Пукан сине пукан —
Ку ĕнтĕ пăравус.
Петюк — руль тытакан.
Асту, пуçна ан ус!
Хаваслă машинист
Пăхать инçе-инçе.
Ванюш, мескершĕн эс
Йĕретĕн айккинче?
Йĕме сăлтав сук мар.
Руль тивĕçмест ăна.
Калать вăл Петюка:
— Вылясшăн ху кăна...
Ванюш халь руль тытать.
Асту, пуçна ан ус!
Епле ав ыткăнать
Хăватлă пăравус.
— Ванюш, çитет-тĕр. Чар!
Часрах ан, эп ларам. —
Ванюш анасшăн мар,
Петюк тĕртсе ярать.
Хӳхлеççĕ иккĕн тан.
Çимун пичче кулать:
— Татах тӳнтер пукан
Ик пăравус пулать.