Эп çывăрнă чухне те хăй ĕçне
Пĕрех тăвать стена çинчи ӳкерчĕк:
Пăхать — чуна çити — ман тĕлĕк витĕр
Египетри Хĕвел туррин сăнарĕ,
Шăп вăтăр ĕмĕр çакă çĕр çинче,
Халь тунă пек, тасан упраннăскер
(Вăл маншăн та çаплах, — таса, çап-çутă,
Ялан ялтрать — пуçелĕк тĕлĕнче), —
Эп ăшăнса сасартăк вăранатăп
Хам ăçтине тӳрех ăнкараймасăр;
Кăштах тăрсан — çапла туйма пуçлатăп:
Эп — пиллĕк-улттăра пек. Ман умра
Атте тăрать — ачашшăн тинкерсе,
Ун ăшă пичĕ витĕр ман çине
Пĕр пĕтĕмлĕ таса сăнар пулса
Пилленĕ евĕр тинкерет пек — халăх,
Египетçăсен мар... — Асаттесем
Чун-чĕм парса упранă тепĕр халăх;
«Çук ним те хĕвелтен аслăраххи», —
Тесе вĕсем паянлăхшăн юрланă;
Иккен, ак, «ют» сăнар та халĕ маншăн
Тăван сасса анчах вăратаять
Ман тĕлĕк витĕр ялтăранă май:
«Çук ним те — аттерен те аннерен
Хаклăраххи...» — Хама кăштах туятап
Эп пиллĕ тăхăм пек... Асаттесен
Çак сăмахне кăшт малалла тăсатап:
Çук ним те — халăхран тĕплереххи,
Вĕçĕмсĕрри... Ачаранпах чуна
Кашни сăн-питĕн çутипе кĕрсе
Унри кирек епле тарăнлăхран
Ĕмĕрлĕхри пекех тарăнраххи.