I
— Ну, мĕн пăхса тăратăр ман çине? Эп чармастăп. Яра парăр. Çул уçă! Пуçланă ĕçе пĕтермеллех ĕнтĕ, — терĕ Виктор Андреевич, кĕпĕрленсе тăнă çынсене тинкерсе. Вăл йӳле янă кĕрĕк пиншакне тӳмелерĕ, аллинчи çăм алсишне алси ăшне тăхăнтартрĕ.
— Хĕрĕх градус сивĕре тĕрме çыннисене те ĕçлеттермеççĕ. Пире мĕн, принут панă-им? Ăшăтсан та касса пĕтерĕпĕр-ха, — тавăрчĕ Семен Петрович.
Çук, ку сăмахсем çителĕксĕр пек туйăнчĕç Семен Петровича, вăл хăй шухăшне ытти сăлтавсемпе çирĕплетме тăрăшрĕ:
— Юрать санăн арăму лаша пек старав та… Килте ĕçлеме аçу та пур. Сана мĕн, Вихтăр, эс хĕлĕпех вăрманта пурăнма пултаратăн. Манăн арăм килте вилес пек выртать пулсан, кунта ал çупсах юлас-и?
Семен Петрович (вăл пĕр çулталăк еннех колхоз председателĕ те пулнă, çавăнпа ăна ашшĕ ячĕпе хисеплеççĕ) — пĕчĕк пӳ-силлĕ, аллă урлă каçнă арçын. Сарлака кĕлеткеллĕ те çӳллĕ Виктор Андреевич çумĕнче вăл пĕчĕк ача пек курăнать. Ăвăс тĕслĕ сухалĕ икĕ эрне хырманнипе ӳссех кайнă, халь, ав, мăйăхĕ çинчи пăрлашкасене тăрăшсах хăйпăтать. Питĕнчи хутламĕсемпе йĕрĕсене сивĕ тăртантарса хытарнă, çавăнпа вăл хăй çулĕнчен чылай ватă пек туйăнать.
— Эп чармастăп. Яра пар. Тулĕк ман арăма ан тĕкĕн. Хăвăн арăмун пăлахайне ытларах пĕл. Ĕçлес тесен яланах чирлĕ вăл… — тавăрчĕ Виктор Андреевич.
Таврара кулă янраса кайрĕ.
— Тепĕр хут калатăп: эп чармастăп. Уяв уявах пултăр. Шухăшлăр-ха çапах: тата икĕ кунтан касса пĕтеретпĕр. Мĕншĕн хĕрĕх çухрăма каллĕ-маллĕ хутлас? Нивушлĕ ăнланмастăр? — хĕрӳленчĕ Виктор Андреевич. Унăн кӳренӳпе тулнă чакăр куçĕсем çынсем çине шăмарса пăхрĕç.
Çĕнĕ çул хыççăн пĕтеретпĕр.
— Мунча кĕменни виçĕ эрне!
— Çемьесене курас килекен пулчĕ!
— Эсĕ, Вихтăр, ырă ят илтессишĕн çынсене лаша вырăнне кӳлме хатĕр, — ыттисем шавланипе хăюланчĕ Семен Петрович. — Юл та ĕçле пĕчченех. Пӳсĕр тухичченех ĕçле.
— Яра парăр! — тарăхсах кайрĕ Виктор Андреевич. — Хуть киле мар, шуйттан мăйраки тăрне чавтарăр. Марш! Трактора тытса ан тăрăр. Сăводи! — хушрĕ вăл тракториста.
Çак сăмахсене кĕтнĕ пек тăракан çынсем будкăна чупса кĕрсе кайрĕç.
Виктор Андреевичпа юнашар тăракан Альберт хускалмарĕ. Мĕн тытса тăчĕ ăна? Чармасть вĕт никам та. Вăл кунта пуринчен çамрăкки, пуринчен ытларах ывăнни. Тăван кил. Ăшă-ăшă пӳрт. Чукунпа кăмакана лартнă аш яшки. Канăç тата. Эх, тăсăлса выртмалла та халь çемçе тӳшек çине, ывăнни иртсе кайиччен çывăрмалла.
Вăрман касакансем кĕпĕрленсе пĕрне-пĕри будка алăкĕнчен кĕме чăрмантарчĕç. Япаласем илме малтан кĕрсе кайнисем каялла тухма пикенчĕç. Вĕсене кĕрлесе кайнă трактор сасси татах васкатрĕ.
Касса пĕтермесĕр никам та каймастчĕ пулĕ. Пĕтĕмпех трактор килни пĕтерчĕ. Колхоз председателĕ те çав… Мĕн калăн, тăнсăр сурăхлах хăтланать. Хăй аш-пăш, çу, кĕрпе, çăкăр партарса ярать. Ку ĕçлĕр тени пулать ĕнтĕ. Çав хушăрах вара тракториста: тухаççĕ пулсан, тухчăр тесе, ăшă будка какăрттарса ярать. Тупăннă ырă кăмăллă çын! Отчетпа суйлав пухăвĕ пулать пулсан татаччĕ хуть. Пĕр çĕнĕ çула вăрманта та ирттерме пулать.
Çынсем васкасах пĕр будкăран тухса трактор кăкарнă будка алăкĕнчен чăмрĕç.
— Нивушлĕ иксĕмĕрех юлатпăр? — Альберт енне çаврăнчĕ Виктор Андреевич. — Вăт, сурăхсем! Ну, ан кулян. Иксĕмĕр те тем туса хурăпăр, — хавхалантарас пек кулса ячĕ вăл. Анчах кулли туртăнса та ютшăнса тухрĕ.
— Иккĕн те касатпăр, — тавăрчĕ Альберт, савăнăçлăрах пулма тăрăшса.
Трактор тапранса кайрĕ. Вĕсем иккĕшĕ те ун хыçĕнчен пăхса тăрса юлчĕç. Ак, шуса пыракан будка алăкĕ уçăлчĕ. Малтан пăс йăтăнса тухрĕ, унтан çул çине тахăшĕ сиксе юлчĕ.
— Петĕр, — терĕ Альберт.
— Çавă, — çирĕплетрĕ бригадир.
— Юлатăп, йышăнăр полка, — кăшкăрчĕ вăл, кутамккине силлесе. — Карап путассине чи малтан йĕке хӳресем сисеççĕ. Эп йĕке хӳре те, таркăн та мар.
— Виççĕн пултăмăр, — аллисене шартлаттарчĕ Альберт.
— Айта, кĕрсе чей ĕçер те касма каяр. Халь турат иртекен пур, — васкатрĕ Виктор Андреевич.
Будкăна платниксем пĕр виçĕ çул каяллах тунăччĕ. Ятарласах хатĕрленĕ çуна çине сакăр стойка лартнă, урайне сарнă, тăррине витнĕ. Аякĕсене кĕççепе хĕстерсе хăмасем çапнă. Пӳртех те мар ĕнтĕ, çапах шăнтса та вĕлермест: хӳтĕ, çил ямасть, тăтăшах хĕрĕх градуслă сивĕре тимĕр кăмака çунтарсан, çын мар, чĕкеç те пурăнмалла.
Алăка Альберт уçрĕ. Тĕлĕннипе кăшт çеç кăшкăрса ямарĕ. Шăнса ларнă пĕртен пĕр чӳречерен нар çине çутă ӳкет. Унта Ваçли выртать иккен, харлаттарсах çывăрать. Тĕлĕнмелле этем вăл: пĕр пушă минут пултăр — çынсем канма лараççĕ-и, чĕлĕм туртаççĕ-и — вăл наччас кукленсе ларать, çĕлĕкне çамки çине пусарать, тепĕр самантранах пуçĕ лăнк та лăнк! каять, кĕçех харлаттарма пуçлать. Çынсем хускалччăр кăна, Ваçли те ним пулман пекех хускалать, тутлăн карăнса анаслать, çумне пăрахнă пуртине илсе, вăрман касма утать.
— Мĕнле тĕлĕк куртăн? — кула-кула ыйтать унран пĕри.
Ваçли аптраса ӳкмест, çийĕнчех хуравлать:
— Арăму патне кӳршĕ Хватей улаха каçатчĕ те мана курса хăраса тарчĕ, — тесе хурать.
— Ах-хах-ха, — шăлне йĕрет вара ыйтаканĕ. Тепре çывăрса пăх-ха. Тен, мана ху арăму патне çӳренине курăн?
— Ман арăм санашкал шĕвĕрккесем çине куç хӳрипе те пăхмасть.
Çакнашкал сăмахсемпе перкелешнĕ хыççăн йĕкĕлтеме пăхаканни вара ирĕксĕрех пăрăнса утать. Калаçу вĕçленет.
— Ваçли пичче, çывăрса юлтăн вĕт. Çынсем киле кайрĕç, — терĕ Альберт.
— Çулĕ кукăр пултăр, — анасласа илчĕ вăл, унтан татах харлаттарма пикенчĕ.
— Нервăсем те çав, — шухăшларĕ Альберт, хутланса выртнă Ваçли кĕлетки çине тинкерсе. — Хĕртнĕ тимĕрпе тĕкмесĕр те хускалас çук.
