I
Вăрман урлă сар хĕвелĕ
Çĕкленсе тухатчĕ,
Кӳлĕри шур акăш евĕр
Ярăнса ухатчĕ.
Çĕр çине вăл пит йăвашшăн
Йăлтăрса пăхатчĕ,
Ыра кăмăллăн, ачашшăн
Ăшшине тăкатчĕ.
Пур чĕрчун та вара уншăн
Хĕвĕшме пуçлатчĕ,
Кайăксем те çĕнĕ куншăн
Шăхăрса юрлатчĕç.
Сад пахчи пек ман çĕршывăм
Тулăх çитĕнетчĕ.
Савăнаттăм эпĕ уншăн —
Пурăнас килетчĕ.
Хĕвелпе пĕрлех пит лăпкăн
Ыйăхран тăраттăм,
Çăванаттăм та васкавлăн
Килкартне тухаттăм.
Хула пекчĕ ман килçуртăм,
Мĕн кирли пур пурте:
Капланса ларать ятуллăн
Хăма витнĕ пӳртĕм.
Уçăлса каятчĕ кăкăр,
Сывлама та çăмăл,
Çĕкленмесĕр епле тăтăр
Çакăн пек чух кăмăл!
Çĕн телейлĕ çĕн кун ирĕ
Пуçланать тӳлеккĕн.
Мускав радио юррийĕ
Хумханса килетчĕ.
Эп вара ытараймасăр
Кил тавра пăхаттăм,
Мускавпа пĕрле пĕр харăс
Савăнса юрлаттăм:
«Сарлака та пит илемлĕ
Ман Анне-Çĕршывăм:
Темĕн чухлĕ уйĕ-хирĕ,
Сĕм вăрманĕ, улăх...»
Патша чух кил-çуртăм манăн
Пит те чухăн пулнă, —
Анана та тара панă,
Акаймасăр юлнă.
Колхоз çулĕ туянтарчĕ
Темĕн тĕрлĕ пурлăх:
Пур тумтирĕпе апачĕ
Темиçе вун çуллăх.
Пит аванччĕ пирĕн пурнăç,
Юмахри пекехчĕ.
Савăнаттăм эпĕ уншăн —
Пурăнас килетчĕ...
II
Ылхан çиттĕр Гитлере,
Ылхав пултăр нимĕçе,
Ылхан çиттĕр çĕр çинчи
Мĕнпур усал-тĕселе!
Йытă тесен — йытă мар
Çав фашистсен йăхĕсем, —
Армути пек йӳçĕхсе
Тăраççĕ пуль чунĕсем.
Тискер кайăк тесен те
Танлаштарма çук, чăнах,
Урса кайнă фашистсем
Тата тискер чунлăрах.
Вĕсен хура юнĕсем
Хытса ларнă кĕверсе,
Хăйсен пуçтах пырĕшĕн
Тăмаççĕ ним хĕрхенсе.
Ылхан çиттĕр фашиста,
Вилĕм уншăн — пĕр шăпа.
Нимĕç пирĕн çĕршыва
Сиксе килчĕ вăрçăпа ...
...Пит хăрушă та кичем
Каç тăратчĕ ун чухне,
Ялкăшатчĕç çăлтăрсем
Тем шикленнĕн çӳçенсе.
Хумханмаççĕ йывăçсем, —
Хуйăх пуснă таврана...
Çитсе кĕчĕç нимĕçсем
Пирĕн пысăк салана.
Вут-кăварпа çунтарса,
Пырса кĕчĕç те вĕсем
Тапратрĕçĕ алхасма,
Темĕн тĕрлĕ иртĕхсе.
Тапратрĕç пĕр айăпсăр
Халăх юнне юхтарма.
Пирĕн чаплă салана
Айăн-çийĕн тустарма.
Мĕнпур выльăх-чĕрлĕхне
Пусаççĕ те çиеççĕ.
Ни ваттине-вĕттине
Хĕрхенес те темеççĕ.
Мĕскер тесен, мĕн кăна
Хăтланмаççĕ-ши вĕсем?
Пур çĕрте те антăхса
Тустараççĕ йытăсем...
Çапла, пĕр кун ир çинче,
Мур астарнăн хирĕçсе,
Ман пата çав нимĕçсем
Пырса кĕчĕç темиçен.
