Авăнать шур хурăн, авăтать куккук,
Эп сана саватăп, эсĕ мана — çук.
Юнашар утатпăр: иккĕн — ик çулпа,
Куккукран килет пек санпа ман шăпа.
«Хăçанччен-ши кĕтĕп?» — ыйтрăм куккукран.
Авăтмарĕ урăх... Чĕрере — суран.
Эс сивлеккĕн култăн, пăр пекех куçу,
Ах, тинех ăнлантăм: малалла çул çук.
Сурана пăхмасăр, пухрăм та вăй-хал,
Ыр сунсах ăсатрăм, култăм, султам ал.
Çĕн сукмак шырарăм пĕчченех темччен,
Вăрманпа калаçрăм çут тĕнче çинчен.
«Ман пекех вăл пурнăç, пурнăç — сĕм вăрман,
Халиччен никам та хурсăр пурăнман...»
Чăтлăхлă вăрман-мĕн чăннипех — тĕмен:
Аякра сассу сан, эс мана чĕнен.
Акшарпа та чупрăм, ашрăм шурлăхра,
Пулăшма васкатăп: эс — хăрушлăхра.
Йăлăнса тинкертĕн, куçунта — вучах,
Ман куçра — шеллев те ырату анчах.
Чăтлăхра хăвармăп йывăр чух сана,
Ăнланса çеç илччĕ: кăткăс самана.
Чир-чĕрне эп сиплĕп — чухăн мар вăрман,
Чĕрери сураншăн эмел çук халь ман.
Каярах ăнлантăн: урăх малашне
Тăр-пĕччен хăвармăн сĕм вăрман ăшне...
Авăнать шур хурăн, авăтать куккук,
Эс мана саватăн, эпĕ сана — çук.