I
— Атте, йăлăхмарăн-и эс халăх сăмахне илтсе? Тытса хупнă выльăхсене халех кăларса яр. Эп кайиччен те çавахчĕ, халĕ те улшăнман иккен. Çитет. Картиш вăл ферма мар! Текех манăн «йытă Гени» ятне илтес килмест…
Ывăлĕ варт! çаврăнчĕ те, лаçран тухса, хапха патнелле утрĕ.
Ашшĕ пуç çĕклесе те пăхмарĕ, вĕрекен хурана çаплах какай вакла-вакла ячĕ.
— Шĕпĕн, вĕрентме пăхать тата, — тем самантран тин вăрçса илчĕ Элекçи, хурана кĕмен какай татăкĕсене çака чĕресе хурса. Вĕрекен шыв тумламĕсем, хурантан сирпĕнсе ӳксе, вучахри кăварпа вĕри кĕл çинче чашлатрĕç.
Элекçи алăк патĕнче выртакан купаран шĕшкĕ çаппи илчĕ те, чĕркуççи çинче çăмăллăн хуçса, хуран айне хучĕ. Вут татах та вăйланчĕ, тумламсем тапăртата-тапăртата пушшех вăйлăраххăн сикрĕç. Унтан вăл лаç çумĕнчи кивĕ валашкара аллине çурĕ, умне çакнă пир саппунĕпе шăлса типĕтрĕ. Лаç алăкне хупрĕ те каска çине пырса ларчĕ.
Кĕсйинчен портсигар кăларчĕ, нумайччен çавăркаласа ларчĕ вăл ăна аллинче. «Кĕмĕл пулас, мĕнле ялтăртатать. Ывăл парни, — шухăшларĕ вăл. — Чăвашсем, юратнă çынна тимĕр япала парнелеме хушмаççĕ, сивĕнет теççĕ. Пустуй мар-и?»
Портсигар çинче виçĕ сунарçă лараççĕ. Персе ӳкернĕ кайăксемпе йытта курсан, унăн чунĕ çĕкленсе кайрĕ, самантлăха вăл хăйне сунарти пек туйрĕ. Анчах портсигарти çинçе кăранташ евĕр пĕчĕк пирусне курсан, ку тупăм çийĕнчех сирĕлчĕ.
— Ĕлĕкхиллех мана «Прибой» туртать тет пуль, шĕпĕн, — мăкăртатрĕ вăл, портсигар хупăлчине шартлаттарса. Унтан, кĕсйинчен «Беломор» кăларса, пĕр пирусне илчĕ те тивертсе ячĕ. Паян туртмантан пулас, вăл тĕтĕме çине-çинех çăтрĕ, часах пуç çăмăллăн çаврăнма пуçланине туйрĕ.
Акă пĕртен пĕр ывăлĕ те таврăнчĕ. Виçĕ çула яхăн кĕтнĕ ăна. Халăх хушшинче сахал пулнă пулин те, хăш-пĕр чух мухтанма та ӳркенмен. «Гена вăл ман — этемех, полковник патĕнче шоферта ĕçлет. Шĕпĕн мар…» — текеленĕ.
Акă сана ывăл те. Çĕркаç кăна çитрĕ, тӳрех урăхла юрлама пуçларĕ: вăл апла мар та ку апла мар. Пуçтарса хунă вырăнсене сарса хучĕ, кĕтесре тахçантанпах ларакан турăшсене çенĕке кăларса пăрахрĕ. Ашшĕшĕн мĕн, амăшĕ кулянать пуль ĕнтĕ.
Элекçи лаç хĕррине тытса кайнă картаналла тинкерчĕ.
— Ай-ай, çак сысна виçĕ кун пурăнать. Ăçта ун хуçи? Ма халь те килсе илмест? Виçĕ кун тăрантар-ха ăна? Мана турă çӳлтен пăрахса памасть вĕт. Паян килет пулсан, пилĕк тенкĕсĕр яхăнне те ямастăп. Ку хĕл каçнă пăру Макарун Павăлĕн. Хĕрне качча пама ӳстерет имĕш. Ĕлĕк Гена унпа çӳретчĕ, халь темле. Çырусем те çырать тетчĕç. Кăçал пăрушĕ иккĕмĕш хут çакланчĕ ĕнтĕ. Юсаннă халь çуркуннехинчен. Ун чух йăптăхне те тăкманччĕ. Куна акта кĕртес. Ялçынни, тен, хурăнташлă та пулма тивĕ. Кăларса яр сире хуçисĕр, — хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ вăл. Унăн кăмрăк пек хура куçĕсем выльăх çиме шăтарасла пăхрĕç. Çăварне час-часах килекен сурчăкне вăл шăл витĕр чартлаттарса сурчĕ. — Шĕпĕн, — çак самантрах ывăлне те ятларĕ вăл. — Ман ĕç унпа, сан ĕç çук. Эп сана та çав ĕçпе тăрантарнă, вĕрентсе çын тунă. Кайса гимнастерка тăхăнса килтĕн те вĕрентетĕн. Выçсан — çăкăр та тутлă, — тăрансан пыл та йӳçĕ. Тăрантăн пулать…
Вăл вăрçă хыççăнхи çулсене аса илчĕ. Икĕ çул шăрăх пулчĕ, ун чух тыр валеçĕнмен. Хăй фронтра чух килте выльăхсем чирпе пĕтнĕ. Нумай вăхăт иртнĕ халь унтанпа. Нумай… Сахал мар хура-шур тутанса пăхнă Элекçи. Пĕр Гена çеç мар, вĕсен тата виçĕ ача пулнă. Çăмăлах пулман ача-пăча ӳстернĕ чухне. Колхоз йĕркеленсен, виççĕмĕш çулах ăна, тин кăна уйрăлса тухнăскере, кураймасăр чĕртсе ячĕç. Хăйсем хăнана кайнăччĕ, виçĕ ачи те, пӳрчĕ те, кĕлечĕпе хуралтисем те çунса кайрĕç. Хăйсем те хăнана кайнă çи-пуçпа кăна тăрса юлчĕç. Вăрă вăрлать — хăварать, вут тухать те тасатать, тесе ахаль каламан çав. Каллех çĕнĕрен тумалла пулчĕ, йывăр йăтса арăмĕ чире кайрĕ, пӳсĕр аптратрĕ: пӳртне те Элекçи пĕччен тенĕ пек турĕ. Колхоз пĕренесем çеç туянса пачĕ. Тăрăшнă çак пурнăçшăн, вăйне те хĕрхенмен. Хăех пураланă, хăпартнă чух çеç çынсене чĕннĕ. Вăйлă çын килтĕр-и уй хуралçи патне, такама та ятлаçма тивнĕ, вирелле шăлни тĕк май шăлни мар, выльăх та çилленет. Ачисемшĕн кулянса арăмĕ чутах вилмерĕ, хăй те ухмахах туха пуçларĕ. Курнă-çке пурнăçра. Сахал мар курнă…
— Лекçи! — кăшкăрчĕ çенĕкрен арăмĕ. — Эс паян апат çиместĕн-им?
