николай Иванович пальто арки уçăлса кайнине асăрхарĕ, чăматанне чĕрçинчен илсе юнашар лартрĕ.
Шофер пăшăрханнине вăл аван туять: унăн та ытти çынсем пек канас килет ĕнтĕ. Анчах мĕн тăвăн-ха, вырсарникун та ĕçлемелле пулса пырать пулсан? Çулĕ аптрамасан, ыран ирхине ирех тухнă пулсан та, ĕлкĕретчĕç пулĕ. Виçĕ кун хушши çил-тăман аташрĕ-çке. Çула тасатса пĕтернĕ-ши, пĕтермен-ши? Ыран тухăн та — çур çула та çитеймĕн. Ĕç кĕтмест. Комбинат — çĕршыври чи пысăк стройкăсенчен пĕри. Ăна палăртнă вăхăтра туса пĕтермелле. Тата… Чи çывăх шухăшне шофертан пытарать Николай Иванович. Халĕ хăйсем каякан Вăрасар поселокĕнче вăл çамрăклăхне ирттернĕ, унта юлашки вăхăтра çичĕ çул хушши пулман… Юлташĕсем саланса пĕтнĕ ĕнтĕ: хăшĕ Çĕпĕрте, хăшĕ Çурçĕрте, пĕри тата таçта космодром таврашĕнче ĕçлет. Çапах чун темĕнле тĕлпулу пуласса сисет, чĕре такама, палланă та çывăх юлташа курасса шантарса тапнăн туйăнать.
Çула айлăм тăрăх хывнă тейĕн. Икĕ аяккипе юр тытмалли решетке картасем лартса тухнă та, вĕсене юр хĕвсе лартнă: чус вĕçĕсем вырăнĕ-вырăнĕпе пачах палăрмаççĕ. Шоссене унта та кунта çуна çулĕ хĕресленĕ, улăмпа тислĕк тăкăнса юлнăран çав çулсем катаранах курăнаççĕ.
Машина хăвăртлăхне ӳстерчĕ, кабинăна хирĕç скреперсемпе çап-çутах тасатнă шоссе юхма тытăнчĕ. Павел Семенович кĕрĕк пиншак çухавине вĕçертсе ячĕ те, ларкăч хыçĕ çине меллĕрех таянса, каллех калаçма пуçларĕ.
— Çапла çĕркаç ваннăран тухрăм та зала кĕтĕм. Куçăм-пуçăм алчăраса кайрĕ. Сĕтеле шап-шурă çивиттипе витнĕ, ури тайăлас пек тĕрлĕ çимĕç лартса тултарнă. Шампански кĕленчи кĕмĕл витнĕ чиркӳ тăрри евĕр çуталса ларать, пĕçернĕ кăвакал урисене çӳлелле çĕкленĕ, тĕтĕмленĕ селедка çăварне симĕс сухан хыпнă.
— Такам килмелле-и-мĕн? — ыйтатăп хайхи.
— Никам та килмелле мар, — тет Матрена Федоровна.
— Асту-ха, паян мĕнле уяв?
Апла та, капла та пуçа ватса пăхатăп: менелник мар, Совет Çарĕн кунĕ çитесси те тепĕр икĕ эрне. Пĕр-пĕр чаплă çын çуралнă кун пулсан кăна.
— Эх, эс, — тет мана Матрена Федоровна. — Паян эпир мăшăрланнăранпа вунă çул тултарчĕ.
Акă еплерех уяв шухăшласа кăларнă вăл. Чĕлхе-çăварăм ман пуклакрах.
— Вăл юбилее чĕрĕк ĕмĕр пурăнсан ирттереççĕ, — тетĕп. — Вырăссем пек каласан, пирĕн иксĕмĕрĕн «кĕмĕл çӳç» уявĕ тума иртерех-ха.
— Санпа, Павлик, чĕрĕк ĕмĕр те виçĕ çул пекех хăвăрт иртсе кайĕ, — тет мана хирĕç арăм.
Пырса калаç ĕнтĕ эс унпа. Ялан çапла ырă сăмахпа тавăрать вăл. «Санăн çул çинчи йывăрлăхусене куратăп та, хамăн та вăйлăрах пулас килет. Эсĕ — сивĕре, эпе ăшă пӳртре, эсĕ хирте çĕр каçатăн, эпĕ мамăк çивитти витĕнсе выртатăп», — тет.
Уяв-тăк — уяв. Сĕтел хушшине лартăмăр çеç, юлташ персе çитрĕ. Пĕрле ӳснĕ, пĕрлех çара кайнă, пĕрлех виçĕ çул фронтра терт курнă юлташ. Манашкалах вăл та баранка çавăрнă, çил-тăманлă сивĕ каçсенче манашкалах кабинăра çĕр каçнă. Пурнăçра пĕр йăнăш çеç турĕ вăл. Тĕрĕссипе каласан, йăнăш темех те çук ăна. Арçын авланнине йăнăш шутне кĕртес пулсан, чĕрĕк этемлĕх кăмăлсăр пулнă пулĕччĕ. Çапла çав, юлташăм манăн çара кайичченех авланчĕ. Хăвах ăнланмалла: вăрçă вăхăчĕ, килĕнче чирлĕ амăшĕ кăна юлать. Уйăх çурă пурăнчĕ вăл арăмĕпе. Такам та пĕлет пин те тăхăрçĕр çирĕм пиллĕкмĕш çулта çуралнисем салтакра нумай пурăннине. Çитрĕмĕр персе. Ман юлташăн амăшĕ çукчĕ ĕнтĕ, арăмĕн аллинче — виçĕ уйăхри ача. Апла та, капла та шухăшларăмăр. Кăларса ярас — ăçта кайтăр? Ашшĕ-амăшĕн ахаль те йыш çителĕклĕ. Пĕччен пуçăн ача ӳстересси — яшка пĕçерсе çиесси мар. Тата ачи айăплă мар. Вăрçă та тăлăх-турат шутне нумай ӳстерчĕ, мĕншĕн тата халь çеç шăтнă çеçкен пуласлăхне амантмалла?.. Малтанах шăв-шав та илтĕнсех каймарĕ (Мишăпа эпир пĕр вырăнтах ĕçлерĕмĕр). Уявсенче хăнана та кайкаланă. Ăмсанаттăм та вĕсен шăкăл-шăкăл пурнăçне. Тепрер виç çултан хам та авланса хутăм. Кайран вара ĕçлеме урăх вырăна куçарчĕç. Çулталăк еннех çухатрăм Мишăна. Куçса килтĕмĕр каллех Шупашкара. Таврăнатăп çапла пĕр каçхине ĕçрен. Пĕр гастроном умĕнче хайхи юлташăм сулланса тăра парать. Патне пытăм. Çапла та капла. «Çын ачине пăхса ӳстеретĕп, — тесе нăйкăшать манăн юлташăм. — Арăм халĕ те улталать мана. Эпĕ ăна ĕлĕкхишĕн каçартăм, вăл ав… Чунăм текерлĕк пек макăрать. Ăшне пусарма текерлĕк сывлăх шывĕ ĕçет, эп — эрех ĕçетĕп».
