I.
Инçех те мар, çывăх мар
Ĕлĕк авал пĕр çĕрте
Пĕр улпутăн парма-пар
Икĕ хĕрĕ ӳснĕ тет.
Çав улпутăн пĕр хĕрĕ
Качча-мĕне тухмасăр,
(Мĕн тăвас, тен, инкеке).
Ывăл-ача çуратать.
Ашшĕ çавна пĕлет те
Нимĕн тума аптăрать.
Шухăшласа илет те
Пысăк шăтăк çĕр айне
Чавтарнă та вăл унта
Хĕрпе ачине антарса
Апат ĕмĕрлĕх парса
Шăтăк çăварне чулпа
Хурать купалаттарса.
Çав шăтăкра хĕр ачи
Сехетсейрен ӳсет тет.
Виçĕ çула çитсессĕн
Амăшĕнчен çӳлрех тет.
Пиллĕк-ултта çитсессĕн
Ачи калать амăшне:
«Çак шăтăкран пĕр сиксе
Çӳле тухса каям?» тет.
Амăш çакна илтсессĕн:
«Сиксе тухсан аван та
Анчах пире тухмасса
Пирĕн пуçăмăр тăрне
Чул купаланă çав», тет.
Униччен те пулмарĕ,
Ывăл-ача йăлт! сикрĕ
Çӳле тухса палт! ӳкрĕ.
Тĕттĕм çĕрте пурăнса
Вăрмансенчен, хĕвĕлтен,
Халччен тĕнче курманскер,
Кайăксенчен, тыр-пултан
Пит тĕлĕнсе кайрĕ тет.
Шăтăк патне пĕшкĕнсе:
«Мĕн япала ку, анне?»
Ыйтать ача тĕпчесе.
Амăш ăна мĕн пурне
Хай мĕн таран пĕлнипе
Ăнлантарать йĕррипе.
Ултă çулхи ывăлне
Ярать амăш вăрмана,
Кайăк тытса кил, тесе.
Те çамрăкран айванран,
Елле пĕвĕ пысăкран,
Е çут тĕнче курмантан,
Улпут хĕрин ывалĕ
Ниçта кайма хăраман.
Амăш каласассăнах
Тухрĕ кайрĕ çав ача,
Кайăк тытма вăрмана.
Сĕм вăрмана çитрĕ те
Йывăç хуçса илчĕ те
Çав йывăçпа кайăксе
Пере-пере ӳкерчĕ.
Киле илсе пырсанах
Çирĕç пĕрле пĕçерсе.
Çантан вара кулленех
Ывал-ача вăрмана
Кайăк тытма çӳретех.
II.
Пĕрре ача вăрманта
Тарăн çырма тĕл пулать
Тарăн çырма варринче
Прени ылттăн, çийĕ кĕмĕл
Йăлтăртатса пӳрт ларать.
Кĕрсе кайрĕ çав пӳрте
Хавасланса хай ача,
Пĕр чун та çук ăшĕнче.
Пĕр шикленмесĕр ача
Çӳрет пӳртре тустарса.
Сентри çине пăхать те,
Нумай пуçлă пĕр çĕлен
Вырта парать чашкăрса.
Хăпăл-хапăл çавăрса
Ярса тытать çĕлене.
Усал çĕлен çумĕнче
Темĕн чухлĕ çăраççи.
Уçăсене суйласа
Карташĕнчи ампарсе
Уçа-уçа пăхать тет,
Хăйне пӳлĕм сахăр тет,
Тепĕр пӳлĕм пĕремĕк,
Урăх пӳлĕм канхвит тет.
Пĕр пӳлĕмре пит лайăх
Пулнă тарăн тараса;
Çанта çĕлене ярса
Питĕрсе илет ача.
Каç енелле сулăнсан
Ачи килне таврăнсан
Мĕн курнине амăшне
Парать пурне каласа.
Анчах амăш хăрасран
Çĕлен çинчен тĕмĕншĕн
Пĕр сăмах та каламан.
Вара çапла калаçсан
Ылттăн-кĕмĕл пӳрт ăшне
Амăшĕпе ывăлĕ
Кайса кĕрсе вырнаçнă.
Куллен кунах вăрмана
Кайнă ача кайăка.
Пĕрре пĕччен юлсассăн
Карташĕнчи ампарсе
Амăш уçса çӳренĕ.