— Çук… Эп уя каятăп… Курмастăн-им, кĕç çичĕ сехет çитет. Кĕтӳ хăвалани хăçан. Килсен те çийĕп, йытăсене сивĕтсе пар унта!
— Эс киличчен апатне хĕве чиксе усрас-им? Çи халех, атту сивĕнсе каять…
Упăшки чĕнмерĕ. Вăл шăл витĕр шăхăрчĕ те, пуçне йĕвен чĕркесе янă лаши сарайĕнчен чупса тухрĕ, йыттисем хăлхисене тăратрĕç, сăнчăрĕсене чăнкăртаттарса пралук тăрăх хуçи патне ыткăнчĕç.
— Вырăна! — урипе çеç тапрĕ вăл. Икĕ овчарка, хӳрисене хĕстерсе, темиçе утăм каялла чакса ларчĕç, пĕр ула вĕшле кăна хуçинчен хăрамасăр Элекçейĕн тусанланса пĕтнĕ аттине сĕртĕнсе илчĕ.
Хуçи васкамасăр алăк патнелле утрĕ. Лаши, çавăтнă евĕр, ун хыçĕнчен çинçе мăйне тăсса пычĕ.
II
Хĕвел ураланса аннă чух та, кăвак пĕркенчĕкне сирсе, хĕмлĕ тутăр çыхнă вăхăтра та Мишавай сăрчĕ çинче юлан утлă çынна курма пулать. Çинçе те сакăлта ураллă çӳрен лаша, вăрăм мăйне тăсса, ял еннелле тӳррĕн пăхать.
Юлан утçи — самаях вăрăм пӳ-силлĕ çын. Шăрăхра вăл кĕпе вĕççĕн кăна, çумăрлă вăхăтра — салтак плащĕпе. Кирек хăçан та çурăмĕ хыçĕнче икĕ çăварлă пăшал. Унан кăтра хура çӳçĕ йăрăммăн-йăрăммăн кăвакарнă. Хура куçĕсем типпĕн ялкăшаççĕ. Вăрăм курпун сăмси тата çĕкленерех тăракан хул пуççийĕсем пăвса пăрахнă чăх çине çĕнтерӳллĕн хăпарса тăнă хăлата аса илтереççĕ. Хусканăвĕсенчен те темле сивлеклĕх палăрать. Çыртса лартнă пек çăтă-çăтă тути çинчен усăнса тăракан мăйăхĕсем, хăлха патĕнчен янах таранах хырмасăр хăварнă сухалĕ çак туйăма татах вăйлатса яраççĕ.
Унăн чăн хушамачĕпе ячĕ — Микин Алексей, анчах ăна ял çыннисенчен ытла никам та пĕлмест. Йытă Элекçи тесен, таврара никам та пĕлменни çук. Сахал çын тĕл пулмасăр юлнă пуль унпа…
Хурăнвар ялĕн урамĕсем сарлака та вăрăм. Вĕсем виççĕшĕ те пĕр енĕпе Мишавай сăртне тухаççĕ, пĕр пысăк çул туса, çак сăртра пĕрлешеççĕ. Кунтанах кĕтӳсем тухса кĕреççĕ, вăрмантан килекен е каякан машинăсем иртеççĕ. Кунĕн-çĕрĕн хĕвĕшӳ, кунĕн-çĕрĕн шăв-шав.
Кĕтӳ хăвалакансем сăртра юлан утçăна асăрхарĕç пулсан — пĕр выльăх та калча çине тухмасть, пĕр чăх та униче хапхинчен иртмест. Чашлаттарса çумăр çунă чух Мишавай сăртне хăпаракан ансăр çул çинче машинăсем тапранмасăр лараççĕ, пĕри те вĕсем тырă ани çине кĕрсе иртме хăяймаççĕ; кĕлтесене те урапа айне хума май çук. Сăртра юлан утлă çын — Йытă Элекçи. Айăплантăн пулсан, каçару çук. Вĕшле йытă евĕр хăлхисене лăпчăтса çил пек вĕçтерекен лаша, плащ аркисене хăлат çуначĕ пек варкăштарса пыракан, хăрах аллипе чĕлпĕр, тепринпе пăшал тытнă хуралçă самантрах айăплă çын умне çитсе тăраççĕ. Уй — куçлă, вăрман — хăлхаллă. Ăна-кăна пăхса тăмасть кăра çилĕллĕ Элекçи. Ун чăмăрĕ йывăр. Пĕччен пулсан, çапса илме те вăтанмасть, йышлăн пулсан, хутпа кăранташ кăларса, акт çырма ӳркенмест. Калча çине кĕнĕ выльăха кĕтӳçĕ тем пек тархасласан та памасть, килне хуса таврăнать. Тарма тăракан выльăха лашипе хăвалать.
Шăлт! çеç хупăнать йывăр хапха. Кашкăр пек икĕ овчарка выльăха картана хуса кĕртеççĕ. Кунĕпе колхоз уйĕ тавралла виççĕ-тăваттă çаврăнать уй хуралçи, кашнинчех мĕн те пулин тытса таврăнать.
Сайра çын кĕрет хуралçă килне. Кӳршисем те çулталăкра пĕрре-иккĕрен ытла пулмаççĕ. Хаяр йытăсем никама та палламаççĕ, хуçине çеç пăхăнаççĕ.
Хуралçă картишĕнче шăпах. Йытăсене кăкарнă сăнчăрсемпе пралук ункисем çеç чăнкăртатаççĕ, хушăран хушă тытса килнĕ выльăх те тунсăхласа, те шывшăн макăрса илет.