Ӳсĕр çын палкани сунарçă халапĕпе пĕрех; чăнлăхне тупма та, вĕçне-хĕрне тухма та йывăр. Çавăтрăм та «макăракан текерлĕке», килне илсе кайрăм. Миша çур пăт сĕлĕ çинĕ лаша пек тулхăрать, арăмĕ йĕрет. Мана атте-анне судья лăпкăлăхне паман, хĕрсе каясран хăраса тухса тартăм хăвăртрах. Тахăшĕ тĕрĕс? Çитсенех Матрена Федоровнăна каласа патăм. Вăл пĕр эрне кайкаласа çӳрерĕ вĕсем патне. Уссиех пулмарĕ. Çав хушăра Миша правасăр тăрса юлнă. Ирхине мухмăр чĕртнĕ те… «Гаишниксене» вĕсене çавах: аллă грамм ĕçнĕ-и, çур литр-и — шăршă кĕрет пулсан, сывпуллаш правупа. Манăн арăм шкултан таврăнать те — вĕсем патне. Çулталăк çӳрерĕ çапла. Мишăна пĕр завода вырнаçтарчĕ, каçхи вăтам шкула вĕренме кĕмешкĕн хистерĕ. Çын турĕ вĕт унран. Халь Миша сан пекех, инженер, эп вĕренмесĕрех тăрса юлтăм. Ăçта манăн вăхăт? Яланах инçе çула хăвалаççĕ.
— Арăмĕ Мишăна чăнласах улталанă-и? — чăтаймасăр ыйтрĕ Николай Иванович.
— Çук. Çын элекĕ таса пуçа кастарать. Пур вĕт çавнашкал хура ăшчиксем. Çĕлен те вăрттăн сăхмасть, вĕсем вăрттăн çыртаççĕ.
— Ĕнер тата Мишăна мĕн пулнă?
— Аслă ачи пирки. Вăл ăна саккăрмĕш класран вĕренсе тухсан техникума ярасшăн, арăмĕ — вăтам шкула. Тавлашса кайнă. Эс хăвăн ачу мар тесе куçран сĕвĕресшĕн-и? Техникумĕ имĕш, Шупашкарта мар, Горький хулинче. Çураçаççĕ каллех. Паян Матрена Федоровна вĕсем патне каять. Каллех унăн пулăшăвĕ кирлĕ иккен Миша çемйине.
— Юбилей мĕнле тата?
— Сыпкаларăмăр. Арăм ман эрех илме пĕлмест. Шампански те хĕрли çĕклесе пынă. Паян ĕçе каяс çук тесе ытларах хĕртĕм пулас, халĕ ак мухмăр чуна илет.
— Иртсе каять вăл.
— Иртесси иртет. Ăшă пӳртре çын нишленет, çула тухсан чирли те сывалать.
Николай Иванович çак шуйланарах калаçма юратакан шофер çине — ыра арăмпа ыр курса пурăнакан ырă чунлă Павел Семенович çине, пăхса пычĕ-пычĕ те ассăн сывласа илчĕ. «Телейлĕ эс», — теесси килчĕ унăн шофера, анчах шарламарĕ.
II
Вĕсен хыпаланса тухни кăлăхах пулчĕ. Çула пĕтĕмпех хырса тасатнă-мĕн. Килме васканине шофер урăхла ăнланчĕ.
— Тăван кĕтес вилене те шăтăкран кăларать.
Николай Иванович унăн танлаштарăвĕ ăнăçсăр терĕ, çапах Вăрасар хăй патне туртнине пытармарĕ.
Машинăна гостиница килхушшине кĕртсе лартсанах, вĕсем икĕ вырăнлă пӳлĕме вырнаçрĕç. Ресторана кăнтăрлана хупнăччĕ, çавăнпа столовăйне кайрĕç. Халь те поселокра пысăк пасарах пулать-мĕн, унта пухăнакан йышлă халăх столовăйри апатсене çисе пĕтернĕччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа йӳç купăста яшкипе «шыв чăххи» (Павел Семенович треска пулла çапла калать) илчĕç. Гостиницăна таврăнсан, кăшт выртса канас тесе, Николай Иванович минтере стена çумне пăрахса ун çине таянчĕ. Ăшă пӳлĕмре вăл часах тĕлĕрсе кайрĕ. Вăраннă çĕре каç сăнĕ çапнăччĕ ĕнтĕ. Юнашар пӳлĕмре электриксем пулас, республикăна электрификацилесси çинчен калаçаççĕ, пĕр-пĕринпе хĕрсех тавлашаççĕ, темĕнле подстанцие урăх вырăна лартасси çинчен канаш тытаççĕ. Павел Семенович юлташĕсем патне кайнăччĕ — çаплах таврăнман. Шофер вунă çул еннех автоколоннăра ĕçленĕ, кашни районтах темиçешер уйăх командировкăра пурăннă, çавăнпах пуль нумай çынна паллать.
