А. Хусанкая
Тĕлĕретĕн. Халь вĕсем
Сан куçна тек курăнмаççĕ.
Сас пулса çеç тĕсĕсем
Ылтăн гимн янăратаççĕ.
Тĕлкĕшӳ те янăрав
Ыйхăра ирччен упранĕ.
Шур тĕсрен — шур хăнкăрав,
Тĕм-хĕрли те — тĕсĕн чанĕ.
Мĕн ку?—тетĕн. Вăранан.
Каç çаплах кĕрлет тухатнăн,
Вĕç-хĕррисĕр пĕр орган
Сан асна та янăратнăн.