III
Геннадий ял Советне кайса килсен, хăйсен çурчĕ умĕнче чылайччен пăхса тăчĕ. Пӳрчĕ çав-çавах. Çиелтен ăна чуспа сăрнă, хапхине кăвак сăрпа сăрланă. Пӳрт умĕнчи пахчари чиесем хĕп-хĕрлĕ вĕçсе çитнĕ. «Ӳссе кайнă, чӳречесене те хупласа хунă. Касас пулать е урăх çĕре куçармалла, — шухăшларĕ вăл. — Электричество пралукĕсене перĕнсе, замыкани тума пултараççĕ».
Хапхапа юнашар ларакан чус лаç патĕнчи йăмрасем татах та сарăлнă, вĕсен турачĕсем картишнелле усăннă.
Картишне кĕчĕ. Çав-çавах. Чус витнĕ выльăх карти, вите, кĕлет.
Йытăсем ун патне чупса пычĕç. Тĕлĕнмелле, килтен тухса кайни кĕçех виçĕ çул çитет, çапах та ăна мансах кайман.
Макăрса янă пăру сасси ăна тепĕр хут ирхи апат çинчен аса илтерчĕ. Вăл карта алăкне уçса ячĕ. Пĕр хĕрлĕ пăру тата темиçе сурăх, самăр сысна алăкран тухма тытăнчĕç. Анчах йыттисем иккĕшĕ те сăнчăрĕсене чанкăртаттарса алăк патнелле ыткăнчĕç, Хăранă сурăх çапăннипе Гена кăштах ураран ӳкмерĕ.
— Пшол, шуйттансем! — кăшкăрса тăкрĕ вăл йытăсене.
Джульбарс, хӳрине айăплăн пăтраткаласа, аяккалла пăрăнчĕ, Пират вырăнтан та хускалмарĕ. Вăл уçă хапха патне пырса ларчĕ.
— Пират! Кай кунтан!
Йытă хăйĕн вичкĕн куçĕсене ун еннелле чалăшшăн çавăрчĕ. Вăл хăрама шутламарĕ те пулас.
Çăварне карса, сарăхнă асавĕсене çеç кăтартса илчĕ вырăнтан хускалмарĕ.
Салтак пӳрте кĕчĕ. Амăшĕ ун çара кайичченхи кĕписене якатать. Çăварне шыв сыпса пĕрĕхет те электричество утюгне чашлаттарса шутарать.
— Арчара лутăрканнă. Пĕчĕкленсе те юлчĕç пулĕ те-ха…
«Ватăлнă, — шухăшларĕ ывăлĕ, амăшĕн пит-куçĕнчи йĕрсене асăрхаса, — кăвак çӳç пĕрчисем те сахал мар».
— Халь тăхăнма хам илсе килни те çитет… Чăнах пĕчĕкленнĕ. Ан та чăрман, е кӳр хам якатам, анне.
— Ме эппин, — килĕшрĕ амăшĕ.
— Правленире пултăм, анне. Ыран Шупашкара машина илме каймалла.
— Мĕнле машина?
— Çăмăл машина. Мĕн тăвас тен, салтакра та çăмăллипе çӳреме тиврĕ, кунта та…
— Эй, пит лайăх, сахалтарах вараланатăн, — ывăлĕ çине тинкерчĕ амăшĕ.
Ывăлĕ те амăшне сăнарĕ. Шурсах кайнă иккен вăл. Пӳртрен те тухсах çӳремест-ши вара?
— Сывлăху мĕнле, анне? — ыйтрĕ Гена.
— Çӳрекелеп пӳртре.
— Операцине каяс пулать.
— Каймалла-ха та… Сана кĕтрĕм-çке. Кураймасăрах вилсе кайăп, терĕм. Халь кайма юрать ĕнтĕ.
Калаçмалли ытла та нумай пекчĕ. Халь ак ывăлĕпе амăшĕ сăмах та тупаймаççĕ.
Гена, якатнă кĕпине илсе, тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Тăхăнма тăчĕ кăна, çатăр! çеç турĕ хул кăкĕнчен. Салтак кулсах ячĕ. Ун çине тĕкĕртен ашшĕнни пекех кăтра çӳçлĕ çамрăк пăхрĕ. Тути те ашшĕнни пекех çӳхе, сăмси тӳрĕ.
Акă, хапха сасси илтĕнет. Орлик хапхаран кĕнĕ-кĕменех çула картлакан йытăсене шăмарса илет, лешсем ăна пур пĕрех тивмеççĕ, хăнăхнă иккен. Кĕçех ашшĕ те кĕрет. Вăл малтан уçса хунă алăк çине тинкерет, унтан, васкамасăр пырса, пăру çавăтса тухать. Хапхаран картишне кĕме хăракан Макарун Павăлĕн пуçĕ курăнать. Пăрушне çавăтса тухичченех вăл хуралçăна укçа тыттарать, лешĕ турткалашса тăмасть.
Сысна хуçипе хуралçă алăк патĕнче чылай калаçаççĕ, юлашкинчен сарă сухаллă пĕчĕк старик, укçа кăларса, васкамасăр шутлать, шелле-шеллех ăна Элекçи еннелле тăсать. Хуралçă пуçне хыçкаласа илет, сахал, тет, пулмалла. Старик татах хушать, Элекçин сăн-пичĕ ялкăшма пуçлать, кăмăллăн мăйăхне шăлкалать.
Гена çаксене картишĕнчи чӳрече витĕр пĕтĕмпех курчĕ. Ун пичĕ хĕрелсе кайрĕ.
— Анне, çынсенчен вăл халĕ те укçа илет-им?
— Илет, — нимĕн пулман пекех пĕлтерчĕ амăшĕ. — Çитеретпĕр-çке-ха вĕсене…
— Укçине колхоза памалла пуль? Вăл памасть пулас…
— Пĕлместĕп, ывăлăм.
— Паллă ĕнтĕ, мĕн пĕлменни. Ахальтен мар çынсем кураймаççĕ пире. Çур талăк килте пурăнатăп ĕнтĕ, анчах кам килчĕ пирĕн пата? «Элекçи хăйĕн хапхи патне пыракан выльăхсене те тытса хупать» — текен хыпар çӳрет ялта.