Тарасине курсассăн,
«Шывĕ тăрă-ши?» тесе
Пури çинчен пĕшкĕнсе
Пăхнă амăш аяла.
Шывĕ мĕнĕ курăнман,
Ĕлĕк хăйпех выляни
Ларать шалта пĕр каччă.
«Мĕн ĕçлетĕн эс унта?»
Тесе ыйтать улпут хĕр.
«Паçăр санăн ывăлу
Мана хупса лартрĕ», тет.
(Улпут хĕрне çыпçăннă
Вĕре çĕлен çак каччă
Хăйех пулнă мĕн амак).
«Эсĕ мана хĕрхенсен
Мана кунтан кăларма
Тилкепе е вĕрен яр».
— Кунтан сана кăларма
Çук-çке вĕрен-тилкепем!
— Апла нулсан сур кунта!
Улпут хĕрĕ сурнă та
Сурчăк вĕрен пулайнă.
Вĕре-çĕлен ун тарăх
Йăваланса улхайнă.
Пӳрте пĕрле кĕнĕ те
Иккĕшĕ те вылянă.
Пăртак вăхăт иртсессĕн
Улпут хĕрĕ ывăлĕ
Кайăк тытса вăрмантан
Таврăнать тет килнелле.
Вĕре çĕлен курсанах:
«Вĕç — ав килет ывăлу
Пире выляма чарать,
Атя ăна вĕлерер», тет:
Улпут хĕрĕ итлесе
Вĕлермешкĕн ăс ыйтать.
Вĕре çĕлен ăс парать:
«Эсĕ ывăлу килсен
Чирлĕ çын пек пулса вырт.
Кашт çех, ачам вилеттĕм,
Мĕшĕн часрах килместĕн?
Халĕ эсĕ кĕриччен
Эпĕ пăртак тĕлĕртĕм.
Çав вăхăтра тĕлĕкре
Пĕр шур сухаллă старик
Мана çапла каларĕ:
Яр ывăлна пуш хире;
Çав хирте пĕр сысна пур,
Хĕрех те пĕр çури пур.
Пĕр çурине тытсассăн
Пĕçерсе çисе пăхсассăн,
Чĕрĕлетен, терĕ, те.
Çав сыснаран ывăлу
Чĕрĕ юлас çук, тенĕ.
Улпут хĕрĕ итлесе
Каччă курнан çĕлене
Тарасана хупнă та,
Пӳрте кĕрсе сывмара
Хывса выртнă ахлатса.
Тĕрлĕ вăрман кайăкне
Темĕн чухлĕ çĕклесе
Кĕчĕ ывăлĕ пӳртне.
Амăш чирлине курсан:
«,Тата сана мĕн пулчĕ?»
Тесе ыйтать шарт сиксе.
Вĕре çĕлен сăмахпе
Ярать амăш ывăлне
Хире сысна шырама.
III.
Пушă хире кайнă чух
Ачан çулĕ хĕрринче
Виçĕ тăлăх-турат хĕр
Пурăнаççĕ пĕр пӳртре.
Улпут хĕрин ачине
Сысна ăçта иккенне
Кăтартнă та çак хĕрсем,
Утать ача малалла.
Хĕрсем татах ачана
Хуса çитсе ăс параç:
«Çав пуш хирти сыснана
Йăли еплине пĕлме
Эс итле-ха лайăхрах:
Вăл сыснана тĕл пулсан
Вашах патне ан çывхар
Сысна сана курсанах
Хаяр саспа çухăрса
Шăртне çӳле тăратĕ,
Шăрчĕ хĕрĕх хăлаç пур,
Шăрчĕ тăрса çитсенех
Калла антарма пуçлĕ.
Çапла туса çухăрса
Вăл ывăнса йăванса
Кайса укĕ çывăрма.
Сысна çывăрнă чухне
Ĕме пуçлĕç çурисем.
Хăпăл-хапăл чупса пыр,
Пĕр çурине çухăртсах
Килнелле чуп хăвăртрах».
— Юрĕ, çапла тăвăп-ха, —
Терĕ ача, вĕçтерчĕ.
Сысна чан та курсанах
Хаяр саспа çухăрса
Шăртне çӳле хăпартрĕ.
Унтан çĕре йăвансан
Хĕрĕх те пĕр çурисем
Ĕме пуçларĕç кăна.
