Шурăмпуçĕ кăвакарчĕ,
Кун пуçланчĕ пит хитре.
Вĕç, вĕç, шурă кăвакарчăн
Вĕçсĕр-хĕрсĕр тӳпере.
Ыр хыпар элчи, вĕç, ыткăн,
Вирхĕн сывлăша касса.
Хумханать хирте сар ылтăн
Çын кăмăлне тултарса.
Эс çакна пĕлсе тăр лайăх,
Хĕсĕр мар йăлтах тĕнче.
Вĕç, вĕç эс, ман шурă кайăк,
Тăван ялăн тĕлĕнче.