Петĕр кĕрсе тăчĕ.
— Пĕр çын пăснине пин çын тӳрлетеймест, теççĕ. Тăваттăн вăрман касса пĕтереймĕпĕр, çапах та Альберт юлчĕ пулсан, ман ма юлас мар? Рабочи клас çĕрĕк интеллигенцинчен виçĕ хут çирĕпрех, — çатăртатрĕ вăл. Алсине нар çине хывса пăрахрĕ, тимĕр кăмака алăкне уçса, çунакан вутта пăтратрĕ, унтан вĕçлеймен сăмахне вĕçлесе хучĕ. — Кирек ăçта кайсассăн та аршăнта тăватă шит. Ĕçлекен ĕçке ĕлкĕреймен, кахал кĕрекене кĕрсе ларнă. Кĕтме арăм çук, юлас терĕм, Виктор Андреевич. Как никак эп интеллигент мар.
«Çĕрĕк интеллигент» тесе, Петĕр Альберта тĕкет. Малтанах Альберт çилленетчĕ, пĕр-ик хут ятлаçса та илчĕ. Лешĕ ытларах йĕкĕлтеме пуçлатчĕ кăна. Халь çав сăмах чĕрене касать пулин те, Альберт шарламасть.
— Мĕн эс хура курак пек пĕрмай пĕр тĕрлĕ юрлан? — сасартăк çĕкленчĕ Ваçли. — Интеллигент санран çирĕпрех пулĕ-ха вăл, эс мулкач пек тапса сикĕн.
— Мулкача ура тăрантарать, эп тракторпа ларса тухасшăн пултăм, — тавăрчĕ Петĕр нимĕн пулман пекех.
Виктор Андреевич пăтана çакса янă сахăр хутаççине илсе салтрĕ, кăмака çинчи чейникрен алюмини кружка çине чей ярса, сахăрне яшка кашăкĕпех пăтратрĕ.
— Çитет талпас çапса. Ĕçĕр те тухăр. Юмах яма юлман кунта, — терĕ вăл.
— Тĕрĕс. Алла хурлăх пулсассăн пыра мăнтăр пулать. Çини мĕнле, ĕçлени çавнашкал, теççĕ, — тепĕр майлă çапа пуçларĕ Петĕр.
Ваçли анасласа илчĕ, унтан çĕре сикрĕ.
— Мошельник эс, Петĕр. Çĕнĕ çулта каллех авланаймастăн ак. Ялта Тамара кĕтет, эс авланассинчен вăрмана тарса юлтăн, — каччăна йĕкĕлтеме пуçларĕ Ваçли.
— Ăслă çыннăн ĕç нумай, ухмахăн сăмах пĕтмест. Çывăрса тăтăн пулсан, чей ĕç, Ваçли кум, — тавăрчĕ Петĕр.
Вĕсем нимĕнле кумаллă та мар. Петĕрĕшĕн пулсан ят кăларса пултăр. Ун хыççăн Василий Константиновича кĕçех «Ваçли кум» теме пуçларĕ акă.
Шăпланчĕç.
— Эс, Альберт, ытлашши ан васка. Эс пыриччен эп юр хырса тăкам, — çĕкленчĕ Виктор Андреевич.
II
Колхоза делянка уйăрса панă вырăнта икĕ эрне каялла çурта пек тӳп-тӳрĕ ӳссе кайнă хырсемпе чăрăшсем ларатчĕç. Халь акă уçланкă кăна. Уçланкă темех те çук ăна: унта та кунта касса янă йывăçсем, утă лавĕ пысăкăшех купаласа хунă чăрăш лăссисемпе хыр турачĕсен куписем выртаççĕ. Будкăран инçех мар пĕрене купи: ултă лавпа килсе турттарчĕç ăна. Вĕсем ĕнер çеç пăрахса кайрĕç: хăйсен те, лашасен те апатсем пĕтсе çитнĕ, терĕç. Кăçал юр самаях çуса тултарчĕ.
Альберт бригадир йĕррипе утать… Сивĕ. Ытла та çатăр сивĕ. Пĕр эрне ĕнтĕ çанталăк çапла тăрать. Ĕçленĕ çĕртех хăшĕ-пĕрин сăмсине тăм илсе ярать. Халь те ак, будкăран тухнă-тухман, пальто çухи те, мулаххай хăлхисем те шап-шурă пăспа витĕнчĕç. Сивĕ сывлăш ӳпкене çунтарать. Çил çукки çеç хаяр çанталăка кăштах çемçетет.
Ĕмĕрне те шутламан Альберт вăрманта ĕçлессе. Нихăçан та! Тепĕр çын шăпи «ăнăçман ĕне эрнекун пăрулать» тенĕ пек пулса тухать-и, тен? Техникумран вĕренсе тухсанах ăна колхоз зоотехникне лартрĕç. Чунне парсах ĕçлеме тытăнчĕ вун саккăрти каччă. Ĕнесем те сĕт хăпартрĕç, сыснасене те хăвăрт самăртма тытăнчĕç. Колхоз председателĕ те малтан ал çинче йăтса çӳременни çеçчĕ. Йăлтах кăçалхи çуркунне хупларĕ: апрель уйăхĕнчех силос пĕтсе çитрĕ. Альберт шутланă тăрăх, силос сентябрь уйăхчен çитерме çитмеллеччĕ. Зоотехникăн тĕрĕслемелле пулнă апата тăккаланине. Айăпли айăплах пулнă çав. Ытларах çитерме тăрăшни те пулнă. Çамрăк мар-и? Çитĕнĕве васкарах курас килет-çке. Фермисем те тăватă ялта. Ăçтан пурне те асăрхаса çитеретĕн? Колхоз председателĕн пĕр сăмах: ачана пула, ачана шанса суккăр пулса юлтăм. Пухрĕ те лару, сăмах-юмах кĕске пулчĕ: шанăçа тивĕçтермерĕ — кăларас. Кăларчĕç вара. Хăшĕсем суда пама хушрĕç, çамрăк специалиста тӳрех ĕçрен кăларма закон çук терĕç. Суд тăрăх утиччен… Юрать, тӳрех ялпора счетовод ĕçĕ тупăнчĕ. Атту чирлĕ амăшне ăçтан пăрахса кайтăр-ха вăл? Юратнă хĕрĕ Роза та, кӳршĕ колхозра зоотехникра ĕçлекенскер, ăнланмарĕ ăна. Çав тери сивĕ çыру çырса ячĕ, уйтурух! Тепри пулсан çакăнмалла. Ытти вара йăлтах кутăн-пуçăн пулса тухрĕ: управлени хаçачĕ çине фельетон çапăнчĕ. Ячĕ те çав: «Зоотехник шăрçа шутарать». Счетовод ĕçĕ — ĕç мар пек. Ĕçлемесĕр сулланса сӳремест вĕт вăл. Тупăннă критиксем!
— Пăчкă паçăр касса янă хыр патĕнчеччĕ. Кайса ил-ха, — татрĕ унăн шухăшне Виктор Андреевич.
Юр пĕç кăкĕ таранах. Çапах та ура путни халь Альбертшăн хăрушă мар: çăмат ăшне тăлла чĕркенĕ. Тăллине Виктор Андреевич пачĕ.
— Кам вăрмана сарлака кунчаллă çăматăпа килет? — терĕ вăл малтанхи кунах çăматă ăшне кĕнĕ юра çурăмĕ çине выртса силлекен Альберта. — Ме, чĕрке.
— Хăв тата?
— Эп ăшă шăлаварпа.
Чăн та, ăна сивĕ тивес çук. Кĕрĕк пиншакĕ ун сарлака: ĕçлеме кансĕрлемест. Альбертăн кивĕ пальтовĕ тăвăр: виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чух çĕлетнĕскер. Çухине каптăрмапа çаклатсан, сывлама та майĕ çук. Ĕçленĕ чух ирĕксĕрех çӳлти тӳмине те вĕçертме тивет.
— Ничево, — хавхалантарать бригадир. — Çын хăй тутанса пăхман пурнăç — пурнăç мар. Эс çамрăк. Çамрăк вăл хăвапа пĕрех. Ăна авса хур та, вăл каллех тӳрленет. Ничево, Альберт!
Каçсерен ăна Виктор Андреевич пăчкă хăйрама, шăлĕсене пăрма вĕрентет. Пăчки — «восьмерик». Мĕншĕн «восьмерик»? Сакăр шит тăршшĕ пулнăран çапла каланă имĕш. Халь пĕлет ăна Альберт.
Каччă çитнĕ çĕре Виктор Андреевич пысăк хыр тавра çĕр курăнакан пуличченех юр хырса тасатнă, купи çине йывăç кĕреçе тăрăнтарнă, пуртă пăрахнă.
— Сулахай енчен тăр. Икĕ алăпа та ĕçлеме хăнăх, — вĕрентет Виктор Андреевич.
Пăчкă чарлама пуçларĕ.
