Путиш ача, вĕлтрен тăрри тенĕ ăна ялта. Вĕсен килĕнче тата сакăр ача ӳснĕ. Ашшĕ пĕр çурхи ăшă кун юлашки сурăхне пусса шăрттан тутарать те вăрăм укçа хăваласа çурçĕре каятăп тесе пĕтĕм çемйине куççулĕпе макăртса хăварсах кутамкка йăтса ялтан тухса уттарать. «Ан хуйхăрăр, пăртак чăтăр. Çитсенех ĕçе вырнаçап та сире килсе илеп е укçа пухса хам таврăнап. Çĕнĕ пӳрт лартăпăр», — тесе шантарать çула тухас умĕн. Пĕрре хĕпĕртесе, тепре хурланса ăсатать арçына пӳрт тулли ача-пăча. Пурăнаççĕ хайхисем ашшĕнчен хаваслă хыпар кĕтсе. Хыпарĕ çук та çук. Уйăх та иртет, иккĕ те çитет. «Инçе пуль çав çурçĕр тени, ачамсем, икĕ уйăхра та çыру çитеймерĕ аçуран. Те почтальонĕсем чăваш çĕрĕ ăçтине пĕлмеççĕ ĕнтĕ», — тет ним тума аптраса çитнĕ амăшĕ. Сакăр хырăма тăрантасси — калама канас. Пайтах юр-вар кирлĕ. Мухтав Турра, ĕне пур. Тем курĕччĕç. Çитменнине пĕрре катана хăрăк туртма кайнă Натале умне лесник пырса тухнă, кантрисене татса ватап тесе хăратнă та хĕрарăма мăшкăлласа янă. Икĕ уйăх пек иртсен çав шуйттанран çие юлнине пĕлнĕ Натале. Мĕн тумарĕ пуль ача пăрахас тесе: хăй пысăкăш тулли михĕсене хырăмпа йăтатчĕ, лаша ураписене хырăмĕ çине таянтарса пушататчĕ, темле шĕвексем те ĕçрĕ. Ачи вара яхăнне те тухас темерĕ çав тери ăшă пӳртрен, пурăнасах терĕ. Çапла тăрмашкаласа амăшĕн варĕнче сакăр уйăх ытла пурăнчĕ.
Кĕркунне кăмпа шутсăр нумай пулчĕ çав çул. Ял çыннисем лавсем çине пушă каткасем лартса паромпа Атăл урлă каçса каяççĕ те кунĕпе кăмпа татаççĕ, каçпа вара çуса тасатаççĕ, кăвайт çинче пысăк баксемпе пĕçерсе каткасене тăварласа лартаççĕ. Пысăк хырăмлă Натале те юлмарĕ çынсенчен, икĕ ачине ертсе кайрĕ вăрмана. Виççĕмĕш кунне пилĕкĕ касса ыратнипе аптăрасах çитрĕ хĕрарăм: «Вăхăчĕ çитмен-çке, мĕн юрамарĕ пуль? Йывăр йăтни турĕ-ши? Тулли каткасене те хамăрах лав çине çĕклесе лартатпăр, кăмпа карçинккисем те йывăр. Хĕстерет те хĕстерет, халь-халь çуратас пек». Никама палăртмасăр Атăл хĕрне анчĕ Натале. «Ача çураласах пулсан çăварне пĕр ывăç хăйăр тултаратăп та Атăла пăрахатăп», — усал шухăш явăнать Натале пуçĕнче. Хĕлип лавçă сисет çакна, сисет те куç илмесĕр сăнать апăршана. Хайхискер авкаланса-пĕтĕрĕнсе выртакан хĕрарăм умнех çитсе тăрать вăл, ача çуралнине хăй куçĕпе хăй курать. Кăвапине татаççĕ, Натален çиелти ăшăрах кĕпине хывса чĕрĕ какай пек хĕрлĕ чăмăрккана чĕркесе тытаççĕ. Темиçе сехетрен амăшĕпе ачине лав çине вырттарса яла илсе каять Хĕлип пичче, каç тĕттĕмĕ аниччен юлашки паромпа каялла вăрмана таврăнать.
Вилмест амăшĕн варĕнчен тăхăр уйăх çитичченех васкаса тухнă ача, амăшĕн кăкăр сĕчĕ анманнипе кунĕн-çĕрĕн апат ыйтса çухăрать. Килĕрен киле утать ача йăтнă Натале кăкăр çитерекен хĕрарăмсене шыраса: паян пĕрин патне, ыран теприн патне çитсе йăлăнать. Илюк тесе çыртарчĕç ачана. Шеллеççĕ, вăй çитнĕ чухлĕ пулăшаççĕ ял çыннисем. Çапла аппаланкаласа иртрĕ икĕ эрне, тинех кăкăр сĕчĕ анма тытăнчĕ Натален. Тин канлĕх çитрĕ çемьене, çухрашу лăпланчĕ. Тутă хырăмлă Илюк вăй пухма, папкаланма тытăнчĕ, кĕçех аппăшĕ-пиччĕшĕсене йăл кулса кăтартрĕ. Çав кунсенче кӳрши вĕсене пĕр хыпар пĕлтерет: Шупашкарта Натале упăшкине курнă иккен вăл. Яртлаттарса пырать тет хула урамĕпе. Яка тăхăннă, пĕр илемлĕ хĕрарăмпа калаçса пыраççĕ тет. Нимле çурçĕре те кайман, кайма та шутламан тет вăл, пĕр буфетчицăпа пурăнать тет. Шăрттанĕ вара буфетчицăна хăна тума кирлĕ пулнă имĕш. Темле çурăлса каймарĕ çав тери хытă тарăхнă Натале чĕри. «Айэ вĕре çĕлен! Мĕн тăвам-ши сана? Наркăмăш парам-ши, кислота сапса çунтарам-ши? — нимле лăпланаймасть вăл. — Милиципе судран та, Турăпа çылăхран та хăраса тăмăттăм!» Анчах сăмахпа хăпартланам пекки тунă та, ĕçĕпе ӳпрене те вĕлереймен йăваш та ырă кăмăллăскер, упăшкине пĕрер çупкă та пулин çитереймесĕрех лăпланнă, пӳртĕнчен те тухман вăл шухăшпа. Çапла иртсе пынă кун хыççăн кун. Вĕсен çемйи кам та пулин пылпа кулач пырса çитерессе кĕтсе ларман, тапаланнă кăткă пек. Аслисем кунсерен колхоз ĕçне çӳренĕ: çум çумланă, çĕр улми купаланă, купăста шăварма çӳренĕ. Пушă вăхăтра катаран ĕне валли серте йăтнă, хăрăк туртнă. Илюк та яшкапа пăтă çиме вĕреннĕ. Икĕ çул тултарнă тĕле тулли çăвар ахахран таса шăл шăтса тухнă ун. «Хăй кулман чухне те куçĕ кулса çӳрет, питĕ юратмалла ача», — тенĕ кӳршисем. Çав çул аслăраххисем хăйсен çулне уçма тапаланса пĕри токарь пулас тесе ФЗО-на вĕренме кайрĕ, тепри чукун çул çинче ĕçлеме тытăнчĕ, виççĕмĕшĕ çĕвĕçе вĕренме Çĕрпӳри техникума вырнаçрĕ. Çăмăллăн сывласа ячĕ Натале, чун кĕчĕ ăна.
