Тирексем пĕр каварлăн суясшăн мана:
Хĕвел витĕр çăвать хĕллехи пек шур мамăк,
Çил ачи çилленни — куç курми тăмана...
Йывăçсен ултавне ăнланать-мĕн çанталăк.
Çил ачи, аптраса, ăс çухатнăн çӳрет,
Çул çинчи мĕлкене хăпăтас пек лăскарĕ.
Эп туйман та, ума тăлăх çулçă ӳкет,
Ун çинче — виç сăмах: «...юрату иртсе кайрĕ...»
Шурă пĕлĕт шурри те шумасть мал енче.
Шурă мамăк купи шухăш евĕр саланчĕ.
...Ман кашни туйăма парăнсассăн тĕнче,
Вăрахланчĕ хумсен кăпăк сӳннĕ саманчĕ,
Шăнкăрчла шăхăрса савăнтарĕ сăпса,
Ахрашка шывсикки те çулне улăштарĕ.
Улмуççи, улмине шăпăр-шăпăр тăкса,
Çурăлан çеçкине çумăрпа уçăлтарĕ.
Ман кашни туйăма пăхăнмасть çав тĕнче.
Унăн хăйĕн йĕрки, унăн хăйĕн пур ирĕк.
Ман пекех, тен, çӳретĕн «тăман» айĕнче,
Çак телей те çитет: шур тăман халĕ — пирĕн.