— Ан кукăрт, тӳрĕрех тыт аврине. Вăт çапла…
Çук çав, сулахай алăпа тытасси çăмăлах мар. Туртса илнĕ чухне пăчкă аяккалла пăрăнать. Хăв та сисместĕн чалăш кайнине. Тăрăшсах тататăп тетĕн те. Шалалла кайнăçем йывăрланать. Чăр-чăр, чăр-чăр…
Пăчкă чăрлать, пуртă турпас сирпĕтет. Тӳнеççĕ йывăçсем… Пĕр çĕрте, тепĕр çĕрте…
Вăрмана каç сĕмлĕхĕ йăпшăнса кĕрет. Хуллен, сисмесĕр анăçра йывăç турачĕсем витĕр Сириус ялкăшса илет. Сӳнет. Каллех ялкăшма пуçлать. Ун çывăхĕнчи уйăх çути кансĕрлет-ха ăна.
— Эхе-хей, ача-пăча! Кончай работу!
Кăна Петĕр кăшкăрать.
«Кончай» мар-ха кунта. Çакна ӳкермеллех. Вăйĕ те паçăрхи мар та, çапах тытăннă ĕçе кам пăрахать? Кĕлеткепе туртăнсах тататăн. Каллех пĕрре, каллех иккĕ. Малалла-каялла, каялла-малалла. Хĕсет тата, çĕр çăтман! Чарăнма тивет. Çăварпа сăмсаран пăс çĕкленет. Ĕçлекентен сивĕ хăрать. Çурăм лачкам тар. Савăл çапнă хыççăн çăмăлтарах. Кӳпкет пуртă савăл тӳртĕшне. Татах чарлать пăчкă. Тинех ӳпĕнет. Халь сиксе тухса кăшкăрма та юрать:
— Паянлăха пĕтрĕ!
Çĕр çĕмĕрсе йывăç ӳкнĕ чух ăçтан илтĕнтĕр сан сассу?
III
— Тимĕр кăмака ăшши кĕсел çинĕпе пĕрех вăл. Пĕр сехет çӳре те выçса каятăн, кăмака патĕнчен пăрăн та шăннине туятăн, — терĕ Петĕр. Вăл хывăнма ĕлкĕрнĕ, стена çумне çакнă лампăна çутнă.
— Э, кунашкалах пулсассăн, шăнса вилетпĕр. Пĕрне кăмака хутма дежурта хăвармалла, — терĕ Альберт.
— Хăварас сана. Вут хутасси — интеллигент ĕçĕ. Кунта пилĕк ыратмасть, — йĕплет Петĕр.
— Эсĕ хăв та савăнсах хутса лармалла-ха, эсрелĕ.
— Хирĕçех пулас çук…
Алăк уçăлать. Шыв витри йăтнă Ваçли васкамасăр кĕрет.
— Вак шăнса ларать. Ыран пĕрин касма кайма тивет. Юр шывĕпе апат пĕçереймĕн, — тет вăл витрине пăралук çине çакса.
— Альберт кайса касать, — тавăрать Петĕр.
— Каллех хирĕçетĕр мар-и? Мĕн варă эсир кушакпа йытă пек пурăнатăр?
— Пуçланчĕ суд! Вак умĕнче çывăрса кайса шапаллă шыв ăсса кĕтĕн пулĕ-ха. Эх, эс те çав, Ваçли кум. Паян пĕрре апат пĕçер хуть. Атту ялан эп те эп. Сире тăрантарса йăлăхсах çитрĕм. Çиме слон пек çиетĕр, эсреметсем, — палкать Петĕр.
Сасăсăр кĕрсе тăнă Виктор Андреевич:
— Эс канах эппин, апат пĕçерсе пӳсĕр тухрĕ пуль, — тесе, кĕрĕк пиншакне хывса çакать.
— Мĕн пĕçерме пĕлен вара эс?
— Хура тул пăтти. Сысна çăвĕпе. Чĕлхӳне çăтса ярăн.
— Э, не пойдет. Çĕнĕ çул валли урăхларах апат кирлĕ. Эрех çук ĕнтĕ, анчах пирĕнтен уява никам та туртса илмен. Кăтартам сире хам искусствăна! Бефстрогăн пĕçерсе паратăп. Давай, Альберт. Аллуна çу та çĕр улми шуратма лар. Эс, Виктор Андреевич, сухан шурат, сан намăс çук, куçна кĕрсен те макăрмастăн. Эс, Ваçли кум, нар айĕнчи кăшмансене кăмакана пăрах. Пиçеççĕ. Первейший винегрет тăватăп. Давай, ыттине хам пĕлетĕп, — хушать Петĕр.
Çилленме те йывăр ăна. Бригадире те ав тĕксе илчĕ. Кунта халь Петĕр начальник…
Хырăм васкатать. Халь Альберт çĕр улми шуратса лариччен тăвар сапса пĕр чĕлĕ хура çăкăр çисе ярĕччĕ. Унтан вырăн çине, çемçе улăм ăшне.
Куçсем хупăнаççĕ. Тутлăн хупăнаççĕ. Пылак сарăлать шăм-шак тăрăх. Пĕр тĕлĕк курмасăр çывăратăн. Ваçли пичче çĕр каçиччен пĕр-ик хутчен тăрса кăмакана вут тултарать. Ăшă будкăра вăранатăн ирхине. Умывальник умĕнче черет çитессе кĕтсе тăмасăр тула сирпĕнсе тухатăн. Çĕр каçиччен канса ачашланнă ӳте сивĕ чĕпĕтет, кĕлетке сăрлатать…
— Мĕн эс, мĕшĕлтететĕн? — Альберт шухăшне татать Петĕр. — Васкарах шурат.
— Эп машина мар вĕт.
— Машинăран ан юл. Салтака кайсан, шуратма вĕрентеççĕ ак. Эп çур службине кухньăра ирттернĕ. Старшина пурччĕ. Соловей хушаматлă украинец. Какуй сана Соловей, маншăн кашкăртан та хăрушăччĕ. Тӳрех юратмарĕ мана. Юрăшăн. Отбой хыççăн çывăрма выртрăмăр та, вăл çук тесе, эпĕ юриех юрласа ятăм:
Соловей, Соловей,
Не тревожь ты солдат…
Вăл, эсремет этемми, пирĕн казармăран кайман пулнă.
Çутă сӳнтернĕ те — тăнă итлесе. Çутса ячĕ хайхи. Ну-ка, хăшĕ кунта шăпчăк, тăрăр-ха, ванькă-станькăсем! Старшина юлташ, тетĕп ăна, мĕншĕн пĕтĕм взвода тăратмалла? Аха, тет, хайхи, эсĕ-и-ха вăл шăпчăк? Ну-ка, тăр-ха, ванькă-станькă! Марш столовăйне наряда! Пĕтрĕм, шухăшлатăп хам. Пĕр эрне служить тумастăп — наряд туянтăм. Пĕр-икĕ сехет çĕр улми шуратма тиврĕ. Таса наказани… Эхей, эс, Альберт… Пĕреххут ан чăрмантар-ха. Кайса шыв ăсса кил. Ыран валли те кирлĕ пулать, — сăмахне пăрса ярать Петĕр.
— Малалла мĕн? — кăсăкланса ыйтать Виктор Андреевич.
— Тупрăн ĕненмелли. Йăпантăр ĕнтĕ хăй суйипе, — тавăрать Ваçли.
— Ĕненмене ĕне хăлхи.
Альберт тумланать. Унăн Петĕр калавне итлесе пĕтермесĕр тухас килмест.
Çанталăк пекех уйăх та сивĕ. Вăл хăйĕн вăйсăр çутине вăрман çине сапалать. Вăрман касакансен урисем тĕрленĕ пĕртен пĕр сукмак Кĕçĕн Çавал хĕррине илсе анать. Тавраллах улăпла хырсем. Пĕр сас-чĕвĕ те çук. Кашни йывăç çинчех вăрман кушакĕ пытанса выртнăн туйăнать. Вăл пĕрре сиксех ĕнсерен çапса антарать, теççĕ. Хăранипе çӳçенсех каять Альберт.
Акă çыран та. Ăна кĕреçесемпе картлашкалантарнă. Юр çи витти çинчи вак тĕксĕммĕн курăнать. Чупсах анать Альберт вак патне. Васкасах витрине шыва чикет. Мĕн ку? Çурри таран çеç кĕрет витре. Шăнса ларнă вак. Альберт витре хĕррипе ăсма хăтланать. Ăçта унта, йытă ĕçмелĕх те кĕмест шыв!
Пур-çук шывне сирпĕнтеркелесе, Альберт каялла ыткăнать. Халь ĕнтĕ ăна сивĕ те ытларах чĕпĕтет, алли те ытларах шăнать.
— Вак шăнса ларнă, — персе ярать вăл кĕнĕ-кĕменех, пĕтĕм будкипех сарăлнă çĕр улми шăршине тутлăн шăршласа.
— Эккей, эп сана калама мансах кайнă. Унта кружка пурччĕ. Юр ăшне туса хăварнăччĕ эп, — нар çинчен вăштах сиксе анать тĕлĕрсе ларакан Ваçли.
