Мана аса илсен —
Çула тухма пуçтарăн.
Манас марах тесен —
Килне пачах ан таврăн.
Эп пырăп шухăшна,
Юррун çуначĕ пулăп.
Вут хурăп та ăшна,
Ăçтиçукла йăл кулăп.
Алхасăп çӳçӳпе,
Айван куççуль юхтарăп.
Терт кӳрĕп кунĕпе,
Асамлăп та — хам тарăп.
Тархасшăн, ан ылхан:
Чĕрем çапла савасшăн.
Çаран çинчи кăлкан
Кăкру çинче пуласшăн.
Пуçне усать пиçен,
Именчĕ пуль, мăнтарăн...
Мана аса илсен,
Çула тухма пуçтарăн.