Кам пултăн эсĕ, хăш утравран?
Тĕлĕк пек хăвăрт иртрĕ-и умран.
Эп-и? Кунти. Çапла, кунтанах.
Тусăм? Çунатлă шур урхамах.
Анланмасассăн — кай, тĕлĕнех:
Юлăп яланлăх хам тĕллĕнех.
Пулмĕ никам та чун уçмалли,
Вăрттăн кăтартăп виç саспалли.
(Санăн чи савнă шеп кĕтесӳ)
Кантăк тарланă: «Э те эС, Ю...»
«Эпĕ Сана Юратнă», — вула.
Çулçă тăкать куççуллĕ хула...
Кам пулчĕ çавă, хăш утравран?
Тĕлĕк пек хăвăрт иртрĕ умран.
Эх, çилçунатăм, вутлă чĕрчун,
Пĕр санпа çеç йăпанĕ-тĕр чун.