— Юрĕ-çке, ыран ирех вакне аслăлатăпăр. Хывăнах, — хушрĕ Виктор Андреевич.
Çук ĕнтĕ, пуçланă ĕçе вĕçнех çитерет Альберт. Ача-им вăл? Тавтапуçах, кăçал вун тăххăра каять.
Вăл, çӳлĕкрен чашăк илсе, витри ăшне хурать те каллех вак патне тухса чупать.
Альберт хальхинче часах таврăнать.
— Чăппи витре, — савăнса пĕлтерет Альберт.
— Нар айне ларт, — хушать Виктор Андреевич.
— Тăхта-ха, шыв хурчĕ çаклатса килмерĕн-и? — ыйтать Петĕр. Вăл, лампăна вĕçертсе, пукан çинчи витрене пырса пăхать.
— Ыраш пăтри! Туршăн та ыраш пăтри, — кăшкăрать повар.
Пурте витре патне кĕпĕрленсе пыраççĕ.
— Тупнă тĕлĕнмелли, — лăпкăн сăмах хушать Ваçли, — сывлама тухнă та — çакланнă.
— Альберта ăшаласа парас куна, — тет Петĕр.
— Пурăнтăр, — пĕр харăсах сăмах хушаççĕ Альбертпа Виктор Андреевич, çутă патнелле кармашакан пулă çине пăхса. Бригадир витрене нар айне лартать, пăтана çакнă кутамкки патне каять. Арăмĕ паян ун валли кучченеç парса янă. Хĕвĕшӳпе пăхма та манса кайнă вăл ăна.
— Эх, çур литр пулинччĕ, — вĕтеленет Петĕр Виктор Андреевич çинчен куçне илмесĕр.
— Каллех аш, — кăштах нӳр çапнă шурă хутаçа кăларать бригадир. Çу, хуплу, тăхта-ха, ку мĕн бидонĕ? Сĕт ĕнтĕ, — мăкăртатать вăл.
— Сăра, — чăтаймасть Петĕр.
Шĕпĕлт! туса уçăлать хупăлча.
— Сăра, — çирĕплетет Виктор Андреевич. — Ничего, пурăнатпăр. Эпир те çĕнĕ çула типĕ ирттерместпĕр!
Альберт бригадир савăннинчен тĕлĕнет. Ăна халь платниксен бригадине ертсе пыракан çирĕп чунлă çын тееймĕн. Тути те куçĕсем те кулаççĕ.
— Манăн арăм чухлаймасть ăна-кăна, — хушса хурать Ваçли. — Пыратчĕ халь ĕç хыççăн пĕр-ик стакан.
— Тупнă ăмсанмалли… Пĕр банка варени пулсан халь… Анне трактор килессине пĕлмен пулмалла ĕнтĕ, — хаштах сывлать Альберт.
— Чĕчĕ ачине сĕт те юрать, — йĕкĕлтет Петĕр. Вăл ăшалама лартнă çĕр улмине çыртса пăхать. Çав кашăкпах чиксе ярса пăтратать.
— Эй, повар, сыпасса эс урăх кашăкпа сып, — тĕксе илет Альберт.
— Пуçларĕ çĕрĕк интеллигент. Эп мĕн, ясар чирлĕ-и? Вăрманта чăваш хырăмĕнче пуртă та аври-мĕнĕпех çĕрет.
— Эккей, çамрăксем кушакпа йытăпа пĕрех, — нар çинчен анать Ваçли. — Васкарах пĕçер, Петĕр, атту сĕлеке урнă йытанни пек юхать.
Çак вăхăтра будка алăкĕ уçăлса каять. Пăс кĕрсе тулнипе шалта малтанах нимĕн те курăнмасть. Тĕтре хуллен сирĕлсе çухалать, унпа пĕрлех çын сасси янраса каять:
— Çĕнĕ çул ячĕпе, ял-йыш! Ыр каç пултăр! Сăмсана тăм илчĕ, шельмă.
Кĕрсе тăни, хăнăхман çутта курса, куçне хĕсет, шăнса хытнă çăматтисемпе шаклаттарса, тимĕр кăмака патне çывхарать. Сухалне вăл таса хырнă, сăнĕ-пичĕ сивĕпе хĕрелнĕ. Çурăмĕ урлă икĕ кĕпçеллĕ пăшал çакнă. Тултан кĕнĕ пăс сирĕлсе кайсан тин пӳртре ларакансем ăна палласа илчĕç.
— Салам, Пантелеймон Матвеевич! Иртсе лар! — кăмăллăн сĕнчĕç вĕсем.
— Тăваттăн пурăннă çĕрте пиллĕкмĕш валли те вырăн тупăнатех.
— Апат тĕлнех çитрĕн. Хунемӳ савать пулас.
Вăрман хуралçи кашнинех ал парать. Шăнса хытнă пӳрнисем вăйсăррăн чăмăртаççĕ.
Ăшăри çын сиввине туймасть, тени тĕрĕс мар. Пурте Пантелеймон Матвеевича вырăн параççĕ.
— Панти, хывăн, — сĕнет Виктор Андреевич.
Аллисене ăшăтнă хăна сăмсине йăвалать.
Хăнан хăмăр куçĕсем кăшт сивлеккĕнтерех пăхаççĕ. Çӳхерех тути тăп-тăп. Чăмăртарах пысăк сăмси тăтăшах ĕçекен çыннăнни евĕрлех хĕрелсе кайнă.
Пантелеймон Матвеевич малтан пăшалне хывса çакать, унтан васкамасăр хывăнать.
— Тахăшĕ пăшие типĕтнĕ… Кайри хăрах пĕççине касса кайнă та ытти ашне юр ăшне пытарса хăварнă. Иккĕмĕш талăк сыхлатăп. Сисрĕ пулас, шельма, — тет вăл, пукан илсе.
— Пĕр-пĕр сунарçă ĕнтĕ!
— Тен, вăрман касакансем? — кулать хуралçă.
— Ăна пуртăпа тытаймăн, — тет Ваçли.
— Пĕлетĕп. Вăл-ку тарам, — кĕсйинчен çур литр эрех кăларать Пантелеймон Матвеевич, — вил те пĕччен ĕçейместĕп. Эсир юлнă терĕç те, айăп ан тăвăр, килмесĕр чăтаймарăм.
— Эхей, кун пек хăна килсех тăтăр, — савăнăçлăн ялкăшать Петĕр.
— Тавтапуç, Панти, — хушса хурать Виктор Андреевич.
Бригадир пулмасан вăрман хуралçи кунта ĕмĕрне те килес çук. Пĕрле ӳснĕ, пĕрлех çара кайнă, шурă финсене хирĕç çапăçнă, кайран иккĕшĕ те аслă вăрçа «Катюша» расчетĕнче ирттернĕ. Çартан таврăнсан çеç çулĕсем пĕр пулмарĕç: пĕри хăй шăпине вăрманпа çыхăнтарчĕ, тепри — колхозпа.
— Пырас пурсăрăн та хам пата. Сăри пур, аш ăшалăттăмăр. Ăшă пӳртре Çĕнĕ çул ирттересси будкăра ирттерни мар ĕнтĕ…
— Чăрмантарасси… лар-ха эс. Куçар пуканна сĕтел умнерех.
Сĕтел тенĕрен, сĕтелĕ пĕчĕк. Ăна кĕтесе стена çумне çапса лартнă. Ячĕ çеç. Унта тăватă-пилĕк чашăкран ытла вырнаçмасть. Ытти чух Виктор Андреевичпа тепĕр икĕ çын çеç çикелетчĕç ун çинче. Ыттисем чашăкĕсене нар çине лартаççĕ, хăйсем чĕркуçленеççĕ. Пĕр аллинче хура çăкăр чĕлли, тепринче — кашăк. Сăрăплаттар кăна. Ку мел чăвашла та, узбекла та мар, «вăрманла» мел. Çапах та вăрман апатĕнчен тутли çĕр çинче урăх нимĕн те çук. Кун пирки Альберт такампа та тупăшма хатĕр.
— Кружкăсене шутарăр. Вăт çапла. Эс те шутар, Альберт! — хушать Виктор Андреевич.
— Ман валли сăра яр, эрех ĕçместĕп.
— Хăвăн ирĕкӳ.
— Çĕнĕ çулшăн. Кĕрекемĕр яланах тулăх пултăр, выльăх-чĕрлĕх сывă пурăнтăр, уйра тырă хĕвĕнтĕр, вăрманта йывăç хунатăр, хамăрăн телей пултăр, — тет Пантелеймон Матвеевич, сăмсисене пĕчĕк ача пек нăш-нăш туртса.
— Дай бог не последний, — чанклаттарать Петĕр кружкине.
Альбертăн пĕр-пĕр ырă сăлтавшăн сăрапа шаккас килет. Мĕншĕн? Хăй те пĕлмест. Тепĕр хут зоотехник пулассишĕн-и? Е ăста платник пулассишĕн? Халь вăл çул юппинче. Пĕр ĕçĕпе ăна юрăхсăра кăларчĕç, теприне пайтах хăнăхмалла. Тен, Розăшăн ĕçес? Ăнланма тивĕç вăл юлашкинчен. Ĕçлемесĕр çăкăр çимест вĕт Альберт.
