Тем ăнланса илнĕ, темĕн ăнланман —
Шавласа илет те шăп тăрать вăрман.
Те хамах сив чунлă, тĕ тĕнче кăра...
Юлашки чĕтрев-им ӳкнĕ çулçăра?
Те хамах ӳпкевлĕ, те тĕнче кăра.
Асăрханчăк çумăр хăраса тарать.
Мĕн юлать кĕтмелĕх — нимĕн-нимĕн те.
Сар сукмак чĕтревĕ пĕлтĕрхи тĕлте.
Пулнă — иртнĕ. (Юлнă! Юлнă-ха асра).
Малашне те шуçăм килмĕ анăçран.
Хĕл иртсе кайсассăн, ахăрмĕ тăман.
Тем ăнланса юлнă, темĕн ăнланман.