Шурă хăйăрлă Атăл хĕрри.
Чĕрери çулăмпах-ши пĕри
Çырса хунă чĕрсе (ах, чарусăр!):
«Пурнăçа пĕлес çук юратусăр».
Нӳрлĕ хăйăр çинчи сăмахсем...
Çырана асамлатнă вĕсем.
Нихăçан çухалмассăн, хитрен
Курăнаççĕ мана инçетрен.
Тĕрлĕрен çав, чăнах та, тĕмен,
Улшăну пуласса та кĕтмен,
Хум килсе сапаларĕ «ю»-не,
Туйăм ларчĕ ытла та йӳне.
Пушă юлнă çав «ю» вырăнне
Çыртăм «ы», аптăранă енне.
(Мĕн иртни яланах таврăнусăр):
«Пурнăçа пĕлес çук ыратусăр.»