Николай Иванович урама тухрĕ. Çанталăк татах та уяртса пăрахнă. Çĕнĕ юр çинчен шăнтать ĕнтĕ. Тӳпери уйăх кӳтсе ĕнтĕркенĕ. Хырăмĕ ун çурăмĕ çумнех çыпăçса ларнă, начар выльăх пек курпунне кăларнă. Çĕнĕ юр çинчен шăнтсан, уйăхĕпех сивĕ пулать, тетчĕç. Каллех ĕнтĕ строительство ĕçĕсем чарăнса ларас патне çитеççĕ, каллех канашлусем, летучкăсем пуçланаççĕ. Васкасси, ятлаçасси, пĕр-пĕрне кӳрентересси вăйланать, анчах Атăл çинчи гиганта, темле чăрмав пулсан та, вăхăтра ĕçе ямалла. Комбината тунă çĕрте Николай Ивановича пĕтĕм республика, пĕтĕм çĕршыв ĕçленĕн туйăнать. Акă Вăрасарти пĕр пĕчĕк завод та вĕсене пулăшать, ятарласах комбинат заказне пурнăçлать. Ыран, ав, вăл тунă çĕнĕ оборудование тĕрĕслесе пăхса комбината илсе каймалла.
Ĕç çинчен шухăшлас килмерĕ. Палланă вырăнсем, çĕнĕрен тухакан кивĕ ӳкерчĕксем иртнине аса илтереççĕ. Николай Иванович ашшĕ те инженер. Коля шăпах вунпиллĕкре чухне Вăрасара куçса килнĕччĕ вĕсем. Ашшĕн кунта нумаях пурăнма май килмерĕ. Виçĕ çултан Шупашкарти пĕр пысăк заводра ĕçлеме тытăнчĕ.
Çамрăкăн асĕнче саккăрмĕшпе вуннăмĕш классенче вĕреннĕ вăхăт ытларах тăрса юлать. Кунтах Кольăн пĕрремĕш юратăвĕ çуралнă. Анчах çав тери хитре те пур арçын ачасем юратса пăрахнă Люся ытлашши никам еннех те пăхасшăн марччĕ, вăтам шкул пĕтернĕ çулах курма килнĕ капитан-лейтенанта качча тухса, Ленинграда куçса кайрĕ. Коля икĕ çул Люсьăна аса илсе асапланчĕ, нимĕнле хĕр çине те пăхасшăн пулмарĕ. Ун чухне вăл ĕнтĕ Хусанта хими технологин институтĕнче вĕренетчĕ. Çуллахи каникулта Казахстана, пăрлак çĕрсем çине комсомол путевкипе кайса ĕçленĕ. Таврăнасса унтан кĕркунне çеç таврăнатчĕç, виçĕ-тăватă кун ашшĕ-амăшĕ патĕнче пулкаланă хыççăн — каллех института.
Пĕрремĕш юратăвăн ыратăвĕ тем тери вăйлă пулсан та, вăхăт чуппи çав ыратăва лăплантарать. Иккĕмĕш курс пĕтерсен, Кольăн Виктор ятлă юлташĕ Вăрасара канма пыма чĕннĕччĕ. Сывлăхĕ япăхланнă пирки Казахстана çав çул вăл пурпĕрех каяймастчĕ. Вара кăмăлласах тăван поселока çул тытрĕ.
Çитнĕ кунах Кĕçĕн Çавала шыва кĕме кайрĕç. Шыва тенĕрен, Çавала пĕвелесе пысăк пĕве тунă, çавăнпа тарăнăшĕ те, урлăшĕ те ашкăнмалăх пур.
Çурма çулта вĕсем пĕрле вĕреннĕ Аньăна тĕл пулчĕç. Хулсăр çитса кĕпе, босоножки тăхăннă хĕр те, хăйĕн ал хурси пек çивĕтне çурăм хыçне янăскер, шыва кĕме каятчĕ. Ал тытрĕç, хăйсем сăнран улшăннинчен тĕлĕнчĕç. Аня халь те Кольăна курсанах палан пек хĕрелсе кайрĕ. Хĕр ăна юратнине пĕтĕм класс мар, шкул та пĕлетчĕ пуль. Коля хăй çеç çавна асăрхаман. Тепре чухне çав юрату ăна савăнтарнă та, анчах вăл Аньăна ниме тăман ăссăр хĕрача тесе шутланă-çке-ха. Вĕренессе те ытла та начар вĕренетчĕ. Учительсем Аня пĕлменнине час-часах каçаркалатчĕç, мĕншĕн тесен вăл тăлăх çеç мар, икĕ шăллĕне пăхса усратчĕ. Кам пĕлет, ун чухне вунултă-вунçичĕ çулхи çамрăкăн чĕри ют хуйхăшăн кулянман пулас. Ыттисем кайса та пулăшкалатчĕç.
Пĕр калаçу аса çирĕп кĕрсе юлнă.
— Аня, вĕренсе тухсан ăçта каятăн? — ыйтнăччĕ Люся.
— Типографине.
— Мĕн тума пĕлен эс унта?
— Хаçат çапма.
Ытла та кулăшла пулса тухнăччĕ ку: сочиненисене нихăçан та «виççĕ» паллăран ытла çырайман хĕр хаçат кăларма каять. Çавăнпах Аньăна «спечатница» е «корректор» тесе чĕнетчĕç.
