Н. Киркина
Курăп эп — пăхмасăр,
илтĕп — тăнламасăр:
асăмрă пăлханĕ
хирĕм çил-тăманĕ.
Сунмăп та ыйтмашкăн:
çав çилре пулмашкăн, —
пĕр пулсах — янратпăр!
Пĕр чун пек канатпăр.
Каç. Таçта — Çĕньялăм,
çул çинчи ман паллăм, —
кăшт хура, кăшт шурă...
Çил те эп — пĕр юрă.
Ял — чĕремĕр пирĕн,
манăн, юрăн, хирĕн!
Ун тавра кĕрлетпĕр,
илттĕрччĕ теетпĕр.
Ак вăл. Çаврăнатпăр,
юр хӳсе юрлатпăр;
ял канать илтмесĕр,
кăшт çакна сисмесĕр:
тăманра — ман сассăм,
садсенче — ман асăм,
ăссенче те пур-тăр.
...Ыйхăр лăпкă пултăр!