— Ну Путиш ача эс, Илюк, култарса вĕлерен, тупата, — тетчĕç хĕрарăмсем виççĕри Илюк хăтланкаланине пăхса. Çапла Путиш ача пулса юлчĕ. Çиччас юрласа парать, çиччас ташша ярать, такамран вĕренет тулĕк. Ачисене интерната-мĕне ярас темерĕ амăшĕ, чăтăпăр пĕрле тетчĕ.
Шкула та кайрĕ Илюк, пĕрремĕш класс пĕтерчĕ. Аван вĕренчĕ, анчах хаваслăх нумайлăха пымарĕ: амăшĕ ӳпке чирĕпе вилсе кайрĕ. Сивĕнчĕ амăшĕн ăшши. Илюксене аппăшĕпе йыснăшĕн пăхмалла пулчĕ. «Аппа лайăх та, йысна хаяр. Сивĕ çын. Куç айăн пăхать, — хăй ăшĕнче шухăшласа çӳретчĕ ача. — Интерната та каяс килмест. Каясах тесен Мария Архиповна вырнаçтарма пулăшать-ха та. Вăл питĕ лайăх учительница пирĕн».
— Илюк, — терĕ пĕринче аппăшĕ, — пирĕн Платка ялĕнчи куккасем тĕреклĕ пурăнаççĕ. Ача-пăча çук вĕсен. Вăл сана тахçанах усрава илесшĕн. Кайса пăхас шухăш çук-и сан? Килĕшсен унтах юл, килĕшмесен — таврăнан. Хушши инçе мар. Пӳрчĕ пысăк. Интерната ямастпăр сана.
Килĕшрĕ Илюк, усрав ачи пулса тăчĕ. Лайăх çеç туслашрĕ вăл çав çул нушта урапипе: кунне иккĕ-виççĕ сертене çӳрерĕ, серте-курăк туртрĕ ĕни валли. Вăл вăхăтра ял ачин çуллахи вăрăм кунсенче те аяк хыçса выртма вăхăт пулман. Илюкăн тесен вара, çын куçĕнчен пăхас япала, кĕрĕк арки йăваласа ларасси пулманах. Инкĕшĕ момент ĕç тупса парать — аллуна усса ĕлкĕр кăна. Куккăшĕ таçтан пĕр шăммипе тирĕ çеç юлнă чирлĕ лаша туянса килнĕччĕ. Пахча хыçĕнчи лайăх курăк çинех кăкаратчĕç ăна.
— Лайăх лашах тăвап, — тетчĕ хуçа, эмелсем тупа-тупа килетчĕ, сĕтпе чĕрĕ çăмарта лăкаса ĕçтеретчĕ. Çу варринелле лаша чăнах та якалчĕ, йăлтăртатса тăракан пулчĕ, сывалса çитрĕ. Тепĕр çуркунне хăмласа та пачĕ. Тихи вара Илюкшăн — чăн-чăн çывăх тус, картин çинчи пек хитре: тăп-тăп пит-куçлă, куçĕсем ăслă, пысăк. Илюк хыççăн анчăк çура пекех хăпми çӳретчĕ. Пĕррехинче лашана улăха кăкарма илсе кайнă чух тихи чиперех амăшĕ хыççăн сиккелесе пыратчĕ, тем шухăш тытрĕ, Илюк хыççăн ялалла ермешсе пычĕ, темле хăваласан та улăхра юлмарĕ.
— Мĕн тума илсе килтĕн, кайса яр амăшĕ патне, — хыттăн татса каларĕ инкĕшĕ. Илюк тихана мăйĕнчен кĕске кантрапа çыхрĕ те «Сынок», «Сынок» текелесе улăхалла утрĕ. Колхоз лашисем хушшинчи тихасене курчĕ те хайхи Сынок ача аллинчен вĕçерĕнсе сиккипе ярăнтарчĕ вĕсен еннелле. Тепĕр тихапа ыттисенчен уйрăлчĕç те хӳрисене тăратса яра пачĕç ката еннелле. Ката хĕррине çитнĕ-çитмен шалалла кĕрсе кайса çухалчĕç. Макрана ячĕ Илюк. «Киле мĕнле пырса кĕрес ĕнтĕ. Вĕлерет пуль инке тиха çухалнине пĕлсен», — нăшăклатса çитрĕ, хăра-хăрах каласа пачĕ.
— Кайса туп, — пулчĕ инкĕш сăмахĕ. Выçăччĕ-и Илюк, тутăччĕ-и, ыйтакан пулмарĕ. Ывăннă-и вăл, ывăнман-и — кайса туп. Сынок валли кĕсйине пĕр татăк çăкăр касса чикрĕ те ача пуçне усса пахча хыçĕпе ката еннелле танккарĕ. Хĕвел те анчĕ. Каç та пулчĕ. Кăшкăрчĕ, йыхăрчĕ Сынокне, тем таран шырарĕ ача ăс кĕрсех çитмен тăватă ураллă тусне, хирĕç сасă паракан пулмарĕ. Хырăмĕ выçса çитрĕ ачан, чăрлатать, апат ыйтать, анчах ăшă çăкăр татки ун валли мар. Сынока тытаймастăн çăкăрсăр.
Кирлех пулсан, виç кун чуптарать хăй хыççăн* Айван темерĕн çав, утланас та лаши çине вĕçтерес тихине шырама. Хăйсемех тупĕччĕç пĕрне-пĕри. Лаша питĕ ăслă выльăхне пĕлет Илюк, анчах утланса вĕçтерме ăс çитмерĕ ун паян. Утрĕ те утрĕ. Сĕм çĕрле пулчĕ, катара тĕттĕмленчĕ. Çăлтăрсем те тухрĕç, хĕлхем сапса çунаççĕ. Питĕ ывăнса çитрĕ Илюк. Пĕр пысăк юман çумне тĕршĕнсе ларчĕ те çывăрса кайнине те сисмерĕ. Тем вăхăт иртнĕ, питрен такам сĕртĕннипе хăраса вăранса кайрĕ вăл. Куçне уçрĕ. Тул çутăлнă. Питрен сĕртĕнекенни Сынок иккен. Хĕпĕртесе ӳкрĕ хуçи. «Сынок, Сынок», — текелесе пуçĕнчен шăлса ачашларĕ, çăкăр таткине пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чĕпĕтсе хыптарчĕ, мăйне кантрапа çыхрĕ.
— Ну, атя киле. Сана унта мĕн чухлĕ сĕт кĕтет! — çавăтса утрĕ вăл гихине. Çитрĕç килне. Ятлакан-тăвакан пулмарĕ, апата та ăшшăнах çитерчĕç, выртса çывăрма та ирĕк пачĕç. Тутлă та-çке ирхи ыйхă, пылĕ те, çăвĕ те айккинче тăччăр.
Кăçал та Илюка колхоз пăрушшисене пăхма кĕтĕве вырнаçтарчĕç. Йывăр парусене сыхласси. Пĕри чупма тытăнсан пĕтĕм кĕтӳ тапранать, пĕтĕм кĕтӳ хӳре тăратса чупать — хуса çитейместĕнех.
— Илюк, эс те хытă чупатăн та, пăрусен скорость санран та пысăкрах вара, — тет ферма пуçлăхĕ, Иван Степанович, ялта Иван Стаканович тенĕскер. — Сана ирлĕ-каçлă пĕрер кружка сĕт памалла тăвас пуль, урусем шухăрах чупчăр. Кăнтăрла çăмарта та парас. Чăнах та кăштах тутланчĕ пĕчĕк кĕтӳç пурнăçĕ: ирлĕ-каçлă пĕрер кружка сĕт ĕçет, кăнтăрла çăмарта çиет. Вăт, улпут ачи. Тулĕк нумая пырĕ-ши ку Стаканчăн ырă кăмăлĕ, виçĕ кунтан тӳнтерле выртмĕ-ши?