«Печатницăна» хĕр кĕлетки ытла та палăрмалла кĕнĕччĕ. Пĕчĕк пĕвĕ тăпăл-тăпăлччĕ, пĕçĕ шăммисем сарăлнăччĕ, кăрăн-кăрăн кăкăрĕсем питех те куçа курăнмалла палăратчĕç. Сăмси çех çаплипех каçăрччĕ. Коля курчĕ те ăна халиччен асăрхаманнине асăрхарĕ: янахĕ ун пăч путăк иккен. Пичĕ тапса тăракан сывлăх сĕткенĕпе тулнă. Ăна курсанах пĕр-пĕр улах кĕтесре çурăлнă илемлĕ чечеке асилетĕн… Шыва пĕрле кĕчĕç, каçхине паркра тĕл пулчĕç. Каччă хĕре ăсатса ячĕ. Вĕсен хушшинче темле паллах мар, чĕрене ачашшăн кăтăкласа хăй çинчен асилтерсех тăракан туйăм çуралчĕ. Мĕнле-ха вăл ăна ку таранччен асăрхаман? Епле хитреленсе кайнă Аня, çын пулнă. Ĕçлет кăна мар ĕнтĕ вăл халĕ, шăллĕсене те тĕрĕс çул çине тăратать. Тен, çав таса туйăмран малашне юрату пушарĕ те хыпса тухатчĕ-и? Тупăнчĕ те пĕр сăлтав, çулсем урăх çĕрелле пăрăнчĕç.
Поселокра кĕркунне çитсе пыни сарала пуçланă çулçăсенчен палăра пуçланăччĕ. Коля кайма хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ, сасартăк Ленинградран Люся курма килчĕ.
Хĕр-тантăшсем ун çинчен тутисене пăрса калаçрĕç.
— Офицер арăмĕ. Стиляга. Ĕçсĕр пурăнса темĕн те шухăшласа кăларăн.
Кивĕ юрату каллех çиеле тухрĕ. Коля Люсьăпа тĕл пулма сăлтавсем шырарĕ. Упăшки çав вăхăтра çар карапĕпе пĕр ют çĕршыва кайнă-мĕн. Çавăнпах-ши, Люся хăйне хăй ытла та ирĕклĕ тыткаларĕ. Килсен иккĕмĕш куннех вăл курорта кайнă аппăшĕпе йыснăшĕ килне хăй çуралнă кун ячĕпе хăна пуçтарчĕ. Унта Викторпа Кольăна та чĕннĕччĕ.
Люся çак икĕ çул хушшинче татах хитреленнĕ: куç тĕкĕсене, куç хăрпăкĕсене хуратни те, тутине кăшт кăна палăрмалла хĕретни те ăна питĕ килĕшӳллĕ. Мода тенĕрен, Люся питĕ пĕлсе те кирек кама та илĕртмелле тумланать.
Менелник савăнăçлă иртрĕ. Коля çĕрĕпех Люсьăпа ташларĕ, çав каçхине çывăрма та унтах юлчĕ. Пĕр эрнере пĕтĕм ĕç татăлчĕ: ют çын арăмне «вăрланă» каччă Хусана тухса кайрĕ.
— Телей вăрланине юратать, — тавăрчĕ Люся та.
Çырăнман çамрăк мăшăр хула хĕрринчи пĕр пысăках мар çуртра хваттер шыраса тупрĕ. Чуп-чуп уйăхĕ юмахри пек иртсе кайрĕ. Ашшĕпе амăшĕ туй тума тесе чылай укçа ярса пачĕç. Анчах каярахпа пурнăç мар, тамăк пуçланчĕ. Стипенди вăл пĕр çынна та çителĕксĕр. Тумланма юратакан Люся çĕнĕрен те çĕнĕ платье, туфли туянасшăн çунчĕ. Ĕçлеме каясси çинчен аса та илмерĕ. Кольăн çĕрлехи сменăра кочегарта ĕçлеме тиврĕ. Унта та укçа нумаях илеймерĕ вăл. Çитмен пурнăç вăрçтарать, теççĕ. Çĕнĕ çемьене шăв-шав кĕре пуçларĕ. Хуллен-хулленех Люся урăхларах курăнма тытăнчĕ. Пĕррехинче киноран таврăнсан, Люся хăйĕн ал хурси пек çивĕтне салтса пукан çурăмĕ çине çакса хучĕ. Çак ют çын çивĕчĕ Коля чĕринче темле чуна çӳçентерекен сивĕ туйăм çуратрĕ. Тĕрлĕрен крем сĕретчĕ пит-куçне Люся кашни каç.
Çапла пулса тухрĕ кайран: пĕрлешсен виçĕ уйăхран Люся уйрăлса кайрĕ. Çулланарах панă çар çыннине качча тухрĕ. Нумай шыв юхрĕ унтанпа. Çичĕ хутчен çĕр питне юр хупларĕ, çичĕ хутчен тăван çĕр çуркунне сĕткенĕпе тулчĕ. Вĕренсе тухнă Коля Дзержинск хулинчи хими заводĕнче ĕçлерĕ. Иртнĕ çул ăна Шупашкар çывăхĕнче çĕкленекен хими комбинатне куçарчĕç. Халĕ вăл ОТК начальникĕ. Халлĕхе пĕр цеха çеç ĕçе янă-ха. Аппарат та пĕчĕк. Çавăнпа Кольăна комбинат директорĕ час-часах урăх ĕçсем тума хушать.
Уйăх çурă каярах, çĕнĕ çул умĕн, Коля Виктортан çыру илчĕ. Питĕ пыма ыйтать ăна Виктор. Çыру вĕçĕнче вăл пĕр вăрттăнрах хыпар пĕлтернĕ: Аня качча тухмасăр çаплах ăна, Кольăна, кĕтсе пурăнать имĕш.
Çĕнĕ çул умĕн Кольăн сăрăсен цехĕ валли хатĕрлекен оборудование тĕрĕслесе пăхма тата ĕçлеме вĕренмешкĕн Германири Демократиллĕ Республикăна тухса кайма тиврĕ. Унта уйăх çурă иртрĕ, Вăрасара чĕннĕ вăхăтра каяймарĕ.
Ку вара ăшра темле канăçсăрлăх çуратрĕ. Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем çине-çинех аса килчĕç. Аня курăнатчĕ час-часах тĕлĕкре. Тĕлĕкрен Аня пурнăçа куçрĕ. Унпа çыхăну татăлнишĕн Коля хăйне айăпларĕ, хăравçă, хăравçă тесе вăрçрĕ. Ку таранччен те каçару ыйтманшăн хăйне тарăхрĕ. Тахçанах манса кайнисем тепĕр хут куç умне туха пуçларĕç.
