I
Ку тăрăхра Хирпи ялĕ чи пысăккисенчен пĕри. Кунта ултă яла пĕрлештерсе тăракан «Авангард» колхоз правленийĕ, çыхăну уйрăмĕ, вăтам шкул, виçĕ пысăк лавкка, пульница, Культура керменĕ, ача пахчи вырнаçнă. Ял çыннисемшĕн ĕçĕ те çителĕклĕ: колхоз выльăх чĕрлĕх — ĕне, сысна, сурăх, лаша — самăртать, пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерет. Улма-çырла сачĕ те пур.
Хуçалăха çак ялтах вăтам шкул пĕтернĕ, ӳссе çитĕннĕ Василий Михайлович Ионов ертсе пырать. Вăл çамрăк-ха, вăтăра та çитмен. Ял хуçалăх институтĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă та тăван ялах таврăннă. Парти райкомĕпе район ĕçтăвкомĕ çамрăк специалиста хăйсемех вĕрентсе кăларнă: Василий Михайлович колхоз стипендиачĕ пулнăскер. Çемье çавăрма ĕлкĕреймен-ха.
Ăна ытла та пысăк хуçалăха тытса пыма Саратоври аслă парти шкулĕнче туптаннă Николай Сергеевич Кузнецов пулăшать. Колхозăн парти организацийĕ пĕчĕк мар — çĕре яхăн коммунист. Хирпи ялĕ хуларан аллă çухрăмра кăна вырнаçнă пулин те, ялта çамрăксем тытăнса тăраççĕ-ха. Комсомолпа профсоюз организацийĕсем председателе социаллă тата культурăпа, спортпа çыхăннă ыйтусене тивĕçлĕн пурнăçлама хавхалантарса тăраççĕ.
Çапла майпа «Авангард» колхоз ятне туллинех тивĕçтерет. Вăл районта кăна мар, республика шайĕнчех палăрса тăрать. Хуçалăх çитĕнĕвĕсемпе кӳршĕ облаçсем интересленеççĕ: кунта ĕç меслечĕпе паллашмалли тĕлпулусем, семинарсем, çавра сĕтелсем иртеççĕ...
Елена Сидоровна Павлова — ял Совечĕн председателĕ — республика шайĕнче районта иртнĕ канашлуран яла парторг машини çине ларса таврăнма шутларĕ. Республика активĕ район центрне — Александровкăна — пуçтарăнса питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва сӳтсе явнă.
Парторг руль умне хăех ларчĕ. Водителĕ — Николай — мăшăрне ача çуратмалли пульницаран илме кайнă.
Елена Сидоровна ку тăрăхра çуралса ӳсмен. Ашшĕ-амăшĕ Хирпи ялне Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсанах ялти вăтам шкула направленипе килсе вырнаçнă. Вĕсем виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне пĕрлешнĕ. Часах хĕр пĕрчи — Елена — çут тĕнчене килнĕ.
Унтанпа вăтăр пилĕк çул иртнĕ ĕнтĕ. Елена ӳссе çитĕннĕ. Ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт колхозра выльăх тухтăрĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Халĕ ял Совечĕн ертӳçи.
Илемлĕ те питĕ ăслăскерĕн хĕрарăм телейĕ çеç тымар ярайман: мăшăрĕпе уйăха яхăн кăна пурăнма ĕлкĕрнĕ — Евгений хĕсметрен таврăнайман, çĕршывсем хушшинчи тивĕçе пурнăçласа пуçне хунă.
Ытла пысăк хуйхăпа хĕрарăм çуралма ĕлкĕреймен пепкине çухатнă. Паян ашшĕ-амăшĕ патĕнче пурăнать. Пĕчченлĕх туйăмне кулленхи ĕç-пуçпа саплаштарать.
Николай Сергеевич руле тимлĕн те çирĕп тытса пынă хушăрах хĕрарăмпа калаçу пуçарса ячĕ.
— Елена Сидоровна, эпĕ сана нумайранпа пĕлетĕп. Ман куç умĕнче ӳссе çитĕннĕ темелле, — терĕ парторг васкамасăр. — Пăхатăп та сан çине — чĕрем хĕсме тытăнать. Çамрăк та питĕ кăмăллă, тарават пике пĕчченех пурнăç авăрĕнче çаврăнать. Евгений çут тĕнчерен уйрăлнăранпа самай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Эсĕ вара çав-çавах пĕччен.
— Эпĕ пĕччен мар, Николай Сергеевич, манăн атте-анне пур, ман пата куллен вуншар çын тĕрлĕ ыйтупа пырать.
— Çук, эпĕ урăххи çинчен калатăп. Хĕрарăм телейĕ çинчен. Ăна ăшăтса та вăй-хал парса пыракан вăйлă туйăм çинчен.
— Ăнланатăп, парторг юлташ. Тĕрĕс, пĕччен пурăнма йывăр, тунсăхлă. Пурнăçшăн, телейшĕн кĕрешмеллех. Арçыннисем пур-ха вĕсем: куçран пăхаканнисем те, вылявлă шухăшлисем те, чĕрисене парнелеме хатĕррисем те... Анчах... Женя... — терĕ чĕтрекен сассипе хĕрарăм.
— Каçар, Елена Сидоровна, йывăр ыйту хускатрăм.
— Темех мар, Николай Сергеевич, эпĕ хăнăхнă ĕнтĕ пĕччен пурăнма. Çитменнине, эпĕ Сире атте-аннене хисепленĕ пекех сума сăватăп. Эсир кампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлетĕр. Женьăна урăх арçынпа улăштарма хал çитерейĕп-ши? Вăл çăтмахран манăн кашни утăма сăнаса тăнăн туйăнать. Нихăçан та урăххине чун йышăнмĕ.
— Нихăçан та тесе нихăçан та ан кала, хĕрĕм. Пурнăç вăл — чăн-чăн ăсчах.Пурне те хăй вырăнне лартать. Юрату тени вăл пире пăхăнмасть, туйăмĕ пушар евĕр систермесĕрех çунтарса яма пултарать. Ав пирĕн председатель — Василий Михайлович — хăш енĕпе начар каччă?
— Василий Михайлович-и? Пур енĕпе те пултаруллă, килĕшсе тăракан çамрăк. Ырă кăмăллă, илемлĕ... Артист! Анчах унăн савнă хĕрĕ пур теççĕ мар-и? Пĕрле вĕренни. Халĕ хулара ĕçлет теççĕ.
— Темĕн, Елена Сидоровна, хулара ӳссе çитĕннĕскер яла куçса килĕ-ши? Василий Михайлович та çĕр ачи, тăван тăрахран тухса каясшăн мар.
— Савнийĕпе пурнăç йĕркелесе яраймасан пирĕн тăрăхра манран çамрăккисем, качча кайса курманнисем те нумай. Колхоз председателĕн мăшăрĕ пулма хапăл тусах килĕшĕç. Юрату туйăмĕ пулмасăрах.
