Халь анчах ачасемччĕ... Асил:
Ăшă-ăшă йăва — тăван кил!
Юнашарччĕ атте, çумрахчĕ анне —
Манас çук пехилне ĕмĕрне.
Çур иртет, çу килет, кĕр çитет —
Сисейместпĕр те, ĕмĕр иртет.
Канашлар-и пĕрре, пухăнар-и пĕрле?
Шăнкăрав, тăвана евитле!
Халь анчах çамрăксемччĕ эпир,
Пурнăç çулĕ ун чух — шурă пир.
Çĕмĕртсем — çеçкере, юрату — чĕрере.
Эх, килесчĕ çав вăхăт тепре...
Çур иртет, çу килет, кĕр çитет —
Сисейместпĕр те, ĕмĕр иртет.
Канашлар-и пĕрре, пухăнар-и пĕрле?
Кĕрекем, туссемпе эс кĕрле!
Çур иртет, çу килет, кĕр çитет —
Сисейместпĕр те, ĕмĕр иртет.
Канашлар-и пĕрре, пухăнар-и пĕрле?
Тăхта, ватлăх. Пире ан йĕрле!