…Вĕсем ун чухне паркран таврăнатчĕç. Аня, юрату телейĕпе тулнăскер, Кольăна çапла каланăччĕ:
— Чĕре пĕринпе çеç тулать, эп сана ĕмĕр-ĕмĕр юратăп. Эсĕ мана юратмăн, пирĕн çулсем пĕрлешмĕç, анчах сана самантлăха та манса каймăп.
Уйрăлу пуласса сиснĕ-ши хĕр чĕри? Е каччă хăйне ытла та çаврăнăçусăр тытнă-ши? Хĕн халь калама, ытла та хĕн.
Унтанпа çичĕ çул иртрĕ. Ватăлса кайнă çĕрĕмĕр çичĕ хут çуркунне кĕрекине ларчĕ, çичĕ хут çамрăкланчĕ. Çĕр çинче çичçĕр миллион туй та пулса иртрĕ пуль, çичçĕр миллион каччă авланчĕ пуль. Коля та çирĕм çичĕ çула çитрĕ.
Çапах та хĕр сăмахĕсем паянчченех хăлхара янăрарĕç:
— Чĕре пĕринпе çеç тулать, эп сана ĕмĕр-ĕмĕр юратăп…
…Вăхăта сая ярас мар тесе, Коля Викторсем патне утрĕ.
III
Шаннă кайăк йăвара пулмарĕ Кольăшăн. Виктора Шупашкара ĕçлеме куçарнă иккен. Вĕсем патне килне кĕрсе тухсан, пĕр хушă Коля ниçта кайма аптраса тăчĕ. Çанталăк татах сивĕте пуçларĕ. Шăнса кайнă çамрăк уйăх курпунне кăларнă. Ура айĕнчи юр кăчăртатса макăрать. Пĕчченшерĕн иртен-çӳренсем, электричествăсăр урамсем кичем те салху пек туйăнчĕç.
Юлашкинчен Коля тăруках каялла çаврăнса утрĕ.
…Хапха алăкне питĕрмен. Пӳрт патнелле чие йывăççисемпе хупăрланнă хăма сарнă çул пырать. Ăна юртан хырса тасатнă. Пӳрт аркинчен çенĕке тĕксĕм мĕлке ӳкнĕ.
Николай Иванович çенĕк алăкне шаккарĕ. Малтан вăтанарах, хуллен кăна, каярахпа икĕ-виçĕ хут хыттăнрах тăрăнлаттарчĕ.
— Кам унта? — илтĕнчĕ кăшт çĕтерех панă, анчах палланă сас.
— Эпĕ-ха, — хăй ятне каларĕ кĕтмен хăна. Алăк уçăлчĕ те, сăмсана темĕнле духипе хутăш эрĕм утă шăрши кӳ-ӳ пырса çапрĕ.
— Кĕр, мĕнле килме пĕлтĕн? Асăрха, кунта картлашка, ан такăн.
Ун сассинчен Николай Иванович хăйне епле кĕтсе илнине пĕлме тăрăшрĕ, анчах сивлеклĕхе те, ăшăлăха та пит сисмерĕ.
Йывăç пӳрте темиçе пӳлĕме пайланă. Мăкне сӳспе çапнă, çавăнпа пĕренисем хитре, пĕтĕм пӳрт ăш-чикĕ хăтлă.
Хăна хывăнса малти пӳлĕме иртрĕ. Кунта çав палланă çаврака юман сĕтелех, улт-çичĕ таянмалли пукан тата икĕ чӳрече хушшине лартнă диван-кравать. Çĕнни вара мĕнпурĕ те ĕçлемесĕр ларакан телевизор та кăвак йăрăмлă çĕнĕ сĕтел çивиттийĕ кăна. Сĕтелĕ çинче уçса хунă кĕнеке выртать, кăвак кантăк ваза ăшне икĕ чечек лартнă.
Аня кĕске çанăллă кăвак кĕпе тăхăннă, кĕççе туфлипе. Вăрăм çивĕтне пуç тӳпине çавăрса хунă, çавăнпа çаврака пичĕ тăрăхларах курăнать. Сулахай аллинче Николай Иванович ылтăн сулă асăрхарĕ, вара сасартăках çӳçенсе илчĕ. Хĕре панă малтанхи парнеччĕ вăл. Илсе килессе ăна куккăшĕ фронтран илсе килнĕччĕ. Пĕрремĕш класа каякан Кольăна вăл ыталаса илнĕччĕ те:
— Авлансан арăмна парнеле е чун юратнă хĕрне, — тенĕччĕ.
Çухатмасăр, амăшне кăтартмасăр усранăччĕ сулăна Коля. Кайран Люсьăна парнелесшĕнччĕ, анчах урăхла пулса тухрĕ. Тепрер эрне тăхтанă пулсан…
Аня та Николай сулă çине ытларах пăхнине асăрхарĕ пулас, хĕрелсе кайса çапла каларĕ:
— Пĕр кун та алран вĕçертмен. Ăна курсанах сана аса илетĕп. Тимĕр япала парнелесен, сивĕнет, теççĕ. Эс ăна мана парнеленĕ чухнех ăшра шухăшларăм та — калама хăяймарăм. Çаплах пулса тухрĕ: сивĕнтĕмĕр.
Сасси ун катаран калаçакан çын сасси пек хуллен те вăйсăррăн илтĕнчĕ.
— Ылтăн — тимĕр мар, — тӳрре тухма тăрăшса тавăрчĕ Николай Иванович. — Мăшăрланнă чух тата çĕрĕ улăштараççĕ.
— Пĕрин сивви тепĕрне каять, тепринне хăй илет. Вăт майлашаççĕ те, — кулса ячĕ Аня. Кулли ун именчĕклĕн тухрĕ.
Хăна пĕр хушă сăмах тупаймасăр ларчĕ. Шăплăхра сĕтел çинчи будильник сасси чанклатса янрарĕ.
— Ятарласа каçару ыйтмах килтĕм, Аня, — хăюланчĕ Николай Иванович. — Çапла пулса тухрĕ, пурăнаймарăмăр. Йăнăшрăм пĕрре.