— Ме, сăрапа сыпса яр, — сĕнет тахăшне Виктор Андреевич.
Сăра хыççăн Альбертăн çăвар тути пĕтет. Ку малтанлăха çеç. Халь вăл никам çине те пăхмасть. Хырăм выççи хăйĕннех илет. Чĕркуçленет нар умне. Çăварта тутлă кăшман натăртатать, чĕрĕ сухан çатăртатать. Унтах вĕри апат. Лайăх ăшаланă çĕр улми, сысна ашĕ. Кашăкран çăкăр чĕлли çине çу юхать. Сăра ĕçнипех кăшт пуç çаврăнать. Тĕнче те, пур çынсем те аван, ырă.
— Кама хушса парас? — ыйтать Петĕр.
— Яр пĕр-икĕ кашăк? — ыйтать Ваçли.
— Апат çинĕ чух тĕлĕрместĕн эс, — тавăрать повар.
— Çини мĕнле, ĕçлени çапла, — хуравлать лешĕ.
Альберт тăранчĕ. Халь аш та çуннă пек, çĕр улми те ытлашши тутлах мар.
— Кружкăсене тытăр. Апат хыççăн тепрер курка çавăрар. Альберт, тыт.
— Çук, ĕçес килмест.
Каччă хывăнать. Лĕмсĕрех каять кĕлетке. Лĕмсĕрех. Юн мар чупать пулас тымарсем тăрăх, пыл… Урана тимĕр кăмака ăшши çапать. Пурнăç мар, пăçмах. Куçсем хăйсемех хупăнаççĕ…
IV
Тĕлĕк-ши, тĕлĕк мар-ши?
Хăлхара çав-çавах палланă сасă. Вăрман хуралçи сасси:
— Хветĕр ывăлĕ вĕт вал!
— Çавă, Альберт.
— Зоотехникра ĕçлет теместчĕç-и ăна? Хăйне валли пӳрт пури кăларать пуль ĕнтĕ?
— Зоотехникра ĕçлетчĕ. Тем ăнмарĕ-ха ун. Кайран ялпора счетоводра ĕçлерĕ. Хаçатра çунтарсан, ăсранах тухса кайма пуçларĕ ача. Малтан управленинче урăх колхоза яма пулнă, кайран колхоз председателĕ элекленĕ пулĕ-и, ниçта та ямарĕç. Çĕпĕре те, Казахстана та кайма хатĕрленнĕ. Мускав направлени те панă. Амăшĕ макăрать. Таруç икĕ çул хĕн курать. Унашкал пурăниччен пурăнманни. Хуçалăхĕ те япăхланчĕ. Çавнашкал кил-çурта ăçтан пăрахса каятăн. Хăй кайĕ те, амăшĕ вилĕ. Каçрăм Альберт патне. Эс арçын-и, тетĕп. Çапла пултăр, хуравлать хайхискер. Арçын пулсассăн, чирлĕ аннӳне ан пăрах. Сур зоотехник ĕçĕ çине. Пуласах тесессĕн, каллех зоотехник пулатăн. Çамрăк йăнăшĕ вăл темех мар. Хăва авăнсан та тӳрленет. Пыр хам бригадăна. Çулталăкра сакăр çĕр ĕç кунĕ тăватăн. Кăçал пӳртне юсăпăр. Эп халиччен пуртă аври лартман, тавăрать мана хирĕç. Ничево, тетĕп, аллу пур, куçу курать — вĕренетĕн. Çамрăклăхăн малаш. Килĕшрĕ. Кунта киличчен пĕрле хăма çуртăмăр, — янăрать хĕрĕнкĕрех Виктор Андреевич сасси.
— Лесопилка ĕçлемест-и?
— Арканнăччĕ. Клуб туса пĕтерме хăма кирлĕ пулчĕ.
— Хавшак пулас вăл.
— Аптрамасть.
— Вăрман касасси района хуплă çуна кӳлсе чупасси мар çав, — калаçăва хутшăнать Петĕр.
— Эс сахалтарах палка. Малтанхи пĕр-икĕ кунне чăнах та каçхи апат çимесĕрех çывăрса кайрĕ. Халь мана та ывăнтарать.
— Çĕрĕк интеллигенци. Альбертăн пĕрех хут хĕр пулмалла пулнă. Ĕçмен, табак туртман арçын арçын-и вăл? Перепиç вăхăтĕнче арçын шутне ахаль çеç хăпартать, — кулать Петĕр.
Сасартăк куç уçăлса каять. Мачча хăми. Çутă ӳкет. Каç-и, ир-и? Çăвар йăлтах типсе ларнă. Сăмсана махорка тĕтĕмĕ чикет. Чăтайманнипе чыхăнса кайсах ӳсĕрет Альберт. Вăл тăрса шыв ĕçет.
Пантелеймон Матвеевич кайман-ха. Пурте кăмака тавра пухăнса ларнă.
— Чирлемерĕн пулĕ те… Пĕрмай ӳсĕретĕн, — сăмах хушать Виктор Андреевич.
— Çук, тăварлăрах апат лекрĕ. Повар айăплă.
— Ыран тăварсăр çитерĕп.
Альберт кайса выртать. Каллех пылак ыйхă куçсене хуптарать.
— Итлĕр-ха, ачамккăсем, çапах пăшие вăрман ĕçлекенсем пенĕ. Сунар йĕрсĕр пулмасть, — илтет Альберт ыйхă витĕр Пантелеймон Матвеевич сассине.
— Пирĕн эртел мар ĕнтĕ. Пулĕ иртен-çӳренсем, — тавăрать Виктор Андреевич.
V
Алăк сассипе вăранать Альберт. Каллех чыхăнса кайса ӳсĕрме пуçлать.
— Чĕр сухан çи, иртсе каять, — хушать тултан кĕнĕ Виктор Андреевич. Хăйĕнчен уçă сывлăшпа сухăр шăрши çапать. Бригадир чĕлнĕ хăййа чĕртсе кăмакана чикет, ун çине вĕттĕн вакланă вут сыпписем тултарать.
Паян юрпа çăвăнас килмест: кĕлетке ытла та йывăр. Альберт ал çумалли пăтине такăртаттарма пуçлать.
— Паян сивĕ-и? — анасласа ыйтать Ваçли.
— Ĕнерхи пекех, — тавăрать бригадир.
— Эккей, эс, Альберт ыталама та пĕлместĕн иккен. Йăлтах шăнса кайнă, — пуç çинченех витĕннĕ кивĕ утиялне сирет Петĕр. Тăма васкамасть-ха вăл, тутлăн карăнкаласа, каллех витĕнет.
— Сыснапа çывăр эс. Унăн температури вĕрирех, — тавăрать Альберт.
Альберт, нар айĕнчен пуртă илсе, витрене чикет, тумланса вак касма каять.
Тĕттĕм-ха, çапах кун пуçланнине сисме пулать. Хĕллехи вăрăм каçа сыхласа ывăннă уйăх вăрман хыçне кайса куçне хупнă. Сириус та анăçалла аннă. Халь тухăç çутăрах, йывăç мĕлкисем палăраççĕ.
Вак пушшех пĕчĕкленнĕ иккен. Халь унта курка та кĕрес çук. Сирпĕнет пăр, юр ăшне кайса вăркăнать. Сирпĕнет шыв. Пальто аркипе çанă вĕçне ӳксе пăрланать. Кивĕ вакка уçасси çăмăл мар. Çапах та сарăлать, сарăлать. Витре те кĕрет акă. Татах сарать Альберт. Каллех шыв, пăр сирпĕнет.
Будкăра хуран чашкăрать, кăмака кĕрлесе çунать. Виктор Андреевич пăчкă хăйрать.
— Паян кăнтăрлаччен касса пĕтересчĕ, вара, сыпăласа тухса, турат çунтарасси çеç юлать, — пăчкине хăйрама пăрахать бригадир.
— Ваçли кум юлхавланмасан, пĕтеретпĕр, — хутшăнать Петĕр кашăкпа хуранне пăтратса.
— Çивĕч çын çĕтĕлет, çур çын тĕшне тăраймасть, — тавăрать лешĕ, кашăк-чашăк çăваканскер.
— Ĕçленĕ чух та çывăракан çĕр çул пурăнать.
— Çапла лайăх та.
Ваçли хĕрĕхре. Çапах сăнран пăхсан вăтăр виçĕ çулта çеç темелле.
Альберт пуртине çивĕчлетме пуçлать.
Апат та хатĕр. Паян тулă пăтти пĕçернĕ, чей вĕретнĕ. Сĕтел çинчех çиеççĕ. Вырнаçма пулать. Лармалли çеç çук Альбертăн. Вăл ура çинчех апатланать.
— Ӳсетĕн ура çинче çисен, — тет бригадир.
Алăк уçăлать.