Пĕр çурине хăвăртрах
Пирĕн ача тытать те
Çухăрта та макăртах
Килне чупать васкаса.
Сысна пĕр те туймасăр
Çыврать юлать пуш хире.
Ача киле пуçласан
Вĕре çĕлен хай хĕре
Хушать хупма вырăнне.
Хăй каччине ăсатсан
Амăш пӳртре ахлатса
Выртать сымара хывса.
Ача çитнĕ çитменех
Сысна çурине чиксе
Парать ĕнтсе пĕçерсе.
Амăш çавна çисессĕн:
«Кус-ха, ачам, вăрмана,
Мая каймăп-и кунпа»,
Тесе ярать ывăлне.
IV.
Ачи тухса кайсанах
Амăш вĕре çĕлене
Кӳртет пӳрте ăс ыйтма.
Çĕлен-каччă вĕрентет:
«Ачу кунта килес чух
Пушшех пултăм тесе вырт».
Каллах старик тĕлĕкре:
«Тăвар ярса пĕçерни
Сысна çури сип пулман.
Тата ларать çав хиртех
Вуник хутлă, çил арман,
Кунĕн-çĕрĕн авăрса,
Шурă çăнăх кăларса.
Пĕр апатлăх çăнăхне
Илсе килсе çисессĕн
Чĕрĕлĕн, терĕ старик,
Ачу армана çитсен,
Таврăнаймĕ каялла».
Çапла канашласассăн
Улпут хĕрĕ çĕлене
Ухатари киличчен
Тарасине хупнă та
Ăшă пӳртре ахлатса
Выртнă сымара хывса.
Алăкĕнчен кĕрсенех:
«Анне самайланатна?»
Тесе ыйтать ывалĕ.
Вĕре çĕлен хушнă пек
Вуник хутлă армантан
Çăнăх илсе килмешкĕн
Ярать амăш ывăлне.
Ку амăшĕ хушсанах
Арман çинчен пĕлмешкĕн.
Каять тӳррех çулпала
Виçĕ тăлăх хĕр патне.
Хайхи хĕрсем ачана
Вĕрентеççĕ еплине:
«Пушă хирти армана
Усал-тĕсел çулăхнă.
Çав çил арманĕ патне
Çывăхара пуçласан
Темле тискер кайăксен
Тĕрлĕ сасă илтĕнет.
Чĕри хавшак çын пулсан
Çантах вилме хап ансат.
Анчах эсĕ ан хăра,
Куçна тем те курăнĕ,
Çапах валак тĕлĕнче
Çăнăх миххи тытса тăр.
Миххӳ тулса çитсессĕн
Пĕр çаврăнса пăхмасăр
Чупса тух та килне тар».
Çак сăмаха илтсессĕн
Улпут хĕрĕ ывăлĕ
Каять арман шырама.
Вăл темиçе çухрăмран
Асса-тĕссе сирпĕнсе
Калтăртатни илтĕнет.
Ача пырать патнерех.
Чăнах арман ăшĕнче
Тем сасси те илтĕнет.
Унта çын пек кăшкăрнă,
Сысна пек те çухрашнă,
Упа пек те ӳкĕрне,
Кушак пек те макăрнă.
Тата темле хăрушă
Сасăсем те илтĕннĕ.
Шикленмесĕр-тумасăр
Ача кĕрет арманне,
Тултарать те çăнăхне
Тухса чупать хăй килне.
Амăш качча ăсатсан
Персе çитет хай ача.
Çăнăхĕнчен ешкине
Амăш çисе пăхсанах:
«Ухатана кай, ачам,
Мая каймăп-и кунпа»,
Тесе ярать ывăлне.
V.
Ачи тухса кайсанах
Вĕре çĕлен каччине
Кӳртет пурте ăс ыйтма.
Вĕре çĕлен каланă:
«Манан ăна вĕлерме
Тата тепĕр эмел пур.
Унтан хăтăлаймĕ тек.
Ачу кунта килес чух
Пушшех пултăм тесе вырт.
Хайхи старик тĕлĕкре
Ака çапла терĕ те:
Çав çав хирте кӳлĕ пур,
Чĕрĕлĕх шыв унта пур.
Çавă шыва ĕçсессĕн
Эсĕ вара сывалăн».
Çĕлен-качча ăсатсан
Ачи килсе çитнĕ чух
Выртать амăш сывмар пек.
Алăкĕнчен кĕрсенех:
«Самайланатна анне?»