— Эп унашкал пуласса кĕтмен, анчах пĕлнĕ, — тӳрех тавăрса хучĕ хĕр. — Эпир санпа пĕтĕмпе те виçĕ эрне çеç пĕрле пултăмăр, анчах вăл маншăн виçĕ çулран та хаклă. Эпĕ çав вăхăтăн кашни сехетне мар, минутне астăватăп. Манман-и, эс мана ăсатнă малтанхи каçхине пĕве хĕрринчи сĕвек хурăн çине таянса тăтăмăр. Çумăра сиссе пулас, çывăхри пӳртре çĕр шапи çухăратчĕ. Е юрлатчĕ-ши? Анчах мана çулла пулсан та çуркунне çитнĕ пек туйăнатчĕ. Астăватăн-и? Мĕнешкел ырă шăршăллăччĕ пĕве хĕрринчи хăмăш! Уйăх та хĕр хăлхине çакнă алка пек çакăнса тăратчĕ, эс те темĕнле хитререх, ырăрах туйăнаттăн, пĕр-пĕр юмахри хитре хĕре шыраса тупнă маттур каччă пек курăнаттăн. Пин-пин шухăшчĕ пуçра, анчах нихăшĕ те йĕркеленсе çитейменччĕ, сапаланчăкчĕ. Эс ун чухне çапла каларăн:
— Çут тĕнчере шапа юрри те килĕшӳллĕ. Шăпчăка та итлесе йăлăхма пулать. Çут тĕнчере хитресем çеç мар, манашкал кăйттă-кайттăсем те кирлĕ.
Çапла каларăн эс, вара сасартăках ман чĕре хуппине уçрăн. Пĕлместĕп мĕншĕнне, эпĕ хама мĕн ачаранах тарăхатăп. Эпĕ хамăн куçсене юратмастăп. Вĕсем мăйăр хуппи тĕслĕ. Темĕнле пиçсе çитмен тĕс. Хам та кирлĕ пек пиçеймерĕм. Ытла та йăрăс та вăрăм пӳллĕ пулас килетчĕ манăн. Мĕн пĕчĕкренех ĕçпе лутăрканнăран ӳсеймерĕм-шй? Манăн куçăма мĕн тери кăн-кăвак тăвас килетчĕ. Мĕн панă пулăттăм-ши эпĕ куçсен тĕсне улăштарса паракана? Шкулта, тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чух, сана юратма пуçласан, эпĕ хамăн куçсем Люсьăн пек пулманнишĕн, эс ун енне туртăннишĕн хама хам тем тума хатĕр пулнă. Эс ытла та картинкăсем çине ӳкерекен хитре каччă евĕрлĕччĕ. Эсĕ мана пăхас çуккине пĕлнĕ эпĕ. Кайран эс сасартăк икĕ çул иртсен килтĕн. Акă мĕншĕн: эсĕ юмахри пек туйăнтăн, акă мĕншĕн эпĕ сасартăк çунатлантăм. Уйăх хĕр хăлхинчи алка пек, пыл шăршиллĕ çăкалăх пăçмах пек туйăнчĕ мана. Халь те çав вăхăт асамлă пурнăç юрри пек туйăнать. Эсĕ кайсанах, эпĕ ăнлантăм,: хитрелĕх хуçаланать çĕр çинче. Сăвăçсем ĕçпе пиçĕхнĕ, ĕçре çунакан хĕрсене юратни çинчен çыраççĕ. Ахалех хута варалаççĕ вĕсем. Тепри пĕверĕ татăлса аниччен ĕçлесен те никам та юратмасть ăна. Çапах та эп теме шаннă. Тепĕр чухне çеç ăс-тăн туйăма çĕнтерет те, хам йăнăша ăнланса илетĕп. Юрату вăл — шăпчăк юрри пек пулмалла. Шăпчăк киленсе юрă пуçарать, вăл ăна хăватлантарса, хитрелетсе пырать, каçăхса кайса юрлать, юлашкинчен хăй юррине хăй ытарайманнипе чĕри çурăлса каять те кайăк тĕм ăшне персе анать. Ман юрату шăпчăкăнни пек пулчĕ… Пурăнатăп ак. Эс ман юррăма итлемерĕн, эс урăх шăпчăкпа килентĕн. Анчах шăпчăкки ултавçăскер пулчĕ. Пур хитре чечек те тутлă шăршăллă мар.
Аня шăпланчĕ.
Николай Иванович унăн хĕрӳлĕхĕнчен вăтанса кайрĕ. Чĕлхи çине пĕр сăмах та килмерĕ. Çапла иккен вăл тĕрĕслĕх: ăна итлеме йывăр, анчах пытарса усрасан та çиеле сиксе тухать.
— Çамрăклăх йăнăшĕ пулчĕ вăл, — терĕ каччă.
Аня шарламарĕ, самантлăха хăй шухăшĕн сĕрекинчен тухаймасăр ларчĕ.
Николай Иванович Аньăна пуçласа курнă пек тимлесе пăхрĕ. Унăн куçĕсем чăнах та вĕри кăмакара типĕтнĕ мăйăр хуппи тĕслĕ, вĕсем йăлтăрти вĕри çутăпа ялкăшаççĕ. Вăрăм хура куç хăрпăкĕсем хĕрĕн сăн-питне шухăшлăн, салхун кăтартаççĕ.
Аня сĕтел çине хĕрлĕ эрех тултарнă графин пырса лартрĕ.
— Сана Çĕнĕ çул умĕн кĕтрĕмĕр. Килмерĕн.
— Май пулмарĕ, Аня.
— Майĕ вăл шырамасан тупăнмасть. Халь ак тĕл пултăмăр. Кĕркуннеренпех чие çырли эрехĕ ларать. Хам тунăскер. Виктор кĕркелесе тухса тутанкаласа пăхатчĕ. Усра, Аня, тетчĕ, ку Коля эрехĕ. Коли вара унашкал эрехсене сыпас та çук. Пысăк çын вăл халь.
— Мĕн эс, Аня… Чипер калаç!