Иĕркеллех çитсе кĕчĕ Илюк çĕнĕ вĕренӳ çулне, ӳсрĕ, тĕрекленчĕ, хул пуççийĕ те сарăлчĕ. Кăçал та Мария Архиповна Мускаври мăнукĕн çи-пуçне Илюка чылай пачĕ. Яп-яка та тап-таса япалисем, çĕнĕ пекех. Ял ачисем нумайăшĕ тăхăнса та курман вăл тумтире. Илюка шăп та лăп юрăхлă вĕсем, хăйпе виçсех çĕленĕ темелле. Айккинчен пăхсан хăр тăлăх ача тесе калас та çук. Кăмпа тухсан карçинкки-карçинккипе йăтать Илюк кăмпа, çавăнпа ăна Грибовский тесе йĕкĕлтеççĕ ачасем. Илюка вара питĕ килĕшет ку ят. «Ӳссен Грибовский пулап», — тесе ĕмĕтленсе çӳрет. Кĕнеке вулама юратать Илюк, сурăхсене çитерме улăха чупнă чухне те хĕвĕнче пĕр-пĕр кĕнеке унăн. Лупас тăрринчи пĕр кĕтесре кивĕ аçампа витсе усрать вăл кĕнекисене, шутсăр çумăр анса йĕпетесрен хăрать.
— Питна-куçна çăвасчĕ лайăхрах. Кĕнеке тăрантать штоль сана, хăпаймастăн çавсенчен, — мăкăртатать инкĕшĕ. — Ый, чикан ачи.
— Эрнере пĕрре мунчалапа хырсах çăвап-çке, çитмест-и? — хуравлать лешĕ.
— Урусене пăх-ха, епле шип-шип касса кĕнĕ. Урасăр юлсан кама кирлĕ эс?
— Юлас марччĕ-ха урасăр, — çирĕппĕн хуравлать ку, Нумаях та пурăнмарĕ, аппăшĕпе йыснăшĕ патне, тăван килне, каялла таврăнчĕ Илюк, тăваттăмĕш класа хăйсен ялĕнчи шкула çӳреме пуçларĕ. «Сивĕрех çын пултăр йысна, зато аппа лайăх. Килте — килтех», — терĕ те таврăнчĕ хутаççине сĕтĕрсе. Вĕренессе аван вĕренчĕ, пиллĕкмĕш класа куçрĕ. Çулла питĕ çывăх туслашрĕç Илюкпа Мария Архиповнăн Мускаври мăнукĕ Саша. Тĕлĕнмелле çав Сашăран. Мускавран килсенех пĕр виçĕ кун чăлт шурă кĕпепе, утюгпа якатнă шăлаварпа, шурă нускипе, крем сĕрсе çутатнă пушмакпа çӳрет. Кĕл шывĕ ăшĕнче кĕлерсе лартса çунă пек çап-çутă та тап-таса, шурă питлĕ. Кунсерен ăшă шывпа супăньпе хырса çăвать ăна кукамăшĕ. Тăваттăмĕш кунне чăтăмĕ пĕтет вара, тăварăнса тарать, шурă япалисене хывса çакать те кивĕреххи уртса ярать. Куçран çухалать Мускав ачи, çук вăл, çара уран ял ачи чупать тейĕн ав пăру кĕтĕвĕ еннелле. Кăçал та пăру кĕтĕвĕ пăхать те Илюк, çавăнталла чупать Саша. Çывăх туслашрĕç вĕсем, килĕштереççĕ пĕрне-пĕри. Чăвашла таса калаçать Мускав ачи, вĕренсе çитнĕ.
— Илюш, эп санпа паян кĕтӳ пăхап, юрать-и? Сан валли кĕнеке илсе килтĕм. «Робинзон Крузо» ятлă, питĕ интереслĕ. Тапăра ансан вула. Кăнтăрлахи апат кукамай илсе килет. Пирог тăвап терĕ, — хаваслăн калаçать Саша.
— Питĕ пĕçерет паян, чăтса тухайратна? Эс нумай ан çӳре, питĕ ывăниччен кай, Саша, — сĕнет тусĕ.
— Тапăрта шыва кĕрсе уçăлатпăр, кӳлĕ аякра мар вĕт, — тет Саши.
— Хăвăнне ху пĕл, асту.
— Çӳресе пăхам-ха, санпа скучно мар. Эс вула, эп пăрусене хăвалап, юрать-и?
— Пăру лаша мар, вĕсемпе кĕнеке вуласа лараймастăн. Чĕлхене кăларса чуптараççĕ вĕсем.
Чылай ывăнчĕ Саша, кĕтĕвĕ кĕртиччен маларах кайрĕ, ывăннипе сурăх çитерме те анаймарĕ улăха.
— Кукамай, ачасем улăхра питĕ интереслĕ вăйă выляççĕ. Ман та кайса курас килет-ха, каям-и, кукамай? — йăлăнчĕ Саша тепĕр кунхине.
— Кай ĕнтĕ. Илтнĕччĕ-ха эп те вăл вăйă çинчен. Чее те ăслă Илюш, ачасене шухăшлама вĕрентет.
Вăт çитрĕ Саша. Ачасем нумай тухнă улăха.
— Ваççа, Петюк, Палюк, Ванюк кам ачисем? — куçран тĕллесе пăхрĕ Илюк Ваççана. Кусем виççĕшĕ те Илюк пиччĕшĕсем. Ăна ялта пĕлмен йытă та çук, анчах Ваççа ниепле те тавçăрса илеймест тăруках.
— Пĕрре, иккĕ, виççĕ! — çухăрса яраççĕ ачасем. Хурав çук. Ваççан штраф тӳлемелле: кĕсйинчен хăй çиес пан улмине Илюка кăларса тыттарать. Вăйă йĕрки çапла: вăхăтра хурав параймарăн — штраф тӳле. Илсе чикрĕ Илюк пан улмине.
Микулай, çулла та шуранка сăн-питлĕ ача, канфет çиет.
— Аха! Микулай, Васса Вити кам ывăлĕ? Васса ывăлĕ темедле ĕнтĕ, анчах Микулай тавçăрса илеймест-ха.
— Виççĕ, — янраса каять улăх тăрăх. Васса ывăлĕ ĕнтĕ; мĕн пуçа ватмалли пур унта. Витьăн ашшĕ кам пулнине никам та пĕлекен çук, Васса Витти теççĕ ăна. Амăшĕ торф кăларма вербовкăна кайсан шурлăхра тупнă тет те ăна. Тем шырать Микулай, хуравне тупаймасть.
— Виççĕ! — теççĕ каллех ачасем. Микулай парăннине пĕлтерсе Илюка икĕ канфет тыттарать. Ак Петюк вĕтĕ сушка çиет.
— Петюк, Енькка, Елькка, Тунькка — кам аппăшĕсем? Ку Петюк аппăшĕсем. Петюк тӳрех тупсăмне тупать.
— Мĕн парас, Петюк? Ман кĕсьере пан улми, канфет, хĕвел çаврăнăш пур. Хăшне илен?
— Пĕррелĕхе илместĕп-ха, — тет Петюк. Сашăна питĕ килĕшсе каять ку вăйă. Куçĕсем вутпа çуннă пек ялкăшаççĕ, пичĕ — чăн-чăн тутăх тимĕр, хăмăрланса ларнă.