Пырса кĕчĕç те вĕсем,
Ай, тапратрĕç тустарма,
Айăп çуккă çынсене
Асап, мăшкăл кăтартма.
Урнă йытă пек тискер.
Кăкшăм питлĕ офицер
Пĕр сăмахсăрах мана
Ярса тытрĕ сухалтан.
Ним сăмахсăр вăл мана
Хăлха чикки тыттарать.
Унтан урнă çилĕпе
Çĕр çурас пек кăшкăрать:
— Кала халех, большевик,
Ăста санăн ывăлу?
Ăçта санăн кинӳпе
Вилме маннă арăму?..
Хăранипе карчăк ман
Чĕтре тăрать тĕпелте,
Пичĕ-кусĕ апăршан
Хĕне кайнă темелле.
Ман мăнукăм Вова та
Чун тухас пек хăранă.
Пĕркеннĕ те тăлăппа
Тӳшек хыçне пытаннă.
Пĕр сăмах та чĕнеймест
Тарăхнипе кинĕм те...
Урнă кайăк нимĕçсем
Уямаççĕ нимĕн те.
Мана тытнă офицер
Мĕн пур вăйран çухăрать:
— Кала, вырăс, путсĕрскер,
Ачу ăçта, мĕн тăвать?
Анчах пурпĕр эп ăна
Пĕр сăмах та чĕнместĕп,
Епле тискер пулсан та,
Чĕркуçленес теместĕп.
Вара çав чуниллинчен
Ман хăраса тăрас-и?
Хамăн ывăл ăçтине
Кала-кала парса-и?
Çук, темĕп чул хĕссен те,
Кăларас çук сассăма,
Хам ывăла сутма эп
Ăсран тухнă этем мар.
Пирĕн паттăр Хĕрлĕ Çар
Нихăçан та парăнман,
Хăть те мĕнле тăшмана
Парăнмашкăн шутламан.
Эпир яланах хĕрӳн
Пĕлсе тăнă чунпала —
Таса, аслă çĕнтерӳ
Пирĕнте вăл пулмалла!
Çавна сиссе офицер
Тискерленчĕ ытларах,
Шăлĕ витĕр сирпĕтсе
Шурă кăпăк кăларать.
Юнпа тулнă куçĕсем
Кайрĕç пăр пек çуталса.
Мăйĕнчи юн тымарĕ
Мăнтăрланчĕ хуралса.
Вăл тинкерчĕ ман çине
Урнă йытă куçĕпе,
Калаçмашкăн тытăнчĕ
Йӳçсе çитнĕ çилĕпе:
— Апла эсĕ, тăмана,
Шăла çыртса тăратăн?
Юрĕ, халех эп сана
Мĕн кирлине кăтартăп.
Ывăлу сан — коммунист,
Хĕрлĕ çарти командир...
Пытарасшăн пултăн-и?
Ай, пĕлмеççĕ терĕн-и?
— Апла эсĕ, вилнĕ çын,
Большевиксем ӳстерен,
Çитменнине ун çинчен
Каламастăн, хӳтĕлен?..
...Ывăлăм ман чăннипех
Хĕрле Çарта пурăнать.
Командир вăл. Ирĕкпе
Кайрĕ вăрçă тухсанах.
Халĕ ĕнтĕ ун çинчен
Элек панă тахăшĕ.
Çавăнпа та офицер
Мана питĕ тарăхрĕ.
Туртса çапрĕ вăл мана
Тута урлă чышкипе,
Чут каяттăм сулăнса.
Пуç çаврăнса килнипе.
Карчăк та ман тĕпелте
Хурахлатса кăшкăрчĕ,
Урса кайнă нимĕçе
Ылханмашкăн тытăнчĕ.
Чарма тăчĕ кинĕм те:
— Ан тив, — терĕ, — аттене!
Анчах, нимĕç çапрĕ те,
Ӳкрĕ кинĕм сак çине.
Эпĕĕ хам та йĕркепе
Сăмах чĕнес теттĕмччĕ:
— Ватă çынна хĕнеме
Çылăха пĕл, — тесшĕнччĕ.