— Ман ĕç çук, ывăлăм, — ассăн сывларĕ амăшĕ. «Акă мĕнпе пăшалсем туянать иккен вăл», — шухăшларĕ ывăлĕ, стена çумĕнче çакăнса тăракан икшер кĕпçеллĕ виçĕ пăшал çинелле пăхса. Виçĕ сул хушшинче иккĕ туяннă…
Ашшĕ пӳрте яш çын пек çăмăллăн çитсе кĕчĕ. Куçĕсенче хăйĕн пытарайми савăнăç.
— Мархва, эс пире апат çитеретĕн пуль, — мăйăхĕсене пĕтĕрчĕ вăл. — Эс мĕн, Гена, сыпрăн-им, куçусене те аран уçатăн!
— Килнĕренпех ĕçтеретĕн-ха…
Ашшĕн сăнĕ самантрах улшăнчĕ. Ывăлне сăнама вăл ура тупанĕнчен пуçларĕ, юлашкинчен икĕ пĕр пек куçлă çын тĕл пулчĕç. Пĕри те илмерĕ куçне.
— Мĕн, начар пуль тетĕн-им! Кассăра вун виçĕ пин выртать. Алăра та çук мар. Халех пĕр ещĕк эрех кайса илме пултаратăп.
— Тавах, атте, тавах. Хам та чăлах мар. Çынна макăртса илнĕ укçа мана кирлех мар.
— Хамăнне хам пĕлетĕп, çăмарти чăххине ан вĕренттĕр. Эс мана малтан правление кайса хуралтан кăларттар. Колхозра ирттернĕ вăтăр пĕр çултан çирĕм улттăшне эп ун туприне сыхланă çĕре панă. Тăватă çул вăрçăра пулнă.
— Пулнă, сыхлатăн… çитет. Е эс халь те çынсен ăс-пуçĕ ĕлĕкхилле тетĕн-и? Кам выльăха ятарласа кăларса ятăр!
— Пĕлетпĕр эпир.
— Çын укçине ан ил. Ăна колхоз кассине хывмалла.
— Ăслă эс, ачам. Алăкран тухсан, аллă ăс кĕрет, теççĕ. Салтак, мĕн калăн!
Ашшĕ пĕр хушă нимĕн те чĕнмерĕ.
— Çитĕ сана, ватти, — хутшăнчĕ амăшĕ. Ывăлу килнĕренпе пĕр ăш сăмах çук.
— Хай шăртлă.
Гена, ашшĕ патĕнчен иртсе, картишне тухрĕ.
IV
Савăнать Элекçин чунĕ уя тухсан. Хăнăхнă вăл сăнама тыр-пула. Кашни пĕрчĕшĕн ответлă-çке: çын таптать-и, выльăх кĕрет-и, урапа кустăрми хуçать-и… камăн курас тата унăн курмасан? Иртен пуçласа каçчен хирте.
Кăçал ăнса пулнă тырра вырасси вăраха кайрĕ. Ыраша вăхăтра пухма ĕлкĕрчĕç. Пăрçа çулса тăкрĕç, купана кăна хывма тытăнчĕç, çумăр тапранчĕ.
Комбайнсем те хускалаймарĕç, пăрçа та купарах шăта пуçларĕ.
Паян çанталăк иртенпех уяртса тăчĕ. Хĕвел тӳсмелле мар хĕртет.
Лашине çул хĕрринчи курăк çине ячĕ те Элекçи, хăй тăсăлса выртрĕ. Ăна ыйхă пусса килчĕ. Анчах шăнасем çывăрма памарĕç. Каллех çумăр пулать пулас, ялта автансем шарлаттарсах авăтаççĕ.
Çуллахи çумăр телей куççулĕ евĕр çеç çав. Типет вăл часах. Кăнтăрла иртсенех автомашинăсем Мишавай сăрчĕпе вăрманалла вĕçтерчĕç. Элекçи, лашине утланса, сăрт çинчи çул тăрăх сиккипе ячĕ. Пĕри те тырă ăшне кĕмен. Аван. Уяртан вĕсенчен хăрамалли çук…
Ывăлĕпе ашшĕ хушшинчи хирĕçӳ çак юлашки кунсенче самаях хĕрсе пычĕ. Тытнă выльăхсене ывăлĕ картишне кĕрттермерĕ. Ирĕксĕрех пушар дружинин çурчĕсем патне карта тыттарма тиврĕ. Пиратне вăл унта кайса кăкарчĕ, хуралта ĕçлекенсене шанмарĕ. Гена «элекленипех» колхоз председателĕ Элекçие çынсенчен укçа илнĕшĕн правление чĕнтерчĕ.
— Илнĕ тата илетĕп! — пат çеç татса хучĕ вăл. — Кăларас тетĕр пулсан, сирĕн вăй, сире ирĕк, эп паянах тухатăп. Çавна çеç ан манăр, мансăр колхозăн пĕтĕм тыррине çитерсе яратăр!
Çапла каларĕ те варт çеç çаврăнса утрĕ. Эй-ей, пĕлет хăй хакне Элекçи, пĕлет. Уй хуралçин ĕçĕ пек сăмахлă ĕç ялта урăх çук. Пĕр çын та ятлаçмасăр-ылханмасăр чăтаймасть. Çапах никамран та ун чухлĕ хăрамаççĕ. Элекçи тесен, Йытă Элекçи тесен, такам та чĕтрет. Ачасем те, ăна курсан, тарса пытанаççĕ. Кирек те мĕнле çивĕч хĕрарăм та ăна çĕнтереймест, кӳрентереймест. Кӳрентерсен — вăл пур пĕрех алла илет. Эрнерен, уйăхран, çулталăкран та пулин тытатех вăл çав çын выльăхне. Ялта вăл палламан выльăх çук. Выльăх — выльăхах. Тепĕр чух алăк уçса тухать, тепĕр чух тата хушăк та тупăнать уншăн. Никам та ăна ятарласа кăлармасть. Элекçие çав çеç кирлĕ те.