— Саша, лайăх итле те ăнланма тăрăш. Ачасем, Сашăран штраф илместпĕр вĕт?
— Илместпĕр, илместпĕр.
— Саша, Марье, Клавье, Тарье паян пасара кайнă. Марье кĕвенте (коромысло) туяннă, Клавье — карçинкка, тепри нимĕн те илмен. Кам нимсĕр киле таврăнать?
— Я понял. Так. Дарья нимсĕр килет.
— Тĕрĕс, Саша. Манран штраф. Мĕн парас сана уншăн?
— Эп хам канфет парап, санран пĕррелĕхе илмес, — тет те пĕр ывăç канфет тăсса парать Илюка.
— Эппин, пурте пĕрер канфет илетпĕр, Саша кучченеçĕ пултăр ку, — салатса парать Илюк пурне те.
Нумайччен савăнаççĕ ачасем шавлă вăйăра.
Ку мыскарасене ачасен ашшĕ-амăшĕсем пĕлнĕ. Пĕлмен мар, анчах Путише ятлакан пулман.
— Маттур вăл. Пирĕн лопухсене кăштах чутласа якатать-ха та, пуç тавра шухăшлама вĕрентет. Тепĕртак ӳссен кутĕнчи йĕмĕсене те хывса илет пуль, — текелетчĕç кула-кулах. Путиш вара нихăçан та алă тăсса кĕлмĕçленмен ачасенчен, çитерĕр-ха тесе хĕвел çаврăнăш те ыйтса курман. Çын япалине тытас йăла пулман ун. Çынăнне япала вăрланă тенине илтсен аллунти пӳрнӳсене хам пуртăпа касатăп тесе хăратнă ăна амăшĕ. Чĕринех кĕрсе ларнă çав сăмахсем. Хăранă пӳрнесĕр юласран.
Çапла вăйă-кулăра, ĕçре, вăрманта та пулăра шăхăрса иртсе кайрĕç çу кунĕсем. Мускава кайиччен Саша Илюка кукамăшĕ патне хăнана пыма чĕнчĕ. Кукамай пирог тăвать терĕ. Халиччен хăюлăх çитерсе кĕрсе курман Илюк хăйсен учительници патне, паян пĕрремĕш хут кĕрет вĕсем патне. Кивĕ шкул хваттерĕнче пурăнать Мария Архиповна. Хваттерĕ икĕ пӳлĕмлĕ, анчах пысăк мар. Çывăрмалли пӳлĕмĕ вара пĕчĕккĕ кăна. Зал пеккинче диван, икĕ кресло, сĕтел, пукансем, кĕнеке шкапĕ. Урăх нимех те çук. Кукăльпе сăйлать ватă хĕрарăм ачасене, пан улмипе компот пĕçернĕ. Çирĕç, ĕçрĕç, диван çине вырнаçса ларчĕç те кивĕ альбомри сăн ӳкерчĕксене кураççĕ.
— Кукамай, ман кукаçи летчик пулнă теттĕн. Акă унăн сăн ӳкерчĕкĕ: летчик тумĕпе вăл кунта. Эс мана ун çинчен каласа парап тенĕччĕ-ха. Халь калатна?
Ачасемпе юнашар пырса ларчĕ хĕрарăм.
— Питĕ лайăх çын пулнă сак кукаçу, Саша. Летчик пулнă. Эпир унпа хĕрĕхмĕш çулта паллашнăччĕ. Вăл çав çул летчиксен шкулне вĕренсе пĕтернĕ, тин вĕçме пуçланă çирĕм пĕррери çамрăк. Эпир унпа пĕрлешсен Брест хулине (ăна çавăнта янăччĕ) тухса кайрăмăр. Вăл Гомеле вĕçетчĕ, эп Брестра ачасене 4-мĕш класс таран вĕрентеттĕм. Хĕрĕх пĕрремĕш çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче ирхине кукаçу мана ача çуратмалли больницăна леçсе хăварчĕ. Çирĕм иккĕмĕшĕнче тул çутăлса килнĕ вăхăтра санăн мама çуралчĕ. Ача сассипе пĕрле ман хăлхана питĕ хăрушă сасăсем пырса кĕчĕç: бомбăсем, снарядсем ӳксе çурăлнипе пирĕн больница кисренсе тăчĕ, чӳрече кантăкĕсем чăл-пар саланчĕç, пĕр тĕлте больница маччи ишĕлнĕ терĕç. Çав ир вăрçă пуçланнă, нимĕç самолечĕсем, танкĕсем Брест хули çине вут-хĕм сапма тытăннă. Сан мама çут тĕнчене килсен пĕрремĕш илтнĕ сасă — снарядсем çурăлнă сасăсем пулчĕç. Усал та хаяр, хăрушă самантра çуралчĕ Галя. Тĕнче ишĕлсе анчĕ пирĕншĕн. Тăваттăмĕш кунне больницăран тухса хваттере таврăнтăмăр. Брест урамĕсенче нимĕç салтакĕсемпе офицерĕсем, танксемпе мотоциклсем кĕрлесе çӳретчĕç. Кукаçуна эпир урăх курман. Вăрçă пуçланнă кун вĕсем Гомеле вĕçсе кайнине пĕлетĕп. Галя ашшĕне вуçех курман, ашшĕ те унăн хĕр ача çуралнине пĕлмесĕрех çухалчĕ. Чăваша эпир хĕрĕх тăваттăмĕш çулта килтĕмĕр. Эп унтанпа хамăр шкулта ĕçлерĕм. Хĕрĕх саккăрмĕш çулта кукаçу мĕнле вилнине курнă Украина çынни çырса пĕлтерчĕ. Çырăвне халĕ те усратăп. Кукаçусен самолетне нимĕçсем персе антарнине хăй куçĕпе курнă тет çав Украина çынни. Çунакан самолет çинчен виççĕн васкаса тухрĕç тет. Виççĕшне те çулăм хыпса илнĕ, виççĕшĕ те çунаççĕ. Çулăма сӳнтерес тесе çĕр çине выртса йăваланаççĕ, пĕтĕрĕнеççĕ тет. Çунаканскерсене нимĕçсем автоматсенчен пеме тытăнчĕç те тем таран печĕç тет. Кукаçу ӳкнĕ чух сылтăм аллипе кăкăр кĕсйине хупласа ĕлкĕрнĕ тет те докуменчĕсем çунман. Çĕрле ял çыннисем нимĕçсенчен вăрттăн çĕр чавса пытарнă вĕсене, питĕ аманса пĕтнĕскерсене. Вуншар пуля шăтарса пĕтернĕ тет вĕсене. Докуменчĕсене пире ярса пачĕç. Вĕсен хушшинче ман сăн ӳкерчĕк пулнă, çавăнпа пĕр иккĕленмесĕр ĕнентĕмĕр. Сан кукаçăвах вăл. Çапăçайман вĕсем тăшманпа, вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех пурнăçпа сыв пуллашнă. Паян кунччен те кайса килеймерĕмĕр, унăн вил тăприйĕ çине чечек те хураймарăмăр. Малтан ача пĕчĕккĕ тесе, кайранрах чĕре аптратма тытăнчĕ, инçе çула тухма шиклентеретчĕ.
— Кукамай, ман мама ялта ӳссе Мускава мĕнле çитнĕ тата? Мана нихăçан та каласа кăтартмаççĕ вĕсем.
