I
Васканă чух яланах ал-ура çыхланать. Çинук, Маюкран юлас мар тесе, ĕне чĕччисене тăхăнтартнă сумалли аппарат стаканĕсене хывма мансах кайрĕ, станок алăкне васкавлăн уçрĕ. Анчах хушка çамкаллă, хуçăк мăйракаллă Моцион вырăнтан та тапранмарĕ.
— Эккей, сана кунта тăвар шывĕ сапса пачĕç-им? Тух тетĕп, Моцион! — хӳтерчĕ ăна Çинук.
Ĕне пуçне доярка еннелле пăрчĕ. «Эх, эсĕ те çав, курмастăн-им?» — тенĕн туйăнчĕç унăн куçĕсем. Анчах хĕр ăна-кăна асăрхамарĕ. Вăл ĕне умне лартса панă посыпка витрине илчĕ. Çук, Моцион çаплах хускалмасть. Доярка, аптăранă енне, пуçри тутăрне салтса илсе хăмсарчĕ. Выльăх станокран васкамасăр тухрĕ. Çилĕрен хывăннă стакансем çĕре шăкăлт! çеç тухса ӳкрĕç. Ĕне ури тĕлне пулнă бидон тӳнсе кайрĕ.
— Мĕн турăм? Мĕн туса хутăм?! — хыпăнса ӳкрĕ хĕр, бидон патне чупса пырса. Çук, ĕлкĕреймерĕ вăл: пульсатор ывăсĕ бидонран тухса та сирпĕнчĕ, сĕт тăкăнса кайрĕ.
— Вун ултă литр. Ак сана пĕр пăт сĕт!..
Кирек мĕнле лару-тăрура та çын малтанах тӳрре тухма тăрăшать. Çинук та ĕнене айăплама пуçларĕ.
— Каскăн мар-и? Çитерсен те юсанман выльăх хăçан лăпкă пултăр!..
Хĕр урисене пушмак хĕррисенчен нӳрĕ çапнине туйрĕ. Асăрхаман та, сĕт унăн ура пичĕ урлах каçса кайнă-мĕн.
— Сĕте майларăн апла? Вот те раз. Хăвна кашни кун мухтатăп, авторитетна çĕклетĕп, эс пур… — илтĕнчĕ Борис сасси.
Хĕр шартах сикрĕ. Яланхи пекех пичĕ пĕçерсе хĕрелсе кайрĕ. Мĕнле пытарас ăна каччăран?
— Мастичĕ çаплах иртсе каймасть те, уйрăм бидонпа сума тиврĕ. Сĕчĕ пур пĕрех паян та çиме юрăхлă пулас çук…
— Юрĕ, юрĕ. Вот те раз, шӳтленине те пĕлместĕн.
Çинук аппарат станокĕсене ал шăллипе шăлса тасатрĕ те пăтаран çакса ячĕ. Халь хĕрелни иртсе кайрĕ ĕнтĕ, каччă çине пăхма юрать.
Борис халатне йӳле янă. Кăвак теннискăпа, шĕвĕр вĕçлĕ хура брюкипе. Сарă пушмакĕ электричество çутинче йăлтăртатса çеç тăрать. Аллисене вăл кăкăрĕ умне хĕреслесе тытнă. Йăли çавнашкал унăн. Акă, вăл пирусне çăвартан кăларчĕ, урайне пăрахрĕ. Варт çеç çаврăнса, ăна пушмак кĕлипе таптаса сӳнтерчĕ. Çавăнтах хăй хĕре ыталаса илчĕ. Çинук сулăнса кайрĕ, ури пушă бидона перĕнчĕ. Бидон цементланă урай тăрăх шалтăртатса кусса кайрĕ:
— Йӳçĕ! — терĕ пĕри çывăхрах. — Йӳçĕ! Чуп тăвăр! Мĕн вăтанатăр?
Çтаппан пулчĕ-мĕн ку.
— Юратăва пытармаççĕ, — терĕ вăл. — Ан пăшăрханăр, мана хура çиппе тĕртнĕ. Манран нимĕн те тухмĕ. Эп мĕн, Борис Сергеевич, хам киле каясси çинчен пĕлтерме кĕтĕм. Ыран ирхине — как штык. Гуд бай!
Çтаппан мĕнле сасăсăр кĕнĕ, çавнашкалах сасăсăр тухса кайрĕ. Кăвак йăрăмлă шурă кĕпи хыçалтан чĕрĕлнĕ. Ӳсĕртерех пулас.
— Эй, Çтаппан, пăрах эсĕ хăвăн шпикла йăлуна! Ман хыççăн çӳреме эпĕ саншăн сар хĕр мар. Маюку патне кай, — кăшкăрчĕ ун хыçĕнчен Борис.
Ячĕшĕн çеç каламасть-и ара, пĕр çăвартан пурăнаççĕ Бориспа Çтаппан. Мĕн пĕрлештерет вĕсене, калама хĕн. Хăйĕн пушă вăхăтне Çтаппан яланах ферма заведующин пӳлĕмĕнче ирттерет. Юлашки кунсенче пĕрлех ĕçе пуçларĕç. Борисĕ ĕçнине пытарать, лешĕ вара сулланакан пуличченех персе лартать.
— Тата çур сехетрен ĕнерхи вырăнта тĕл пулăпăр! Юрĕ-и, Зиночка? — терĕ Борис.
Хĕр пуçне сĕлтрĕ. Ăçтан килĕшмесĕр тăрăн-ха? Борис хитре те ятлă каччă…
Çинук, Борис хыççăнах витерен тухса, сĕт заводне васкарĕ. Сĕт кунта, «Елочка» текен сумалли станокран тухса, тӳрех пăрăхсем тăрăх килет. Йăтас хуйхи çук. Ăна машина тасатать, кайран ОХК текен холодильник витĕр, сивĕнсе тухать. Кунта урăх хĕрсем ĕçлеççĕ. Çинукăн сĕт йӳçĕхесрен станокăн аппарат стаканĕсене çеç вĕрилесе çумалла. Вара ĕçĕ те пĕтрĕ.
Заводра нумай тытăнса тăмарĕ хĕр. Хăйне кĕтекен каччă патне васкарĕ.
II
Ĕне фермин карти çумĕнченех кукуруза пусси пуçланать. Çĕрĕ унта лайăх, фермăсем çывăхра пулнăран тислĕкне те хĕрхенсе тăкман. Çавăнпа кантăр парка та çӳллĕ. Халĕ вăл султанне те кăларман-ха, çапах… юлан ут та курнас çук.
Карта çумне юпа пăрахнă. Тахçан карта тытнă чух юлнă пулмалла, халь унтан сак туса хунă. Фермăра ĕçлекенсем час-часах унта тухса лараççĕ. Кантăк катăкĕпе саваласа якатнă пекех якалса кайнă вăл.
Борис, халатне хывса хăварнăскер, тенниска вĕççĕнех тухса ларчĕ. Кĕсйисенче пирус ухтаркаларĕ. Анчах пирус пачкине вăл хай пӳлĕмĕнчех манса хăварнă-мĕн.
Авăн çапса таврăнакан колхозниксем юрлани илтĕнчĕ. Малтанхи йĕркине хĕрсем юрларĕç, вĕсен сасси тăлăххăн янăранă пек туйăнчĕ. Кĕçех каччăсем те юрра хутшăнчĕç, юрă юхăмĕ вара самай вăйланчĕ.
«Тĕлĕнмелле çынсенчен, — шухăшларĕ Борис, — юрă, юрă… Яланах юрă. Кирек мĕнле япала çинчен те юрă хывма ӳркенмеççĕ. Кукуруза çинченех акă мĕнле кăна юрă-такмак çук пулĕ! Сăвăçсем çырни мĕн чухлĕ тата. Пĕри кукуруза çинченех çирĕм пĕр сăвă çырнă, теççĕ. Мĕнле тупаççĕ сăмахсене? Пике те королева, симĕс ылтăн та хир патши… пурте кукуруза. Силос тăваççĕ те — ĕçĕ пĕтнĕ. Кăçал ак тĕшĕлĕх акнă тата. Тăм ӳкмесен пулать. Мĕн тĕлĕнмелли пур унран? Ферма заведующийĕ çинчен е агрономпа зоотехник çинчен хывасчĕ хуть пĕр юрă. Çапах та вĕсене колхоз председателĕн сылтăм алли теме юрать. Атту, летчиксем, танкистсем, артиллеристсем, шахтерсем çинчен юрă темĕн чухлех. Токарьпе тимĕрçĕ çинчен те пур. Монтажниксене те манман. Вăт сана. Пире наука çыннисем теме пулать, анчах анекдотсăр пуçне сан валли нимĕн те çук».