Колхозниксене кӳрентернĕшĕн Микина пĕрре мар ĕçрен кăларса пăхнă. Кам каять хурала? Çынпа ятлаçиччен вăл кирек мĕнле ĕç тума хатĕр. Каллех колхоз председателĕ ун патне утать. Хуралçă-мĕн ыйтать — уншăн пурте пур. Талăка ĕç кунĕ çурă. Çӳреме — çил çунат пек лаша. Ăна та хуралçă хăй пекех вĕрентсе çитерчĕ. Палламасть хуçисĕр пуçне никама та, ямасть хăй çывăхне, çыртать, тапать. Йытă евĕрлех пулса кайрĕ, вырт тесен — выртать, тăр тесен — тăрать…
Элекçие ыйхă çаплах пусать-ха. Çĕркаç вăл çĕрĕпех кӳршĕ колхозăн чиккинчи вăрлăхлăх клевер пуссинче хуралта тăчĕ. Тем вăхăтра-çке, кӳршĕ колхозăн лашисем пулас, клевера хĕррипе таптанă. Каçхине каллех тапун пырасса кĕтрĕ Элекçи. Çук, пымарĕç. Сисрĕç пулас.
Анаслать Элекçи. Ĕлĕк икшер талăк çывăрмасан та ним мар чăтатчĕ, халь самаях йывăр. Кăнтăрла иртсен, вăл килнелле çул тытрĕ. Сарайне лартнă урапа çине тăсăлса выртрĕ. Вăранасса çумăр сассипе çеç вăранчĕ.
Сасартăк капланса килнĕ пĕлĕтсем каç енне уçăлса кайрĕç. Тӳпе тӳрех кутăнлашмарĕ, куççулĕсем те шăпăртатса тăкăнмарĕç. Сăрра чикнĕ пек курăнакан пĕлĕтсем çĕтĕлме тытăнчĕç, туртăнса чĕрĕлчĕç. Майра турине аса илтерекен сарă çурла уйăх, нумай вăхăт хушши çухалса çӳренĕскер, тупăнчĕ, чĕмлене-чĕмлене ларнă пĕлĕт кăтрисене йывăррăн турама тытăнчĕ, уçрĕ.
Сывлăш çĕнĕ хăмла сăри евĕр пулса кайрĕ.
— Уяра каять, — шухăшларĕ Гена, машинĕ ăшне трансформатор çăвĕн бидонне кĕртсе лартса.
Паçăр вăл çумăр витĕрех вăрманпромхоза тухса килчĕ. Электричество трансформаторĕ валли çу ниçта та тупса пулмарĕ, икĕ кун хушши авăн çапăнмарĕ, сушилка ĕçлемерĕ. Юрать вăрманпромхоз пулăшрĕ.
— Çитет çанталăка пăхăнса, кĕçĕр авăн çапатпăр, — терĕ колхоз председателĕ.
Электрика шыраса тупиччен каç пулса кайрĕ. Вара тин Гена килнелле çул тытрĕ.
Гена васкарĕ. Вăрмантан тухсан, Пăртас çырмин кĕперĕ патĕнче, машинсем кĕре-кĕре ларнă. Вĕсенчен иртсе кайрĕ. Фарăсен çутинче аллисене тăратнă шоферсен пичĕсем сап-саррăн курăнчĕç. Вăл машинине чармарĕ. Ытти чухне пулсан тем пекех пулăшмалла, халь ялта кĕтеççĕ. Чарăнса тăрсан, машина чупнине те чакаратăн, хăпар-ха кайран кĕпертен тăмлă сăрталла икĕ çухрăм хушши.
Ахаль машинăсем хăпарайман вырăнтан вездеход, çыпăçакан лапрана ураписемпе ывăта-ывăта, тăвалла хăпарса кайрĕ. Хăш-пĕр çĕрте çула картласа чарăнса ларнă автомашинăсенчен пăрăнма тиврĕ, анчах юнашарах ларнă икĕ машина çула картласа хучĕç. Гена вĕсенчен иртсе каяс тесе, сулахаярах çеç пăрма шухăшларĕ, сасартăк юлан утлă çын сиксе те тухрĕ. Лаши те, хуçи те машинăн куçа йăмăхтаракан çути çине шикленмесĕр пăхрĕç. Юнашарах çĕлĕк персен те çĕре ӳкерми çăра хăмăллă, тулли çурхи тулă уйĕ сарăлса выртать.
Çутă сӳнтерсе мотора чарсанах шофер хăлхине ашшĕн аслати евĕр хулăн сасси пырса кĕчĕ.
— Сысна, ăçта хирĕнетĕн! Ай эс, начальник тесе, тырра çĕмĕресшĕн. Курнă эпир сирĕн пек хурчкасене. Ну-ка, тухăр, атту баллонна халех шăтарса тухатăп. Шĕпĕнсем.
Гена кулса ячĕ, алăкне уçрĕ.
— Ырă каç пултăр, атте.
Ашшĕ ывăлĕн сассине тӳрех палларĕ пулас.
— Эсĕ-и ку? — тĕлĕннĕ пек ыйтрĕ вăл, — хурал кирлĕ мар текенни-и? Ну-ка, чакар машинуна, вĕрентем эп сана колхоз туприне хисеплеме. Эп пулман пулсан, тыр ăшĕпе каяттăн-ха эсĕ! Шалишь!
Гена типпĕн кулса ячĕ.
— Эп тыр ăшне кĕме те шухăшламан. Ман васкасах яла çитмелле. Çул çук-тăк, çуран та кайăп.
— Кай çав. Машинна сыхлăп…
Пĕр хушă шăпланчĕç.
— Эй, шоферсем пур-и? — кăшкăрчĕ Гена.
— Çук, яла трактор патне кайрĕç.
— Паçăрах-и?
— Халь кăна. Пĕр çухрăм пек утрĕç пулĕ, — хуравларĕ машина кузовĕ çинчен хĕрарăм сасси.
— Мĕн çул картласа лараççĕ. Трос пур-и? Пĕрне чакарса ман иртсе каяс.
— Пĕрин пур та, вут айне тунă. Ирхине те, кăнтăрла та уярччĕ те, кам шутланă, кам шутланă, — каллех хуравларĕ хĕрарăм сасси, чĕлхе вĕççĕн калаçаканскер.
— Эсир те çав, троссăр вăрман çулне тухатăр, — кăмăлсăрланчĕ шофер.
— Тепĕр шоферсăр эс трос пулсан та чакараймастăн, — хутшăнчĕ çилли ирте пуçланă ашшĕ. — Киле кайса апат çи, эп кунтах пулатăп.
