Ак юрă. Е пĕччен, е иккĕн-виççĕн,
Е вуннăн-çирĕмĕн ăна юрлатпăр.
Вăл — пĕлĕт мар, хир мар, вăл космос мар.
Вăл — сакăр çаврăм. Вăхăчĕ те унăн
Юрлас пулсан кăшт çеç — сехетĕн пайĕ:
Ун чĕрĕкĕн çурри те пулас çук.
Анчах эп унăн виçине пĕлместĕп.
Хиртен вăл анлă. Вăл — халь пурнакан —
Мĕльюнлă халăхран та анлăрах:
Унра — ăна пĕрремĕш хут юрланă
Этем çеç мар,— мĕнпур историре
Хальччен юрланă пĕтĕм çын. Кашнийĕ.
Кашнийĕн туйăмĕ, — çак тĕнчере курни:
Тахçан такамшăн ялтăранă çăлтăр,
Тата — кайран — юлашки хут такамшăн
Хĕрелнĕ шуçăм... Çакă юрăра —
Пĕр пĕтĕмлĕ пĕр халăх: пуррисем,
Тахçан пур пулнисем, пулассисем,
Тӳпе те Çĕр... Мĕн евĕр Вилĕмсĕрлĕх!
Мĕй евĕр — Вĕçсĕрлĕх. Мĕн евĕр — Анлăлăх.
Çапла вăл, — «пĕчĕк юрă». Ак ăна
Хуллен пĕччен эс юрлама пуçлатăн,
Ним шутламасăр... Ху çав самантра
Ун пĕчĕк «вăхăчĕн» ăшне кĕрӳçĕн
Кĕретĕн — ун мĕн пур Вĕçсĕрлĕхне.
Эс халь — унра. Кайран — ăна юрлаймăн,
Çур ĕмĕртен-и пулĕ ку, ыран-и, —
Шăпланăн эсĕ... Çук, — шăпланăн темĕп.
Чĕррисемпе эс пулмăн. Пур пĕрех
Çак юрă — янрĕ, эс юрлаканскер,
Шăпланăн та — çак юрăра эс юлан.