Такам сасартăк хăлхаран çулса тытрĕ. Шартах сикрĕ каччă.
— Зина!
— Эп çирĕм çул ĕнтĕ Зина, — кулса ячĕ хĕр.
— Каç. Мĕн пăхса тăратăн?
— Мана кунта та аван.
— Акă эппин сана аташнăшăн… — Карта çумне пăчăртарĕ те хĕре Борис вĕрлĕк урлах чăпăрт çеç чуп туса илчĕ.
— Фу-у, шăршă кĕрет. Мĕн тума ĕçрĕн эс, Борис?
— Пирус туртман, эрех ĕçмен арçын арçын та мар. Тунсăхран айланатăп.
— Аннӳ вилчĕ-им?
— Ячĕ ĕнтĕ радиолине. Кĕçех ак коммунизмла фермăра ĕçленипе тĕртме пуçлатăн. Коммунизмра эрех пулмасть тетĕн-и? Пулать. Ун чух мĕн чухлĕ кирлĕ, çăвăн чухлĕ ĕç. Сана та никам шарлас çук.
— Эрехĕ пулсан та, санашкал ĕçекенсем пулмĕç.
— Кайрĕ ĕнтĕ халь лекци. Вот те раз. Уйăхра пĕрре сыпнă та… Каç. Мĕн тĕрме çынни пек карта ăшĕнче тăратăн?
— Юратсан хăв та каçăн, — кулчĕ хĕр. — Çăкăр хырăм хыççăн чупмасть, теççĕ. Мĕн эпир çынсенчен пытанса çӳретпĕр. Айта клуба. Унта кино пулать.
— Тупнă ырлăх. Сана кунта кичем-и? Апла пулсан, мотоциклпа ярăнма кайăпăр. Пыратăн-и?
— Савăнсах. Ярăнма вĕрентетĕн-и?
— Эс ахаль те пĕлетĕн. Шоссе çине тухсанах руль тыт.
Бориспа Çинук ферма общежитине кĕчĕç. Борис плащпа вăрăм кунчаллă перчетке тăхăнса тухрĕ. Акă, мотор сасси янăраса кайрĕ, сывлăша бензин шăрши тапса тухрĕ. Янках çутатса ячĕç фарăсем каçхи тĕттĕмлĕхе.
— Хыçа мар, сăпкана лар! — кăшкăрчĕ Борис хĕр илтес çук пек хыттăн.
Асфальтлă шоссе çине тухсан, Борис, мотоциклне чарса тăратса, перчеткине Çинука хывса пачĕ.
— Кирлĕ мар сан алсу, — хăвăртрах руль умне хăпарса ларма тăрăшрĕ хĕр.
— Тăхăн. Ас ту, çанă витĕр çил янках кĕрет. Шăнса пăсăлатăн.
— Çулла кам шăнать? — тавăрчĕ хĕр, çапах та алсине тăхăнчĕ. — Пысăк вăл мана. Пӳрнесем пӳрнескисем çуррине çеç çитеççĕ.
— Халь газа чакар, сцепленине пус. Вот çапла. Пĕрремĕш передачăна малалла! Вот… хуллен яр сцепленине, газне хуш. Вот.
Мотоцикл вырăнтан тапранчĕ. Сăпкана ларнă Борис кăшкăрса вĕрентсе пычĕ. Çук, Çинук илтмест пулас, пĕр передачăран теприне куçарать. Хĕрача халь йăлтах машина тыткăнĕнче. Хăрамалла мар унран: çӳремелли йĕркене те пĕлет, мотоцикла çулăн сылтăм енĕпе тытса пырать. Çăра тусан хирĕç пулакан машинăсен çутинче сăра хуранĕнчен вĕресе тухакан пăс пек явăнса çухалать.
Умра вăрман. Борис хĕр сисмелле мар сывлăш питлĕхне хупса хучĕ. Мотор, пĕр тикĕссĕн ĕçлекенскер, чăхăмлама пуçларĕ. Газ тухмалли труба хĕп-хĕрлех.
Сывлăша çунса пĕтмен бензин шăрши тайса тухрĕ.
— Зина, чар! Зина, чар! — кăшкăрчĕ çине-çинех Борис.
— Мĕн пулчĕ? — мотоцикла тăпах чарса ыйтрĕ хĕр.
— Эх, механизатор! Мотор хĕрнине те туймастăн.
— Сивĕне-ет. Эп темскер пулнă тесе…
Каччă сывлăш питлĕхне уçрĕ, мотоцикл сăпки çинчен анса хĕр патне пычĕ.
— Кĕçех права илме пултаратăн. Хăнăхрăн ĕнтĕ, — ыталарĕ вăл хĕре. Çинук ун ытамĕнчен вĕçерĕнмерĕ.
— Лар, каятпăр.
— Мотор сивĕнмесĕрех-и?
Каллех мотоцикл кĕрлесе кайрĕ, каллех фара çути çула хыпаларĕ. Пысăк йывăç мĕлкисем татах та пысăкланса çул хĕрринчен шалалла тарчĕç, çухалчĕç, вĕсем вырăнне çĕннисем ӳсрĕç. Мотоцикла Борис вĕтлĕхелле каякан урапа çулĕ çине пăрчĕ. Шăтăк-путăксемпе çиеле тухнă йывăç тымарĕсем сиктереççĕ кăна. Шĕшкĕлĕх те умрах. «Мĕншĕн вăл çаплах пысăк хăвăртлăхпах пырать-ха?» Хĕр шухăшĕпе килĕшнĕннех мотоцикл тăпах чарăнчĕ. Хăлхасенче текех çил кашламарĕ, мотор та, пĕр-икĕ хут чыхăнсан, шăпланчĕ.
— Ак çакăнта сивĕтетпĕр, — сиксе анчĕ Борис.
— Кунта кĕнĕшĕн çынсем тем шутлĕç, — именерех сăмах хушрĕ Çинук. Вăл çаплах сăпкара ларчĕ, унăн питне хĕрнĕ мотор ăшши çапрĕ.
— Вот те раз. Çерçирен хăрас пур кантăр акас мар. Хăвах калатăн вет, юратăва ма пытарас тесе. Вăт курччăр çынсем, пĕлччĕр вăрмана килнине те.
Каччă хĕре анма пулăшрĕ. Багажникре кивĕ çи витти тупăнчĕ. Ăна çерем çине сарчĕ те хăй тăсăлса выртрĕ.
— Лар, Зина.
— Ывăнман, ларсах килнĕ.
— Эс те çав… Ĕмĕр ялта пурăннă пек вăтанчăк. Лар, — шуçса вырăн пачĕ Борис.
— Эпир мăн кăмăллă мар, пуç çаптарас çук…
Ытти çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа пулса иртрĕ. Çинук каччă ытамне мĕн хушăра лекнине те сисеймерĕ. Тутана каччăн тути çунтарса ячĕ, аллисем çирĕпрех те çирĕпрех пăчăртарĕç. Çинук тем каласшăн пулчĕ, анчах…
— Зина! Эпĕ сана юрататăп, — пăшăлтатрĕ каччă.
Хĕр пĕтĕмпех ăнланчĕ.
— Юратни çинчен çапла калаççĕ-и? Яр!
— Ямастăп. Мĕншĕн хирĕçен? Эс пур пĕрех ман арăм пулатăн.
— Ав, епле, — ваш! вĕçерĕнчĕ те Çинук ура çине сиксе тăчĕ. Унăн тутăрĕ каччă ытамнех сĕвĕнсе юлчĕ. Вăл ăна илсе çи витти çине пăрахрĕ. Каллех тăсăлса выртрĕ. Кӳренчĕ-ши? Кӳрентĕр…
Хĕр пысăках мар хурăн çумне таянса тăчĕ.