Тесе ыйтать ывăлĕ.
«Ах! çук, ачам, пулмасть пуль
Пушшех пула пуçларĕ.
Тепĕр çĕре, ывăлăм,
Каллах сана ярас пуль
Эрне сана çӳресси, —
Ним тума та çук ĕнтĕ».
— Тата ăçта каймалла?
— Каллах старик курăнчĕ.
Çав çав хирте кӳлĕ пур,
Чĕрĕлĕх шыв унта пур.
Кӳлри шыва ĕçсессĕн
Эсĕ чĕрĕлĕн» терĕ.
— Юрĕ, анне, кайăп, — тет.
Ача тухса кайсанах
Каллах вĕре çĕлене
Амăш пӳрте кӳртет те
Иккĕшĕ те ывăлне,
Пурĕ пĕр вилет тесе
Тĕпĕртетсе çӳренĕ.
Кӳл кăçтине пĕлесшĕн
Утать тӳррех хай ача
Виçĕ тăлăх хĕр патне.
Темиçе хут пынипе
Йăлт паллашса çитнипе
Тăлăх хĕрсемшĕн ача
Килти пекех туйăннă.
Нихçан ăшри шухăша
Пĕр пĕринчен пытарман
Хăруш çула тантăша
Вĕсем ярасшăн пулман:
«Мĕншĕн аннӳ яланах
Сана капла хăвалать?
Вĕлересшĕн-им апла?
Асту, хăна ху сыхла.
Эс каякан кӳл тавра
Тытнă тимĕр решетке.
Пысăк çĕлен шал енче
Йăваланса çеç выртать.
Ун патĕнчен нихăш те
Халччен чĕрĕ тухни çук.
Вăл çĕлене курсассăн
Сан пуçу та юлас çук».
Йĕкĕт пĕр те хăрамасть:
«Анне хушса ярсассăн
Итлемесĕр хăвармасп».
Вара хĕрсем каланă:
«Çĕлен карти тĕреклĕ,
Çуран каçса кĕрес çук.
Çил çунатлă лашана
Парса ярăпăр сана.
Çав çĕленрен сыхланма
Хĕç-пăшал та çакса кай»
Лаши çине утлансан
Хĕçпе пăшалне çаксан
Йĕре-йĕре ăсатса
Яраç виç хĕр ачана.
Пĕр самантра кӳл патне
Çитсе танă хай ача.
Лаши çинчен аннă та
Кĕме пăхса çӳренĕ.
Йĕри тавра кӳлĕре
Тем тăрăшшĕ каска пек
Пысăк çĕлен çилхеллĕ.
Йăваланса выртать тет.
Çĕлен çилхине хыçса
Пĕр хĕр тăрать хуйхăрса.
Вăл ачана курсанах:
«Ах! ачам эс кунта
Пуçна çиме килтĕнем?
Эп те улпут хĕрĕччĕ,
Ĕнтĕ çич çул çакăнне
Хыçса ларать çилхине».
Кăна ача илтсессĕн
Шухăшласа тăнă та
Хĕçĕ вĕçне çĕлĕкне
Тăхăнтарса чавлатса
Палтăр-палтăр çавăрнă.
Темĕн чухлĕ чавкасем
Çавăрнипе пуçтарнă.
Пĕр чавкине тытнă та
Панă хĕре каласа,
«Çилхи çумне çых», тесе.
Чавки пăр май чăрмалать,
Çунатсемпе çапкалать.
Шыври пысăк çĕлене
Хĕр хыçнă пек туйанать.
Пĕр самантра хай ача
Çил çунатлă лашине
Карти урлă сиктерет.
Лаши çинчен анать те
Çĕлен урлă витрепе
Сиксе каçса шыв ăсать,
Хĕре ярса тытать те
Çĕлен урлă каçарса
Лаши çине иккĕш те
Ларчĕç лайăх утланса.
Карти урлă сикнĕ чух
Тимĕр решетке çумне
Лаши ури лекрĕ те,
Сасси кайрĕ ӳкĕрсе,
Калăн, пысăк чан тесе.
Çĕлен сиксе тăрать те
Калле-малле пахкалать.
Юланута курсассăн
Чупрĕ кăсен хыçĕнчен.
Çил çунатлă урхамах
Вăшăл-вашăл вĕçтерет.
Çĕлен кăсен патнелле
Çитех пырать чашкăрса.