— Çук, хĕрĕм, сан пеккине тупас тесен кăнтăр кунĕнче хунар çутса шырамалла. Çитменнине, эпĕ тахçанах асăрханă, Василий Михайлович сан çине пачах урăх куçпа пăхать. Туятăн-и?
— Николай Сергеевич, Эсир мана вĕрилентерсех ятăр. Пулма пултараймасть. Эпĕ... Эпĕ...
— Хĕрĕм, çиле хирĕç утма йывăр пулсан та питне ан хупла. Çурăмпа çаврăнса ан тăр. Тен, телей кайăкĕ хăв таврашăнтах вĕçсе çӳресе йăва çавăрасшăн-тăр, — терĕ парторг çумĕнче ларса пыракан çамрăк хĕрарăма куçĕпе çупăрласа.
«Авангард» колхоз кăçал нихçан пулман тыр-пул, пахча çимĕç, улма-çырла пуçтарса илчĕ. Çĕнĕ çул умĕн ултă ялăн чи хастар çыннисем Культура керменне пуçтарăнчĕç. Райкомран, райĕçтăвкомран килсе çитнĕ пуçлăхсем, колхоз ертӳçисем çĕршыв наградисене тивĕçнĕ механизаторсене, комбайнерсене, водительсене... саламларĕç, хаклă парнесем пачĕç.
Колхоз председателĕ Раççей ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата тĕп агроном Тутар АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ ятсене тивĕçнине пĕлсен пухăннисем ура çине тăрса тăвăллăн алă çупрĕç.
Елена Сидоровна пуринчен ытла председательшĕн савăнчĕ. Чунĕ çунатланнине туйрĕ. Чĕри кăкăрĕнчен сиксе тухасла тапрĕ.
«Мĕн пулчĕ-ха? Мĕншĕн çав териех хăпартланатăп? Çынсене курăнман пирĕшти пулса вĕçсе каяс, Василий Михайловича çунатăмсемпе сĕртĕнсе ачашлас килет. Нивушлĕ Николай Сергеевич калани председательпе манăн хушăри инçелĕхе çывăхлатма çул уçрĕ? Ахалех ĕмĕтленетĕп. Пулма пултараймасть. Парторг та асамçă мар, ахаль çынах. Тен, çак туйăм чĕремре кĕл ăшĕнчи сӳнме ĕлкĕреймен кăмрăк пек йăсăрланса тăнă? Çук... Çук...», — шухăшларĕ хĕрарăм хăйĕнчен хăй хăраса тата вăтанса.
— Юлташсем, савăнăçлă пуху вĕçленчĕ. Пурне те столовăйне чей ĕçме йыхравлатăп, — терĕ председатель уçă сассипе.
Елена Сидоровна çакăн хыççăн тин шухăшлав ыйхинчен вăранса кайрĕ. Йĕри-тавралла пăхкаларĕ. Пухăннисем пĕр-пĕринпе савăнăçлăн калаçса алăк патнелле утаççĕ. Хĕрарăм çеç вырăнтан тапранаймарĕ. Ăна, калăн, тенкел çине çыхса лартнă.
— Елена Сидоровна, тархасшăн, хăналанма пурне те чĕнтĕм, — терĕ колхоз председателĕ хĕрарăм умне чарăнса.
— Каçарăр, Василий Михайлович, тем пулчĕ, шухăшсен авăрне путрăм та... Сире тава тивĕçлĕ ят панă ятпа саламлатăп.
— Тавах.
Уяв каçĕ çур çĕрчченех тăсăлчĕ. Çемьеллисем кайса пĕтсен çамрăксем çĕнĕрен тапранса кайрĕç: ташларĕç, юрларĕç, вăйăсем вылярĕç.
Елена Сидоровна çамрăксен хушшинче нумаях пулмарĕ. Хывăнса тумтир çакмалли пӳлĕм алăкĕ патне пырса тăчĕ. Сурăх тир кĕрĕкне аллине тытнăччĕ кăна:
— Пулăшма ирĕк парсамăр, — илтĕнсе кайрĕ палланă арçын сасси.
Хĕрарăм çаврăнса пăхрĕ те хыçалта Василий Михайлович тăнине курчĕ.
— Василий Михайлович, Эсир хăнасемпе пĕрле мар-и? — терĕ пăлханма тытăннă хĕрарăм.
— Вĕсем столовăйне те кĕмерĕç. Васкасах çула тухрĕç. Эсир ăçта васкатăр? Савăнмалли самант çамрăксемшĕн пуçланчĕ кăна-ха, — терĕ председатель хĕрарăма кĕрĕкне тăхăнма пулăшса.
— Çамрăксене çутăличчен савăнни те килĕшет. Эпĕ ватăлнă ĕнтĕ, — терĕ Елена Сидоровна.
— Тупăннă ватăлнă карчăк. Тĕкĕр çине пăхăр-ха, Сиртен çамрăккине тупаймăн. Çак шухăша чунăртан кăларса пăрахăр. Елена Сидоровна, аттепе анне Çĕнĕ çул кĕтме тетесем патне хулана кайрĕç. Эпĕ Сире улаха чĕнетĕп.
— Аван мар, Василий Михайлович. Аттепе анне те кĕтсе ывăнчĕç пулĕ. Çынсем мĕн шухăшлĕç?
— Кайран хамах килĕре леçсе ярăп. Аçупа аннӳне веçех ăнлантарса парăп. Çĕнĕ çул каç халăх çывăрмасть: канать, савăнать... Çулталăк хушши тар тăкса ĕçленĕшĕн савăнни çылăх мар. Кофе ĕçĕпĕр. Калаçкаласа ларăпăр...
— Эсир мĕншĕн çамрăксемпе юлмарăр? Хуларан килнĕ чиперккесем нумайччĕ... — сăмах хушрĕ хĕрарăм.
— Хăвăрах пĕлетĕр, колхоз председателĕ çамрăксен хушшинче йăлăхтармалла пулни вырăнлах мар. Вĕсене вăтантарнă кăна пулăттăм.
— Эсир ватă çын мар...
— Калаçса татăлтăмăр: эпĕ те, Эсир те ватăсем мар. Вĕсемпе пирĕн хушăмăрти статус ирĕке ямасть. Вăт çапла... Кайрăмăр, — терĕ председатель.
— Пыма — пыратăп, анчах самантлăха çеç...
Ионовсем шатрун çуртра пурăнаççĕ. Ăна çĕнĕ те, кивĕ те теме çук. Анчах питĕ хăтлă. Тирпейлĕ. Ирина Митрофановнапа Михаил Макарович вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайни нумаях пулмасть-ха. Вĕсен виçĕ ача. Аслисем хулара çемйисемпе пурăнаççĕ. Аслă пĕлӳллĕ специалистсем. Кĕçĕнни — Василий — пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕв тунă.
— Салтăнăр, пӳртре ăшă, — терĕ Василий Михайлович хĕрарăма кĕрĕкне хывма пулăшса. — Эпĕ сĕтел çине майлăп.
Елена Сидоровна тапочкă тăхăнчĕ те телевизор умне ларчĕ. Шухăша путрĕ.
