Хăлхара çил шăхăрать.
Мотоциклăм — çил çунат
Ыткăнать малтан мала,
Вĕçнĕ евĕр туйăнать.
Ал çĕклерĕ хĕр шоссе çинче,
Ун килне тет пит васкамалла.
Хăвăрт леçрĕм эп ăна инçе.
Йăл куллийĕ уçрĕ кăмăла.
Тыткăнах-çке илчĕ çав пике,
Çулăмланчĕ чун кĕтмен çĕртен.
Телее-ши ку е инкеке —
Ун патне васкатăп каçсерен.
Вăй вылять хут купăс — икĕ рет.
Çамрăксем анаççĕ улăха.
Юрă-ташă хĕрнĕçем хĕрет —
Маншăн хам иленнĕ çул паха.
Вутлă ут чуна çĕклентерсе
Кăмăллăн юрлать хăй юррине.
Ăнсăртран мотор чĕрĕлмесен
Чĕремрен кăларăп çулăмне.
Вăрăм çул ан уйăртăр пире —
Кун-çула ыр ĕмĕт çутатать —
Вĕçтерсе эп кайăп пурпĕрех
Савнине яланлăх хам пата.
Хăлхара çил шăхăрать.
Мотоциклăм — çил çунат.
Вирхĕнет малтан мала,
Вĕçнĕ евĕр туйăнать.