— Салам, ял-йыш! — ыр сунать Пантелеймон Матвеевич.
— Апат çиме кил.
— Ал пăчки илсе килтĕм сире пулăшма. Каçхине вуçех манса кайнă, çур çултан иртсен тин аса илтĕм.
— Мĕнле ал пăчки?
— «Дружба» ятлăскер. Бензин та илсе килтĕм, пĕр 20 литр пулать пуль. Атту эсир кун пек тăваттăн çеç ĕçлесен, турă пăр çине аниччен те касса пĕтерейместĕр.
— Ăçта тупрăн? — ыйтать Виктор Андреевич.
— Лесхозăн. Рабочисем касса пĕтерсе кайрĕç те тепĕр эрнесĕр килес çук. Ĕçлĕр!
Альберт та ăнлана пуçлать. Механически пăчкă ĕнтĕ. Анчах кам ĕçлĕ-ха унпа?
— Апата лар, — хистет Виктор Андреевич.
— Тавтапуç. Çийĕрех. Эп çула пуçтарăниччен çисе тухма хăнăхнă.
Пантелеймон Матвеевичăн тăм илнĕ сăмси хĕртнĕ кирпĕч тĕслĕ пулса кайнă, шыçăннă. Хăй вăл нар çинче ларать, пуç пӳрне пысăкăш чикарккă çавăрать.
— Лайăх ĕçлесен ыран пĕтеретĕр. Ку пăчкăпа пĕр-пĕччен 50 фестметр касма пулать, — хавхалантарать лесник.
— Тавтапуç, ĕçлеме манман пулĕ-ха. Тăватă пăчкăпа эпир хальччен икĕ пин фест касмалла, — тет бригадир.
— Йăтма йывăр, мана чухах. Пуçтарăнăр. Кайрăмăр. Эс, Альберт, турат иртме пуртă çеç ил.
Виктор Андреевичпа Пантелеймон Матвеевич, «дружбăна» илсе кĕрсе, тимĕр кăмака умне хураççĕ. Лесник канистрăран бензин ярать. Мотор малтан чăхăмлать, тапранмасть. Юлашкинчен кĕрлесе каять.
Пăчкăна йăтса çитерме Альберт та пулăшать.
— Турă çырлах, çырлах тур, çырлахмасан, как хочешь.
Ĕç пуçланă чух бригадир яланах çак сăмахсене калать. Шӳтлесе, кăшт куларах калать вăл вĕсене.
Альберт метр патакĕ илсе вулла виçет, карт тăвать. Ултă метр çурă. Стандарт. Унтан туратсем иртме пуçлать. Лач! лач! ларать пуртă хыр турачĕ çине. Çатăртатса тайăлать турат. Кĕрлет пăчкă моторĕ, çаврăнать пăчкă сăнчăрĕ кĕрпене сирпĕтсе. Ку саспа ĕçлеме те лайăхрах. Ӳслĕк çеç аптратать.
Халь Альберт пăрман касас çĕрте айван мар ĕнтĕ.
Пĕлет мелне. Вĕренчĕ. Касса ярас пулсан пĕр еннелле вăтăр-хĕрĕх йывăç таран йăвантармалла. Капла турачĕсене иртсе купалама аван. Юр та таптанать, пусăрăнать, путса анас хуйхă çук.
— Васкарах çарат. Мăн турачĕсене хăвар, эп ăна пăчкăпах тататăп, — хыпалантарать бригадир.
— Юрать.
Вĕрет ĕç. Чарлать моторлă пăчкă, Петĕрпе Ваçли ав çĕнĕ йывăç касса ячĕç. Кĕрлет хĕллехи сивĕ вăрман…
VI
Каллех каç. Будкăра мунчари пек лĕп. Хĕп-хĕрлĕ ларать тимĕр кăмака. Апат çинĕ хыççăн пурте нар çине тăсăлса выртаççĕ. Ĕшенме те паян сахалтарах ĕшеннĕ.
Стена çумĕнчи лампа именерех çунать. Ăна та ăшă аптратнă.
— Хаçат вуламанни çур уйăх çитрĕ ĕнтĕ, — тет Альберт.
— Ан та кала-ха. Приемник илсе памалла хуть колхозăн çак будка валли, — хутшăнать бригадир.
Виктор Андреевичпа Василий Константинович — коммунистсем. Вĕсен хаçат вуласси йăлана кĕнĕ. Çавăнпа кичем пулас. Пĕр-пĕр кĕнеке пулсассăн та çапла тăсăлса выртас çук. Халь тек пуш халап çапас пулать.
— Петĕр кум, ху хăтана кайнине каласа пар-ха. Мĕншĕн сана хĕр парса ямарĕç? — ыйтать Ваçли.
Петĕр вăтăр пĕррере. Çартан таврăнсан икĕ пиччĕшĕ авланчĕç, уйăрса кăлармалла пулчĕ. Каймарĕ унăн аллинчен пуртă. Виçĕм çул шăллĕ çартанах майра илсе таврăнчĕ. Иртнĕ çулта Петĕр, хăй уйрăлма хатĕрленсе, пӳрт лартрĕ, кăмакине те хăех купаларĕ. Ил те пыр хĕре. Анчах васкамасть-ха вăл.
— Хăтана эп мар, Семен Петрович кайнă. Октябрь уявĕнчеччĕ вăл. Вĕçсе çитрĕ пирĕн пата. Лаша кӳлнĕ. Ĕçтер, тет те, — ĕçтертĕм. Ӳсĕрĕлсех кайрĕ. Авкаланать, тайкаланать. Айта, тет, хăтана и паста… Ăçта каймалла? Мĕнле ăçта? Санашкал ăста ал-ураллă каччăна такам хĕр парĕ. Тата эс çавна пĕл: кампа каятăн? Кампа? Бригадирпа. Вот кампа! Сана хăвна хĕр памасан та манпа пĕрле пырсан параççĕ. Лар тухса, учительша патне каятпăр. Леш, иртнĕ çулта институт пĕтернĕ Тамара Сергеевна патне ĕнтĕ. Эп кайма килĕшместĕп, вăл хăйĕннех перет. Тӳнсе антăр тесе, эрех ĕçтеретĕп, вăл пур, юман юпа пекех тăрать. Вара сарайра çĕрсе ларакан сӳс киллине çуна çине тухса пăрахрăм, çиелтен çĕтĕк çи виттипе витрĕм. Пӳрте кĕтĕм те каятпăр, тетĕп. Аннене алăк уçса яма ыйтатăп. Хам, маларах тухса, сӳс киллипе юнашар выртатăп. Аран-аран тухкаласа ларчĕ Семен Петрович, манăн пулас хăйматлăх. Юрра шăрантарать çеç. Тапрансанах сиксе юлтăм эпĕ. Кайнă вара вăл сӳс киллине ыталаса. Çитет те: «Петĕр тăр», тесе калать тет. Петĕр тапранмасть. Каçхи куç ĕнтĕ. Мана вăл хăйĕнчен те ӳсĕр тесе шутланă-çке-ха. Хăех кĕрсе каять вара. Çапла та капла, хайхи пире тына пăру кирлĕ, çураçма килтĕмĕр. Хĕрĕ пулман, ашшĕпе амăшĕ тарăхсах каяççĕ. «Эсĕ хăв иккĕмĕш хут авланас тетĕн-им, ват супнă? Çичĕ ачупа арăмна ăçта хуратăн?» Тустараççĕ кăна. Семен Петрович вăл дипломатпа пĕрех. Ара, каччи те пур, çул çинче варпа аптрарĕ те, тапранаймасăр выртать. Çуна çинчех. Совеç пулсан, ăна сирĕн кĕртсе вырттармалла. Чăнах та, ĕненеççĕ лешсем. Хунар çутса тухаççĕ. Пăхаççĕ те — сӳс килли вырта парать! Пĕррех хăлха чиккинчен тăхăнтартать Тамара ашшĕ Семен Петровича. Тупкăчă шăнкăрт! çеç татăлса анать çуна çине. Юрать лаши ăслă пулнă: конюшнине илсе çитерет çакна. Конюхсем вара ăна общежитие кĕртсе вырттарнă.
Пурте Петĕр каласа панинчен кулаççĕ. Чăнах пулса иртнĕ мыскаран кулăшĕ çукрах пулсан та кулăшла.
— Мĕнле-ха вăл сӳс киллинчен этеме уйăрайман? — ыйтать Альберт.
— Унашкал ӳсĕрĕлсен, çумна сысна пăрахса ярсассăн та арăм тесех ыталамалла.
Таçта тарать паçăрхи юлхавлăх. Виктор Андреевичпа Ваçли пичче тăрса лараççĕ. Петĕр халь пружинине вĕçне çитиччен пăрнă патефонпа пĕрех, итлеме çеç ан ӳркен.