«Хама тĕлĕкри пек туятăп. Ĕненес те килмест: эпĕ — председатель килĕнче. Вăтанатăп: эпĕ унран пилĕк çул аслă хĕрарăм. Хама мĕнле тытмалла? Унпа еплерех калаçмалла? Василий Михайлович киле ăсатма кайнине кам та пулин асăрхасан? Çухалсах кайрăм...» — куçне хупсах нушаланчĕ хĕрарăм.
— Хатĕр, Елена Сидоровна, кухньăна чĕнетĕп, — терĕ председатель пуçне тайса.
Сĕтел çинче тин çеç вĕресе кайнă тĕслĕ сăмавар чашкăрса ларать. Ĕçме-çими те тĕлĕнтерсех ярать, çителĕклĕ. Чей чашăкĕсене, турилккесене, çимелли хатĕрсене эрешлĕ салфеткăсем çине вырнаçтарнă. Сĕтел варринче — шампански эрехпе коньяк кĕленчисем.
Кил хуçи хăнана сĕтел хушшине лартса сăйлама тытăнчĕ.
— Каçарăр, Елена Сидоровна, васканипе кĕреке тирпейлех пулмарĕ те...
— Василий Михайлович, Эсир çакăн пек тараватлă кил хуçи пулнипе тĕлĕнсех кайрăм. Калăн, çак кунчченех пĕр-пĕр чаплă ресторанта официантра ĕçленĕ пек туйăнать.
— Эсир пирĕн патăрта пĕрремĕш хут хăнара. Çитменнине — Çĕнĕ çул. Праçник сĕткенне — шампански эрехе — тутанса пăхмах тивет, Елена Сидоровна, — терĕ председатель пысăк черккесене кăпăкланса тăракан шĕвеке тултарса.
Черккесем пĕр-пĕрне хистемесĕрех пушанчĕç.
— Елена Сидоровна, атьăр паянтан хамăр хушăра пĕр-пĕрне ятран чĕнер. Эпĕ ĕçре кăна хама «автан» пек туятăп. Мĕн калаçмалли те шыв юххи пек шăнкăртатса «юхать». Сан умăнта вара çухалсах каятăп. Чĕлхе çаврăнми пулать.
— Эсир... Эс... Мана вăтантаратăн. Мĕнех, хирĕç мар. Пĕр-пĕрне ятран чĕнни чунсенче шанчăклăх çуратать. Анчах... Вася... Васкамастпăр-ши?
— Çук, Лена, шăпах вăхăчĕ çитнĕ. Эпĕ сан çине тахçаннах урăх куçпа пăхатăп. Сăнатăп. Тертленетĕп. Çĕнĕ çул çак туйăмсене уçса панипе пуçланни — ырă пĕлтерĕш.
Вася пĕчĕк черккесене коньяк ячĕ.
— Лена, хамăр мĕн килĕшсе татăлнине хаяртарах шĕвекпе çирĕплетер.
— Ытлашши пулмĕ-ши? Эпĕ юлашкинчен хăçан эрех тутанса пăхнине те маннă.
— Урăх ĕçмĕпĕр. Эпĕ те сăра-эрех тенине кăмăлласа каймастăп. Хамăн шухăшсене сана пĕлтермелли çул уçăлнăшăн савăнатăп. Эсĕ мана питĕ килĕшетĕн. Юрататăп эпĕ сана...
Лена, куçĕ куççульпе йĕпеннине туйса, пуçне пăрса шă лса илчĕ.
— Хăратăп. Çак кунччен никам та çак сăмахсене каламан. Каласса кĕтмен те, ĕненмен те. Эпĕ кам? Хĕр мар. Тăлăха юлнă мĕскĕн хĕрарăм.
— Хăвна хăв ан тирке, Лена. Эсĕ упăшкăна улталаса тĕнче касса çӳрекен юхха хĕрарăм мар. Сан çулу çинче тĕл пулнă инкек ĕмĕрлĕхех манăнтăр. Çук, эпĕ Женьăна манса кай, ун çинчен урăх ан шухăшла тесе çирĕплетесшĕн калаçмастăп. Вăл пуçне хунăранпа нумай çул иртнĕ. Ирĕк парсан — эпĕ сана алă çинче йăтса çӳреме хатĕр. Ирĕк пар, тархасшăн, юратма...
— Аçу-аннӳ мĕн калĕ? Качча кайса курнă хĕрарăмпа çемье çавăрма хатĕррине пĕлсен тарăхмĕç-ши?
— Вĕсем манăн çав тери ăнкаруллă та ырă кăмăллă, маншăн тем тума хатĕр. Сана та тахçантанпах пĕлеççĕ. Хисеплеççĕ.
Çамрăксем коньяк черккине пушатсан хăйсене ирĕклĕхе тухнине туйса илчĕç. Вася магнитофонне хута ячĕ. Юрий Антонов шăрантарнă çепĕç юрă сăмахĕсем вĕсене пĕр-пĕрне мĕн калассине туйтарчĕç...
Антонина Степановнапа Александр Григорьевич Павловсем Хирпи ялĕн вĕçĕнче пурăнаççĕ. Хĕрĕ, нихçан çука, халиччен килне таврăнманнипе хăраса ӳкрĕç. Ирхине тăватă сехетре чӳречерен шакканипе шартах сикрĕç. Чӳрече патне харăссăн чупса пычĕç. Каррине сирсе урамалла тинкерчĕç.
— Кам унта? — ыйтрĕ Антонина Степановна ăшне кайнă сассипе.
Александр Григорьевич хĕрĕн мĕлкине палласа илчĕ.
— Лена ку, ун çумĕнче — арçын.
Пӳрте хĕрĕпе колхоз председателĕ кĕрсен Павловсем тĕлĕнсех кайрĕç.
— Василий Михайлович? — терĕ кил хуçи.
— Хĕрĕм, ку мĕне пĕлтерет? — ыйтрĕ чĕтревлĕ сассипе Антонина Степановна.
— Веçех йĕркеллĕ Александр Григорьевич, Антонина Степановна. Сире Çĕнĕ çул уявĕпе саламлатăп. Тархасшăн, Ленăна ан вăрçăр, айăпĕ — манра. Эпĕ ăна савăнăçлă пуху хыççăн улаха чĕнтĕм. Аттепе анне хулана кайнă. Кăштах калаçса лартăмăр. Хăналантăмăр. Ан пăшăрханăр, пирĕн хушăра сирĕншĕн намăсланмалли нимĕн те пулман, — терĕ председатель Ленăна калаçма памасăр.
— Амăшĕ, вăран, пирĕн пата хăна килнĕ. Ĕçме-çиме хатĕрле.
— Нимĕн те кирлĕ мар, маншăн ан пăшарханăр. Эпĕ Ленăна çеç ăсатма килтĕм.
— Мĕн пăшăрханмалли, Лена Сирĕн патăрта хăнара пулнă, халĕ пирĕн хăналамалла, — терĕ Александр Григорьевич хĕрĕпе мăшăрне васкатса.