Халь çеç тухнă уйăх йывăç турачĕсенчен чĕнтĕр çыхать. Унăн тĕрри çĕр çине ӳкет. Ытла та паха ку тĕрĕ. Сывлăш çывăхри çăкалăхран килекен пыл шăршипе тулнă. Сывланăçемĕн сывлас килет ку сывлăша! Шăрчăксем уншăн савăннă пулас, каçса кайсах юрлаççĕ. Бориспа Çинук çеç нимĕн те чĕнмеççĕ.
Пуç тăрринченех çара çерçи вĕлтлетсе иртрĕ.
Ача чухне ăна Çинук шурă тутăр сарса татаканччĕ. Темшĕн-çке вăл кайăк шурра юратать? Пĕрмай тĕттĕмре вĕçсе йăлăхнăран-ши? Халь те сарса хурасчĕ тутăр. Анчах вăл Борис патĕнче. «Кӳрентертĕм-ши ĕнтĕ?» — хистет пуçра шухăш.
Аса илӳсем капланса килеççĕ… Борис… Пĕрре мар курнă Çинук ăна. Çапла, курнă, анчах каччă ун чухне уншăн никам та марччĕ-ха. Курнă та иртнĕ.
Малтанхи ферма заведующине кӳршĕ колхоз председательне суйланă хыççăн пĕрер эрнерен колхоз председателĕ фермăра ĕçлекенсене правление пухрĕ. Çĕнĕ заведующие курма пурте пычĕç.
— Борис Сергеевича эсир аван пĕлетĕр. Ял хуçалăх инспекцине пĕтериччен вăл главнăй зоотехник пулнă. Хамăр колхозра та зоотехникра ĕçленĕ. Пĕр-пĕрне хисеплĕр, вăл каланине итлĕр. Çĕнĕ Шăпăр лайăхрах шăласса шанас килет, — терĕ ун чухне Петр Тимофеевич.
Борис ферма хĕрĕсене пĕр именмесĕр пăхса çаврăнчĕ. Унăн куçĕсем Çинук çине ӳкнĕн туйăнчĕç. Хĕр, вăтанса, пуçне çĕрелле чикрĕ.
— Хĕрсем нумай, пуçу çаврăнса ан кайтăр, — кулса ячĕ колхоз председателĕ.
— Çамрăк мар ĕнтĕ текех — çирĕм çиччĕре. Лĕпке питĕрĕннĕ ман.
Çапла каларĕ те каччă, кăштах хĕрелчĕ, пуçне аяккалла пăрчĕ. Хальхинче Çинук ăна лайăхах пăхса илчĕ. Хура куç харшийĕсем унăн сăмси тăрринех анса пĕрлешнĕ. Куçĕсем симĕс. Çук, тĕксĕмрех симĕс, Атăл шывĕ тĕслĕ. Çырă çӳçĕ икĕ-виçĕ çĕрте хумханса выртать.
«Çирĕм çиччĕре, — шухăшларĕ Çинук. — Эп çирĕмре кăна. Ял хуçалăх техникумне пĕтерни те çулталăк çитмест. Çапах сурăхпа сысна витисене шыв кĕртессине вĕçленĕ. Ĕнесене колхозра виçĕ çул каяллах машинăпа сăваççĕ. Çук, кăçалччен ячĕшĕн çеç ăна машинăпа сунă темелле. Кашни дояркăна вун пилĕкшер ĕне çирĕплетсе панă. Кашнин — пĕрер бидон. Пĕр ĕнине суса пĕтерет те, аппарата йăтса, теприн патне куçать. Тулчĕ-тĕк — сĕтне кайса яр. Мĕн çăмăллăхĕ унта? Ятарласа сумалли «елочка» текен площадка тусанччĕ».
Колхоз председателĕ çамрăк механик пуçарăвне ырларĕ çеç мар, тепĕр уйăхран хатĕрсем те тупса пачĕ. Икĕ тимĕрçĕ, икĕ тракторист Çинук ертсе пынипе ĕçе пикенчĕç. Шăннă çĕре колхозниксем алтса пачĕç. Сĕт пымалли пăрăхсене тӳрех сĕт заводне илсе кайрĕç. Тата çĕнĕрен моторсем лартма тиврĕ, холодильник вырнаçтарчĕç. Çуркунне ĕне сумалли площадкăсем хатĕр пулчĕç.
Çинук дояркăра ĕçлесси çинчен ĕмĕрне те шухăшламан. Унăн хăйĕн ĕçĕ çук-и? Анчах ăнсăртран пулса тухнă япала пĕтĕм малашлăха çавăрса ячĕ.
Колхозăн ĕне витисем иккĕ. Иккĕшĕ те чул витесем, иккĕшĕ те пысăк, кашнинех çĕр аллăшар пуç вырнаçать. Çавăнпа ĕнтĕ площадкăна икĕ çĕрте тума тиврĕ. Икĕ станока çирĕм тăватă ĕне кĕрет. Пĕр харăсах çу заводне çирĕм тăватă ĕне сĕчĕ юхма пуçлать.
Площадкăсене ĕçе ярас вăхăтра дояркăсем пурте пĕр çĕре пухăнчĕç. Çавăн чух Çинук тыт та персе яр:
— Ырантан пĕтĕм ферма ĕнисене икĕ доярка суса çитерме пултарать.
Хĕрсем Çинука ăнланмарĕç, шавласа кайрĕç. Çирĕм çул дояркăра ĕçленĕ Хаврук Çинук патне çывхарчĕ.
— Эс мĕн, эпир урăх ĕç тупма пултараймастпăр тетĕн-им? Ак, кур, — терĕ вăл, кукăрăлса ларнă пӳрнеллĕ аллине тăсса, — ĕне суса пулнă вăл. Эпир алпах сунă, халь эсир культурнă ĕçлĕр. Пире пенси çине тухсан та юрать. Марш киле, хĕрсем! Кĕçĕр вăл хăйĕн «елочкипе» пĕчченех суса пĕтертĕр. Кирлĕ пулсан, Борис Сергеевича пырса чĕнĕ.
Хаврукран пĕр доярка та иртеймест çав. Вăл калани — ыттисемшĕн саккун. Шавларĕç-шавларĕç те Çинука кӳрентерсе тухса кайрĕç. Пĕртен пĕр Маюк çеç тăрса юлчĕ. Çинукпа иккĕш вĕсем мĕн ачаранпах туслă, пĕрле ӳснĕ.
— Эсĕ те çав, чĕлхӳне чармастăн. Мĕнле суса пĕтеретĕн пĕччен? — пăшăрханчĕ Маюк.
— Пулăшатăн тăк мана, пĕтеретпĕр суса!
…Витене хашкаса пырса кĕнĕ Борис тӳрех Çинука айăплама пикенчĕ.
— Мĕн эсĕ хĕрсене пăтрататăн? Тупăннă дипломат. Сан кунта мар, Нью-Йорка каймалла. Унта ав, Пĕрлешӳллĕ Нацисен Ассамблейĕнчен Авгий вити туса хунă. Кайса механизациле.
Çинукăн куççулĕ шăпăр çеç юхса анчĕ. Вăл качча тем те пĕр каласа тăкасшăнччĕ, анчах чăтрĕ, шарламарĕ.
Каччă та пĕр самант аптраса тăчĕ. Хăй хĕре кӳрентернине туйрĕ пулас:
— Аптрал сирнешкел хĕрсемпе. Вот те раз. Пĕрре чакак, тепре куçĕсем çăл куç, — терĕ.
— Эп паян каламан пулсассăн, сан ыран калама тиветчĕ. Мĕн тăватăн çирĕм дояркăпа? Эпир ак Маюкпах суса пĕтеретпĕр. Эс курса тăр.
Мĕн тери йывăр иккен ĕнесене çĕнĕ çĕрте сума хăнăхтарма! Вĕреннĕ те вĕсем пĕр вырăнта кăкарăнса тăма, ниепле те «елочка» станокне кĕресшĕн мар. Маюк мăйракинчен çавăтать, Çинук хыçалтан тĕртет. Утасшăн мар, тухасшăн мар хăй вырăнĕнчен выльăх. Юрать, Борис пăрахса каймарĕ. Хĕрсем тĕрмешнине пăхса тăраканскер чăтаймарĕ, вăй çитнĕ таран пулăшма тытăнчĕ. Шурă кĕпи те вараланса пĕтрĕ ун. Виç çĕр ĕне сăвассишĕн тăватă сехет тĕрмешме тиврĕ.