Нимĕç çапрĕ те тепре
Ăнран кайрăм пĕтĕмпех,
Мĕскер пулса иртнине
Астумастăп нимĕн те...
Эй, ĕмĕтсĕр нимĕçĕн
Чунĕ ăçта çĕтнĕ-ши?
Епле майла çав тĕрлĕ
Урса кайма пĕлнĕ-ши?
Çав çĕр çăтман Гитлерне
Кам çуратса янă-ши?
Кам çуратса ӳстерсе
Кашкăр чунĕ панă-ши?
Хĕрхенесси-тăвасси
Пĕртте çуккă-çке вĕсен,
Мăшкăласси, куласси —
Çав çеç йăли нимĕçсен.
Мана та пĕр айăпсăр
Мăшкăлларĕç те, кайран
Тăна кĕтĕм эп арап
Пăч тĕттĕм сив сарайра.
Кунта эпĕ пĕччен мар —
Хамăр ялсем çирĕмĕн,
Вĕсене те нимĕçсем
Ман пек хупса хунă мĕн.
Хупса лартнă та пире
Икĕ талăк усранă,
Ĕнтĕ нимĕç пирĕнтен
Çав териех хăранă.
Тепĕр кунне тин вара
Вăтăр çынлă конвойпа
Илсе тухрĕç сарайран
Пире ирĕксĕр, вăйпа.
Алăсене пирĕнне
Сăнчăрпала йăлларĕç.
Унтан таçта инçене
Тĕрте-тĕрте уттарчĕç.
Утма йывăр. Çил туллать
Çĕтĕк-çатăк çи-пуçа,
Кĕрхи çăра пылчăкĕ
Урана лап çыпăçать.
Ăша яман виçĕ кун
Пĕр тĕпренчĕк çăкăр та.
Вут хунă пек пĕçерет
Ăш хыппипе кăкарта.
Ĕçес килет, темĕн чул
Ыйтсассăн та памаççĕ,
Кăшт чĕнетĕн те — пăшал
Кӳпчекĕпе çапаççĕ...
Çапла, виç кун утрăмăр
Путăк-шăтăк çулпала,
Каç умĕн тин çитрĕмĕр
Элес-мелес пĕр яла.
Мăшкăлласа пирĕнтен
Кулаççĕ-çке ахалех.
Кайран колхоз витине
Хупса лартрĕçĕ каллех.
Кунта ĕнтĕ пĕтĕмпе
Çĕр утмăл çын пултăмăр,
Уйăх çурă хушшинче
Темĕн те пĕр куртăмăр.
Çыннисем те кунтисем
Пурте пирĕн йышшисем:
Е тыткăна лекнисем,
Е командир ашшĕсем.
Ку тыткăнри пурнăçа
Пĕлес те çук калама.
Эй, мĕн чухлĕ тӳсрĕмĕр
Тĕрлĕ асап-мăшкăла!
Кашни кунах виçĕ хут
Допрос умне тăратăн.
Чĕн пушăпа патакне
Çурăм çинче чăтатăн.
Допрос тунă хыççăнах
Ĕçе хуса каяççĕ,
Эс выççипе чирлине
Уяса та тăмаççĕ.
Çĕр чаватăн, вут татан.
Е ĕçлетĕп вăрманта, —
Нимĕç тăрать çавăнтах
Хĕçпăшалпа хуралта.
Çавтер йывăр ĕçпеле
Ывăнатăн тем пекех,
Вĕсем тĕртсех çӳреççĕ
Пăшал кĕпçисемпеле.
Çапла пире ватаççĕ
Хĕрхенмесĕр. А тата
Кунне пĕр хут параççĕ
Йытă çимен апата.
Сивĕ шывпа çăнăха
Пăтратаççĕ те кăштах,
Çитереççĕ антарса
Хупран тунă чашăкпа.
Çитменнине ăна та
Виç кашăкран ытла мар,
Хăйсем хатĕр уншăн та
Çапса çурса ваклама.
Пĕррехинче çавăн пек
Хырăм питĕ выçнăран:
— Кăштах хушса памăр-ши? —
Тесе ыйтрăм повартан.
Вăл чĕнмерĕ. Вăр-варах
Ярса тытрĕ çăпала,
Шаплаттарчĕ янахран
Мана пурпек вăйпала.
