Т. X.
Халь — темĕнле тĕтрелĕх. Пуш тĕтре.
Сана мĕн пулнине хăш чух сасартăк
Ăнланнă пек те туйăнать, — унтан
Каллех — такам кăшт йăнăшрĕ-ши, тейĕн;
Эс — пур та пек, — тавăрăнма анчах
Темскершĕн юрамасть пек... Хăш чухне,
Каçпа, пĕччен юлсан, çак тĕлсĕр туйăм
Сăнарлана пуçлать — шавах пĕр майлăн:
Çӳретĕн пек таçта, уйра... Çав хирĕн,
Тен, ят та пур-тăр: «Çул вĕçленчĕ» евĕр
Янрать-тĕр — сассăр музыка пек... Эс
Кунта, иртнин манми пуплевĕпе,
Юлатăн-ха, — çаплах, ав, йăпататăн,
Тавах сана. Пире — тата — каçар:
Сăмахсăр — вăхăта ирттерейместпĕр,
Çаплах — паян та... Пӳлĕм алăкне,
Авалхи пек, кăшт хăваратпăр уçă;
Пĕлетпĕр — эсĕ килмĕн. Пурпĕрех
Çак тĕнчене тытса тăран тĕп вăйăн
Вĕç-хĕрсĕр çутинче эс пулмаллах-тăр;
Эпир шухăшлаймастпăр урăхла,
Вăхăтлăхра — тен, вăхăтлăх анчах
Çухалмалла пуль, — çапларах шутлатпăр,
Ун пек пулаймĕ — сан пек çутă чун!
Эс асăннă вĕç-хĕрсĕр вăй пире
Вăхăтлăхран иртсе çуталнă евĕр
Курнать — таçта... Пĕрпĕтĕм вĕçсĕр çутă,
Пĕр Вилĕмсĕрлĕх... — Пирĕншĕн, ан тив,
Вăл — ятсăр та, сăнарсăр та, — анчах
Тасалăх — юлмаллах тасалăхра,
Кам — тасарах санран? Мĕн — тасарах
Çав Вилĕмсĕрлĕхрен? Ун çутинче
Сана пиртен хăшĕ-пĕри тĕлпулĕ,
Çапла пулассине — кунта пĕлмесĕр.
Кунта вара, — халь мĕн эпир сунар? —
Хăвах-и пулăн, аçăмăр-и пулĕ,
Çапах, — хăть тĕлĕкре-и, — паллă пар;
Çук, ку та пулмĕ, — лайăхах пĕлетпĕр!
Ăнланаймашкăн май çукки пире
Халиччен çите-çите çапать, —
Пуçа алăсемпе ярса илсе
Ларатпăр, — шăпланать айван сăмах,
Хăй тивĕçсĕрлĕхне хăй туйнă евĕр;
Сăмахсăр ав тата йывăртарах
(Ав «Вилĕмсĕрлĕхе» те аса илтĕм,
Тен, ку та — ним калайманран анчах-тăр!
Шанатпăр та этем вĕçсĕрлĕхне,
Таçта-çке — вăл та!.. Çухату — кунта.
Шухăшлаври йăпануран эпир
Ниçта та, ниепле те тухаймастпăр,
Йăпатайми ăславлă йăпану
«Ку ен» анчах вăл, — ирĕксĕр тĕрек,
Унран тухма — хăрушă кăна мар,
Палли те çук — синкерлĕ «тепĕр енĕн»:
Ăçта тухас? Анкарайми «Ăçталăх»
Кĕртмест-çке, уçăлса, этем ăсне!
Халь — ик тĕнче: пĕри — хуравсăр шăплăх,
Тепĕринче, Тычина калашле:
«Йĕс трубасем йĕреççĕ... Ма йĕреççĕ».)
Тем калаçсан та, — мĕн-ха пирĕн пур?
«Сăмах çитмест» тени çеç пур, ачам;
Пурнаттăмăр — тус-йыш сăмахĕпе,
Кулленхипе, «ахăль» тенĕскерпе, —
Епле пулин те, çырлахар — унпах;
Сана кунта вăл кирлĕччĕ, — сана,
Кунта асра юлнăскерне, калатпăр:
Юратупа, чĕрӳйĕн çутипе
Кунта епле пĕлтерĕшлĕччĕ эсĕ;
Кунсем иртеççĕ... сансăр, теейместпĕр,
Сăмах та сансăр мар, тесе шанар,
Çак вĕçсĕр тĕнчере, — таçта пулсан та, —
Эс вăйсăр мар, пĕлтерĕшсĕр те мар;
Çак туйăмсăр эпир пурăнаймастпăр,
Çаплах савса çапла пурнакансем,
Эппин, санпа çапла эпир юлар.
1986, февраль