— Кунашкал механизаци, механизаци мар, махинаци кăна, — персе ячĕ Борис.
— Вăт зоотехник! Мĕншĕн-ха эсĕ механизацие хирĕç?
— Эп хирĕç мар. Пĕри аллă ĕне сума пултарать, анчах çĕр аллă ĕне? Каçар, хĕрĕм, сана эп Жюль Верн пулнине пĕлмен, — темĕнле шанмасăртараххăн тĕртсе илчĕ Борис.
Ирхине вара ĕнесем кутăнланмарĕç. Ĕç чылай хăвăрт вĕçленчĕ. Мĕнле çĕнтерӳ! Пĕччен çĕр аллă ĕне! Пĕччен вунă дояркăшăн!
Маюк, ывăнса халтан кайнăскер, çăвăнсанах вилнĕ пек çывăрса кайрĕ. Борис та нумаях чăтса çӳреймерĕ, выртрĕ. Çинукăн ывăнни те таçта кайса çухалчĕ. Каллех вăл бидонсене вĕрилерĕ, савăт-сапа çурĕ. Кайран, общежитие кайса, хыт сак çине выртнă Борис çине чылайччен пăхса ларчĕ. Каччă лăпкăн çывăрать, куç хупанкисем çеç вăхăтăн-вăхăтăн хускалкаласа илеççĕ. Тĕлĕк курать пуль ĕнтĕ. Пуçĕ айне те вăл нимĕн хуман, айне те сарман. Çинук халатне хыврĕ те, пуçелĕк туса, каччă пуçĕ айне хурса пачĕ. Каччăн куçĕсем самантлăха уçăлса хупăнчĕç. Вĕсем хĕре савăнса тав тунăн туйăнчĕç. Килне Çинук çĕкленӳллĕ чĕрепе таврăнчĕ.
Вăратасса ăна колхоз председателĕпе парторг вăратрĕç. Мухтарĕç, ырларĕç, ытти хĕрсене сума вĕрентме ыйтрĕç. Анчах сума вĕренме пыракан пулмарĕ. Те йывăр тесе хăрарĕç, те Хаврукран иртеймерĕç. Çапла юлчĕ те доярка пулса Çинук. Пĕр эрне тăсăлса пычĕ йывăрлăх. Ĕнесем станока кĕме хăнăхсан çеç ĕç çăмăлланчĕ. Пĕр сехет хушшинче мĕн пур ĕнене суса пĕтерме пулать. Эрне хушши Борис фермăран каймарĕ, хĕрсене пулăшрĕ, хăй те унтах çывăрчĕ.
Юрату çуралнине сисейместĕн… Хăш вăхăтран пуçланать вал — пĕлме хĕн. Хĕр каччă енне туртăна пуçларĕ. Борис çук чух ăш вăркать, вăл пур чух вăтантарать, ăшра савăнăçпа телей çуралать.
Мухтав сасартăк килессе Çинук ĕмĕтленмен те. Тепĕр эрнеренех колхоза икĕ корреспондент килчĕç. Пĕри, фотоаппарат çакни, Çинукпа Маюка пĕрле те, уйрăм та ӳкерчĕ, куçлăх тăхăнни вĕсемпе темиçе сехет хушши калаçрĕ. Унтанпа вĕсен сăн ӳкерчĕкне пичетлемен хаçат та юлмарĕ пуль. Вĕсене тĕрлĕрен канашлусене, ВЛКСМ обкомĕн пленумне те чĕнчĕç. Ăçта пур çĕре те кайса çитеретĕн? Борис çеç ӳркенмест, вăл — час-часах районта е Шупашкарта.
Ферма коммунизмла ĕç ферми ятне илессишĕн икĕ çул кĕрешрĕ. Кăçал ăна, ĕнесене иккĕн сума пуçласан, тепĕр уйăхранах çав ята пачĕç.
Çырусем килеççĕ тата! Вĕçĕ-хĕрри те çук. Кам кăна çырмасть пуль? Хĕрсем те, каччăсем те. Таçтан та çыраççĕ. Борис кашнинех хуравлать, сăн ӳкерчĕкне ярса пама та именмест. Дояркăсен ĕçне курма килнĕ хăнасемпе вăл мăн кăмăллăн, хăй хакне пĕлекен çын пек калаçать. Çинук вара тарать. Корреспондентсене те катаранах палласа илекен пулчĕ…
…Пуç тăрринченех тепĕр çара çерçи вашкăртса иртнипе Çинук шартах сикрĕ, аса илĕвĕсем сирĕлсе кайрĕç. Вăл Борис еннелле вăштах çаврăнса пăхрĕ. Мĕн шухăшлать-ши вăл халь? Нивушлĕ канашлусенче çулăмлă калаçакан качча çакнашкал кулянма пултарать. Е хăйне пуç çаптарасшăн-ши вăл?
— Борис, — пăшăлтатрĕ хĕр, — Борис!
Каччă кăртах сикрĕ. Хĕр ун патне хăюллăн утса пынине туйрĕ:
— Эп сана çирĕп çын тесе. Эх, эсĕ, çемçешке! — терĕ вăл Бориса, ун çумне çепĕççĕн йăпшăнса…
III
«Тĕрĕс мар турăм, — шухăшларĕ Борис хĕр хăй ытамĕнчен вĕçерĕнсе тухса кайсанах. — Васкарăм. Малтан ăна лайăхрах çавăрмаллаччĕ, вара… Чим, юратмастăп-им-ха эпĕ ăна? Тен, юрататăп? Мĕнрен кая вăл? Хитри те хитре, вăтам пĕлӳ илнĕ, хулана каяс-тăвас пулсан та анрасах тăрас çук… Тепĕр тесен… Çук, тăхтас. Ан тив, хăй килтĕр. Хĕрарăма эпир мĕн чухлĕ сахалтарах юрататпăр, çавăн чухлĕ ытларах килĕшетпĕр. Малашлăх кăтартĕ…»
Ĕмĕтсем… Вĕсем сасартăк пĕр виçĕ çул каялла пурнăçланма тытăнчĕç. Борис район масштабĕнче ĕçлекен çын пуласса ăша та илмен. Техникум пĕтернĕ колхоз зоотехникĕ кăначчĕ-çке-ха вăл. Аслă пĕлӳ илнĕ специалистсем те сахал мар халь ялсенче. Тăван колхоз пулăшрĕ те ĕнтĕ ăна çĕкленме. Тыр-пул çулсеренех ăнса пулчĕ; çыннисем, ĕç тесен, вута кĕме те хатĕр. Малта пынин тĕп сăлтавĕ — колхоза çирĕм çул хушши пĕр улшăнмасăр Петр Тимофеевич ертсе пынинче. Мĕн калăн, пуçаруллă председатель, кăмăллă этем. Унашкал çынпа ял хуçалăх специалисчĕсене те ĕçлеме çăмăл. Çапах хăйĕн те пуçару кирлех çав. Чи малтанах Борис выльăх-чĕрлĕхе сехет тăрăх пăхма вĕрентрĕ. Хаврук, ав, ĕнисене çур сехетрех суса пĕтеретчĕ, Хĕветле — пĕр сехетре. Кашнинпе уйрăм ĕçлеме тиврĕ. Мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх кĕртмен пуль фермăсене: улăм-утине тураса пăспа пĕçерсе пама тытăннă, çĕр улмине те силослаттарнă, пăрусене турăх, сысна çурисене сула препарачĕ çитерме тытăннă. Выльăх апачĕ çителĕкли, ĕçе лайăх йĕркелени ăнăçлăх кӳчĕ. Колхоз районта сĕт сутассипе малта, аш-пăш хатĕрлессипе малта, çăмартапа çăм илессипе те чи малта. Районти хаçат та ял хуçалăх специалисчĕсем çинчен çырас пулсан, чи малтан Бориса асăнатчĕ. «Пултаруллă организатор», «Талантлă специалист», «Ĕçе юратсан» тата мĕн-мĕн ятлă очерксемпе статьясем тухмарĕç пуль ун çинчен! Виçĕ çул каялла ăна ял хуçалăх инспекцин аслă зоотехникĕ пулма çирĕплетрĕç. Сахал тăрăшнă-ши Борис малтанхи çулсенче! Пур колхоз фермисенче те çирĕп йĕрке тăвассишĕн пикенсе ĕçлерĕ. Райцентрта ларман, яланах колхозсенче пулнă.