Пурте сĕтел хушшине вырнаçсан кил хуçи сăмах илчĕ.
— Тавах Сире, Василий Михайлович, хуçалăха пĕлсе, тăрăшуллă ертсе пыратăр. Пире, тивĕçлĕ канăва кайнисене те, манса каймастăр. Пурнăç аванланса пырать. Çак черккесене Сирĕн сывлăхăршăн, хуçалăх малашлăхĕшĕн пушатар, — терĕ кил хуçи чи малтан ĕçсе ярса.
— Хăвăра тав, Антонина Степановна, Александр Григорьевич! Ял Советне сирĕн тĕпренчĕкĕр ертсе пырать. Вăл та ял çыннисем лайăхтарах пурăнччăр тесе ырми-канми ĕçлет. Колхоз правленийĕпе ял Совечĕ пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса вăй хуни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн сывлăхăршăн! — терĕ черккине пушатса колхоз председателĕ. — Халĕ тĕп хыпар: эпир Ленăпа пĕр-пĕрне юратнине туйса илтĕмĕр. Хамăр шухăшăмăрсене уçса патăмăр. Эсир хирĕç пулмасан çемье çавăрма та хатĕр.
Павловсем ку хыпара илтсен тĕлĕнсех кайрĕç. «Колхоз председателĕ пирĕн хĕрĕмĕре çураçать...» — мĕлтлетрĕ пуçĕсенче пĕр харăссăн кĕтмен çĕртен çуралнă шухăш.
— Ку пирĕншĕн, паллах, пысăк чыс, — терĕ Александр Григорьевич. — Сирĕн тĕллевĕрсене хирĕçлеме сăлтав çук. Телейлĕ малашлăх сунатпăр. Çапла-и, амăшĕ?
— Тĕрĕссине калатăн, ашшĕ. Эпĕ сирĕн шухăшăрсене ырлатăп. Анчах Ирина Митрофановнапа Михаил Макарович мĕн калĕç? — терĕ куçне шăлса Антонина Степановна.
— Ку ыйтăва хам çине илетĕп, — терĕ савăнăçне пытармасăр Василий Михайлолвич.
Хăна Павловсем патĕнчен çутăласпа тин кайрĕ. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕ Хирпи ялне хĕвелĕн пĕрремĕш çутă пайăркисене парнелерĕ.
II
Çĕршывра XXI ĕмĕрĕн пĕрремĕш çулĕ вăй илсе пырать. Çурла уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăх вĕçĕ, виççĕмĕш вунă кунлăх пуçламăшĕ.
Ионовсем — Елена Сидоровнапа Василий Михайлович — автансемпе пĕрлех вăранчĕç. Ял Совечĕн пуçлăхĕ кил хуçалăхĕсенчен ирхи сăвăма пуçтаракансен ĕçне, колхоз председателĕ уй-хирсенче тыр-пул пухса кĕртес ĕçсем мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕслеме кайма пуçтарăнаççĕ.
— Лена, телевизорпа ултă сехетри хыпарсене итлер-ха, — терĕ кил хуçи сĕтел хушшинче ларнă хушăра.
« В связи с невозможностями по состоянию здоровья исполнение Горбачевым Михаилом Сергеевичем обязанностей Президента СССР и переходом в соответствии со статьей 127.7 Конституции СССР полномочий Президента Союза ССР к вице-президенту Янаеву Геннадию Ивановичу...» — янăраса кайрĕ диктор сасси.
Лена çак вăхăтра тумланма тесе малти пӳлĕме кĕнĕччĕ.
— Лена! — кăшкăрса ячĕ Василий Михайлович. — Хăвăртрах кил! Диктор Совет руководствин заявленине вулать. Влаçра — пăлхав! Каварçăсен ушкăнĕ патшалăх влаçне ярса илме хăтланать...
Колхоз председателĕ правление çитсенех райкомран шăнкăравларĕç. Район активне черетсĕр канашлăва пуçтараççĕ. «Авангаод» колхоз ертӳçисем те район центрне васкарĕç...
Совет Союзĕнче çурла уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче ГКПЧ (путч, пăлхав) пулса иртет. Ăна СССР оборона совечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ О.Бакланов, СССР КГБ председателĕ В.Крючков, СССР шалти ĕçсен министрĕ Б.Пуго, СССР хресченсен союзĕн председателĕ В.Стародубцев, патшалăх предприятийĕсемпе хуçалăхĕсен пĕрлĕхĕн президенчĕ А.Тузяков, СССР оборона министрĕ Д.Язов, СССР Президенчĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Г.Янаев йĕркелеççĕ.
Пăлхавçăсене хирĕç кĕрешекенсене РСФСР Президенчĕ Б.Ельцин ертсе пырать. РСФСР премьер-министрĕ И.Силаев тата РСФСР вице-президенчĕ А.Руцкой РСФСР Верховнăй Совечĕн чрезвычайлă сессийĕн йышăнăвĕпе М.Горбачева хăтарма каяççĕ.
1991 çулхи чӳкĕн 6-мĕшĕнче РСФСР Президенчĕ Борис Ельцин çĕршыври коммунистсен партийĕн ĕçĕ-хĕлĕ тĕпленсе ларасси çинчен хушу çирĕплетет.
Çĕршывра ахăрсамана пуçланать: ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсем панкрута тухма тытăнаççĕ...
1991 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Б.Н.Ельцин çĕршыв президенчĕ пулса тăрать. Вăл çĕршыва 1999 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен ертсе пырать.
Раштавăн 31-мĕшĕнче Çĕнĕ çул чĕнĕвĕнче отставкăна кайнине пĕлтерет. Раççейре Владимир Путин самани пуçланать...
Çапла майпа «Авангард» колхозри парти, комсомол организацийĕсем сапаланса каяççĕ. Хуçалăх панкрута тухать. Ял Совечĕ вырăнне ял тăрăхĕсем, вĕсен администрацийĕсем йĕркеленеççĕ.
Ионовсен пурнăçĕ те тĕппипех улшăнать. Елена Сидоровна Хирпи ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕнче вăй хума тытăнать. Василий Михайлович тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтерекен фермер хуçалăхне йĕркелесе ярать.
Юлашки вунă çулта вĕсем ашшĕ-амăшĕсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕç. Пĕр çемье валли туса лартнă хăтлă çуртра — коттеджра — пурăнаççĕ. Яланхи пекех пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнакан мăшăра çемьере ача-пăча пулманни кăна хăш-пĕр чухне канăççсăрлантарать. Кун пирки вĕсен хушшинче çемье çавăрнă хыççăн икĕ çултан калаçу пулса иртнине паян Ионовсем асăнасшăн та мар...
Мăшăр пульницара тĕплĕн тĕрĕсленнĕ хыççăн Василий Михайлович:
— Лена, сăлтавĕ манра. Тен, уйрăлăпăр? Эсĕ çамрăк-ха, ача ашшĕ пулма пултаракан сывă арçынна тĕл пулăн. Санăн унран ача çуратса хĕрарăм телейне тупмаллах. Маншăн ан пăшăрхан. Пĕтĕм кил-хуçалăха сана парнелесе хăварса арçынсен мăнастирне вырнаçăп. Ман сана, чи юратнă çыннăма, телейлĕ тăвас килет... — терĕ.