Çĕлен çилли ӳкнипе
Хĕрĕн пуçĕ ыратать.
Ыратнипе кăшкăрса:
«Пурĕ пĕрех вилмелле,
Хăвар мана пăрахса!»
Йăлăнать хĕр ачана.
Ăна-кăна пăхмасăр
Пырать ача сиктерсе.
Çĕлен ăшĕ пиçнипе
Выртса юлчĕ тăсăлса.
Вара кăсем лашине
Хавасланса уттарса
Сывлаттарса пыраççĕ.
Хăйсен шывĕ витрине
Çурри юлман тăкăнса.
Виçĕ тăлăх хĕр патне
Çитсе кĕчĕç уттарса.
Çил çунатлă лашине
Хучĕç тула кăкарса.
Тăлăх хĕрсем савăнса
Хăна турĕç кăсене.
Унтан пăртак витререн
Кĕленчепе тултарса
Шывне хучĕç сых ятне.
Ĕçсе çисе тăрансан
Ача амăшĕ патне
Каяс тие пуçларĕ.
Çĕлен панчен хăтăлнă
Хĕре илсе юлаççĕ
Тăлăх хĕрсем хăй патне.
Ачи пыра пуçласан
Вĕре çĕлен амăшне
Каларĕ тет тĕлĕнсе:
«Каллах килет ав ачу
Ĕнтĕ ăна вĕлерме
Урăх мелĕм çук», тенĕ.
Вĕре çĕлен тухсанах
Ача çитсе кĕнĕ те
Вырăн çинчен амăшне
Чĕрĕлех шыв ĕçтернĕ.
Çавна ĕçсе пăхсанах
Амăш шутсăр вăй илнĕ.
Ачи çумне ларнă та:
«Ну, ывăлăм, пит маттур.
Ăçти çĕре çитмерĕн,
Вăй та санăн нумай пуль!»
Тесе мухтать ывăлне.
Ачи вăйне сăнама
Тимĕр пралук илнĕ те
Çыхса хунă ывăлне
Юман çумне вăрмана.
Тапаланса пăхнă та
Ачи татнă пралукне.
Лум пысăкăш пралукпа
Çыхса хурсан хай ача
Тапаланнă, тапаланнă
Нимĕнпе те татайман.
Амăш вара савăнса
Вĕре çĕлене чĕнсе:
«Акă, хайхи тин лекрĕ!
Улăм хушăк илсе кил,
Ярăпăр, тет, вут тĕртсе».
Кăмрăкланса кайсассăн
Вĕре çĕлен ачана
Куçне чышса шăтарса
Леçсе янă çырмана.
«Лекрĕ хайхи тин!» тесе
Юрласа та ташласа
Праçник турĕç савăнса....
VI.
Нумай вăхăт иртсессĕн,
Ăнĕ-пуçĕ кĕрсессĕн,
Суккăр пулнă хай ача
Ниçта кайма пĕлеймен.
Урапа сасси хыçĕнчен
Чупса пырать кăшкăрса.
Урапа çинчи икĕ çын,
Ку кăшкăрса пынăран
Чарса ыйтаççĕ кунтан:
«Эсĕ кăçта каятăн?»
Лешĕ калаçса тăман,
Ыйтса пĕлчĕ çуран çул.
Çулĕ тăвăр, тап-такăр
Тарăн курăк хĕррипе
Хай тăватă хĕр патне
Тӳррех тухать çав ача.
Ача пынă çул çинче
Ыталашса юрласа
Çӳреççĕ мĕн ку хĕрсем.
Çак ачана курсассăн
Харăс кăшкăрса ярса
Пур те чупаç хăраса.
Ача сасă парсассăн
Чарăнаççĕ палласа.
«Мĕшĕн капла тумланса
Çӳрет пире хăратса
Хамăр пĕлекен ача?»
Тесе пыраç умнелле.
Çуннă ӳте курсассăн:
«Тата сана мĕн пулчĕ?»
Шартах сиксе ыйтаççĕ.
Тĕпĕ-йĕрпе каласа
Парать ача хĕрсене.
«Акă ĕнтĕ куртăна?
Аннӳ сана мĕн турĕ!
Эпир сана тахçанах
Каларăмăр сыхланма.
Сана епле çын тăвас?
Епле ĕнтĕ тӳрлетес?
Тесе йĕреç шеллесе
Тăватă хĕр уласа.