Иккĕмĕш çулнех район сĕт сăвассипе, виççĕмĕш çулне аш хатĕрлессипе мала тухрĕ. Çапла килчĕ ырă ят. Ят тени пурнăçа та улăштарать. Районта Борис ĕнтĕ сайра пулчĕ. Е ял хуçалăх министерстви ирттерекен семинарсемпе канашлусенче доклад тумалла, е республика делегацийĕпе урăх облаçсене каймалла, е урăх районсене — вĕрентме. Ăмăрт кайăк вăл ыттисем умĕнче!
Кĕçех Борис улшăнчĕ, колхозсене сайра тухса çӳрекен пулчĕ. Телефон умне ларчĕ. Тем хушăра вăл кӳрентермелле калаçма вĕренчĕ. Колхозри зоотехниксем уншăн нимĕн те марччĕ, председательсене те самаях тыткалатчĕ. Улшăнчĕ этем, мăн кăмăлланса кайрĕ. Мухтав çавăрса ячĕ ун пуçне. Мухтав…
Пĕрисем ун патне, ăмăрт кайăк пек, пĕрре çунат сулнипех çĕкленеççĕ; теприсем, салтак хырăмпа шунă пек, хуллен хăпараççĕ.
Мухтав…
Вăл тинĕсри карап, вăл яланах хумсен тыткăнĕнче: çирĕпписене çирĕплетет, начаррисене, айваннисене, пуçне çавăрать те пĕр-пĕр чул хысакĕ çине пырса çапăнтарать.
Борис мухтав патне, ăмăрт кайăк пек, васкавлăн çĕкленчĕ. Пĕр хут мар ăна ял хуçалăх министерствине ĕçлеме чĕнчĕç. Вăл хăй те ун пирки ăшĕнче çирĕп шухăш тытнăччĕ: каймалла, анчах унччен район ячĕ татах çĕклентĕр, кайсан, ахаль зоотехника мар, е главнăйне, е ун заместительне çакланмалла пултăр…
Ĕмĕт час-часах, тĕвĕш пек, кĕтмен çĕртен татăлать. Январьти Пленум хыççăн, ял хуçалăх инспекцине пĕтерсен, Борис сасартăк ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Ăçта каймалла? Халь ял хуçалăх министерствинче те çынсем кирлĕ пулмарĕç. Пĕр эрне хушши вăл, таппа çакланнă кайăк пек, хăйне хупласа илнĕ паллăмарлăхран çăлăнасшăн унта та кунта çапăнчĕ. Петр Тимофеевич çăлчĕ ăна:
— Пыр каллех колхоза, пĕтĕм фермăсене шанса паратăп, — терĕ.
Каллех ĕлĕкхи каччă вăл. Çынсемпе те ăшшăн калаçать, мотоциклне тăратсах колхозниксене çеç мар, ача-пăчана та лартса каять. Ăçта çухалчĕ-ши мăн кăмăллăхĕ?
Юлашки икĕ уйăх çеç пăсса ячĕ ăна. Каллех мухтав, каллех хаçатра ӳкерчĕксем пичетлеççĕ, каллех статьясемпе очерксем. «Пленум хыççăн колхозра», «Зоотехник вырăнĕ фермăра», «Яла таврăнсан».
Çухалнă мăн кăмăллăх каллех тупăнчĕ: халь уншăн фермăра ĕçлекенсене хăр-хар кăшкăрасси нимĕн те мар, ятлама та чĕлхи çыхланмасть. Мĕншĕн? Ĕçсем кал-кал пыраççĕ пулсан, ма-ха çынна кӳрентермелле? Унчченхи заведующи ун пек çын пулман. Ку уйрăмлăха ĕçлекенсем сиссе юлчĕç, пĕр Çинук çеç туймасть пулас. Мухтани пĕтерет хăш-пĕрине, мухтани çавăрать пуçа.
…Хĕре вăл хальхинче тӳрех ыталамарĕ:
— Каçар, Зина, кӳрентертĕм пулас, — терĕ.
IV
Тепĕр чухне сăлтавсăрах ăш вăркать. Пурте йĕркеллех — пурнăçĕ те, ĕçĕ те, çапах та чĕрене тем çитмест.
Çинук сĕт сĕрмелли каравсене пухрĕ те пĕве хĕррине çума анчĕ.
Кăнтăр вăхăчĕ. Шăрăх.
Пĕве вĕçĕнче ачасем шыва кĕреççĕ: шăмпăр та шăмпăр, шăпăл та шăпăл! Çыран хĕррине тухнă кăвакал ами чĕпписене типĕ çĕре тухма нартлатсах тархаслать. Итлесшĕн мар амăшне шăпăрлансем. Ӳссе çитеймен
çуначĕсене çапсах шывалла чăмаççĕ.
Çыран хĕрринчи нӳрĕ хăйăр çинче пăрчăкан урисене çăвать. Юрла-юрла хӳрине кимĕ кĕсменĕ пек вылятать.
Çыранта кĕпе валашкипе ĕнесене шăвармалли юман валашка юнашаррăн выртаççĕ. Çурри таран вĕсем шывах путнă. Çурăкĕсене тĕрлĕрен вак-тĕвек шыв хурчĕсем кĕрсе тулнă. Пĕве хĕрринче самаях уçă çил вĕрет. Шывĕ вара ăшă: кăвас шывĕ пек. Кĕрсен тухас та килес çук.
Хĕр шывалла пĕшкĕнчĕ те хăй сăнне курчĕ. Кăтра çӳçĕ кăштах сапаланнă. Куçĕсем утмăл турат чечекĕ тейĕн. Анчах вĕсем темшĕн тунсăхлă…
Акă, варкăш çил шыва чĕтрентерсе илчĕ, вĕтĕ хумсем утмăл турат чечекĕсене те, сарă çӳç кăтрисене те чӳхентерме пуçларĕç…
Супăнь кăпăкĕ шывра хăвăрт саланать. Ал патнех пĕчĕк хура нăрă сиксе тухрĕ. «Мĕншĕн шыва пăтрататăн?» — тенĕ пек канăçсăррăн çаврăнкаларĕ вăл.
Çинук ăна тытма тесе аллине тăсрĕ çеç, тытаймарĕ, нăрă, пуç хĕрлĕ пĕрхĕнсе, аялалла анса та кайрĕ.
Каравсене çуса пĕтерсен, Çинук валашка çинчен çыран хĕрринелле сикрĕ. Кăшт çеç çапăнмарĕ вăл çак самантра унта çитсе тăнă Улюкпа.
— Каçар, Оля.
Çук, сăмах та чĕнмерĕ Улюк. Кĕвентепе çĕкленĕ пуш витресене суллантарса, юнашар валашка патнелле утрĕ. Чĕре темĕнле яштах чиксе ыратса кайрĕ.
Çинук васкасах виç-тăватă утăм турĕ. Тем çаврăнтарса пăхтарчĕ ăна каялла. Улюк ун çине пăхса тăрать-мĕн. Куçсем пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç те. Çинук хĕрелсе кайрĕ. Сăмах тупăнмарĕ, хĕр каялла фермана васкарĕ.
Улюк Борисăн малтанхи савнийĕ пулнă. Борис района ĕçлеме куçсан пăрахнă тетчĕç ăна… Качча та кайрĕ Улюк, кăçал, Борис яла куçсан, калле таврăнса килчĕ. Ытла та хытă юратать пулас вăл Бориса. Халь те пĕр-пĕр артистка пекех хитре çав. Çăт-çăт çыхнă саппунĕ пĕвне епле йăрăс кăтартать. Ял варринче пĕве çук пек, ферма пĕвине килнĕ. Утти епле!..
«Пĕрмай çын çумне хушни килĕшмерĕ. Унпа эп мар, судья та пурăнаяс çук», — аса илчĕ Çинук Борис сăмахĕсене.