Кил хуçи панулми илсе кĕчĕ.
— Ку та хамăр пахчаранах. Кăçал антоновка тĕлĕнмелле паха сыхланчĕ. Пăчкă кĕрпипе хурсан çемçелекенччĕ, кăçал типĕ турпас çине пуçтарса хутăм та… Эс тутанса кур-ха, тутанса кур…
Уçă кăмăлпа хăналани Николай Ивановича хăюлантарчĕ, вăл хĕр тултарнă черккене çĕклерĕ. Ăшă-ăшă сăмахсем каласшăнччĕ, анчах сăмахĕсем тупăнмарĕç. Куçĕсем пĕрремĕш хут тĕл пулчĕç. Аня вĕсене тартмарĕ, хăй те пĕр хушă каччă çине тинкерсе пăхрĕ. Вĕсенче Николай шухăшлăхсăр пуçне урăх нимĕн те асăрхамарĕ, вара хĕрĕн шăпчăк юрри пек юратăвĕ иртсе кайнă юрату çеç пулĕ тесе шухăшларĕ.
Сан телейӳшĕн, Аня.
— Çапла пултăр.
— Мана час-часах эс телейрен пăрăнатăн, теççĕ. Ман пата çичĕ-сакăр каччă та хăтана килнĕ, вĕсем хушшинче лайăх палланисем те пур. Астăватăн-и Рудольфа? Вăл халь пирĕн смена маçтăрĕ. Ăсатма яма та çыпăçать, кинона та чĕнет. Чун туртмасть ăна. Çыннăн тата юратура кăна-ши телей? Çук. Маншăн апла мар. Çапах та эп пĕр енĕпе телейлĕ. Аннерен вунтăватă çулта юлнă, аттене тĕлĕкри пек кăна астăватăп. Ик шăллăма çын турăм.
Хам телее пайласа патăм вĕсене. Пĕри аслă лейтенант, академире вĕренет. Тепри кăçал çеç училище пĕтерчĕ. Вăл та лейтенант. Çар çыннисем ĕнтĕ. Çĕршывшăн кирлĕскерсемех пулчĕç. Халь хама та: «Вĕрен, акка», — теççĕ. Ăçта пăрахса каятăп эп атте-анне кил-çуртне? Эп хам киле тытса усрайман пек, укçа куçарса параççĕ. Итлерĕм те вĕсене, хам тĕллĕн вĕренме пединститута кайса кĕтĕм. Пĕр виçĕ кун каялла кăна Шупашкартан таврăнтăм-ха. Пĕринпе тытаймарăм тата. Кулянатăп халь. Вĕренсех пĕтерĕп-ши? Пилĕк çул тертленме тивет.
— Мĕнпе тытаймарăн?
— Математика чуна илет.
— Кӳр-ха программуна.
Черккесемпе вазăна, графина пĕр кĕтесе пуçтарса, Николай Иванович хĕре хăй çумне лартрĕ те чылайччен ăнлантарчĕ. Аня хăвăрт тавçăрса пыни ăна савăнтарчĕ.
— Ой, йывăр та мар, Коля, уншăн эпĕ мĕнле тертленнĕ! — терĕ вăл час-часах.
Тулта автан çур çĕр çитнине пĕлтерсе авăтса ячĕ. Николай сехечĕ çине пăхрĕ. Пилĕк минут кăна йăнăшнă иккен çунатлă сехет.
Хăна çĕкленчĕ. Каллех вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Халь хĕр куçĕсем ун çине ăшăрах, кăмăллăрах пăхнăн туйăнчĕç.
— Шупашкара пырсан кĕрсе тух. Сессие пырсан та хам патра пурăн. Çӳреме инçерех те, эп сана машинăсем тупсах хулана лартса ярăп.
— Ыранах каятăн-и?
— Ыранах, Аня. Вăхăт çук.
— Гостиница тăрăх çӳриччен кунтах вырт. Диван çине сарса парăп…
Хĕр кăна чĕреренех каларĕ пулас. Анчах епле юлăн-ха? Сана унта Павел Семенович кĕтет. Канмалли кун ахалех илсе тухрăн, тесе ятлаçать ĕнтĕ. Тата… Тата Люся патне çĕр выртма юлнине асилчĕ вăл. Пĕрре тунă йăнăша каçараççĕ пулсан, иккĕмĕшĕшĕн тепре чухне хытах ятлаççĕ.
Николай Иванович алă пачĕ. Хĕр ăна арçынла çирĕппĕн чăмăртарĕ.
Урама тухсанах вăл кунта çĕр выртма юлманшăн пăшăрханчĕ, чылай хушă пӳртĕн сӳнмен чӳречинчен тинкерсе тăчĕ. Унта канма чĕнекен канăçлăхпа ăна кĕтекен хĕр ĕмĕрлĕхех унран уйрăлса юлнăн туйăнчĕç.
IV
Николай Иванович ирхине ирех заводоуправленине кайрĕ. Малтан директорăн хуçалăх енĕпе ĕçлекен заместителĕ пурччĕ, хуçи хăй çукчĕ; кайран директор тупăнчĕ те, зам çухалчĕ. Кăнтăрла çитиччен Николай Иванович кирлĕ хатĕрсене çыртарса илчĕ, анчах Павел Семенович тупăнмарĕ. Самосвалне шофер управлени умне лартнăччĕ, халь ĕнтĕ машини те, хăй те çук.
Çĕрĕпех çывăраймасăр шухăшлани Николай Ивановича чăркăшлантарса ячĕ, оборудованисем паракан склад заведующипе чипер çĕртенех хирĕçсе кайрĕ. Юлашкинчен шофер тупăнчĕ, заведующи апата кайрĕ. Заводран вĕсем кăнтăрла иртсен çеç тапранса тухрĕç…
— Апат çиетпĕр те — çула, — терĕ Павел Семенович.
Машина тапрансанах, Николай Иванович хăй тарăхнине пытармарĕ, ăна ятласа тăкрĕ.
— Кирлĕ вăхăтра сана яланах тупма çук. Ăçта кайса çухалтăн?