— Семен Петрович бригадира кĕнĕренпе палламалла мар улшăнса кайрĕ. Ăçта та пулин кайма лаша кирлĕ-и — çур литр чиксе пыр. Ĕçтерекене ĕç кунĕ хушса та çырса парать. Пĕр сăмахпа — хуçа! Хăтана ăнăçсăр кайнă хыççăн мана кураймиех пулса кайрĕ çакскер. Хушать пĕр-пĕр вак-тевек ĕçе. Кунĕ-кунĕпе тертленсе те çур ĕç кунĕ ĕçлесе илейместĕн. Ĕçтер тесе хуплать тата! Ах, тетĕп, лум тăрăнса ларасчĕ сан пырна, вĕрентетĕп-ха тепре! Хăпарать çапла пĕрре ӳсĕрскер. Петруш, тет мана, санăн унта пыра чӳхемелли тупăнмасть-и? Епле çук пултăр. Малти пӳртри сĕтел хушшинех кĕртсе лартатăп хайхи. Хам çăлран шыв ăсса кĕретĕп. Пирĕн çăла хăвăр пĕлетĕр: шывĕ кăрлач сиввинче мар, çулла та шăлсене шантарать. Хăрах алла икĕ кĕпçеллĕ пăшал тытатăп, хăраххинче витре. Витре çине мунчара усă курмалли пысăк алтăра хуратăп. Ĕç, тетĕп, çакна ĕç пилĕк алтăр, ĕçмесен икĕ патронне те сана халаллатăп. Хам та çилленнĕ çав. Хайхи самантрах уçăлса кайрĕ. Хутаçлă пăрăç тĕслĕ пулса ларнă пичĕ хăранипе хăйма пек шуралчĕ. Тути кĕрхи çулçă пек сиккелет. Эс, тет, ăсран тайăлтăн-им? Ĕç, тетĕп эп, ĕç, тĕпсĕр авăр, хам пăшалпа ун çине тĕллетĕп, куроксене çĕклетĕп. Ара, патронĕ те çук та-ха унта. Пĕрре ĕçсе ячĕ, иккĕ… какăрать. Виçĕ алтăртан ытла ĕçеймерĕ. Халь, тетĕп, аха сана алăк, тепре ĕçме ыйтатăн пулсан — пăшал. Вĕлт! çеç тапса сикрĕ. Хам та ку таранччен никама та шарламан, хăй те.
— Кайран? — чăтаймасть Альберт.
— Пĕр эрне пирĕн пата пымарĕ. Тепĕр уйăхран хăйне те бригадиртан кăларчĕç.
— Юлнисем пурте савăнаççĕ. Семен Петрович вĕт-ха пуçарса илсе каяканни. Тапранман пулсан паян ĕç вĕçленетчĕ. Халь ав сивĕ тесе турттарма та ямаççĕ, касаканĕсем те юлнисем çеç.
— Виктор Андреевич! Мĕн тума эс Семен Петровича хăвăн бригадуна илтĕн? Ăста платник-и вăл, ĕçлеме хастар-и? Çын çине çеç уртăнать, — калаçу пуçарать Ваçли.
— Унашкалсене эпир юсамасан кам юсатăр, — тавăрать бригадир. — Çĕршывра пур çын та таса кăмăллă та ырă пулсан, тахçанах коммунизм тумалла. Пĕр тăван та пĕр пек пулмасть.
Сӳтĕлет сăмах çăмхи.
Альбертăн ӳслĕк лăпланнă пек пулать. Çăвар карăнать. Çын сăмаххисем хулленленеççĕ, аякка кайса, илтĕнми пулаççĕ.
VII
Типĕ ӳслĕк тăнранах ярать. Ӳпке çăвартан сиксе тухассăн туйăнать, пит кӳпчесе каять, куçран куççуль шăпăртатать. Тапранать ăш-чик. Йытă çырли çинĕ пекех хăсас килет. Малтан сивĕ сывлăш кĕресрен асăрханса ӳсĕретĕн те каярахпа йăлтах манса каятăн. Асăрханса çитер ĕнтĕ тата: те çăвара алсапа хупламалла, те куççульне шăлса илмелле?
— Тутуна шарфпа çых. Паян сан тухмалла марччĕ.
— Иртет, Виктор Андреевич. Петĕр калашле, ӳслĕк ясар чирĕ мар. Тухтăра каяс çук. Бригадир ахăлтатсах кулать.
Паян вĕсем Çавал хĕрринчех ĕçлеççĕ. Кунта хутăш вăрман. Касса янă хыр хурăн çумне кĕрсе выртнă, шĕшкĕ тĕмине çĕмĕрнĕ. Шартах! хуçăлнă ватă вулă. Унăн хуралса хăрнă варри çĕрĕк шăл тĕпĕ пек курăнса ларать. Турат çапнă хăва тĕмисем авăнса ларнă. Хуçăлман.
— Тĕлĕнмелле çутçанталăк, — шухăшлать Альберт. — Пĕр вăрмантах тем тĕрлĕ йывăçсем. Юман, хыр. Вĕсем çирĕп, вĕсем кĕрнеклĕ, авăнмаççĕ, пуç таймаççĕ. Вак-тĕвексем тата? Çăтăр-çатăр шĕшкĕ, шăлан? Вĕсем те çапах пурăнаççĕ вĕт, авăнасшăн мар, çутталла туртăнаççĕ, пурнăçшăн кĕрешеççĕ. Çынсем те тĕрлĕрен мар-и? Теприсем çирĕп чĕреллĕ, вĕсен вăй-халĕ тинĕс пек вăйлă та сарлака, вĕсем хăйсен тĕллевĕ патне çитеççех. Чăрмантараймасть вĕсене нимĕн те. Теприсем çемçе кăмăллă, вĕсене пурнăç хумĕ татăлса ӳкнĕ кĕрхи çулçă пекех юхтарать.
Альберт туратсем иртсе сĕтĕрет. Ывăннипе хашка-хашка хыр вулли çине канма ларать.
Мĕн ку? Йывăç çапнă хăва вуллисем асăрхамаллах тӳрленеççĕ, çĕкленеççĕ. Савăнать каччă.
— Хăва пек пиçĕ пуласчĕ, — пăшăлтатрĕ вăл.
Туратсем çунтарасси йывăр мар. Хурăн хуппи çителĕклех сӳнĕ. Купа айне Альберт вĕтĕ хăрăк туратсем пуçтарса чикет, хурăн хуппине чĕртсе ярать. Тепĕр самантранах вут чĕлхи хыр йĕпписене çулса илет. Кĕрлет кăна. Икĕ чалăшранах ăна ăшă çапать. Вĕçет кĕл. Вĕри сывлăш ăна, çӳле илсе хăпарса, каччăн хул пуççийĕ, çухавипе çĕлĕкĕ çине тăкать.
Ваçлипе Петĕр сыпăласа пĕтерсе Виктор Андреевич патне куçаççĕ. Пĕрле ĕçлеме хаваслăрах. Петĕрпе Альберт татнă чух Ваçли турат иртет, кайран тепри улшăнать. Пĕтрĕ ĕç, каçхинех вĕçленчĕ. Ырана ямарĕç.
Альбертăн паян ураран ура аран иртет. Чир хăй ĕçнех тăвать пулас. Анчах ӳслĕк аптратмасть халь. Те сухан çини пулăшрĕ, те ӳслĕк те хуçи пекех ывăнчĕ?
VIII
Вăранасса Альберт темле сасăсем илтĕннипе вăранать. Виктор Андреевич лампа çутать.
— Акă, пăши хуçине те тупрăм, — илтрĕ Альберт Пантелеймон Матвеевич сассине. — Каçар, Виктор Андреевич, каçар мана çылăхлăскерне. Пистолетпа персе пăрахнă ăна. Тӳрех чĕререн шаплаттарнă. Унсăрăн часах вĕлерес çук. Камăн пистолет пур, тетĕп. Виктор Андреевичăн çеç-çке ятран панă пистолет. Эпĕ, эс пенĕ пулĕ терĕм, Вихтăр.
— Унан кĕпçине шăтарнă вĕт!
— Э, йăлтах манса кайнă. Ирт, ирт эс çуттарах, сăтăр тума пĕлтĕн пулсан, ан вăтан, — терĕ вăрман хуралçи хăй хыçĕнче тăракан çынна.
— Курăр-ха епле теттепе çӳрет вăл? — аллинчи пистолетне çĕклесе кăтартрĕ Пантелеймон Матвеевич.
— Панти, пуçа ан сут! Хамăр ял çынни-çке эс. Хамăр ял. Эсир те хамăр ял.
— Эккей, Семен Петрович тем! — чалтах сиксе тăрать. Петĕр. — Курма хавас сана, вилсе кайманскер. Ĕçлеме килтĕн-и?
— Ашне те хăвăрах пайласа илĕр. Эп пĕр сăмах та шарлас çук. Ăна пурте пĕлетĕр, — Петĕр сăмахне илтмен пек пулать Семен Петрович. Вăл аçам çухавине антарать, алсине хывса кĕсйине чикет.
— Тавтапуç, те Вихтăра. Ăна эпĕ те, çĕршыв та пĕр айăпшăн каçарĕ. Вăл тăватă çул юн юхтарнă, эс вара, Çемен, салтака кайсан тылра çӳресе пистолет вăрласа килме çеç пултарнă. Кам каçартăр сана?
