Хăш чух, хăш-пĕр аллăрисем те эпĕр
шкул çулĕнчи пек яшсене те тимлĕн
хисеплеме те, — тӳррĕн каласан, —
пĕлсех каймастпăр, — пур-çке çав «хăр-хар»:
ăна-кăна кăштах эп куркаланă.
Ав именсе хăшĕ-пĕри пире
айван çеç сăввине «кăшт» кăтартасшăн, —
юрать, — тем мар: кăштах пулсан, «кăштах
пăхса илетпĕр» (юрĕ-ха, хăш чух
ăшри «мăрт-мартлăха» пит кăтартмастпăр).
Тата — хăш-пĕр яшшийĕн, вĕрискерĕн,
пулать кăшт йăнăшни те, — кăшт тăхтар,
«сăтăрçăна» хӳтернĕн, йĕрлер мар
(кун пеккине те эпĕр куркаланă), —
шанни те кирлĕ, кăшт кĕтни те — пăсмĕ.
Эс акă — аслă: пысăк ĕçӳпе,
тата — «тур панипе» те... Пул эс — аслă
кăшт — халăхри пек: акă çакă яшшăн
ӳсĕмӳпе — ун ашшĕ евĕр эсĕ,
çавна ас ил-ха... — Ав куçран пăхать вăл.
...Сăвва — «асаилӳ» тесе пуçларăм,
эппин, асаилӳпелех — вĕçлем.
Вунтăххăрта эп. Хусанкай ун чух
çитмен хĕрĕх çичче те... Эп каятăп
института, — сывпуллашмашкăн кĕтĕм,
час — пуйăс та... Калаçура сасартăк
йăл куллипе çиçет ак Петр Петрович:
«Чим, «йĕлтĕрçĕ», сан йĕлтĕрçĕ костюмĕ
пырать пек те, çаннийĕ авă шăтнă.
Хыв хăвăртрах. Наччас ăна саплатăп».
(Анне вĕрентейменччĕ сапламашкăн
çакна ялан пĕр хăй çеç тунипе.)
...Кайран автобуса çити ăсатрĕ
«ман Моцарт», — кăшт уксахлакан Поэтăм
(тăтăшрахах чирлетчĕ вăл ун чух):
— Ну, «йĕлтĕрçĕ», ларах эппин, вĕçтер,
çитсессĕнех кĕскен çырса пĕлтер.
(Шалтăртатать вакун... Пăхса ларатăп
чавса çинчи типтерлĕ саллăка:
«Реликвийĕм», — тесе пăшăлтататăп.)
...Шăп çавăн чух-ха, — хăш-пĕр «кайăксем»
«чăрсăртарах» улт-çич айван йĕркемшĕн,
вăрра йĕрленĕ пек, хыçран çӳретчĕç.
(Кăшт ырăпа канашлани-сунни
çителĕклĕ те пулнă тетĕп халь.)
Анчах сăвва вĕçлем ӳпкев таврашсăр:
тав сăмахне — çапах — сивĕтем мар.
Ыттисене калас тени те пултăр
малтан (кирек ниме пăхмасăр) — хамшăн,
«ответлăх» тенине малтан эп хăм
(ăшра «аттелĕх» туртăмĕ тесе)
кăшт каярах пулин те, — вĕренем:
пил пек туйса — ăша пил пек хывам.