Вĕчĕрхенет-шим чĕре? Вĕчĕрхенет. Апла пулсан, Çинук та Бориса хытах юратать. Бориспа калаçиччен епле юрататчĕ вăл Улюкăн пăт путакан питне, икĕ пит çăмартинчи кантăр вăрри пысăкăш тур паллисене курса епле савăнатчĕ! Халь Улюкăн хитрелĕхĕ ăшра вĕчĕрхенӳ çуратать.
— Мĕн эс паян салхуллă? — çыпăçрĕ фермăра Çинук çумне Маюк. — Е Бориспа хирĕçрĕр-и? Манăн Степка вăт! Ылтăн этем! Мĕн, тиркетĕн-и, ĕçнĕшĕн-и? Вăй пулсан, ма ĕçес мар? Пĕлетĕн-и, — сасартăк пăшăлтатса каларĕ Маюк. — Кĕркунне пирĕн туй пулать. Степка Бориса хăйматлăх тăватăп, тет. Эсĕ вара хăйматлăх анне пулатăн.
— Ан калаç-ха кирлĕ мара! — тӳсеймерĕ Çинук. — Туман тиха пилĕкне халех ан хуç. Каччăсем вĕсем…
— Тутине тăсрĕ те уш… Каламалли те çук.
…Ĕнесене каçхи сумалла пуличчен сасартăк çутă сӳнсе ларчĕ. Çу заводне Борис хыпаланса пырса кĕчĕ.
— Мĕнле сăватăр халь доярка-механизаторсем? — темĕнле мăшкăлланă пекрех тĕртсе илчĕ вăл хĕрсене.
— Çутă çук пулсан, заведующи айăплă уншăн. Чуп монтер патне, — тавăрчĕ Çинук.
— Вăл та çутă параймасан?
— Хамах суса пĕтеретĕп.
— Сана кун йĕркине пăсма никам та ирĕк памасть.
— Аннене, тантăшсене чĕнсе килетĕп. Эсĕ те сăватăн, — сывлама та памарĕ хĕр каччăна. Вăл кастарса калаçни Бориса шухăша ячĕ пулас, тек сăмах чĕнмесĕрех колхоз правленине тухса чупрĕ.
Çутă мĕншĕн сӳннине Çинук аван пĕлет. Фермăри щит çинчи пробка час-часах çунса каять. Халĕ те çаплах пулчĕ. Хĕр ăна улăштарчĕ те, каллех çутă тупăнчĕ.
Борис та персе çитрĕ. Чупнă ĕнтĕ, хашкать.
— Правленире çутă пур. Монтерĕ çук, хулана çĕр выртмаллах тухса кайнă. Мĕнле-ха эп ăнланман? Мĕнле? Çутă çук пулсан, эсир Маюкпа ноль çеç вĕт! Вăт, чуп халь дояркăсем шыраса. Колхозниксем йăлтах уйра…
Çынна часах пĕлместĕн, теççĕ. Борис сасартăк хăраса ӳкекен этем-мĕн.
— Ан хăра. Çутă пур. Пробка çеç çунса кайнă. Улăштартăм, — терĕ Çинук кăмăлсăррăн.
Улшăнчĕ каччă. Каллех савăнăçлă. Çынсем çуккипе усă курса, Çинука каллех ыталаса илчĕ. Хĕрĕн вара хумханни те, тунсăхлани те таçта тарса çухалчĕ. Çапла çав, вăхăтлăх телей, вăхăтлăх тĕл пулу та шухăша урăх çулпа ярать…
V
Курни-илтнине ăшра тытма хĕн.
Çинук фермăна каймасăр чăтаймарĕ. Киле çитсе, амăшĕпе кăшт-кашт пуплекелерĕ те тумне хывса тăхăнчĕ. Маюка курас килет. Ĕнесене. Борис пирки те шухăш пуçран тухмасть. Уйрăлни виçĕ кун çеç, çапах та тăван колхозра уйăх пулман тейĕн.
Пленум Çинук асне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ. Мĕнле ырăпа асăнчĕç вĕсен фермине! Чăн-чăн коммунизмла ĕç ферми терĕç. Бориса мĕн пек ырларĕç тата. Хăй пулнă пулсан, аван тухса калаçатчĕ ĕнтĕ. Мĕн вăл Çинук калаçни? Çавăн чухлĕ халăх умĕнче вăтанмасăр епле чăтăн?
Хăвăртрах, хăвăртрах курас килчĕ Çинукăн тантăшĕсене. Пуринчен ытларах Бориспа курнăçас килчĕ. Мĕн чухлĕ каласа памалли халь унăн! Мĕн чухлĕ ырă шухăш-туйăм!
Анчах кĕтет-ши ăна Борис? Улюк патне çӳремест-ши? Витесенче çутă çук. Вăхăчĕ те вунă сехетрен иртнĕ ĕнтĕ. Маюкпа Çинук вырăнне ĕне сума юлнă Галя ĕç пĕтерсе кайнă курăнать. Çу заводне те питĕрнĕ. Ферма заведующин пӳлĕмĕнче çеç çутă пур.
Борис пуль ĕнтĕ унта, урăх кам лартăр ку таранччен? Анчах ун патне халь епле кĕрен? Хăюлăх та çитмест, чĕре те темрен шикленнĕ евĕр сикет. Хăех килчĕ тейĕ. Ырă мар. Çапах та. Унта вăл пĕччен мар вĕт. Чӳречерен икĕ мĕлке курăнать.
Хĕр кĕмех шухăш тытрĕ. Çенĕк алăкне шалтан çаклатнă-мĕн. Мĕншĕн? Хĕрпе мар-ши Борис?
Чĕре хăвăрт-хăвăрт тапать. Тем хушăра çăвар типсе кайрĕ, чĕлхе çĕтрĕ. Юн хăвăртлăхĕ пите пĕçертсе ячĕ. Тăвăрланчĕ чун.
Çинук лаша витисем еннелле тухакан чӳрече патне чупнă пекех хăвăрт çывхарчĕ. Уçах-мĕн. Каррине çеç карса лартнă. Çил ăна хускатать те хĕррисемпе хушăк хăварать. Пуçа чиксе пăхмасăр та кам пурри аванах курăнать. Пĕри Борис… Тепри Çтаппан иккен. Сĕтел çинче çур литр кĕленчи ларать.
— Мĕн ырана хăвармалла? Куй, шелесо пока корячо. Паянах ĕçетпĕр те — паянхипе расчет. Ыран валли тата пулать, — çине тăрсах пакăлтатать Çтаппан.
— Кунта ĕçме юрать, эс атту район центрĕнченех ĕçсе таврăнатăн. Ырă мар. Коммунизм ферминче ӳсĕрсене тытма юрамасть, — лăх-лăх кулать Борис. — Çынсем сисме пултараççĕ. Ăçтан укçа тупма пултарать Çтаппан? Сĕт сутать. Ял çынни вăл хула çынни пек мар, кирлĕ-кирлĕ мара палкама юратать. Çăвартан тухсан, хапхаран тухать, хапхаран тухсан — района.
— Сурнă эпир, — черккине ӳпĕнтерчĕ Çтаппан. Тутине кĕпе çаннипе шăлса илчĕ. Хăяра çатăрт! тутарса çыртни аванах илтĕнчĕ. Сăмсана эрех шăршипе пĕрле хăяр шăрши те çитсе çапрĕ.
— Чи хăрушши, Борька, çынсенче мар, хĕрсенче. Ман мухмăр çук. Пĕр сехет çывăртăн та, рукой снимает. Хĕрсем вĕт… пĕлме пултараççĕ. Вăл хăрушлăха та пĕтертĕмĕр темелле. Эпĕ хам роле артист пекех вылятăп. Мана Маюк чăнласах ĕненет. Сан Зиночка мĕнле тата? Эй, ман вĕрентмелле-и санашкал ват хусаха? Эс тилĕ вĕт…
Борис та стаканĕнчи эрехне ӳпĕнтерчĕ, чыхăнса кайрĕ.
«Мĕн калать-ши Борис?» — чӳрече патнех çывхарчĕ хĕр.