Елена Сидоровна ун çине шăтарасла пăхрĕ те питĕнчен çупса ячĕ, йĕре-йĕре ыталаса илчĕ.
— Мĕн çинчен калаçатăн, Вася? Нивушлĕ мана çавăн пек хăтланма пултаракан çын вырăнне хуратăн? Ĕненместĕп. Эсĕ мана «тислĕк шăтăкĕнчен» туртса кăларса, ĕненсе, юратса хăв мăшăру пулма ирĕк панă хыççăн сана никампа та улăштармастăп. Юрататăп! Илтетĕн-и, вилсе каясла юрататăп! Урăх кун пек калаçу ан пуçла, паллах, эсĕ мана малтанхи пекех юрататăн пулсан...
Çакăн хыççăн мăшăр çĕрĕпех йĕре-йĕре пĕр-пĕрне ыталарĕ, чуптурĕ, виличчен те уйрăлмасса шантарса тупа турĕ.
Пурнăç хăй çулĕпе шурĕ. Василий Михайловича фермер ĕçне пуçăнма йывăрах пулмарĕ. Район пуçлăхĕсемпе, налук органĕсенче вăй хуракансемпе вăл тахçанах тачă çыхăнура. Ăна пĕлеççĕ, хисеплеççĕ, кирлĕ чухне пулăшаççĕ.
Юлашки пилĕк çул хушшинче Ионов фермер хуçалăхĕ тĕслĕхлисенчен пĕри пулса тăчĕ. Ял хуçалăх техники — трактор, комбайн... — хальхи саманари çĕнĕлĕх. Укçа-тенкĕпе те аптăрасах каймасть. Малтанлăха мăшăрĕн ашшĕ-амăшĕн çуртне сутса саплашкаларĕç. Патшалăх банкĕнчен те кредит илет. Çăмăллăнах каялла тавăрса парать.
Ĕçлекенсен шучĕ ватăлса пыни çеç шухăшлаттарать. Çамрăксем ялта тытăнса тăрасшăнах мар — «вăрăм укçа» хыççăн чупаççĕ. Фермер ялта тĕпленсе пурăнакансенчен çĕр лаптăкĕсене пая илчĕ. Ĕçлекенсене шалу укçине вăхăтра та тивĕçлĕн парать: тарăхтармасть, çиллентермест, хирĕçтермест. Çавăнпа ăна сума сăваççĕ, яланах пулăшма хатĕр.
Ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕн ĕçĕ канăçсăртарах та йывăртарах: укçа-тенкĕ сахалтарах пулни палăртнă мероприятисене, ĕçсене пурнăçлама ура хурать.
Елена Сидоровна патне юлашки вăхăтра ытларах çăхавсемпе килме пуçларĕç: унта вăрланă, кунта çухалнă, кама-тăр хирĕçтернĕ, хĕненĕ...
Акă паян та пуçлăх пӳлĕмне вăрçăпа ĕç ветеранĕ — Иван Семенович Герасимов — черетлĕ çăхавпа пырса кĕчĕ.
— Елена Сидоровна, пулăшăр, тархасшăн, юлашки чăхсене вăрласа кайрĕç. Камсем иккенне те пĕлетĕп, калама хăратăп. Хама пырса вĕлерĕç е пӳрте çунтарса ярĕç...
— Лăпланăр, Иван Семенович, ун пекех хăтланаймĕç. Акă хут, ручка, веçех çырса кăтартăр. Районти шалти ĕçсен уйрăмне илсе çитерĕп, — терĕ пуçлăх пынă çынна сĕтел хушшине лартса.
Тепĕр кун, çĕрле, арлă-арăмлă пурăнакан çемьен ĕнине вăрласа каяççĕ. Ялта камăн сысна, камăн сурăх çухалма тытăнать.
Елена Сидоровна çакăн пек ыйтусене мĕнле татса памалли çинчен яланах мăшăрĕпе канашлать.
— Çак киревсĕр ĕçсене кам тунине пĕлетĕп. Хыçалти касри Ивановсен ачи — Макар — хуларан таврăннă та хăй тавра пĕр шухăшлисене пуçтарать. Ашшĕ-амăшĕ тахçанах ĕçлĕхрен тухса пурăнать: самакун юхтараççĕ, сутаççĕ, хăйсем те урăла пĕлмеççĕ. Пĕртен-пĕр ывăлĕ пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех эрех ĕçме, пирус туртма вĕреннĕ. Кун çинчен шкулта та, районта та пĕлеççĕ, анчах çителĕклĕ таран айăплав ĕçĕсем пуçармаççĕ. Шухăша тӳрре кăларма пулăшакан çирĕплетӳсем — фактсем — кирлĕ теççĕ. Ман, мĕн, пĕр-пĕччен вĕсен «шăтăкне» кĕтмен çĕртен пырса кĕрсе: «Аллăрсене çĕклĕр!» — темелле-и?
— Лена, ку ĕçе пĕччен тумалла мар. Акă, ĕнер, Уйрановсен ĕнине çавăтса кайнă терĕн. Паянах шалти ĕçсен уйрăмĕн пуçлăхĕ патне шăнкăравлатпăр. Артемов подполковника питĕ лайăх пĕлетĕп. Вăл пулăшатех. Прокурортан Ивановсен кил-çуртне ухтарма ордер илĕ те...
Тепĕр кунах Хирпи ялне районтан милици ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Ивановсен килĕнче пасарта сутса пĕтереймен ĕне какайне, урисене, пуçне, ăш-чиккине тупрĕç. Макара хăйсемпе илсе кайса вăхăтлăха ирĕкрен хăтарчĕç, уголовлă ĕç пуçарчĕç. Ялти айăплă ĕçсене тĕпчесе пĕлекенсем Макар ушкăнĕнче тăракансен çулĕ çине тухрĕç. Вĕсене камсем пулăшса тăракансене те сиктерсе хăвармарĕç.
Тепĕр уйăхран суд пулчĕ. Унăн сакки çине сакăр çамрăк ларчĕ. Макар ертсе пыракан хурахсен ушкăнĕ хулапа çыхăнса ирсĕр ĕçсем пурнăçланă иккен: наркотиксем сутнă тата хăйсем те ĕçнĕ, хуларан юхха хĕрсем илсе килсе алхасу каçĕсем ирттернĕ, пусмăрланă. Ушкăн «йăви» шыв хĕрринче ларакан хуçасăр мунчара пулнă. Вăрланă аша хула пасарĕнче сутма ирĕк паракан хутсемпе тивĕçтерекен выльăх тухтăрне те тупса палăртнă. Вăрă-хурах ушкăнĕнче пулнисене 5-8 çула ирĕкрен хăтарма йышăнчĕç.
