Чылай хушă курнăçман хыççăн вĕсем сăра барĕнче тĕл пулчĕç.
Курак Хĕлипĕ кĕнĕ чух Пăсара Пухвире çавра сĕтел хушшинче Ехрем купсалла саркаланса ларатчĕ.
— О, Хĕлип! — хăлаçланчĕ аванах хĕрме ĕлкĕрнĕ Пухвир. — Ну, каласа пар, тăванăм: мĕнле пурăнатăн-чупатăн?
— Э, мĕн чупни унта. Тĕтĕм мăкăрлантаратăп, — хашлатрĕ Курак ывăлĕ.
— Но-но! Ытлашши ан мĕскĕнлен. Сан вырăнта пуластăк...
— Ма «сан вырăнта пуластăк»? — çемçен пӳлчĕ Хĕлип.
— Ха! Ма тет-ха тата! — кĕмпĕртетрĕ Пăсара. — Эс мĕн, мана çав териех сĕмеккей тетĕн-им? Аçу, урине тăсас умĕн, сана пĕр купа укçа халалласа хăварнă терĕç.
— Тем пăтраштаратăн эс, Пухвир Раманччă, — аванмарланчĕ Кураков. — Ман атте хăй ĕмĕрĕнче те çителĕклĕ укçа тытса курман. Тепĕр чухне ăна хамăн пулăшкалама тиветчĕ: мăшкăлласа тенĕ пек паракан пенсипе ытлашшиех иртĕхеймĕн.
— Çапла мар-и! — лĕхлетрĕ Пăсара ывăлĕ. — Мана мар, пĕр-пĕр тăм пăшала кайса тыттар — тен, вăл ĕненĕ. Эх, пулмарĕ çавнашкал пуян атте ырлăхĕпе рехетленесси! Манран вĕçĕмех хамран тăпăлтараççĕ. Апиментне те пулин, мур хирсе кайманскерне, шалуранах катса юлаççĕ... Чим-ха, васкатăн-им? Çук? Эппин, мĕн кутăнтан хăнкăла çыртнăн йăшаланатăн?
— Укçаран хĕсĕкрех-ха, Пухвир Раманччă. Пĕр çĕр-çĕр аллăшне çавăрса хурсан самаях пулмалла та...
— Мĕн чухлĕ çитмест?
— Калама та намăс: 5 тенкĕ, — айĕнчи пукана лăнчăртаттарчĕ Хĕлип.
— Çиччас парап. Ман аттен ачисем нихăçан та сан аçун шĕвĕрĕсем пек тимĕр пăрçаланман. Тепĕр чух эпир çийри йĕмме хывса пама та хатĕр! Эсир вара, тĕрĕс сăмахшăн ан кӳрен, эпĕ астăвассах çăмне илнĕ шăрка пек çараччĕ, çăварăртан пăхсан пыршă-пакартăр курăнатчĕ. Мĕн-и, халĕ те çав çĕрсе тайăлнă мунчарах ĕçлетĕн-и?
— Çавăнтах аппаланкалатăп-ха.
— М-та, ăмсанмаллиех çук. Пурăнасса та мăнтăр майра купарчи пысăкăш пӳлĕмӳнтех хĕсĕнкелесе пурăнатăн пулĕ-ха? Ай-яй-яй! Айта, куç хам пата: мĕнле те пулин çăмăлтарах ĕç тупса парăп. Каярахпа, тен, хваттер туянма та тăрăшăп. Мĕнле калас та, авалхи туссем вĕт! Сăмах май, ман «йăвара» пулса курнăччĕ-и çак эс? Хваттер мар, чăн-чăн кермен! Пилĕк пӳлĕм, кашнинчех — нимĕç гарнитурĕ... Ирпе тăратăп — картишĕнче çăмăл машинăпа личнăй шохвер кĕтсе лараççĕ. Леш, «тачка» текенни те — сопчăннăййи — пур: иномарка! Сĕлĕ çисе тăраннă урхамах пек, гаражрах кĕçенсе тăрать. Шăматпа вырсарни кунсенче арăмпа хунь карчăка тиетĕп те — пасара е дачăна! Шик-модерн! Çакнашкал пурăнмалла, Хĕлип тусăм, хальхи вăхăтра. Ĕмĕр иккĕ килмест, неччу тĕнче çĕртме... Пилĕк тенкĕ пур-и тетĕн? Пур, ма çук пултăр. Пилĕк тенкĕ вăл Порфирий Романовичшăн чăрт! сурмалăх кăна!
— Ахаль мар эп, Пухвир Раманччă, кивçенле-мĕнле.
— «Ахаль мар...» Пĕлтĕрхи юра кăна так-ахаль тыттараççĕ! Ăна та пулин тӳрех тупса илейместĕн-шă...
Тата тем каласшăнччĕ Пăсара — ĕлкĕреймерĕ: вăл аллисемпе сулкалаша-сулкалаша сӳпĕлтетнине итлесе йăлăхнă Кураков ялт! çĕкленчĕ те вăшт! турĕ тулалла.
— Вăт, хăнкăла... Вăт, пыйтă...— мăкăртатрĕ Пухвир паçăрах сĕвĕрĕлнĕ сăрине лĕрĕплеттерсе. — Эс ăна, тăнкăр-танкăра, ăс паратăн, этем евĕрлĕ пурăнма вĕрентетĕн — вăл пур, намăс-симĕссĕр сысна, сăмсине каçăртма пăхать!..