— Çамрăксемшĕн çул уçă, кирек ăçта кай. Сан мама Шупашкарта пединститутра вĕреннĕ чух пĕрремĕш курс пĕтерсен «Детский мир» магазинта ĕçлеме юлнă çуллахи каникула. Вăл магазин директорĕ сан папăн аппăшĕ, Нина Васильевна пулнă. Вăт килĕштерсе пăрахнă вăл Гальăна, хăйĕн шăллĕпе паллаштарнă. Вăл та юратса пăрахнă Гальăна. Вăт, вĕçтерсе çитрĕç пĕррехинче виççĕшĕ, апла та капла, питĕ юратрăмăр сирĕн хĕре, качча илес тетпĕр, вĕренме Мускава вырнаçтарас тетпĕр теççĕ. Турткалантăм-турткалантăм, хирĕçсе те пăхрăм, хам сывлăх начарри çине персе. Галя ытла хирĕç маррине туйрăм та килĕшрĕм. Хĕре качча кайнă чух качака ăсĕ кĕрет теççĕ. Те качака ăсĕ кĕчĕ, килĕшрĕмĕр. Çĕнĕ вĕренӳ çулне сан мама Мускавра пуçларĕ.
— Кукамай, мĕншĕн качака ăсĕ? Ман папа та, асанне те питĕ лайăх çынсем, мамăна пит юратаççĕ. Туслă пурăнатпăр эпир.
— Эсир лайăх пурăннине курса лăплантăм çав ĕнтĕ, шеллеместĕп. Эсĕ те ăслă пул, лайăх вĕрен, асаннӳне нихăçан та ан кӳрентер.
Тем тарана пычĕ калаçу. Мускав, Кремль, Ленин мавзолейне кайса курни çинчен хăй пĕлнĕ пек каласа кăтартрĕ Саша. «Пĕрре çитейсе курасчĕ ман Мускава. Тĕлĕкре те пулин курасчĕ», — ĕмĕтленсе ларать Илюк. Çук, курăнмасть Илюка тĕлĕк. Хытă ывăнса çитет те вилнĕ пек çывăрать.
Çитсе килчĕ çĕнĕ вĕренӳ çулĕ. Илсе кайрĕç Сашăна Мускава. Уйрăлчĕç туссем.
— Чĕкеçпе пĕрле эп те çитеп, кĕт. Тен, хĕллехи каникула сана Мускава илсе кайăпăр-ха, папа хирĕç мар, — çунатлантарса хăварчĕ Саша Илюшне.
Çав çул историпе çĕнĕ учитель вĕрентме тытăнчĕ Илюксене. Аллăсене çывхаракан хăйпашка арçын хĕлле йĕлтĕрпе, çĕр типсен велосипедпа, лапра-çĕпрере çуран çӳретчĕ ултă çухрăмри ялтан.
Сентябрь уйăхĕнче шкул ачисем уйра кăшман, çĕр улми кăлараççĕ, хăмла татаççĕ, купăста касаççĕ. Сисрĕ çĕнĕ учитель ачасем Илюк тавра явăнса çӳреме юратнине, сисрĕ те сăнама тытăнчĕ: «Мĕнпе илĕртет вăл ачасене?» Çанталăк çумăра кĕрсе кайрĕ, ачасем вĕренме пуçларĕç. Шкулта та Илюк тавра кĕпĕрленсе çӳресси пĕтмерĕ.
— Илюш, паян урок хыççăн юл-ха, ман санпа калаçмалли пур, — терĕ вăл ачана. Юлчĕ Илюш. — Илюш, Кулине, Урине. Марине кам аппăшĕсем çаксем? — терĕ учитель кула-кула.
— Ман аппасем, — терĕ ку пĕр кулмасăр. Савăнăçлă ача: историне пиллĕк илнĕ-çке-ха вăл паян. Мĕн чухлĕ хăваларĕ ăна Петр Николаевич, пĕрре те такăнмарĕ Путиш.
— Пуçу пĕр ылтăн-çке сан, ачам. Вĕрентесчĕ-çке сана. Тавай-ха эп сана интереслĕ кĕнекесем парап, вулатни? Математикăна юрататăн-и эс? Математикăпа та пĕр-ик кĕнеке илсе парам, ытларах задачăсем шутла. Ачасем каласа пачĕç мана эсир вылякан вăйă çинчен. Ăçтан пырса кĕнĕ вара сан пуçа унашкал шухăш? Кам вĕрентнипе пуçланă эс ăна?
— Пăхăр-ха, мĕн чухлĕ вĕсем ман. Тем те пур унта, — хĕвĕнчен хулăн тетрадь туртса кăларчĕ Илюк, учителе тăсса пачĕ. Уçкаласа пăхрĕ Петр Николаевич тетраде, вулакаларĕ. — Хăçан çырма пуçланă вара эс кăна?
— Çулла, кĕтӳре çӳренĕ чух, темле шухăш та вĕçсе кĕрет те пуçа, çырса хурап, Малтан вылямалла пекле çеç хăтланаттăм, халь кĕнекесем çинчен те çырса илеп. Чăваш литературипе юмахсем вĕреннĕ чух ачасем вуламан юмах хăвармарĕç, журнал тулли пиллĕк паллăсем илсе тултарчĕç. Историпе те хатĕрлес тетĕп-ха унашкал ыйтусем.
— Эп сана пулăшас тетĕп-ха çав ыйтусене хатĕрлеме, кăштах пылак çимĕç те илсе паратăп. Мĕнле шутлатăн, ачасене интереслентерет-ши истори?
— Эпир историе питĕ юрататпăр, вăйă интереслĕ пулать ман шутпа.
— Илюш, пирĕн кӳршĕре Кириле Петĕрĕ, Таниле Петĕрĕ, Петĕр пиччесен Петĕрĕ пурăнаççĕ. Миçе Петĕр пирĕн кӳршбре?
— Тăватă Петĕр.
— Крахьян, Татьян, Микоян утаççĕ. Иккĕшĕ чăвашла калаçаççĕ, пĕри чăвашла пĕлмест тет. Кам вăл чăвашла пĕлменни?
— Микоян ĕнтĕ. Ун çинчен паян радиопа каларĕç.
Чăтаймасăр кулса ярать учитель «Мана икĕ кунлăха параймăн-и ку тетраде?»
— Илĕр ара, — хуравлать кăмăллăн Илюк. — Эп ачасене вĕрентес тесе мар, хам лайăхрах астуса юлас тесе çеç хăтланап. Вăйăра илтни веçех пуçра юлать.
— Килĕшрĕмĕр, Илюш. Ботаникăпа та туса парап-ха ыйтăвĕсене. Вĕренĕр.
Питĕ хĕпĕртесе таврăнчĕ килне Илюк. Петр Николаевич вара тепĕр кунне учительсене пухрĕ, ачасен вăййи вĕренӳре мĕнле пысăк усă пама пултарасси çинчен калаçрĕ, Илюк тетрадьне кăтартрĕ.
— Ку вĕт чĕрĕ энциклопеди. Мĕн çеç çук кунта: çут çанталăк пулăмĕсем, пĕтĕм ял историйĕ, кил-тĕрĕшри ĕç хатĕрĕсем, пахча çимĕç, улма-çырла, литературăри сăнарсем.