Судра Елена Сидоровнапа Василий Михайлович кӳнтеленсем пулчĕç. Айăплав приговорне вуласа пĕтернĕ хыççăн айăпланисене хурал пĕрин хыççăн теприне аллисене тимĕр тăлă тăхăнтарса илсе тухса кайрĕ. Ионовсем, малти ретре ларнăскерсем, суд «спектакльне» сывламасăр пăхса ларчĕç. Вĕсен умĕнчен айăпланисем иртсе кайнă чухне Макар куçне хăрушшăн чарса:
— Ан савăнăр, эпĕ — таврăнатăпах! Унччен манăн хӳрешкесем сире канлĕн çывăрттармĕç, маншăн тавăрĕç! — тесе кăшкăрса хăварчĕ.
Лена хăранипе мăшăрĕн аллинчен ярса тытрĕ.
— Хăратăп, Вася, тем курса тăрăпăр, — терĕ пăшăлтатса.
— Ку — ултав, вăлтса калани, мăшăрăм. Унăн нимĕн тăвайманнине кура мĕн те пулин хăратса каламаллах. Герой!
Ивановсем ывăлĕн судне пыраймарĕç. Ытла пысăк хуйхăпа сĕре хытă ĕçнĕ терĕç. Çав каç вĕсен çуртне вут-çулăм ярса илчĕ. Вăранса, мĕн пулнине ăнланса ĕлкĕреймесĕрех мĕскĕнсем çут тĕнчерен уйрăлнă пулмалла.
Ялта икĕ-виçĕ уйăх нимĕнле тискер ĕç те пулса иртмерĕ. Мĕн пулса иртни манăçа тухса пычĕ. Çынсем хăрамасăрах яланхилле пурăнчĕç.
Кĕрхи кунсем пуçланчĕç. Василий Михайлович ĕçченĕсем хĕвеллĕ кунсене сая ямасăр тыр-пулсене, пахча çимĕçсене пухса илчĕç. Инди кăвакалĕсемпе кăркасем те самăр ӳссе çитĕннĕ. Вĕсене пусса сутас тĕллевпе фермер хулана кайма пуçтарăнчĕ. Унăн унта юлташĕ пурăнать. Вăл суту-илӳ органĕсене тĕрĕслесе тăракан вырăнта пуçлăх пулса вăй хурать. Çĕр выртма, паллах, тетĕшĕсем пур. Вĕсем ăна яланах хапăл туса йышăнаççĕ.
— Эпĕ ыран май пур таран иртерех таврăнма тăрăшăп. Кайăк-кĕшĕке тырă, комбикорм нумайрах пар, ан шелле. Самăрланса çитнĕскерсене сутма çăмăлтарах пулĕ. Хакне палăртма та кăмăллăрах. Шывĕ варалансанах улăштар. Вĕсене тăрă шыв ĕçтермелле, — терĕ кил хуçи мăшăрне тухса каяс умĕн.,
— Эх, эсĕ вĕрентме, ăс пама юрататăн та вĕт, — терĕ Елена Сидоровна йăл кулса.
— Вĕрентместĕп, асăрхаттаратăп. Ну, юрĕ, кайрăм, маршруткăна ĕлкĕреймĕп, — тесе хыпаланса тухса кайрĕ кил хуçи.
Василий Михайлович хулана çĕр выртмалла кайнă чухне обществăлла транспортпа усă курать. Гаражĕнче икĕ çăмăл машина тăрать пулсан та.
Елена Сидоровна ĕçрен таврăнчĕ. Хуçалăхри ĕçсене вĕçлерĕ. Каçхи апат туса иртерех выртас терĕ. Ыран района администраци пуçлăхĕсен канашлăвне каймалла.
Кунĕпе ĕçĕнче, килĕнче ĕçлесе ывăннăскер выртсанах тарăн ыйăха путрĕ.
Çур çĕр иртсен чӳречерен такам шаккарĕ. Елена Сидоровна ыйхăран пĕтĕмĕшлех вăранса çитмесĕрех картишне тухрĕ. Хăш-пĕр чухне мăшăрĕ ĕçрен кая юлса таврăнсан çапла пулкалать. Хальхинче те ыйхă тĕлĕшĕпе çапла пулĕ тесе яланхи пекех пĕр ыйтмасăрах хапха алăкне уçрĕ.
Пуçĕсене пите хуплакан сăнлăхсем тăхăнса янă тăватă арçын вирхĕнсе кĕчĕç те хĕрарăма пуçĕнчен йывăр япалапа çапса тăнне çухатрĕç. Аллине, урине çыхрĕç, пуçне михĕ тăхăнтарчĕç. Пӳрте йăтса кĕрсе урайĕнчи кавир çине пăрахрĕç. Кил ăш-чиккине ухтарнă вăхăтра тăнсăр выртакан хĕрарăма черетпе мăшкăлларĕç. Шкапсенчи япаласене урайне сапаларĕç. Хаклă йышшисене михĕсене тултарчĕç. Сĕтел çинче выртакан тетрадь листи çине: «Макартан салам! Вăл часах таврăнать!» — тесе çырса хăарчĕç...
Василий Михайлович синкере сиснĕ пекех ирхи пĕрремĕш маршруткăпах килне таврăнчĕ. Пӳрт умĕнче васкавлă пулăшу тата милици машинисем тăнине асăрхарĕ. Вăл пуçне çапса анратнă евĕр пуçтарăннă çынсене çулĕ çинчен сире-сире картишнелле вирхĕнчĕ. Ăна хирĕç санитарсем наçилкка çине вырттарнă Елена Сидоровнана йăтса тухаççĕ.
— Мĕн пулнă? Мăшăрăма ăçта илсе каятăр? — теме çеç пĕлчĕ сиксе чĕтрекен Василий Михайлович.
Милиционерсем ăна мăшăрĕ патне пыртармарĕç.
— Василий Михайлович, хальлĕхе ăна тĕкĕнме юрамасть. Пульницана илсе каятпăр. Вăл — чĕрĕ, анчах хытă ыраттарнипе тăнран кайнă. Пирĕнпе пĕрле пыма пултаратăр, — терĕ Артемов подполковник çывăх пĕлĕшне хулпуççийĕнчен тытса.
Василий Михайлович кӳршисене килĕ-çуртне пăхса тăма хушса хăварса милиции машини çине вырнаçрĕ. Машинасем сиренисене хута ярса пӳрт умĕнчен тапранса кайрĕç.
III.
Елена Сидоровна район пульницинче уйăх ытла сипленчĕ. Ăна ытларах психотерапевт пулăшăвĕ кирлĕ пулчĕ. Вăл малтанхи вăхăтра тухтăрсемсĕр, милици ĕçченĕсемсĕр, следовательсемсĕр пуçне никама та йышăнмарĕ. Мăшăрне те курасшăн пулмарĕ.
