Паруйр Севака асăнса
Чунăн лăпкă тĕнчинче
вăрттăн, çулăм пек çунса
Лорин шурă çутинче
тунсăх ӳсрĕ нĕр туса:
шухăшра ман ирсерен
пурччĕ пĕр сăнар ялан:
анас пекчĕ ту çинчен
эс — вĕри куллупалан;
сăвăллă повеçӳнтен
(вĕçлеймерĕн-çке, пиччем)
янăратчĕç пек хуллен
кредо евĕр йĕркисем, —
ту çинче те айлăмра
санăн халалу пулса
илтĕнетчĕç пек асра:
«Çын ан уттăр манăçса —
ыттисемшĕн çулхыван,
вăл ан пултăр — таптакан;
чун ыратнă вырăнта
ан шыратăр вăл янтта;
ан шыратăр нимĕн те
çын куççулĕ пур тĕлте...»
Çакă тимлĕ сăмахсен
вĕçсĕр ахрăмĕ пекех
çĕкленетчĕç чул тусем
сан çĕрӳн талккăшĕпех;
кĕлчечекĕн хĕмĕпе
ман юна вĕрилетсе,
çӳл Сăмах тупсăмĕпе
тĕвĕри пек пĕрлешсе,
ĕмĕрхи Кĕнекинчен
тăванла тĕрек пама
сан сăнарлă Эрмен ен,
пил пек, кĕчĕ шăпама —
сан вĕри сăмахусен
чул çинчи пек тĕррипе!..
«Тусăм» теттĕмччĕ унччен,
сансăр, халăх йăлипе,
«Тав, Вартеп, тавах, Ăста», —
терĕм сан çĕршывунта.