Ĕненетне, таçта чечексем чĕрĕлеççĕ,
Ĕненетне, çăваççĕ кăвак çумăрсем.
Пӳлĕмри çеçкесем сивĕпе пĕрĕнеççĕ,
Эс кичеммĕн вулатăн кичем сăвăсем.
Урамра ӳсĕр юр ӳккелет ӳкĕнӳсĕр.
Чечексем чĕрĕлни... Ĕненес те килмест.
Пĕр-пĕр çăлтăр çинче йĕпсĕр роза та ӳсĕ,
Татайми çеçкене татса парăн-и эс?
Тĕссĕр юр пĕрчисем арăш-пирĕш вĕçеççĕ,
Ан вула килентермĕш кичем сăвăсем.
Тен, чăнах та таçта чечексем чĕрĕлеççĕ,
Тен, чăнах та çăваççĕ кăвак çумăрсем...