Василий Михайлович пĕрремĕш хут мăшăрĕ патне кĕрсен çухалсах кайрĕ. Шап-шурă простынь çинче пульница тумне тăхăнтарнă паллама йывăр хĕрарăм выртать. Пичĕ-куçĕ, алли-ури,кăкăрĕ симĕс тĕс çапма ĕлкĕрнĕ кăвакарнă вырăнсемпе хупланнă. Куçĕ шыçса кайнипе уçăлмасть. Яланах çырла пек хĕрлĕ çӳхе тутти шыçса хуралса кайнă.
— Мăшăрăм, мĕн туса хучĕç ирсĕрсем... Сана хампа пĕрле илсе каймалла пулнă иккен... Каçар, хӳтĕлеймерĕм çав çын мар чунсенчен, — куççуль тумламĕсене тумлатрĕ арçын мăшăрĕн пичĕ çине.
— Ан йĕр, Вася, халь тин ним тума та çук.Мана вĕлерсех хăвармалла пулнă. Пĕтĕм чунăма, чĕреме ниçта урăх çук намăспа вараласа хăварчĕç. Тĕнче мăшкăлĕ пулса юлтăм. Малалла пурăннин мĕн усси? Çын куçĕ умне мĕнле курăнмалла? Кашни тĕл пулакан йĕрĕнсе пăхĕ... — йĕчĕ Елена Сидоровна.
— Ун пекех ан кулян-ха, Лена. Ăнланатăп, сана халĕ питĕ йывăр. Çынсем çинчен ун пекех ан шухăшла. Пĕтĕм ял çынни сана хисеплет, юратать. Эсĕ нимĕнле ирсĕр ĕç те туман. Малашне те çапла пулĕ, — йăпатма тăрăшрĕ Василий Михайлович мăшăрне.
— Вася, ăнлан, çакăн пек намăслăх авăрĕнче çавăрнă хыççăн эпĕ халĕ кама кирлĕ çын? Çав тасамарлăха çуса тасатма нимĕнле çветтуй сывлăш та пулăшаймĕ, нимĕнле çветтуй та çак çылăхран хăтараймĕ.
— Эпĕ вăл çав çветтуй сывлăш, çветтуй çын, мăшăрăм. Эпир иккĕн çеç çак тамăкран тухма пултарăпăр. Пĕр-пĕрне ĕненсе, хисеплесе, юратса... Ытти çынсем мĕн калаçни нимĕне те пĕлтермест. Калаçаççĕ, калаçаççĕ те... Лăпланаççĕ. Турра тав тăвар, чĕрĕ юлнă, вилĕмрен хăтарнă.
Ионовсем çак кунччен «Турă» сăмаха асăнсах кайман. Коммунистсем пулнăран тĕнпе çыхăнман та темелле: чиркĕве çӳремен, кил-çуртра турăш тавраш тытман. Ашшĕ-амăшĕсем те тĕне ĕненменскерсем пулнă. Çакăн пек инкеке çаклансан тин «Турă» тенĕ сăмах вĕсен чунĕсенче хăйсене систермесĕрех тымар яма тытăннă. Шанчăклăх, çăлăнăç, юрату сăмахĕ.
Василий Михайлович подполковник урлă следстви ĕçĕсем еплерех пынине пĕлсе тăчĕ. Хуларан ятарласа килнĕ тăватă çамрăк ĕçкĕç тата наркоман Хирпире темиçе хутчен пулнă. Вĕсем малтан арестленĕ ушкăнпа тачă çыхăнура тăнă. Макар хушнипе планланă пулнă та ĕнтĕ вăрă-хурахла ĕçе. Анчах вĕсем хăйсене хăйсемех капкăна çакланмалли шăтăк чавнă: ашкăннă вăхăтра пĕри кавир çине карас телефонне ӳкерсе хăварнă. Ăна милиционерсем тупнă. Вăл вĕсемшĕн пулас суд ĕçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ айăпа палăртакан япала пулса тăнă. Унти телефон кĕнеки çинчи номерсемпе, ятсемпе, хушаматсемпе вăрă-хурахсене пĕр кунтах тупса палăртнă. Тытса хупнă. Уголовлă ĕç пуçарнă.
Василий Михайлович пульницара кулленех пулчĕ. Килти ĕçсемпе аппаланма хуларан тетĕшĕсемпе инкĕшсем киле-киле кайрĕç. Самăрланса çитнĕ кайăк-кĕшĕке ĕçе кĕртсе хулана илсе кайса вырнаçтарчĕç. Хĕле хатĕрленме пулăшрĕç.
Пульницаран кăларас умĕн мăшăр хушшинче калаçу пулса иртрĕ.
— Вася, пульницаран тухсан эпĕ ялта пурăнаймăп. Ĕçе çӳреме те вăй-халăм çитмĕ. Тен, сана вăтантарса пурăниччен манăн хулана кайса вырнаçас? Пурнăç çулĕ çинче нихăш енчен те вараланман хĕрарăм тĕл пулĕ. Шанатăп. Çапла пулатех. Мĕншĕн тесен сан пек арçын çул çинче йăваланса выртмасть.
— Мана сансăр пуçне никам та кирлĕ мар. Астăватăн-и, пĕрлешнĕ чухне: «Пĕрлехи пурнăçра тĕл пулакан хуйхăсене, савăнăçсене ĕмĕр тăршшĕпех çурмалла пайлăпăр...» — тесе пĕр-пĕрне сăмах панине? Эпĕ кун çинчен кашни каçах çывăрса каяймасăр унталла та, кунталла та çавăрттаратăп. Юрать, ялтан район центрне пурăнма куçăпăр е хулана кайсах тĕпленĕпĕр. Пур çĕрте те шанчăклă юлташсем пур. Вĕсем пире пулăшу аллине параççех тесе шутлатăп.
— Тавах сана, ылтăнăм, мана ăнланнăшăн, илтнĕшĕн. Куç курĕ унта, анчах ялта пурăнмастпăрах, — терĕ Елена Сидоровна татăклăн.
Пульницаран тухсан икĕ эрнерен суд пулчĕ. Тăватă вăрă-хураха та ушкăнлă яваплăх тыттарса 15 çула ирĕкрен хăтармалла йышăнчĕ.
Ионовсем çуртне, ял хуçалăх техникине, пĕр машинине, çĕр лаптăкне сутса тата кĕнеке çинче пуçтарăнса пынă укçине хушса хула çумĕнче коттедж туянчĕç. Çумĕнчех вунă соткă çĕр лаптăкĕ, хуралтăсем, мунча. Шывĕ те, газĕ те пур. Василий Михайлович ял хуçалăх управленине ĕçе вырнаçрĕ. Мăшăрĕ страхлав агентĕнче вăй хума тытăнчĕ.
Çĕнĕ пурнăç тытăннăранпа тата икĕ çул иртрĕ. Ионовсем хăйсен машинипе Александровкăна подполковник юбилейне кайма çула тухрĕç.
Кĕрхи уяр та ăшă çанталăк тавралăха ылтăн сăрпа сăрланă. Çул хĕррипе вырнаçнă посадка та çаралма пуçланă, анчах йывăçсем çинчи çулçăсем тăкăнса пĕтеймен-ха.
