Э. Юрьева
Ак сăрт-тусен вăхăчĕ...
Гийом Аполлинер
Таçта çуралакан сассен
çӳçентерӳллĕ тĕтринче
органăн вĕçленми хоралĕ
йывăрланса çĕкленнĕ май
ылтăнланма пуçланă евĕр,
пур маншăн — тĕрлĕ илемрен
чи тĕплĕ, манăçми Илем:
вăл — Çĕрпӳ енĕн сăрчĕсем, —
эп вĕсенчен инçе чухне
вĕсен тĕлĕкри пек кĕрлевĕ.
Çав сăртсене аса илсен
«Алран кайми аки-сухи»
таçта пуçлать пек янрамашкăн, —
каçхи хир тăрăх ман ăсра
мăн йыш çул тытнăн васкамасăр;
эп вĕсенчен инçе чухне
ăрша хумĕсенче вĕсем
пурнаççĕ пек, стихия евĕр:
кăштăртату, пăшăлтату,
чĕр кĕмĕл пек чĕтрев илемĕ...
Çĕр тăрăх халăхăн хунтин
тĕрекĕсем вырнаçнă пек,
вĕсен мĕлкисене куратăп;
çав çĕрсенчи çут сывлăш та
таçти юратнă чун пек çывăх;
вĕсен сăмахсăр кĕввинче —
ача-пăча, атте-анне,
ял-йыш, пускил... — юратнă халăх!..
Тен, ман сасса та вĕçленсен
çав пиллĕ кĕрлевре тĕл пулăр.