Ярапаллă пурçăн тутăр,
Çав тери хитре тĕрри.
Капăр тутăр хаклă пултăр,
Туянаймăп тетĕр-и?
Эп айван-и, эп кахал-и?
Пилĕке авса, хуçса
Тĕрмешсессĕн пухăнкалĕ
Чаплă тутăрлăх укçа.
Пурăнатпăр пит йĕркеллĕ,
Хирĕлмен, хăр-хар пулман,
Тутăр туянса парнелĕп
Чунăм савнă арăма.
Ярапаллă пурçăн тутăр.
Çав тери хитре тĕрри.
Уявра ман арăм пултăр
Пуринчен чи капăрри.