Унтан пĕри астуса:
«Пăркун хăварнă шыва
Сĕрсе пăхсан мĕн пулĕ?»
— Чăнах сĕрсе пăхар-ха!
Шывне илсе тухнă та
Ачан çуннă çурăмне
Шывĕ лекнĕ лекменех
Хури кăпăл хăпăнса
Çĕнрен тухнă çутă ӳт.
Çакна курсан савăнса
Пур çан-çурăмне сĕрсен
Урăхланчĕ хай ача.
Пăртак шывне ĕçтерсен,
Куçĕсене те сĕрсен
Ĕлĕкхинчен те маттур
Ача пулнă тăнă тет.
Хĕрсем ăна савăнса
Апат кӳртсе çитернĕ.
Апат çисе тăрансан,
Калать улпут хĕр ачи:
«Вĕсем мана çунтарчĕç.
Хăйсене те тавăрам!
Атьăр каяр хăвăртрах.
Тăватсăр та кĕрсенех,
Ярса тытар аннене,
Хам пушкарăп çĕлене».
Вара часрах васкаса
Çил çунатлă лашине
Илсе тухса панă та,
Ачи сиксе утланнă.
Пур те карĕç тет тухса
Ачи килне шавласа.
Вĕсем çитнĕ вăхăтра
Вĕре çĕлен амăшпе
Тĕпĕртетсе выляса
Ахăлтатса çӳренĕ.
Пиллĕкĕш те сасартăк
Пырса кĕчĕç тет пӳрте.
Лешсем курсан хăраса
Хытса кайнă юпа пек.
Ярса тытрĕç çавăрса
Тăватă хĕр амăшне.
Ачи хĕçпе вакласа
Сĕл пек турĕ çĕлене,
Тула илсе тухнă та
Вут тивертсе çунтарнă;
Унтан кĕлне салатсан,
Пӳрте кĕрсе амăшне:
«Анне, мана çунтартăн,
Халĕ сана мĕн тăвам?»
Тесе тытать ывăлĕ.
Амăш чиксĕр хăраса
Пĕр сăмах та чĕнеймест.
Илсе тухать вăрмана.
Пысăк чĕрĕ юмана
Авса çыхать пĕкĕ пек.
Амăш хăрах урине
Çыхса хурать тăррине.
Авса çыхнă вĕрене
Касать татать хĕçĕпе.
Юман тăрри уласа
Ухса кайрĕ вырăнне.
Амăш кайрĕ ывтăнса
Таçти патшалăх çĕрне.
Хăрах ури çакăнса
Юлчĕ юман тăррине.
Вĕре çĕлен çунсассăн,
Амăшĕ те пĕтсессĕн
Хăй хăтарнă хĕрпеле
Мăшăрланчĕ çав ача.
Халь те пулин телейлĕ.
Пурăнаççĕ тет вĕсем.
Юмах ятам юптарса
Эсир итлерĕр ларса.
Акă çакна куртăра?
Ултă сыпăк юмахра:
I. Хĕрпе-ачи шăтăкра.
II. Вĕре çĕлен çуртĕнче.
III. Пуш хирти сысна çури.
IV. Вуник хутлă çил арман.
V. Кӳлри чĕрĕлĕх шывĕ.
VI. Ывал ача тавăрни.
* * *
Кайран калани. Пĕр-пĕр мăшăрне çухатнă арçын е хĕрарăм пит хуйхăрса пăсăлсан куçне темĕн те пĕр курăнма пултарать. Хресчен халăхĕ ун пеккине вĕре çĕлен çыпçăннă теççĕ. Хăшĕ пĕри: «Пĕлет çинчен вутлă çĕлен çавăн пӳрчĕ тĕлне вĕçсе ярăнса аннине хам куçпа хам куртăм», теекен те пур. Анчах апла пĕлменнипе калаççĕ. Тĕнчере пĕлĕт çинче пысăк чул катăкĕсем вĕçсе çӳреççĕ. Çĕр йĕри тавăра тăракан сывлăша вирлĕн сĕртĕннипе чул хĕрсе çап-çутă çĕлен вĕçнĕ пек курăнать. Ун пек чулсене пĕчĕкреххисене «ӳкекен çăлтăр», пысăкраххисене «метеор», е «болиды» теççĕ. Çак кĕнекери юмах та çавăнтан тухнă пулмалла.