— Эс, хура ăш-чик, каçарас çук ĕнтĕ! Ну, тăвансем! Вихтăр Андрейч, Петĕр, ӳкĕте кĕртĕр-ха Пантелеймон Матвеича. Пĕр лоçшăн çĕршыв чухăнланать-и? Кашкăр та тытать ăна, персе çакланман çынсем те темĕн чухлех: ман çине тăрăнчĕ те…
— Пенĕ чух эс манран канаш ыйтман, — сиввĕн тавăрчĕ Виктор Андреевич.
— Çаклантăн пулать, эсрелĕ? — çиçет Петĕр.
— Ваçли Константинчă! Альберт! Кĕртĕр ӳкĕте! Хĕрхенĕр манăн çичĕ ачана, — сасартăк чĕркуçленет Семен Петрович. — Лампа çутинче унăн кукши ялтăртатса илет.
Альбертăн Семен Петровича шеллес килет. Çак ӳкерчĕк çине пăхса тăма чуна тем пекех йывăр. Ярăр ăна! тесе калас килет. Сасартăк ума халтăр Семен Петрович тухать, вăл ал çупсах халăха киле пăрахса кайма хистет. Акă мĕншĕн халăха кăларасшăн пулнă вăл! Пăши ашне килсе илме.
— Эх, Çемен! — хаш сывлать Ваçли.
— Ан йăлăн! — çирĕппĕн тавăрать Альберт.
Унăн куçĕсем Семен Петрович куçĕсемпе тĕл пулаççĕ. Сасартăк вĕсем хаярланса каяççĕ.
— Эс, вĕлтрен кайăкĕ! Сăмсу сарă санăн мана ун пек кӳрентерме! Тупăннă судья! Эcир те, путсĕрсем! Пурте! Ĕçĕрех ман юна! Савăнăр! — тесе кăшкăрса ярать те Çемен, сиксе тăрать. Вăл, çĕлĕкне тăхăнса, будкăран тухса сирпĕнет. Ун хыçĕнчен вăрман хуралçи. Виктор Андреевич кĕпе вĕççĕнех тухать. Тулта шăв-шав. Пурте сиксе тăраççĕ:
— Лартсах илсе кайрĕ, — сасартăк кулса кĕрет бригадир. — Панти те çав! Ахальтен мар эпир унпа нимĕç генералне тыткăна илнĕ. Манмасть фронтри харсăрлăха.
— Мĕн хушăра пенĕ-ха вăл? — ыйтать Альберт.
— Вĕсем вĕт хăрамасăрах çӳреççĕ, — тавăрать Виктор Андреевич. — Мĕн вĕсене персе ӳкересси!
— Тăхта-ха, — аса илет Ваçли. — Ара, вăл икĕ кăнтăрла таçта кайса çухалса çӳрерĕ. Кутамкки те пăнкă-пăнкахчĕ. Хам çактартăм вĕт.
— Лашине кам ухмаххи панă? — ыйтать Петĕр.
— Тупнă пуль.
— Хăвăл йывăç хăвăлах пулать, — татса хурать Виктор Андреевич.
IX
Ирхине апат çисе çула тухма пуçтарăнсан, газикпе Тимофей Иванович персе çитрĕ. Хăйпе пĕрле колхоз председателĕ тата виçĕ çынна лартнă. Кабинăран сиксе тухнă-тухманах вăл кăшкăрса ячĕ:
— Эсир ăçта каятăр?!
— Киле.
— Касса пĕтермесĕрех-и?
— Пĕтернĕ.
— Мĕнле пĕтернĕ? Сире вĕт Пантелеймон Матвеевич патне Çĕнĕ çул уявне юлнă терĕç.
— Кам каларĕ? — ыйтать бригадир.
— Семен Петрович.
— Хăй ăçта вăл?
— Арăмĕн аппăшĕ вилнĕ терĕ. Çĕркаç вăл лашапах пытарма тухса кайрĕ.
— Хăш аппăшĕ?
— Мăн Çырмари.
Виктор Андреевич вăрманта мĕн пулнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.
— Ай, Петрович, подлец та çав, шельма. Тĕрме кĕтет-ха ăна тахçанах. Эсир вара маттур, маттур эсир, — ырларĕ председатель. — Маттур. Эс те кунта-çке, Альберт?!
— Эп мĕнрен кая? Хаçатра çырнă пек таркăн мар. Икĕ алла пĕр ĕç, — тавăрчĕ каччă.
— Вăт, капла калани килĕшӳллĕ, — Альберта хулпуççинчен лăпкарĕ Тимофей Иванович.
Машина патĕнче кунти ĕçе пăрахса кайнă виçĕ колхозник вăтанса тăраççĕ. Лайăх мар халь вĕсене.
— Эпĕ пулăшу яраттăмччĕ. Сивĕ тесе чарăнса тăтăм. Паян, ав, епле ăшăтса пăрахрĕ! Кăнтăр çилĕ вĕрет. Хĕвел те çуркуннехи пек, — çĕлĕкне хыврĕ председатель.
— Çанталăк аптрамасть, — тавăрать бригадир.
— Ну, яра парăр, çитсе мунчасем кĕрĕр. Машинăпах ăсататăп сире. Хам кунта юлатăп.
— Эсир, Тимофей Иванович, илсе килнисене кайса леçĕр. Вĕсем тарма васкаççĕ, пире çурран утасси те нимех те мар. Эпир хăнăхнă, — тавăрать Петĕр.
— Намăса пĕл. Хăв та çур çултан сиксе юлтăн, — чăтаймасть шатра питлĕ Митрахван.
— Тарма хатĕрленнĕ салтак каялла позицине таврăнни геройлăх пулать вăл, тăм писмен. Пăрăн унтан, çул пар. Çуран уттар вĕсене паян, Тимофей Иванович, — тесе Петĕр шоферпа юнашар кĕрсе ларать.
— Юлнă аш-пăшне, кĕрпине илсе тухас-и е парса хăварас? — ыйтать бригадир.
— Илсе тух. Паян икĕ тракторпа куçарма килеççĕ. Вĕсен апат-çимĕç çителĕклех.
— Акă будка уççи. Кĕрĕр.
Машина çула тухать. Хыçалти ларкăч çинче, Виктор Андреевичпа Ваçли хушшинче, Альберт ларать, трактор çунисемпе алтăнтарса пĕтернĕ çулпа машина хумсем тăрăх ыткăнакан кимĕ пек пырать. Пуçĕ çӳле хăпарсан, хыçĕ анать, хыçĕ хăпарсан, пуçĕ анать.
— Капла министрсем пекех таврăнатпăр-иç, — кулать Ваçли анасласа. Вăл кĕçех тĕлĕрме пуçлать ĕнтĕ.
— Аван, — килĕшет Виктор Андреевич. Вăл аллипе каччăна çурăмран лăпкать.
— Эпир санпа, Альберт, çитетпĕр те мунча хутса яратпăр. Çăвăнатпăр лайăх, шăмăсем ăшăнса çитиччен çапăнатпăр. Хам сăра ĕçетĕп. Сана пылпа вĕретнĕ пăрăç эрехĕ ĕçтерсе лайăх кăна тарлаттаратăп. Кутăнланма ан та хăтлан. Наччасра ӳслĕкӳ пĕтет. Унтан вара тӳшек ăшне. Пĕр талăк канатăн…
— Мунчине, чăнах та, кĕрес килет ĕнтĕ…
— Хутатпăр. Тĕрĕс каларăн эс паян Тимофей Ивановича: çынсенчен мĕнрен кая? Маттур платник пулатăн! Халь экзамен тытрăн ĕнтĕ. Вăрман касасси вăл — йывăр ĕç. Ăста платниксем те чăтаймарĕç.
— Зоотехник дипломлĕ платник пулатăн, — йĕплет малти ларкăч çинчи Петĕр.
— Пуçланчĕ каллех. Петĕр, унпа ан тĕк. Хăв та вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн вăрман касатăн-иç? — тавăрать Ваçли.
— Эпĕ зоотехник мар çавах та.
Альберт çилленмест. Палкатăр! Тăхта-ха, кăтартĕ вăл сана, кăçалах ак хăй тĕллĕн вĕренме института кайса хĕрет. Çулла ĕçлет те хĕлле вĕренет. Платникшăн хĕлле ĕç çук. Роза та хăех çырса ярĕ-ха çыру…
Вăрманта ирттернĕ вун çичĕ талăк хыçа юлчĕ.
Вун çичĕ талăк — пурнăçăн пĕр пĕчĕк сыпăкĕ. Çавнашкал сыпăксенчен тытăнса тăрать те пурнăç. Вăл сыпăк тӳрĕ пулчĕ, кукăрăлмарĕ. Вăл сыпăк йывăр пулчĕ. Çапах та аваймарĕ. Вăл сыпăк хăнăхман çамрăкшăн тертлĕ пулчĕ, çапах та хăратаймарĕ. Акă мĕншĕн савăнать каччă. Савăнма сăлтав пур.