— Эх! калăттăм та пĕрре, — терĕ шофер. — Ăнмасан ăнмасть вăл пурнăç! Гаишник тытса чарчĕ. Халь шăтăк талонпа çӳретĕп ĕнтĕ. Асăнтарчĕ мана Вăрасар!..
— Кирлĕшĕн шăтарнă, — чурăссăн тавăрчĕ Николай Иванович. (Куншăн вăл каярахпа чылаях ӳкĕнчĕ.)
— Çапла çав: вăйлишĕн яланах вăйсăрри айăплă. Айăп-и-ха тепĕр тесен унта? Çук. Куртăм та пĕр палланă çынна, çулăхрĕ мана. Ача сачĕ валли станцăран вутă леçсе пама ыйтать. Шухăшларăм урлă-пирлĕ: ĕçленĕшĕн вăй пĕтмест, садра ачасем шăнса лараççĕ пулĕ. Шăкăр-шакăрах тиесе лартрăмăр та — çула. Станцăран пурĕ те çур çухрăм кăна. Çывăх тесе çынна çунашкапа вутă турттартараймастăн-çке. Тиесен çĕр метр та каяймарăм, гаишник çулса илчĕ. «Салам, Павел Семенович! Салам пултăр, эппин. Калымлатăн?» «Вăл сăмаха шофер прави илнĕренпех пĕлместĕп», — тетĕп çакскерне. Ăна ĕнентериччен вунсакăр çулхи хĕре эп авланман тесе ĕнентерме пулать. Шарт çеç шăтарса пачĕ талона. «Яра пар, — тет, Павел Семенович, — тăватă еннелле, малалла ăслăрах пулăн, калым сăмаха хвранцус чĕлхине пĕлмен пекех пĕлми пулăн». Ăна мĕн! Пĕлмест вăл шăтăк талонлă шофер шăтăк чĕреллĕ этем пулнине. «Тавтапуç, — терĕм ăна, — тавтапуç ăс панăшăн, малалла палланă çыншăн мар, тăван арăм ыйтсан та стартер çине урана пусмастăп». «Тĕрĕс, — тет шельма, — шăтăк талонлă шофер вăл çурма гени». Тăрăхлать тата вăкăр тĕкменскер. Манăн заведующи те тархаслать. Эй! — аллипе сулчĕ шофер, — вăйлишĕн вăйсăрри айăплă. Çитсе пушатрăм вутта. «Ме, — тет, — хăть килне çитсен хуйху-суйхупа çур литр илсе ĕç. Ман айăппах типшар куртăн». «Тавтапуç, — тетĕп, — çур çултан эп эрех сыпмасăрах çĕнĕ талон илетĕп».
— Айда, кĕрсе тухар автоинспекцине, — хĕрхенчĕ ăна Николай Иванович.
— Кирлĕ мар, — тавăрчĕ шофер. — Çĕршыври пĕр чунсăр çыншăн ырă чĕреллисен шучĕ чакмасть.
Гостиницăран кăнтăрла иртни виçĕ сехет иртсен тухрĕç… Тикĕс шоссепе самосвал пысăк хăвăртлăхпа пычĕ. Поселок та, унтан пилĕк çухрăмра ларакан Шырланкасси те хыçа тăрса юлчĕç. Николай Ивановича юрпа витĕннĕ хир, тĕксĕммĕн курăнакан çул хĕрринчи йывăçсем, айлăмлă-тăвайккиллĕ тавралăх нимĕн чухлĕ те илĕртмерĕç. Час-часах ассăн сывлакан шофер çине пăхнă май, шухăшсем таçта-таçта çитрĕç. Кĕçĕн Çавал улăхĕ аса килчĕ. Викторпа, Аньăпа шыва кĕме кайнă чух вĕсенчен темиçе утăм маларах текерлĕк вĕçсе тухнăччĕ. Макăравлă сассипе вĕсен пуçĕ çийĕнчех кăшкăрса явăнатчĕ вăл.
— Курăр-ха, чĕпписене епле сыхлать! Епле харсăр кайăк! — тенĕччĕ Аня.
Аня сăнарĕ те самантлăха кайăк сăнарĕпе пĕрлешрĕ. Епле пысăк чăтăмлăхпа сыхланă вăл хăйĕн юратăвне! Пĕчĕк тăпăл-тăпăл кĕлетки текерлĕке асилтерчĕ, пуç тӳпине хутламлатса çыхнă вăрăм çивĕчĕ текерлĕк тӳпеттейĕ пек туйăнчĕ.
Анчах хĕр сассинче макăру палăрмасть, çавăнпа танлаштару та ăнăçсăр. Коля хăй макăрать çак пурнăçра. Юратăвăн пĕчĕк те ансăр сукмакĕсемпе урлă-пирлĕ кумса çӳресе, вăл пысăк та тӳрĕ çула асăрхаман, çав çул унпа юнашар, унăн умĕнчех выртнă, анчах ун çине тухма пĕлмен.
Николай Иванович сехечĕ çине пăхса илчĕ. Кăнтăрла иртни тăватă сехет. Шăпах халь Аня ĕçрен тухса килне таврăннă. Мĕн тăвать-ши? Çивĕтне сапаласа пуçĕ тăрне тӳпеттей пек чĕркет-ши? Тен, кил-çуртне тирпейлет? Кольăна та аса илчĕ пуль. Пайтах шухăшчĕ пуçра каçхине, йăлтах Аньăна уçса парасшăнччĕ вăл. Калас тенине калаймарĕ, пĕлтерес тенине пĕлтереймерĕ. Халь кая юлнă-ши тата?.. Çавăрас та машинăна каялла… калас Аньăна: «Эпир санпа пĕр мăшăр пулма çуралнă, пĕр мăшăр!» — теес. Шухăшлама çăмăл, калама йывăр. Ĕçне тума вара тата йывăртарах.
Ăçта илсе каять çак çул? Тен, çĕнĕ юрату çуралас вырăна? Тен… Ĕмĕр сакки сарлака… Тен, каялла çак çулпа таврăнма тивĕ?