— Ман Маюка шанма пулать. Зина вăт, виçсе пăхма пултарать. Çавăнпа та унран хăратăн та. Виç çĕр ĕне çинче иксĕмĕрĕн талăкра пĕр бидон çеç сутмалла-и? Икшер яма тытăнас. Кĕç кĕркунне пулать, Петр Тимофеевич сĕт сутма чарать. Ун чух вара кар аври.
Борисăн чыхăнни иртсе кайрĕ пулас, каллех хăяр чăмлани илтĕнчĕ.
— Çтаппан! — çапрĕ вăл хул пуççинчен юлташне. — Эс аван ача, анчах мана ан вĕрент. Хĕр пирки те çавнах калатăп: эс хăть артист пек выля, маншăн пур пĕрех, анчах манăн Зинăна ан тĕкĕн. Ăна эп юрататăп. Ак, Шупашкартан çиттĕр çеç, мăшăр пулма ыйтатăп.
Чӳрече умĕнче итлесе тăракан Çинукăн чĕри самантлăха лăшах пулчĕ.
«Юратать иккен вăл мана, — сасартăк пурин çинчен те мансах шухăшларĕ хĕр. — Юратать! Вăл мана кĕтнĕ!..»
Анчах хĕр тепĕр самантранах чӳрече патĕнчен сиксе ӳкрĕ. Тĕрĕслĕх туйăмĕ унăн самантлăха çиеле тухнă юрату туйăмне çĕнтерме пуçларĕ. Акă мĕнпе ĕçеççĕ иккен каччăсем! Поселок халăхĕ ыйтнипе Петр Тимофеевич кашни кунах сĕт сутма пĕр лав ярать. Çтаппан вара пĕр бидон сĕт сутнă укçине пытарса хăварать. Мĕнле-ха вăл, Çинук, ку таранччен сĕт виçсе пăхасси çинчен шухăшламан? Шаннă çав, шаннă. Тепĕр тесен, мĕнле-ха вăл коммунизмла ĕç ферминче пĕр-пĕрне шанмалла мар? Кун пек çĕрте никамăн чун вараланчăк пулмалла мар!
Çтаппанĕ тата Маюка улталасшăн. Эх, Маюк, Маюк, туй пуласса кĕтетĕн, сана каччу сутса ĕçет. Ытла та шанчăклă-çке вăл хĕр чĕри!
Çинук хальхинче алăка хытах тĕртрĕ. Шашулкки картĕнчен шăнкăрт! тусах вĕçерĕнчĕ те, хĕр пӳлĕме çил пек вашкăртса кĕрсе кайрĕ, пӳлĕме епле кĕрсе тăнине те ас тăваймарĕ. Ăна курсан, Бориспа Çтаппан иккĕшĕ те харăсах сиксе тăчĕç. Сĕтел çинчи эрех кĕленчине кĕлеткисемпе хуплама пикенчĕç, анчах асăрхамасăр сĕтеле тайăнтарса ячĕç те, çур литр кĕленчи, çĕре ӳксе, арканса кайрĕ.
— Ырă каç пултăр, сутăçсем, — сăмах хушрĕ хĕр, тăпах чарăнса. Сасси унăн çăвар ăш-чикки çунса типнипе пĕрре те хăйĕнни пек тухмарĕ, аран çеç илтĕнчĕ. Тути кĕç-вĕç макăрса ярас çыннăнни пек сиксе чĕтрерĕ. Куçĕнче типĕ çиçĕм ялкăшрĕ. — Хĕрсене çавăрсах сĕт сутатăр? Чăнах та, ухмахсене тупнă эсир. Çук, пире улталаймăр!
Çтаппан, чышкине чăмăртаса, Çинук патнелле çывхарчĕ. Ӳсĕрĕлнипе хăйĕн пичĕ-куçĕ тискерленсе кайнă, арпашнă çӳçĕ пĕчĕк çамки çине усăнса аннă, куç шуррисем хĕрелнĕ.
— Эс куртăн-и? Эс тытрăн-и? — хăйăлтатрĕ каччă.
Вăйсăрлăх та, хăрани те палăрчĕ халь унăн сассинче.
— Çтаппан! — чарчĕ ăна Борис. — Çтаппан!
Лешĕ итлеменнине кура Борис ăна аяркалла тĕртсе сирпĕтрĕ те хĕре аллинчен çулса тытрĕ.
— Зина, каçар? Айăплă, ну, каçар!
Хĕр аллине карт! туртрĕ те, вĕçерĕнсе, каллех тула чупса тухрĕ, Кукуруза пуссине каякан çулпа, такам хыçалтан хăваланă пек, пӳлĕне-пӳлĕне чупрĕ вăл. Анкарти хыçне çитсен тин сывлăша çавăрчĕ. Пĕр хушă карта çумне таянса тăчĕ. Куçне хупрĕ. Пуç сĕрĕм тивнĕ чухнехи пек танлатать. Çав сасă витĕр Борис йăлăнни илтĕнет…
— Тăмсай! — терĕ Борис çав самантра Çтаппана, — тупăннă радиола… Карма çăвар! Мана пăтратса ятăн та ху таса юлатăп пуль тетĕн-и? Çук, ĕç тухмĕ! Мĕн выртатăн? Шыраса туп та каçару ыйт. Вăл çу заводне чупрĕ пулмалла. Петр Тимофеевича пĕлтерсен, иксĕмĕре те тĕрме кирпĕччи шутлама лекет.
Çтаппан сулланкаласа тухса кайрĕ.
Пуçра шухăш, шухăш… Çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа вĕçеççĕ вĕсем. Чĕре кĕç-вĕç сирпĕнсе тухасла тапать. Те эрех, те сасартăк капланса килнĕ хуйхă çăвар тӳпине йăлтах типĕтсе ячĕ. Нивушлĕ пĕтĕм ĕмĕт татăлчĕ? Ĕненĕ-ши ĕнтĕ Çинук ăна? Юрать-ха, Çтаппан пек апла-капла перкелешмерĕм. Акă сана халь пĕтĕм пуласлăх. Пĕр йăнăш утăм этем пурнăçне аркатать. Чӳречерен итлесе тăнă ĕнтĕ вăл, халь правление кайса калама пултарать. Вара сыв пул пĕтĕм ыр ят… Институтран та кăларса ярĕç. Çтаппанах пĕтерет…
— Подлец! — сасăпах персе ячĕ Борис.
— Подлец çав. Çинук унта çук, — тем хушăра сиксе тухрĕ Çтаппан.
— Ăçта кайма пултарнă?
— Колхоз правленине кайнă пуль, тетĕп.
— Унта чуп эппин. Çын пулсан, асăрханарах. Кала, Борис чĕнет, те.
Çтаппан хыççăн Борис та урама тухрĕ. Ăна халь шухăшсем канăç памарĕç. Ун умне сасартăк вăрман тухса тăчĕ: «Хăй пычĕ вĕт-ха ун патне Зина, хăй ыталарĕ? Юратмасан епле хăюлăх çитертĕр хĕр ун пек? Халь вара пăрахрĕ те-и? Эх, Зина, Зина! Епле хăвăрт сӳрĕлет сан туйăму!..»
Çапла шухăшласа тăнă вăхăтра çын сассипе Борис шартах сикрĕ.
— Çук! — терĕ сасартăк килсе тухнă Çтаппан.
— Мĕн эсĕ вара хурах пек нимĕн систермесĕр çӳретĕн? — кăшкăрса тăкрĕ ăна Борис. — Мĕн çук?!
— Правленире никам та çук. Техничка çеç. Ыйтрăм та — килмен терĕ.
— Петр Тимофеевич патне кайман пулĕ те?..
— Эх, тăмсайсем, — сасартăк лăштах сывласа ячĕ Çтаппан, — колхоз председателĕ ĕнер Горькине тухса кайрĕ вĕт!
Ферма заведующийĕ чылай хушă шарламасăр тăчĕ.
— Степка! — терĕ юлашкинчен Борис, тусне хул пуççинчен çапса. — Май пур. Лере кайса ларас килмест пулсан, кĕçĕрех Маюка илсе каятпăр.
— Мĕн тăвăп унпа? Е юратнă тетĕн-и эп ăна? Вăл халь те кун пирки пĕлмест. Эс хăвăнне чар, чӳречесенчен ан итлесе çӳретĕр.
— Авланатăн, — çирĕппĕн шăл витĕр сăрăхтарчĕ Борис.