— Киле? — пирус тивертекен ашшĕ еннелле çаврăнчĕ вăл.
— Ман хăвăртрах трансформатор валли çу илсе çитермелле. Кĕçĕр авăн çапас пулать. Гурий Иванович мана виçĕ сехет срок пачĕ, халь пиллĕк те иртсе кайрĕ.
— Трактор киличчен кĕт, — лăпкăн çеç тавăрчĕ ашшĕ. — Çулсăр ăçта каятăн?
— Тата виçĕ сехет кĕтес-и? Тракторсем пурте çĕртме пуссинче.
— Пĕри пур пĕрех килет.
— Ман васкамалла. Эпĕ пĕр урапапа тыр ăшне кĕнĕшĕн хам ответлетĕп.
— Аха, хам пур çинчех ямăп-ха. Çу каçиччен никама кĕртменнине ывăла кĕртес çук.
— Эс ăнлан, атте, эп çĕмĕрнĕ пĕр метр тырă вырăнне уйра центнерпа çĕрме пултарать.
Гена ашшĕпе тавлашса усси пулас çуккине ăнланчĕ. Урине хырса, кабинăна кĕрсе ларчĕ.
— Юрĕ, атте, каймăп. Айăпĕ санра.
— Çапла кала та, — савăнчĕ ашшĕ.
Пăртас çырми патĕнче машина сассисем илтĕнчĕç. Ашшĕ самантранах лаша çине сиксе утланчĕ.
— Гена, мотри, таптасан шеллеместĕп.
Ывăлĕ чĕнмерĕ. Элекçи тӳрех машинăсем патнелле тапăртаттарчĕ.
Лаша ура сасси аяккарах кайсан, Гена моторне ĕçлеттерме пуçларĕ. Кĕçех машинăн сулахай енчи ураписем тыр ăшне кĕчĕç, тепĕр самантранах лакса ларнă автомашинăсенчен иртнĕ «газик» çул çине сиксе тухрĕ.
Ашшĕ хăйне ывăлĕ улталанине самантрах сисрĕ. Хуса çитесле, лашине çавăрчĕ те вăл сиккипе вĕçтерчĕ. Кĕрсе ларнă машинăсенчен те иртрĕ, анчах умри çутă катаран та катана кайса пычĕ.
— Гена! Гена! Анчăк çури! Аçунтан мăшкăллас терĕн-и? — ывăлĕ илтес пек кăшкăрчĕ вăл.
Элекçи лаша çинчен сиксе анчĕ. Чĕлпĕртен çакланнипе фронтра аманнă аллине ыраттарчĕ. Куçĕ хуралса килнипе вăл аманнă кашкăрла шăлĕсене качăртаттарчĕ. Çурăм хыçĕнчен васкасах пăшалне вĕçертрĕ те, машинăн хыçалти хĕрлĕ çути çине тĕллесе, икĕ курокне те умлăн-хыçлăнах туртрĕ. Каçхи шăплăха пăшал сасси çурса кайрĕ.
Çук, ăçтан çиттĕр ĕнтĕ чылай инçете кайма ĕлкĕрнĕ ывăлĕ патне сунар пăшалĕн пули.
— Хоспоти, хоспоти, вĕлерет вĕт çынна. Вĕлерет. Ай, Йытă Элекçи, — мăкăртатрĕ машина çинчи хĕрарăм. — Атте, тет, ывăлех-ши? Айтурух, айтурух…
V
Уйра каллех шăпланчĕ. Гена машинин сасси те çухалчĕ, Пăртас çырми патĕнчи çутăсем те сӳнчĕç. Хĕрарăм та урăх шарламарĕ. Майра тури пек уйăх çеç çаплах пĕлĕт çивĕтĕсене турарĕ. Элекçи татах пăшалне авăрларĕ, Тарăхнипе унăн аллисем чĕтрерĕç. Пĕрремĕш хут куç умĕнчех ывăлĕ мăшкăлларĕ унран, каçару пулмасть. Хуçин хуйхине сиснĕн лаши кĕçенсе сас пачĕ. Вăл Элекçие пуçĕпе хул пуççинчен сĕртĕнсе ачашларĕ. Лешĕ те ăна майĕпен лăпкарĕ, кĕсйинчен кăларса, çӳпĕленсе пĕтнĕ темиçе сахăр катăкĕ хыптарчĕ.
Элекçи çав каçхине киле таврăнмарĕ. Ирхине ирех правленине пырса, чылайччен акт çырчĕ. Председатель килсенех ун патне кĕчĕ.
— Гурий Иванович, чăтма май çук. Тăван ывăл тес, тăван ывăл çĕмĕрет. Ак актă. Эп паянах лару пухма ыйтатăп.
— Мĕн? Мĕн пулчĕ тата? — пĕлме тăрăшнă пек пулчĕ председатель.
— Вула, çырнă унта. Эп ăна сана лартса çӳрекен шофер тесе каçаратăп-им? Шалишь. Эс кала, ан лар. Лару пух. Эпĕ…
— Сан телейӳ, Алексей Иванович. Лару тепĕр сехетрен ахалех пухăнмалла. Ĕнерех хушнăччĕ.
VI
Чăнах та, лару членĕсем тул çутăлнă-çутăлманах пухăна пуçларĕç. Уй-хир бригадирĕсен отчетне итлеççĕ иккен.
Гена та çитрĕ. Машинне правлени алăкĕ умнех тăратса кĕрсе кайрĕ. Председатель пӳлĕмĕнче лăк тулли халăх. Унта Гена тӳрех ашшĕне асăрхарĕ. Вăл Гурий Иванович сĕтелĕ умĕнче ларать, аллисемпе пуçне тĕревленĕ. Кĕмĕллене пуçланă çӳçĕ çамки çине усăнса аннă. Сарă ӳчĕ, хĕвелпе çĕр пекех хуралса ларнăскер, вĕтĕ-вĕтĕ хутламлă. Куç таврашĕсем кăвакарнă.
— Ахалех кӳрентертĕм эп ăна. Çу бидонне çуран та йăтса килме пулатчĕ, — шухăшларĕ Гена, пукан çине ларса.
— Малтан эпир пĕрремĕш бригада отчетне итлетпĕр, — лару пуçларĕ председатель, куçлăхне тăхăнса.
