Чĕлхен кун-çулне йывăç евĕр сăнарлама пулать: вулли — хальхи тапхăр, тураттисем — малашлăх, тымарĕ вара — иртнĕ вăхăт. Чăваш чĕлхи йывăçĕ тĕреклĕ пулни куçкĕрет. «Ват юманăн тымарĕ çирĕп», — тесе вĕрентет пире тăван халăхăн ваттисен сăмахĕ. Апла тăк вулли те патвар унăн, тураттисем те — лаштра.
Тăван чĕлхе тымарĕ тарăнтан тарăна каять, инçе-инçе сарăлать. Çав тымар тăрăх эпир кӳршĕри çармăссемпе тутарсен кун-çулĕпе паллашаятпăр, инçетри тĕрĕк тата монгол чĕлхисен вăрттăнлăхĕсене уçаятпăр. Тата та тарăнрах илсен — пирĕнтен калама çук аякра вырнаçнă яппунсемпе те, корейсемпе те çыхăнусем тупатпăр. Чăваш чĕлхи тымарĕн сĕткенĕнче Вăтам Азири çеçен хирсен сăнĕсем те, инçетри Кавказ тăвĕсен кӳлеписем те, Хура тинĕс çыранĕсем те уçăмлă палăраççĕ.
Тăван чĕлхен тымарĕ çирĕп пулнăран унăн пуласлăхне пĕр иккĕленмесĕр шанма пулать. Вăйлă çил унăн тураттисене хуçса амантас пулсан та кĕре тымарĕ вĕсене хăй сĕткенĕпе сиплетех, алхасуллă тăвăл унăн вуллине хуçса пăрахсассăн та (ах, тур-тур) çĕнĕ хунавсем тухаççех!
Хамăр тăван чĕлхен тымарне шанса çĕнĕ хунавсем ӳстерес тесен пирĕн халех пĕтĕм вăя парса тăрăшмалла. Вара вулли те тĕрекленĕ, тураттисем те çаран курăнмĕç. Чăваш чĕлхи йывăçĕ лаштра та ăмсанмалла ем-ешĕл пулĕ!