Туртса çапрĕ те вара,
Ну пуçларĕ тулхăрма.
Карса хучĕ çăвара, —
Аçтаха пек çухăрать.
Ăна курсан, нимĕçсем
Кашкăрсем пек ĕрĕхсе
Чупса çитрĕç темиçен
Сĕлехеллĕн пĕрĕхсе.
Ярса тытрĕç те мана
Хуран кутне ӳкерчĕç,
Чышкăпа та патакпа
Хĕне-хĕне пĕтерчĕç...
Пирĕн хăшпĕр стариксем
Начарланчĕç пĕтĕмпех,
Кайран вара вĕсене
Пăчăхтарчĕç сĕрĕмпе.
Тепре çинче çамрăксем
Тарма тăнă темиçен,
Ну, çакăншăн çилленсе
Урсах кайрĕç нимĕçсем.
Пире çӳллĕ вырăна
Черечĕпе тăратрĕç,
Кашни çиччĕмĕш çынна
Пере-пере пăрахрĕç.
Вилесене çавăнтах —
Вите умне пытарчĕç,
Пирĕн хурлă пурнăçа
Татах пăрса хытарчĕç.
Хупса лартрĕç витене,
Пилĕк талăк усрарĕç,
Çав пилĕк кун хушшинче
Апатпа шыв памарĕç.
Анчах эпĕр хăраман.
Хăрама та шутламан,
Нимĕç тем чул урсан та,
Эпĕр пурпĕр парăнман.
Ĕмĕр мăшкăл-асапран
Хĕнхур курса пурниччен,
Çапăçам эп тăшманпа
Юлашки юн юлмиччен.
Çавăнпа та тыткăнра
Нимĕç тем чул хĕссен те,
Тамăкри пек мăшкăлпа
Хĕн-асапа тӳссен те,
Эпир ним те шарламан,
Шарлама та шутламан,
Тем чул йывăр пулсан та,
Эпĕр пурпĕр парăнман.
Вăхăт çитсен, Хĕрлĕ Çар,
Сталин ертсе пынипе,
Пĕтĕм халăх пулăшса
Хăват парса тăнипе.
Фашистсене аркатса,
Çĕнтерӳллĕн килессе
Эпир кĕтнĕ анчах мар, —
Пĕлсе тăнă, ĕненсе.
Çавăнпа та тыткăнра,
Тем чул йывăр пулсан та,
Çĕнтерĕве кĕтнĕ май
Эпир ним те хăраман...
Пĕрре çинче нимĕçсем
Пире — çирĕм ик çынна
Суйла-суйла илчĕç те
Хуса кайрĕç çырмана.
Çапла вĕсем хăратсах
Кĕпер тума хутаççĕ,
Куç илмесĕр сыхласа,
Пире пăхса тăраççĕ.
Мĕн тăвас тен, пуш алпа
Ним тума та çук ĕнтĕ,
Вĕсем пире пăшалпа
Хупăрланă пур енчен.
Çапла ирĕксĕртенех
Тытăнатпăр ĕçлеме,
Сăрт тăрринчен шыв хĕрне
Пĕренесем çĕклеме.
Унтан каçа майĕпен
Сăвай юпи çапатпăр,
Çапсан-çапсан йĕркипе
Вырнаçтарса лартатпăр.
Тĕрмешетпĕр тек çапла
Сĕм вăрманти упалла.
Хамăра çав вăхăтра
Вунă нимĕç хураллаç.
Вăхăт шăвать яланах
Хăй йĕркипе малалла,
Хĕвелĕ те ярăнса
Шуса анать каçалла.
Ак, сасартăк, сăрт çинчен
Пăшал сасси илтĕнчĕ.
Унтан «урра» кăшкăрни
Янăратрĕ тĕнчене.
Пăхатпăр та: ак тĕнче!
Пурте хытса лартăмăр, —
Партизансем ушкăнпе
Сикрĕç тухрĕç сарăмсăр.
Пире хурал тăракан
Нимĕçсене-мурсене
Тытăнчĕç пĕр тăруках
Йăвантарма çĕр çине.
Çакна курсан, эпĕр те,
Кĕпер тума пăрахсах.
Нимĕç çине сикрĕмĕр
Пурте пĕрле, харăсах.