— Мĕн тăвăп эп çав хĕрпе?
— Çут тĕнчене карлав урлă сăнас килмест пулсан, авланатăн. Атя ман пата. Мотоцикл çине лартатпăр та, тепĕр сехетрен хĕр сан патра пулать.
VI
Канăçсăр каç…
Çинукăн амăшĕ тахçанах çывăрать ĕнтĕ, кӳршĕсен йытти те, Çинук анкартипе кĕнĕ чух вĕрме пуçланăскер, шăпланчĕ. Сĕтел çинче будильник шаккани те тамалсах пырать пек. Хушăран çаврăнса илсен çеç кравать пружинĕсем чĕриклетсе илеççĕ.
Хĕр утиялĕпе те пуç çийĕнченех витĕнсе пăхать, çывăрса каяс тесе, темиçе хут та çĕре çитиччен шутларĕ. Çук, ыйхă килмест. Карталанаççĕ кăна шухăшсем, вĕçĕ-хĕррисĕр çаврăнаççĕ.
Çапла, Бориспа Çтаппан — вăрă. Сĕт сутма пуçлани уйăх ытла. Ан тив, уйăх çеç пултăр. Вăтăр бидон сĕт. Кашнине вăтăр сакăр литр сет кĕрет. Пин те çĕр хĕрĕх литр сет. Çирĕм пилĕк пусран та ик çĕр тенкĕ ытла. Виç çĕр тенкĕ еннех. Акă ăçтан тухать иккен вĕсен ĕçки! Халь пĕтĕмпех паллă. Ыран ирех тăрас та Петр Тимофеевича кайса калас. Кашни ĕнерен тăватшар литр суни çухалнă-çке-ха!
Кайса калас? Эс ăçта пулнă тейĕç. Эс, комсомолка, ху сăвакан ĕнесен сĕтне пĕлейместĕн-и? Çу заводне кăна кĕрсе пăхмалла пулнă. Счетчик унтах ларать. Епле-ха тата Борис? Вĕсен хушшинчи юратăва та халь тин пытараймăн ĕнтĕ. Пĕрле тунă тейĕç. Çтаппан авланать тени те ял хушшине сарăлчĕ. Маюка та пĕрле пулнă тейĕç. Мĕн тумалла? Тен, ĕне сума пăрахмалла? Паян тесен паян механике куçма пулать. Çапах та Бориса терменех ярĕç-ши? Шел вĕт-ха! Çинук ăна ытла та юратать. Анчах хăлха илтнине мĕнле илтмĕш тăвас? Çук, хăй кăмăлне хирĕç каяймĕ вăл!
Канăçсăр каç…
Çинук тухăç кăвакарма пуçласанах ура çине сиксе тăчĕ.
— Хĕрĕм, паян илем, тутлăрах апатсем пĕçерĕп. Иртерех кил, — сăмах хушрĕ амăшĕ тĕпел кукринчен, Çинук тухса кайма тăнине асăрхасан.
Çинук çын куçĕ умне тăма темшĕн вăтанчĕ. Вăл тӳрех ĕне сума кайрĕ. Çу заводĕнче вĕсем Гальăпа тĕл пулчĕç.
— Маюк ăçта? — ыйтрĕ Çинук.
— Пĕлменçи пулатăн тата, — тĕлĕнчĕ Галя: — Вăл çĕркаç Çтаппана качча тухнă. Паян кану кунĕ. Ял пĕлет ун çинчен, — кулса ячĕ Галя, — мана эс çĕркаçах килнĕ терĕç те, хăв та туйра пулнă пуль тесе, — Çинук шӳтлеменнине сисрĕ вăл.
Ĕнесене суса пĕтернĕ тĕле сĕт тиеме Çтаппан та персе çитрĕ. Паян урах-мĕн. Çывăрманнипе çеç куçĕсем хĕрелнĕ. Тумланма, уяв чухнехи пек, япшар тумланнă хăй. Лашине бидонсем патне тăратрĕ те урапи çинчен сиксе анчĕ.
— Сывă-и, хăйматлăх анне! — Çинука ал тăсса пачĕ вăл. Куçсем пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç. Каччăн симĕс куçĕсем хĕрĕн кăвак куçĕсене чăтаймарĕç.
— Артист! — йĕрĕнчĕклĕн кулчĕ Çинук. Урăх нимĕн те каламарĕ, çу заводне кĕрсе кайрĕ.
Бориспа Çтаппан хăраса ӳкни паллах, Маюка çеç шел. Юратса мар илнĕ вĕт-ха ăна вăл. Чăн та, ун тантăшне çав териех хитре теме çук ĕнтĕ, анчах ĕç тесен пăрчăканпа пĕрех. Мĕне кирлĕ Çтаппанăн хитри? Ятлă çын-им? Фермăн икĕ лашине пăхать, те сĕт кайса сутать. Мăн кăмăлланать тата хăмпă.
— Мĕн пулнă сана, Зина? — тĕпчерĕç çу заводĕнче ĕçлекенсемпе пăру пăхакансем. — Чирлемерĕн пулĕ-çке?.. Сăну пачах çук.
— Çул çинче ывăннăран пуль… — суйрĕ хĕр.
Вăл Борис килессе кĕтрĕ. Çук, каччă курăнмарĕ. Кĕтсе ывăннине ирттерес тесе, Çинук каравсене илчĕ те пĕве хĕррине анчĕ.
Çинук витерен кăларнă каравсене шыва чикрĕ. Шыв сивĕ, çӳçентерет.
«Паян илем, иртерех кил…» — аса килчĕç амăшĕн сăмахĕсем. Илем иртсен шыв сивĕнет иккен. Кăна халăх та тахçанах каланă. Мĕн вăл илем — Çинукшăн паллă мар: уяв-и е çанталăк улшăннине кăтартакан кун? Пур пĕрех мар-и?
Шыв пичĕ симĕсленнĕ пек курăнать. Çапах та вăл халь те тĕкĕр евĕрлех. Акă, самантлăха шĕпĕлти хумсем лăпланчĕç те, ун çине каллех шывран икĕ утмăл турат чечекĕ сăнаса пăхрĕç. Вĕсем тунсăхлă, вĕсем шухăшлă.
Çинук, йывăр шухăшсенчен хăтăлас тесе, каравсене шывра чӳхеме пуçларĕ. Çӳçентерет шыв. Паянччен кăна пĕр эрне хушши çумăрсăр çанталăк тăчĕ: кăнтăрла çĕр улмипе хăяр çеçкисем вăйлă тăм тивнĕ пек шана-шана кайрĕç. Ытти чух ача-пăча ирех шыва кĕме килекенччĕ, паян пĕр чун та çук. Сивĕннĕ шыв. Юрату та çавăн евĕрлех сивĕнĕ-ши? Пурнăç йăлтах малта-çке. Кĕр те çывхарать, хĕл те инçе мар. Çурхи шывсем те тапранĕç. Çуркунне хĕрӳллĕ, унăн чиккине çулларан уйăрса илме йывăр. Каллех чечексем çурăлĕç, каллех курăксем симĕсленĕç, каллех шыв та ăшăнĕ. Çутçанталăк улшăнăвне пурнăçпа танлаштарни мелсĕр, анчах та вăхăт чи лайăх эмел, вăл юсанмалла мар чунсене те сиплет.
— Хĕр, витрине йăтса, çырана тухрĕ те ферма патнелле утрĕ. Пĕве патнелле Борис анать-мĕн. Утти хăйĕн юлхав, пуçне çĕрелле чикнĕ. Мĕскĕннĕн курăнать.
Чунĕ кӳтсе çитнĕ хĕр ăна хирĕç утрĕ.
«Шыв сивĕнет те каллех ăшăнать, — вылярĕ пуçра шухăш. — Çук, кĕрхи хĕвел пур пĕрех ăшăтаймĕ. Ан тив, хам намăс курам та, анчах çын йăнăшне тăрă шыв çине кăлармасăр тăма пултараймăп. Харпăр хăй айăпне ăнланса, халăхран каçару ыйтсан, халăх умне чĕркуçленсен, ял-йыш мĕншĕн каçармĕ? Ун чух çуркунне те килĕ, çуркунне шыв ăшăнать…»