Темиçе кунранах тăвайккине çунашкапа ярăнма тухнă ачасен ярăнни те пулмарĕ, килĕсене кайичченех вăйăран хăпаймарĕç, пылак кучченеçсене те тутанса пăхрĕç. Уроксенче вара тĕлĕнсе кăна тăр — пĕр Куспар ачи те алă тăратманни çук, вĕçсе каяс пек лараççĕ. Нумай кирлĕ-и ача-пăчана хĕпĕртеме. Пурччĕ ялта пуçтахраххисем те. Вĕсен те канфет ĕмсе пăхас килет пулас, хăйсен вăййине йĕркелесе ячĕç. Вĕсене Петр Николаевич хăй ертсе пыма тытăнчĕ. Сисĕнмеллех лайăхланчĕç ачасен отметкисем. Сисĕнмерĕ, çур çул иртсе те кайрĕ. Çĕнĕ çул çитесси икĕ кун юлсан Илюк умне юмах тĕнчи ишĕлсе анчĕ: Сашăпа ашшĕ Илюкпа Мария Архиповнăна Мускава Çĕнĕ çул паллă тума илсе кайрĕç. Петр Николаевич тыткаламалăх тесе Илюка укçа пачĕ.
— Ус, институт пĕтер, ĕçлесе шалу илме пуçласан тавăрса паран» — терĕ именнĕ Илюка. — Мускав укçа юратать. Ача-пăча валли илĕртмĕш нумай унта, кашни пусне çынран ыйтмалла ан пултăр. Ан вăтан, ил. Питĕ хĕпĕртетĕп саншăн. Саша — чăн-чăн тус.
Çула тухрĕç. Нумай-нумай çĕнĕ япала курса тĕлĕнчĕ пĕрремĕш хут инçе çула тухнă ял ачи. Мускавĕ вара! Мускавĕ темле тĕлĕнтерсе йăвантарса ямарĕ утса пыракансене. Пысăк, тăватă пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнаççĕ Сашăсем. «Вăт пурăнаççĕ çынсем. Эпир те пурăнатпăр тетпĕр хамăра. Шăпăр шăтăкĕнчи çӳп-çап вĕт эпир вĕсемпе танлаштарсан. Урайĕнче йĕри-тавра ăшă, çемçе кавирсем. Стена çинче пысăк илемлĕ картинсем.
— Атя, эп сана ваннăра çуса ярап. Таса тумтир хатĕр. Кусене санне мама çуса çакать. Пăх-ха, сан валли тăхăнмалли икĕ мих хатĕрлерĕм, те килĕшет ĕнтĕ сана? Виçĕ çул тăхăнмалăх çитет.
Пĕр пӳлĕмĕнчен пăру пысăкăш хура йытă йăваланса тухрĕ. Çăмĕ вăрăм, шит те пулать. Мария Архиповна патне пырса ачашланчĕ, Илюш çине сиввĕнрех пăхса илчĕ.
— Дружок, это свои, свои, — ыталаса илчĕ Саша йыттине. Лешĕ хӳрине палтăртаттарса илчĕ, «ăнлантăм» тени пулчĕ ку.
— Ан хăра, Дружок ăслă, эс хамăр çыннине ăнланчĕ вăл. Эсир кунта чух эпир ăна балконра усрăпăр, эс хăрама та пултаран. Атя, çуса тасал çул çинчен, — ванна пӳлĕмне çавăтса кайрĕ Саша Илюка. Çап-çутă та тап-таса, саваласа якатнă чăрăш хăми пек çуталса пырса кĕчĕ Илюк кухньăна. Апата ларчĕç. Тем те пур сĕтеле çинче. Кунашкал тулли кĕреке хальччен нихăçан та курман Илюк. Вĕсен мăнкунра та кукăльпе пӳремечсĕр пуçне нимех те çук. Саша амăшĕ çĕр улми ăшаланă, темиçе тĕслĕ кăлпасси, сыр, пулă касса лартнă. Пурне те курать, пурне те сăнать Путиш. Çисе тăранчĕç. Çатма çинче кăштах çĕр улми юлчĕ. Ăна питĕ типтерлĕн турилкке çине пушатрĕç те маччана çити кармашса ларакан холодильника лартрĕç, каснă кăлпасси турамĕсене веçех йыттине пачĕç. «Паранкине ăна килте те пайтах ишетпĕр-ха, ытти лексех каймасть пире», — шухăшласа ларать Илюк. — Пăх-ха, хула çыннине епле паха паранки. Йыттине памарĕç».
— Паян çул çинчен канăр. Ыран Мускав курма каятпăр, — сăмах хушрĕ Галина Николаевна. Шупашкартан килсен суту-илӳ институтне мар, педагогика институтне вырнаçнă иккен вăл, мĕн вĕренсе тухнăран вара шкулта ĕçлет. Саша ашшĕ — пысăк универмаг директорĕ. Саша — пĕрех ывăл çемьере. Ним çукки те çук унăн: машинсем, пăрахутсем, тĕрлĕ вăйăсем тулли.
— Илюш, хăв килĕшсен вылямалли япаласем миххипех парса ярап сана. Илсе каятăн-и? Илсе каян вĕт? Атте пырсах леçсе хăварап тет сире яла.
Залра тем çӳллĕш симĕс чăрăш йăлтăртатса ларать. Тĕрлĕ тетте ун çинче — миллион.
— Илюш, «Лужники» стадиона та çитсе куратпăр-ха. Унта чаплă çĕнĕ çул концерчĕ пулать. Билетсем хатĕр. Ачасене парне те параççĕ унта. Тепĕр кунне Пысăк театра спектакль курма каятпăр. Кăнтăрла Кутузов проспектне Бородинская панорама кайса куратпăр. Кукамай та пырасшăн. Тĕлĕннипе чĕлхи çĕтнĕ Илюкăн, выртсан та çывăрса каяс çук. Çĕнĕ çул парни — çĕнĕ кĕпепе шăлавар елка айĕнче ăна кĕтсе выртнă иккен.
— Паян праçник вĕт, тăхăн ĕнтĕ парнене, — сĕнеççĕ ăна пурте. Мĕн чухлĕ савăнăç ял ачишĕн. Тен, вăл çуралнăранпа та хăй ячĕпе илнĕ кĕпе-тумтир тăхăнса курман, çын юлашкипех çырлахнă. Саша япалисем вара яп-яка та тап-таса, вĕр çĕнĕ пек. Парне çинчи этикеткисене те татман лавккаран илсе килнĕ хыççăн. Çĕнĕ çул каçĕ ыттисем çывăрса пĕтсен те тем таранччен телевизор курса ларчĕç Сашăпа Илюк.
Пилĕк кун пурăнчĕç Мускавра Илюкпа Мария Архиповна, тем те курчĕç, тем те илтрĕç, каласа та пĕтерес çук. Пилĕк кунлăх мар, аллă кунлăх та мар, аллă çуллăх юлчĕ Илюк асĕнче Мускавра мĕн курни-илтни. Урамсенче çунакан çĕршер те пиншер лампочка çути вара кунĕн-çĕрĕн куç умĕнче ялкăшса тăчĕ. «Паянтан эп питĕ лайăх вĕренме тăрăшатăп тесе хама хам сăмах паратăп, — çирĕппĕн картса хучĕ çав каç Илюк. — Шкул пĕтерсен вĕренме Мускава каятăп. Никам та пулăшакан пулмасан та çăкăр çимелĕх ĕçлесе илетĕпех».
Вĕçнĕ пек иртсе кайрĕ пилĕк çул. Çирĕп тытрĕ Илюк хăй сăмахне: ялти шкула пĕтернĕ хыççăн ылтăн медаль илме тивĕç пулчĕ. Вăт сана Путиш! Мускаври юристсене хатĕрлекен университета вĕренме кĕчĕ, прокурор пулма ĕмĕтленсе пурăнчĕ. Пĕрремĕш курсра Сашăсем сĕннипе вĕсен патĕнче пурăнчĕ.