Гурий Иванович сăмахĕсене илтнĕ хуралçă пуçне вăшт çеç çĕклерĕ, анаслас килнĕрен шăлĕсене çыртса лартрĕ. Ӳчĕ туртăннипе янах шăммисем палăрмаллах тухрĕç. Куçĕсем ывăлĕпе тĕл пулчĕç. «Сăнĕ-сăнĕ — шухăшларĕ ашшĕ, — йăлт хам яш чухнехи пек. Хамашкалах кутăн пулас. Пăсăлчĕ ача, ĕлĕк ашшĕнчен пĕр сăмах иртместчĕ. Эх-ха-хай. Алăкран тухсан, аллă ăс кĕрет тесе ахаль каламан çав».
— Эсир ыранччен те отчетсем туса ларма пултаратăр, эпĕ пултараймастăп, тавай ман акта пăхса парăр. Вăхăт çук ман шăлавар якатса ларма. Кĕç çанталăк типет, машинсем чупма пуçлаççĕ.
Председатель хутсем айĕнчен хураларах панă тетрадь листи туртса кăларчĕ, ӳсĕрчĕ, ура çине тăрса, хуралçă çинелле тинкерчĕ.
— Çын васкать пулсан, ма чарас? Кунта, юлташсем, пĕр пĕчĕк ыйту. Ун пирки мана Геннадий Алексеевич çĕркаçах каласа пачĕ. Вăл паллă. Çавах йĕрке тăрăх актне пăхса тухма тивет.
— Пăхас, васкать пулсан, — илтĕнчĕ темиçе сасă.
«Акт, — вулама пуçларĕ Гурий Иванович. — Эпĕ, Микин Алексей Иванович, «Прожектор» колхозăн уй хуралçи, июлĕн 27-мĕш числинче акă мĕншĕн актă çырап. Кĕçĕр Мишавай сăртĕнчи çурхи тулла колхоз шоферĕ Микин Геннадий машинăн хăрах урапипе таптаса çĕмĕрнĕ. Сарлакăшĕ чĕрĕк метр, тăршшĕ тăватă утăм çурă. Çав лаптăкран сахалтан та пĕр пăт тырă тухать. Çав тырра, правлени ларăвĕнче пăхса тухса, Микин Геннадирен шыраса илме ыйтап. Çавăнпа алă пусап», — вĕçлерĕ председатель, мĕнле çырнă çавăн пекех вуласа.
Ларурисем малтан шăпăрт пулчĕç, кайрăн кулса ячĕç.
— Кунта мана та айăплама лекет, — терĕ председатель. — Эпĕ хам, темле пулсан та, Геннадий Алексеевича хăвăртрах çитме хушрăм. Атту çĕркаç авăн та çапаймастăмарччĕ. Паян та нимĕн те пулмастчĕ.
Элекçи шăпăрт ларчĕ, çаплах вăл тапхăр-тапхăр хĕрелсе кайнă ывăлне сăнарĕ. Лешĕ аялти тутине кĕçĕтнĕн шăлĕпе хыра-хыра илчĕ.
— Сăмах хăйне, Алексей Иванча, парас.
— Ман сăмах сирĕн умра. Вуларĕ — илтрĕр. Татса парăр, — çынсене сив куçпа пăхса çаврăнчĕ хуралçă.
Гена тăчĕ, хумханнипе сăмах та ыйтма манчĕ.
— Айăплă, пĕлетĕп, — пуçларĕ вăл. — Васкама тиврĕ. Çул пулмарĕ, икĕ машина картласа хучĕç. Хам айăпа çĕркаçах йышăнтăм. Паян ирех таптанине кайса вырса килтĕм. Пĕр пысăк кĕлте пулчĕ. Пĕр пăт тухать-и унтан, пĕлместĕп, эп тӳлеме хатĕр. Мана çак тĕлĕнтерет: эпир колхозра вăтăр çул ытла пурăнатпăр, çаплах вара уй хуралĕ тытмалла-ши? Халь уйрăм çын анисем çук вĕт, йăлтах хамăрăн? Ман шутпа, уй хуралĕ — кивелнĕ çын. Коммунизма эпир унпа кĕрейместпĕр.
— Ăхă, — чăтаймарĕ ашшĕ. — Коммунизм тăваканни ун чи малтан хăй çĕмĕрсен, тĕлĕкре те ăна кураймастăр.
Ывăлĕ ăна пăхмарĕ, малаллах каларĕ.
— Эпир ак, Гурий Ивановичпа, çĕркаç шутларăмăр та çакнашкал ӳкерчĕк куртăмăр. Тăватă çул каялла вăл çĕр сакăр вунă акт çырнă, кăçал çирĕм çеç. Тырра çĕмĕрекенсен йышĕ чаксах пырать. Çавăнпа та хурала пăрахăçлама ыйтатăп. Кам выльăхне калча е тырă çинче курать, хуса кĕр е правление кала, — пурне те ирĕк. Ма хуралшăн ĕç кунĕ тăккалас?
— Тĕрĕс те пуль.
Вирьял колхозĕ икĕ çул хуралсăр.
— Пирĕн те çĕмĕрмеççĕ. Кӳршĕ колхозсем пăртак ирĕкрех, вĕсен выльăххисем ытларах килеççĕ.
Ыттисем те Гена майлă пулчĕç.
— Алексей Иванч сахал мар тăрăшнă ĕнтĕ колхозшăн. Çавăнпа та эпĕ ăна утмăл çулалла çитсенех пенси памалла тăвас тетĕп, — вĕçлерĕ председатель.
— Аван пулать, питĕ аван. Тăрăшман мар çынни, пайтах вăй хунă.
Юлашкинчен пит çăмартисемпе тутисем чĕтреме пуçланă Элекçи сиксе тăчĕ:
— Юрĕ, килĕшетĕп, — терĕ вăл. — Кам выльăхне юри уя ярать, çавăнне пуçĕпех колхоза илмелле, çитет мăшкăлласа. Пур-ха колхозра ун пеккисем. Хуралсăр эсир çапах пурăнаймастăр.
Хуралçă панă сĕнӳшĕн те сасăларĕç, анчах ытларахăшĕ хирĕçле ал çĕклерĕç.
