«Ан ман мана» текен вак чечексем...
П. Хусанкай
Ĕшнери пек, кĕртес
сăвва май пур таран:
е сасă ку, е — тĕс? —
«Ан ман мана, ан ман».
Тӳпе çеç — сăнакан
вĕсен вăййисене!
Пăшăлтату: «Ан ман», —
мана е ĕшнене?
Çак вăйă варринче
калам эп те: «Ан ман,
эс тĕнчере — тĕнче.
Ӳс — тӳррĕн. Ан аман».
Аплах пулаймасан
асил эс: тĕнчере
пăшăлтату: «Ан ман», —
пур — манăн чĕрере.
Чечекшĕн те — ĕлккен
сас пур — çын ăсĕнче.
«Ан ман!» — пĕр чĕререн
юлайтăр — тепринче.