«Хваттер пысăк, вырăн çитет. Общежитире стипендипе кăна епле пурăнăн? Çемье валли пĕçернĕ хуранта пĕр турилкке сан валли пулатех. Килти пекех пурăн, нимĕн те ан шухăшла», — çирĕплетрĕ хăй шухăшне кашнинчех Галина Николаевна. Саша М.В. Ломоносов ячĕллĕ университета вĕренме кĕчĕ. Саша Илюкшăн çутă та ăшă хĕвел вырăнĕнчех пулчĕ. «Хĕвел те пĕрре, Саша та тĕнчипе пĕрре», — тав туса пăхать ун çине Илюк. Чăн-чăн тăван вĕсем Илюкшăн. Унашкал çынсем урăх пулас çуках тĕнчере. Пĕр-пĕрин патне кайса-килсе çӳрерĕç, ютшăнмарĕç. Анчах пурнăç ялан пĕр пек тикĕс мар. Питĕ пысăк инкек кĕтмен çĕртен пырса çапрĕ вĕсене пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ чух. Занятисем хыççăн килелле таврăннă чух Саша ларса пыракан машинăна тепри айккинчен хытă пырса çапнă та темиçе çынна амантнă. Илюка Саша реанимаци уйрăмне лекни çинчен Вадим Васильевич шăнкăравласа пĕлтернĕ-пĕлтерменех тухса вĕçрĕ ку больницăна. Ашшĕпе амăшĕ, темиçе студент тухтăрсем хăрушă хыпар пĕлтерессе кĕтсе ларатчĕç коридорта. Илюк пырса кĕнĕ чух. Сашăн пĕвер çурăлнă-мĕн. Икĕ-виçĕ кун пурăнма пултарать çамрăк организм, темиçе кун чăтаять. Сывă пĕвер лартса памасан каччăн кун-çулĕ татăлма пултарать тенĕ хирург. Халĕ донор шыраççĕ тет. Экпериментальнăй центрта пĕвер тупса пама пулчĕç. Вĕсем патĕнче питĕ çирĕп çамрăк рабочи кĕç-вĕç вилес пек выртать тет. Çавăн тăванĕсемпе калаçаççĕ. Вĕсем хирĕç мар пулсан паянах сывă пĕвер пулать. «Анчах операци хакла ларать. Эмелсем те питĕ хаклисем кирлĕ, чăтаятăр-и», — терĕ тет хирург.
Хыпаланса ӳкрĕ Илюк, ниепле те лăпланаймасăр хирург тухасса кĕтсе ларчĕ хăй хăлхипе хăй илтесшĕн çав хăрушă сăмахсене. «Çав териех нумай кирлĕ-ши укçи? Эппин васкамалла».
— Тĕрлĕ органа куçарса лартма пултаракан хирургсем Мускавра та нумай мар. Пирĕн хирургăн алли ылтăн. Икĕ çул Америкăра стажировкăра пулнă вăл. Операци ăнăçлă иртмелле. Саша — çирĕп, çамрăк. Халь анчах шăнкăравларĕç: донор пур. Операцие хатĕрленмелле. Халь эпир Сашăна ИВЛ текен искусственнăй аппарат çине куçартăмăр. Айтăр договорне çырса хатĕрлер эппин. Ют пĕвере Саша организмĕ йышăнмасан та пултарать. Ун пекки те пулкалать. Анчах ан пăшăрханăр. Лайăх эмелсем пур халь. Пулăшаççех, — шантарса калаçрĕ хирург.
— Акă, договор хатĕр. Енчен те ыранччен укçа илсе килейместпĕр, пире ан кĕтĕр операци тума. Тепĕр кунне çитетпĕрех, — сăмах хушрĕ Илюк.
Кăнн пăхрĕ Вадим Васильевич Илюк çине ним ăнланмасăр: «Мĕн укçи çинчен калаçать вара ку студент? Улăштарса тăхăнмалăх шăлаварĕ çук хăйĕн. Укçи хамăрăн та пур-ха та, çитеймест пуль анчах. Туссенчен тупăпăр çитменнине», — шухăш вĕçет арçын пуçĕнче.
— Вадим Васильевич, пирĕн халех хамăр яла каймалла. Самолетпа вăхăт ытларах иртет. Малтан Шупашкара, унтан яла. Машинăпа тӳрех яла. Унта пирĕн çăлăнăç.
— Мĕнле пăрахса каяс-ха ман кĕç-вĕç вилсе каяс пек выртакан Сашăна? — иккĕленсе калаçать арçын. Питĕ ыйтас килет унăн Илюкран: мĕнле укçана шанса каять вара вăл яла? Кам хатĕрлесе хунă тет ун валли çавăн пысăкăш сумма. — Ты уверен, Илюша?
— Уверен! Рассуждать некогда. Едем прямо сейчас! — васкатать Илюк. Вĕçтерчĕ Мускав машини чăваш енне. Иккĕленсе тухрĕ çула руль тытнă Саша ашшĕ, анчах Илюка ĕненмесĕр пултараймарĕ, шанчĕ ăна.
Чиперех çитсе килчĕç вĕсем Куснара, нумай тытăнса тăмарĕç, каялла тухса веçтерчĕç. Питĕ ывăнса, вăйран кайса çитрĕç каялла. Сашăна операци туса пĕтернĕ иккен — çичĕ сехете пынă терĕ операцийĕ. Чылай ларчĕç çĕнĕ хыпар пĕлтерессе кĕтсе. Операцишĕн те, эмелсемшĕн те тӳлесе татрĕç.
— Хальлĕхе çĕнĕрен ним пĕлтермеллиех те çук. Саша тăна кĕмен-ха гипноз хыççăн. Чĕри йĕркеллех ĕçлет, — пĕлтерчĕç вĕсене. — Йĕркеллех пулать, ан пăшăрханăр. Юн пусăмĕ те виçере.
Кун сиктерсе çӳрерĕ Илюк тусĕ патне больницăна, пайтах хыпса çунчĕ. Саккăрмĕш кунне реанимацирен палатăна куçарчĕç Сашăна. Хуллен калаçакан пулчĕ каччă. Çамрăк çамрăках ĕнтĕ, майĕпен хăрушлăх иртет. Тăрса ларакан пулчĕ, ура çине тăчĕ. Пĕр кунĕнче вара Сашăна киле кайма та юрать терĕç. Чăн-чăн уяв Илюкшăн — Саша килте, килте! Чĕрĕ! Сывалать! Çемье пĕрле пуçтарăннă, пурте залра шăкăлтатоа лараççĕ.
— Илюш, эп нимĕн те ăнланмарăм. Ăçтан тупнă укçапа çĕнĕ пурнăç туянса патăн эс Сашăна? Сан вĕт Мускавра пилĕк çул вĕренсе те пилĕк тенкĕ ытлашши укçа пулса курман, çара стипендипе пурăнатăн, — сăмах хушрĕ Саша амăшĕ куççулĕ витĕр. — Епле татса пĕтерĕпĕр ку парăма? Нумай тăкаклантăн пирĕншĕн.