— Юрĕ, урăх эп пуç çапсан та килĕшместĕп. Колхоз правленинчен Элекçи кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче тухрĕ. Вăл, депо патĕнчи картана кайса, тытса хупнă выльăхĕсене кăларса ячĕ. Пиратне касмăкран вĕçертрĕ.
— Киле! Киле! — урипе тапрĕ вăл.
Ирĕке тухнă йытă хуçине нумаях тархаслаттармарĕ, выля-вылях ял урамĕ тăрăх вирхĕнчĕ.
Урапа çине хурса панă курăка çисе тăракан лашине шăхăрчĕ те хăй лавкканалла утрĕ. Йытă пек хыçранах пыракан Орлика, пĕр йĕкĕр ывăç сахăр илсе, карттусĕ çине хурса пачĕ. Çур литр эрех туянчĕ, унтан пусма картлашки çине тухса ларчĕ.
Пĕр стакан вăл туллиех тултарса ĕçрĕ, унтан хытса кайнă пĕремĕк чăмларĕ. Юлнă эрехне кĕленчипех кĕсйине чиксе, стаканне каллех лавккана кĕртсе пачĕ…
Лаши патне пырса, йĕвенне хывса илчĕ. Лешĕ эрех шăршине сиссе тулхăрса илчĕ, анчах хуçипе вăрçмарĕ. Элекçи карттусне силлесе тăхăнчĕ те, йĕвенне йăтса, шăхăрмасăрах килнелле утрĕ.
— Кăна мĕн пулнă? — тĕлĕнчĕ лавккаç. — Элекçи те ĕçме пуçларĕ нихак?..
Лаши, çĕре тăкăннă çăкăр татăкĕсене пуçтарса пĕтерсен, хуçи хыççăн юртрĕ.
VII
Элекçи çак кунсенче хăйне валли вырăн та тупаймарĕ. Картишĕнчи япаласене айлăн-çийлĕн çавăрчĕ, пăшал çакса уялла тухса çӳрерĕ, каллех киле таврăнчĕ, лаç умĕнчи каска пукан çине ларса, пĕрер кăна пирус мăкăрлантарчĕ. Йыттисем çинчен мана пуçларĕ, вĕсене вăл сайра хутра çеç апат пачĕ. Кунсерен тенĕ пекех табунран тарса килекен Орлика ачашларĕ, çаплах сахăр çитерчĕ, кайран хăваласа ячĕ.
Операцие кайса килнĕ арăмĕ хайне лайăх туякан пулчĕ. Ăна та вăл: «Арçынпа йытă яланах тулта, хĕрарăмпа кушак яланах пӳртре», — тесе кӳрентерчĕ. Ывăлĕпе сăмах та хушмарĕ, кĕлетре çывăрса пурăнчĕ. Ыйхи те вĕçрĕ унăн, тăрса урама туха-туха ларчĕ, ирхине ирех сывлăм ӳкнĕ курăка йĕрлесе хирелле танккарĕ. Пĕррехинче вăл хура тул çинчен кӳршĕ колхозăн икĕ лашине тытса килчĕ, картишне хупса хучĕ. Каска пукан çине ларса, виçĕ пирус туртнă хыççăн каллех урама кăларса ячĕ.
Вăл хăй патне колхоз правленинчен çын килессе кĕтрĕ. Çук, ăна аса илекен те пулмарĕ. Ывăлĕ те ашшĕн хуйхине ăнланасшăн тăрăшмарĕ пулас, ирхине ирех тухса кайса, каçхине тин таврăнчĕ. Амăшĕ çеç мĕн пулса иртнине ăнланма тăрăшрĕ: пускилсем патне каçса ларчĕ, лешĕсем те килкелерĕç.
Эрне иртсен, Элекçи те ĕçе кайрĕ. Вăл Орликпа кĕлте турттарчĕ. Ывăлĕпе ашшĕ те апат хушшинче тĕл пула пуçларĕç. Кам пĕлет, тен, çураçатчĕç те пулĕ…
…Пĕр каçхине тăвăл килчĕ. Кайран çĕрĕпех çумăр çурĕ. Ашшĕ те çывăрма пӳрте куçрĕ.
Ирхине Элекçипе ывăлĕ те пĕр вăхăтрах тумланса тухрĕç. Çук, ывăлĕ асăрхаймарĕ, пĕр ашшĕ кăна килти ĕне йĕрри тăрăх анкартинелле утрĕ. Хăйсен ула ĕнине вăл колхоз купăсти хушшинче курчĕ.
Васкамасăр хуллен утса кайрĕ вăл ун патне.
— Хамах питĕрме маннă-ши е çил уçса янă? Йытăсем мĕнле асăрхаман-ха? Эй, вĕсем хамăр ĕнене чармаççĕ-çке!..
Ĕнине çул çине хăваласа тухрĕ. Темшĕн ăна çак самантра çенĕк картлашки çинчен ывăлĕ пăхса тăнăн туйăнчĕ. Вăл каялла çаврăнса пăхрĕ. Çук, никам та çук, Мăнурамри анкарти хыçĕнче кăна темиçе хĕрарăм хăпараççĕ. Вĕсем аякра-ха, паллас çук. Килех хуса кĕрес. Хам айăппа мар.
— Нумай таптанă, çĕмĕрнĕ, — сасăпах персе ячĕ вăл. «Айăплă, айăплă» тапрĕ ун чĕри. Çапла иккен вăл лексен. Тен, Элекçи юлашки вăтăр çул хушшинче пĕрремĕш хут хăйне такам çĕнтернĕн туйса илчĕ.
Çав-çавах улăштарма юратмасть вăл хăйĕн сăмахне, иртнĕ правлени ларăвĕнче вăл тытнă выльăхсене колхозра хăвармалла тенĕччĕ. Унăн сĕнĕвне йышăнман пулин те, ан тив, çынсем пĕлччĕр, хăйшĕн мар, колхозшăн çуннă-çке-ха, уншăн ĕçленĕ.
Лӳперрĕн утакан ĕнине вăл çул çинчен илнĕ пĕчĕк хулăпа колхоз ферми еннелле хăваларĕ. Пичĕ тăрăх вĕри куççуль тумламĕсем хăйне пăхăнмасăр чупа-чупа анчĕç, мăйăхĕ витĕр сăрхăнса, çăварне кĕчĕç…