Хĕвелçаврăнăш эс акрăн
Сывлăм çунă лапама.
Халь чĕнет янравлă ахрăм
Ирĕн-каçăн такама.
Кар шăтса хăпарчĕ тикĕс.
Хĕр пулкки пекех, пăхсам:
Çăт тытан кĕпи сип-симĕс;
Пуç тавра сап-сар лавсан.
Çĕр ăна çапла çуратнă
(Те ку ырлăх, те инкек) —
Çаврăнать, пике юратнă
Каччине куç хывнă пек.
Тишкерсе пăхать хăюллăн
Йăлтăркка хĕвел çине.
Тăкăнать çут тенкĕн кулă
Кăвак çил серепине...
Серепи тулса та ларĕ,
Ну çапаххама та шеп:
Хĕвелçаврăнăш эп мар-и,
Эсĕ — куç илми хĕвел?
Йăл кулса çӳрен телейĕм
Ахрăм çеç пулсан вара,
Çут тĕнче варри эс тейĕн, —
Шав çӳретĕп сан тавра.