Мĕне тăратăн эс пĕччен?
Пĕччен тухса та ан çӳре.
Çурма çулта вăю пĕтсен,
Кайса ӳкетĕн эс çĕре.
Пĕччен ăнмасть кунçул пачах.
Кичем палли хуплать сăна.
Пĕччен пуçпа эс — пуш пучах.
Тĕшши ун çук, арпа кăна.
Тăр-хăраха хисеп те çук,
Пит чысламаççĕ хăнара.
Пĕччен çын — иртĕнчĕк куккук, —
Чĕппи ӳсет ют йăвара.
Телей пирки ан та палка.
Телей тĕлне тухма инçе.
Пĕччен пуç — çурăлман папка.
Улми çук йывăçĕ çинче.
Савни, епле ку таранччен
Эп сансăр пурăннă пĕччен?