Пĕр самантра çĕмĕрсе
Тĕп турăмăр вĕсене
Мухтав пултăр ĕмĕрех
Пирĕн партизансене!
Пире те çав паттăрсем
Фашистсенчен хăтарчĕç.
Усал вилĕм аллинчен
Пире çăлса хăварчĕç.
Савăннипе хамăрăн
Куççулĕсем юхаççĕ,
Пурте ăшшăн, кăмăллăн
Вĕсене чуптăваççĕ.
Унтан хамăр çинчен йăлт
Кала-кала патăмăр,
Вара эпĕр пураннă
Вите патне кайрăмăр.
Каç пулсассăн, вăл яла
Тапăнтăмăр пур енчен, —
Хăтартăмăр тыткăнран
Хамăр тăван çынсене.
Нимĕçсене вăл ялтан
Хыт тустарса ятăмăр,
Хамăр татах малалла
Çĕнтерӳллĕн кайрăмăр...
Пĕр-ик эрне çӳресен
Манăн, ватă этемĕн,
Курас килчĕ чĕререн
Хамăн тăван çемьене.
Курас килчĕ чунтанах
Тăван киле, салана
Курас килчĕ Вовăна —
Чĕкеç чунлă ачана.
Курас килчĕ уйхире,
Хам çӳренĕ вăрмана, —
Вĕсем юмахри пекех
Туйăнатчĕçĕ мана.
Çавăнпа та ун пирки
Ыйтса пăхрăм пĕр кун ир:
— Кайса кур та, каллех кил! —
Терĕ мана командир.
Куншăн ĕнтĕ эпĕ хам
Калама çук савăнтăм,
Хамăн тăван салана
Хĕпĕртесех таврăнтăм.
III
Çĕлен чунлă путсĕр
Усал Гитлĕре
Нимле хĕрхенӳсĕр
Ылхан çиттĕрех.
Фашист аташтарнă
Чăлах нимĕçе
Хĕвел ан кăтарттăр
Телей тивĕçне.
Ан ӳстĕр вĕсемшĕн
Тырпул та вăрман, —
Шăлса кăна ларттăр
Хаяр çилтăман.
Мана çитĕнтернĕ
Тăван салана
Вĕсем ишĕлтернĕ
Çĕрпе пĕр танах.
Ялтан тăрса юлнă
Ик вĕрлĕк юпи
Тата тĕллĕн-тĕллĕн
Кăвак кĕл купи.
Кермен пекчĕ манăн
Хам лартнă кил-çурт.
Халь ун вырăнне те
Тупма пĕлес çук.
Юпа пек тăратăп
Ун-кунăн пăхса,
Ача пек макратăп,
Куççулĕ тăкса.
Ыратрĕ чĕрем те,
Чун тăвăнчĕ ман...
Хула пек ялтан вĕт
Пĕр нимĕн юлман.
Ăçта-ши ял халăх,
Ăçта-ши ман кил.
Ăçта Вова, карчăк?
Ăçта чипер кин?
Е нимĕç вĕлернĕ,
Е пĕтнĕ тарса,
Е нимĕç пĕтернĕ
Вутпа çунтарса.
Куççуль витĕр эпĕ
Куратăп аран
Çырма пуçĕнче пĕр
Хĕреслĕ такан.
Такан çинче сиввĕн
Пĕр çын сулланать,
Çан-çурăм ман пĕтĕм
Чĕтрет, сăрлатать.
Унта эп çитетĕп
Хам сисмесĕрех,
Çитетĕп те эпĕ
Ӳкетĕп çĕре.
Пăхатăп, паллатăп
Эп çав вилене,
Фашист çакса хунă
Чипер кинĕме.
Такан çумĕнчех ав
Пĕр шăтăк тулли
Йĕркесĕр, тăрлавсăр
Выртать çын вилли...
Çапла ĕнтĕ эпĕ
Пĕлетĕп тинех
Пирĕн ялта нимĕç
Мĕскер тунине.
Тек çук кинпе карчăк,
Çук Вова — ачам,
Тăрса юлнă чĕрĕ
Халь эп хам анчах.
Вĕсемшĕн халь эпĕ
Йĕреп хурланса,
Тата хаяр çилĕ
Килет капланса.