— Халь калама юрать ĕнтĕ. Саша кулакан пулчĕ, сывалать, — пуçларĕ сăмахне Илюк. — Анне вилсен тепĕр çултан мана Платкари Хвĕтĕр кукка усрама илнĕччĕ. Усрав ачи пулса тăтăм. Эп вĕсене ĕçлеме кирлĕ пулнă, хăйсен ача-пăча пулман. Мĕн пултарнă таран тăрмашнă ĕнтĕ эп: хĕлле юр хырнă, выльăх патĕнче ĕçленĕ, çулла кĕтӳре çӳренĕ. Хветĕр кукка ашшĕне, сакăр вуннă тултарнă Ларивана, ял çинче вăрă Лариван тенине темиçе те илтнĕ эп.
Эп унта пурăннă чух ват Ларивана шалкăм çапрĕ. Чĕлхине çухатрĕ старик, çынсене паллайми те, утайми те пулчĕ. Икĕ ывăлĕпе кинĕсем тем тĕрлĕ те ыйтса пĕлме тăрăшатчĕç, йăпатса та, хăратса та калаçатчĕç. «Атте, пур вĕт-ха сан укçа? Ăçта усратăн эс ăна? Эс вилес-тăвас пулсан ăçта шырама пĕлес? Ан хăра, тĕкĕнместпĕр хăв хушмасăр», — тенине эп те илтнĕ. Старик кашнинчех качака сухалĕ пек шĕвĕр янахне çӳлелле кăнтса «ăăх, ăăхх» текелетчĕ. Мачча хăмине сӳгсе шырарĕç, кăмака мăрйине улăштарса купаларĕç — ниçта та пĕр тенкĕ те тупаймарĕç. Çу варринче чĕлхи уçăлмасăрах вилчĕ ашшĕ, вăрттăнлăха хăйпе илсе кайрĕ. Урăх ниçта та шырама пĕлмерĕç.
Çав çул юлашки спас ыран тенĕ чух ялта асар-писер вăйлă çил çавăрттарчĕ, карта-хуралтăсене йăвантарчĕ. Хĕветĕр куккасен пахчинче пысăк тополь армак-чармак сапаланса ларатчĕ. Унăн патрак турачĕсем çĕр улми ани çине темĕн чухлĕ хуçăлса анса тулнă.
— Илюк, çав хуçăлнă туратсене кил хушшине сĕтĕрсе кĕртсе пăрах, сурăхсем кăшлаччăр, — терĕ мана Хĕветĕр кукка.
— Юрать, — терĕм те пахчаналла утрăм. Çумăрĕ çуниех те пулмарĕ, пăт-пат ӳккелерĕ те, хура пĕлĕтсем ахăрса-тулхăрса вĕрекен çилпе часах саланса кайрĕç. Чăнах та нумай хуçăлнă турат. Чылай пысăккисем те пур. Тополь çинче темиçе çул çакăнса тăнă шăнкăрч вĕлли те çĕр çине персе аннă. Тĕлĕнеттĕм. Çав вĕллене шăнкăрчсем темшĕн йышăнмарĕç çуркунне. Аван хăмасенченех тунăскер те саланнă, икĕ хăми хăпăнса кайнă. Ун патĕнче темле йăлтăркка япаласем выртни курăнать. Пырса пăхрăм çывăхарах: ылтăн, кĕмĕл укçасем! Шартах сикрĕм. Ун-кун пăхкалатăп çын-мĕн пырса тухасран шикленсе. Тополь айккинче хĕрри кăштах катăлнă чӳлмеке курах кайрăм. Ярса илтĕм те чӳлмеке укçасене веçех тултарса хутăм çавăнта, кăштах çĕр чакаласа лакăм пекки турăм та кĕртсе лартрăм, хупах çулçисемпе витсе хутăм, çиеле хыт хура пăрахрăм. Салатрăм шăнкăрч вĕллине, лайăх çеç шырарăм, урăх тупмарăм нимĕн те. Укçа çеç, урăх хаклă япала нимĕн те çукчĕ. Хуçăлнă туратсене кил хушшине сĕтĕрсе кĕртрĕм, укçа çинчен никама та каламарăм. Çухалса, хăраса кайрăм пулас эп, тăруках ним тума та пĕлеймерĕм. Те каласан лайăхчĕ ĕнтĕ, те шăла çыртсан. «Молчание — золото» тенине пĕлеймен-ха эп ун чух, тепĕр темиçе кунтан шкула çӳрекен пир хутаçа чӳлмеке лартрăм, çиеле пĕр-ик кĕнеке хутăм та яла аппасем патне çул тытрăм. Йывăр çеç пулса кайрĕ хутаç. Чиперех çитрĕм. Кам ухмахĕ шутлатăр çак çĕтĕк йĕм пĕççиллĕ ача çĕрме пуян пулма пултарасса. Кивĕ мунча пулнă вырăна, пилеш айне, чавса лартрăм ылтăн чӳлмекне. Час-часах тĕрĕслеттĕм чӳлмек мĕнле ларнине. Пĕр тенкине те тĕкĕнмен эп кăçалччен. Выçă ларни те пулнă — тĕкĕнмен. Лариван кукка мулĕ вăл, вăрласа тунă мул, çынсен куççулĕ. Ачарах чух хăраттăм. Кам та пулин пĕлсен мана тĕрмере çĕртеççĕ тесе чĕре сиксех тухасчĕ. Ăçтан тупрăн, кама çаратрăн тесе судсем тăрăх сĕтĕрсе çӳрĕç, вăрă тесе хĕнесех вĕлерĕç теттĕм. Вăт ман вăрттăнлăх.
— Сана университетрах хăварас пек калаçаççĕ. Унта диссертаци çырса хӳтĕлеме пайтах укçа кирлĕ пулать. Тавăрса паратпăр эпир сана, ан пăшăрхан. Хитре хваттер илме те çитет. Урамрах тăратса хăвармăпăр, — сăмах хушрĕ Саша ашшĕ.
— Çук, университета юлас шухăшлă мар эп. Практикăра пулнă-çке-ха эп прокуратурăра. Çавăнта чĕнеççĕ. Эп килĕшрĕм. Ĕçлесен хваттерне те парĕç-ха хăçан та пулин. Ку ылханлă укçа-тенкĕпе хваттер илес марччĕ-ха. Юлнине ăçта та пулин урăх çĕре ярăпăр. Аннепе Петр Николаевич, Мария Архиповна вил тăприйĕсем çине палăк лартас шухăш пур ман.
— Илюш, мĕн тери телейлĕ пирĕн Саша. Çакăн пек тĕлĕнмелле ырă тус парнелерĕ ăна шăпа. Мĕнпе тавăрăпар сана? Мĕнле тав туса пĕтерĕпĕр? Сан шухăша ырламалла. Лартас палăк ырă çынсен ячĕпе, лартас.
— Эсир мана тахçанах тавăрнă. Эсир пулман пулсан эп ялти кĕтӳç ачи пулса юлăттăм. Саша пулчĕ ман çула уçса параканни. Эпĕ сирĕн умра парăмлă, эсир мар: эп вăрă е преступник ятне илтес тесе тытман вăл укçана. Кил, Саша, ыталам сана. Кулса кăтарт. Хăв урупа утса кил ман пата. Сан çутă куллу мана парас парăма тавăрса пани пултăр. Упра хăвна, сыхла.
Ыталарĕç туссем пĕр-пĕрне.
— Вăт, Вадим Васильевич, Галина Николаевна, сирĕн парăм татăлчĕ. Эсир Путишрен пĕр тенкĕ те кивçен илмен, Путиш сире пĕр тенкĕ те кивçен укçа паман. Сашăшăн халь тесен халь хам пĕвере кăларса пама хатĕр эп, анчах вăл нуша иртрĕ. Сывлăха пултăр.