Авал Пӳлертен пĕр çын
Иерусалим хулине
Каять турра кĕлтума
Святойсене пуççапма.
Иерусалиме çитсессĕн,
Ирхине пит васкаса
Пĕтĕм çынран маларах
Каять чиркĕве кĕлтума.
Вăл чиркĕве çитсенех
Пырса çитет пĕр ват çын
Шур сухаллă, шур çӳçлĕ,
Пĕр чарăнса тăмасăр,
Çынпа сăмах хушмасăр,
Кĕрсе каять чиркĕве
Çакă çынран маларах.
Ват çын кĕрсе кайсанах
Урăх çынсем те нумай
Кĕрсе тулаççĕ чиркĕве
Çапса хĕстернĕ пекех.
Пăхать, пăхать çакă çын
Ватă çынна чиркӳре
Анчах нимпе кураймасть
Тем пек хытă пăхсан та.
Тухнă чух та пăхкалать
Пурĕпĕрех кураймасть.
Пит тĕлĕнет çакă çын
Ку кам пулчĕ-ши? — тесе.
Тепĕр кун ирхине татах
Çакă çын пит васкаса
Пур çынсенчен маларах
Каять турра кĕлтума.
Чиркӳ патне çитсенех
Хай ватă çын каяллах
Çакă çынран маларах
Кĕрсе каять чиркĕве.
Палланă пек туйăнать
Çавă çынна çав ват çын.
Анчах сăмах хускатмасть
Пит васкаса кĕнипе,
Куçран çухатас маршăн
Çакă çын та васкаса
Ватă çыннăн хыçĕнчен
Кĕрсе каять чиркĕве.
Анчах епле пăхсан та
Каллех куçран çухатать,
К[ĕ]лĕрен тухнă чухне те
Татах кураймасть ват çынна.
Çакă çын пит ӳкĕнет
Пĕртте калаçайманшăн.
Ăма эпĕ калаçма
Тивĕçлĕ мар-ши? тет, унпа.
Виççĕмĕш кунне татах
Çак çын пур çынран малтан
Чирку алăкĕ умне
Кайса тăрать васкаса
Ватă çынна курасшăн.
Татах хайхи ватă çын
Пур çынсенчен те малтан
Ки[л]се çитет чиркĕве.
Кĕрсе кайма тытăнать.
Çакă çын лайăх паллать
Хăйсен Пӳлер çыннине,
Ватă Валĕм хуçана,
Питĕ хытă тĕлĕнет,
Умне ӳксе пуççапать,
Çапла сăмахсем калать:
«Манран Пӳлерте юлтăн,
Хăçан килтĕн эс кунта,
Ыр çыннăм, ыр хуçам?
Кĕлле кĕнĕ чух курап,
Кĕрсессĕнех çухатап.
Тухнă чух та кураймастăп
Темĕн тĕрлĕ пăхсан та.
Эпĕ питĕ тĕлĕнетĕп,
Турă хвачĕ пур санра».
Ват çын каллех васкаса
Кĕрсе каять чиркĕве.
Вăл чиркĕве кĕрсенех
Пĕтĕм чиркӳ ăш çуталать
Кĕле пĕтсен ватă çын
Чиркӳ алăк умĕнче
Çакă çынна курăнса,
Çапла сăмахсем калать:
«Эп çын т[ă]риччен ки[л]се çитеп
Çын выртиччен таврăнап
Мана кунта никам та
Кураймасть ку чиркӳре.
Халĕ турă хушнипе
Сана анчах курăнтăм.
Пĕтĕм ĕмĕр тăршшĕне
Пĕр усалĕç тумарăм,
Çамрăк чухне вĕрентĕм,
Пĕрт[т]е ахаль тăмарăм.
Çамрăк чухне вĕрентĕм,
Вăй кĕрсессĕн, ĕçлерĕм;
Ватăлсассăн кĕлтурăм,
Турă патне çул турăм.
Ыр кăмăлăмшăн савса
Турă мана пиллерĕ,
Лар ман çия хăвăртрах,
И[л]се каяп Пӳлере».
Ват çын çине ларать çын,
Вăл хушнине итлесе,
Сисмесĕрех юлать çын
Хăйсем Пӳлере çитнине.
Пĕр куç уçса хупиччен
Ки[л]се çитеççĕ Пӳлере.
Унтан ват çын калать ăна
Акă çапла сăмахсем:
«Ырă кăмăлпа ыр ĕçĕмшĕн
Турă мана юратрĕ;
Ятă ĕмĕр тăтăр тесе
Турра кĕлтăвĕç ларса,
Эп пурăнăп турă панче
Усал-тĕселе чарса.
Нумай ырă сăмахсем
Калаçрăм эп санпала,
Çак Пӳлер ту савăнĕ
Ĕмĕр-ĕмĕр манпала».