Ытла та хăрушă,
Ытла та тискер
Çав сив хура юнлă
Фашист тенĕскер!
Анчах, нумаях вăл
Çӳреймĕ асса,
Пурне те ак, явăл,
Кăларĕ хăсса.
Тискер, усал ĕçшĕн
Фашист-кашкăра
Вăя шеллемесĕр
Пĕрех тавăрап.
Тĕп пултăр фашизм
Мĕн пур йăхĕпе! —
Тесе, тупа турăм
Эп çав каçхине.
IV
Икĕ çул та виçĕ уйăх
Иртсе кайрĕ унтанпа,
Çапăçатăп эп хăюллăн
Урса кайнă тăшманпа.
Иксĕр вăтăр ултă çынлă
Пирĕн паттăрла отряд.
Пур çĕрте те тăшмана вăл
Аслатиллĕн тустарать.
Сапăçса эпир çӳренĕ,
Тĕллев пирĕн: «юншăн-юн!»
Нимĕçсенне ӳпĕнтернĕ
Çирĕм ултă эшелон.
Хăть хĕл кунĕ, хăть те шăрăх —
Пире ним те хăратман,
Хамăр пĕлнĕ çĕрсем тăрăх
Çӳремен йĕр хăварман.
Тăшманпа тĕл пулсан, эпĕр
Мах памасăр çĕмĕрнĕ,
Эпир ишнĕ, сирпĕнтернĕ
Вĕсен утмăл кĕперне.
Тĕплĕнрех калас-тăк акă
Çавăн пек ĕçсем çинчен —
Сирпĕнтернĕ эпĕ сакăр
Кĕперне хам, пĕр-пĕччен.
Тăшман тапăнсан — çĕнтернĕ,
Янă паттăррăн хуса,
Çавăн пек чух туртса илнĕ
Çирĕм çичĕ обоза.
Тăшмана тек чăрмантарнă:
Темиçе хутчен кунне
Татса янă, арпаштарнă
Нимĕçсен çыхăнуне.
Çавăн пек чух нимĕç мурĕ
Тăваймасчĕ ăнăçу.
Ун пек ĕç тем чухлĕ пирĕн,
Каласа та пĕтес çук.
Çапăçма пĕлетпĕр чаплă,
Çыпăçуллă пирĕн ал,
Эпир тыткăна çаклатнă
Виçĕ пысăк генерал.
Çапăçу çинчен калас-тăк,
Эп те тивĕç мухтанма —
«Леш тĕнче» çулпе ăсатрăмăр
Çĕр те çичĕ тăшмана.
Çак ĕçсемшĕн, чăн калатăп,
Пĕччен çеç тăман эпир,
Парса тăчĕ пире халăх
Апат-çимĕçпе тумтир.
Пур чухне те çĕнтерӳллĕн
Çапăçса çӳренĕ чух,
Паттăр Хĕрлĕ Çарпа эпĕр
Тытса тăнă çыхăну.
Халь тăшманăн шăпи тулчĕ,
Халь кĕтет ăна масар,
Халĕ пирĕн аслă, çутă
Çĕнтерӳ те инçе мар.
Уншăн эпĕр тав тăватпăр
Полководец Сталина,
Тав тăватпăр та юрлатпăр
Мухтаса пур халăха.
Хамăр паттăр Хĕрлĕ Çарăн
Полкĕсем килсе çитсен,
Пĕр суймасăр, чăн калатăп,
Эп çуралтăм çĕнĕрен.
Тепĕр савнăç маншăн килчĕ,
Хыпар çитрĕ паян ир —
Паттăр ĕçшĕн орден илнĕ
Манăн ывăл — командир.
Хаяр вăрçă чарăнсассăн,
Тĕп тусассăн тăшмана
Тĕл пулатпăр ĕнтĕ эпĕр
Чун-чĕререн савăнса.
Каллех мирлĕ пурнăç пулĕ,
Хĕвел пăхĕ тӳперен.
Тытăнăпăр пит илемлĕ
Пурăнмашкăн çĕнĕрен.
Тӳрлететпĕр, хăвармастпăр
Нимĕç тунă сурана…
Халĕ атьăр, пурте атьăр
Тĕп тумашкăн тăшмана!
1944 çул, март.