Район центрне çитме пĕр вунă çухрăм юлнăччĕ пулĕ, Елена Сидоровна ăшпа аптăранине пĕлтерчĕ. Мăшăрĕ машинана çул хĕррине чарсан посадка еннелле утрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, хĕрарăм кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ.
— Вася! Кил кунта хăвăртрах!
Василий Михайлович хăраса кайрĕ, самантрах мăшăрĕ патне чупрĕ. Елена Сидоровна аллипе çăварне хупланă та пĕр вырăнта хытса тăрать. Мăшăрĕ те малтан çухалса кайрĕ: хурăн турачĕ çинче пĕр пиллĕкри арçын ача пуçхĕрлĕ çакăнса тăрать. Йăшăлтатмасть.
Ионов ăна асăрхануллăн çĕр çине антарчĕ те чĕрин таппине тĕрĕслерĕ.
— Сывлани, чĕре таппи палăрмасть, — терĕ вăл. — Лена, часрах курткин тӳмисене вĕçерт, сывлаттармалли мелсемпе усă курăпăр. Ӳчĕ ăшă-ха...
Çăвартан çăвара сывлăш кĕртсен, кăкăр кăшăлне пускаласан ачана чун кĕчĕ. Вăл куçне уçрĕ.
— Вăхăта сая ямасăр пульницана илсе çитермелле, милици уйрăмне пĕлтермелле, — терĕ Василий Михайлович.
Çул çинче ачана калаçтарма пикенчĕç. Мĕскĕн нимĕн те чĕнмерĕ, ытла хăранипе калаçайми пулнă. Сиксе чĕтрет, аллипе мĕн-тĕр ăнлантарать.
— Мĕскĕн... Пĕр-икĕ минут, тен, темиçе çеккунт каярах çитнĕ пулсан та ачана вилĕмрен çăлса хăварайман пулăттăмăр, — терĕ ассăн сывласа Елена Сидоровна. — Ăша ахальтен темĕн пулмарĕ-тĕр, пире темле асамлă вăй систерчĕ тейĕн. Çакăнса тăраканскере курсанах ăш ыратни иртсе кайрĕ. Тула тухма та лармарăм вĕт. Пăх-ха, Вася, мĕнле кăмăллă та илемлĕ вăл. Çакăн пек пирĕшти çине те камăн-тăр алли çĕкленме пултарнă вĕт-ха! — тарăхса калаçрĕ хĕрарăм.
Василий Михайлович çул çинче мĕн пулса иртни çинчен подполковника шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Артемов ачана милици уйрăмне илсе пыма хушрĕ, ăна унта васкавлă пулăшу машини кĕтсе тăнине пĕлтерчĕ.
Юбилей хыççăн Ионовсем подполковник урлă ача шăпи çинчен пĕлсе тăчĕç. Ача ăçтан, камăн пулни паллă мар-ха. Чĕлхи çĕтнипе калаçаймасть, анчах сывлăх енчен чиперех, тухтăрсем нимĕнле чир-чĕр те тупса палăртман. Ăна пульницара тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн ача çутрне вырнаçтарнă. Ионовсем ун патне малашне те кайса çӳреме пулчĕç. Ача шăпи вĕсене унпа çывăхлатнăçемĕн çывăхлатса пычĕ. Тăлăхсен çуртĕнче ачана вăхăтлăха тупакансен хушамачĕпе йышăнчĕç — Павел Васильевич Ионов. Çав вăхăтрах чăн ашшĕпе амăшне шыраса тупмалли ĕç-хĕл пуçарчĕç.
Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне Ионовсем Павлик валли кучченеçсем, парнесем туянчĕç. Ача вĕсене савăнăçпах кĕтсе илме тытăнчĕ. Уйрăлнă чухне йĕме пуçларĕ. Воспитательсем каланă тăрăх, вĕсем кайсан сĕре тунсăхлать иккен. Кĕтет.
Куннехинче Павлик Ионовсене ыталасах илчĕ. Куçĕнчен савăнăç куççулĕ юхса анчĕ.
— Мĕскĕн, хăйĕн савăнăçне каласа пĕлтереймест, — терĕ Елена Сидоровна ачана çумнерех тытса тата ачашласа.
Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, ачан чĕлхи çĕтни вăхăтлăха кăна иккен. Анчах вăл хăçан калаçма тытăнасса çирĕплетме пултараймаççĕ. Унпа ачашрах та ăшшăнрах пулма сĕнеççĕ. Хытă пăлханни вăхăтлăх чире шала яма пултарать теççĕ.
Тепĕр çул иртсе кайрĕ. Ионовсем Павлике хăйсен ачи вырăнне хурсах юратма тытăнчĕç. Ачан ашшĕ-амăш тупăнмарĕ.
— Вася, — терĕ пĕррехинче Елена Сидоровна. — Павлика усрава илер мар-и? Вăл — пирĕн шăпа, пирĕн, — терĕ куççуль юхтарсах.
— Эпĕ хирĕç мар. Мана та çав шухăш канăç памасть. Ыранах ача çуртне кайса заявлени çырăпăр.
Ионовсен шухăшне директор ырларĕ. Документсем хатĕрлес ĕçре пулăшма пулчĕ.
Ĕç-хĕл вăраха тăсăлмарĕ. Опека органĕсем хатĕрленĕ документсене ырласа суд Павлика Ионовсен çемйине памалла тесе йышăну çирĕплетрĕ.
Нарăс уйăхĕ. Арçынсен уявĕ. Çемье посадка хĕррипе хывнă йĕлтĕр çулĕпе пĕрин хыççăн тепри тăрса ярăнчĕ. Варринче — Павлик, вăл пĕрремĕш хут йĕлтĕр çине тăнă. Апла пулин те хăйне çирĕппĕн тытать, ун хусканăвĕсенче маçтăрлăх тĕвви палăрать.
Çемье кăштах ярăнсан çӳллĕ хурăн айне вырнаçса кăвайт чĕртрĕ. Кил хуçи çурăмĕ хыçне çакнă кутамккаран ĕçме-çиме тултарнă термоссем кăларчĕ. Вĕсене хуçланакан сĕтел çине вырнаçтарчĕ. Аслисем ура çинче тăрса, Павлика пĕчĕк кавир çине лартса апатлану пуçланчĕ.
Сасартăк çумрах пăшал пенĕ сасă янăраса кайрĕ. Хурăн турачĕ хуçăлса анса Павлик çине ӳкрĕ. Ача хăранипе шарт сиксе: «Атте, анне!..» — тесе кăшкăрса ячĕ.
Ашшĕпе амăш нимĕн тума аптăраса ачана ыталаса илчĕç.
— Ывăлăм! — терĕ Елена Сидоровна савăннипе йĕрсе ярса, — калаçма пуçларăн!
— Павлик, ылтăнăм! Ĕненессĕм килмест! — кăшкăрчĕ Василий Михайлович пĕчĕк ача пек савăнса.
Пăшал перекенĕ сунарçă пулнă иккен...
— Каллех хурăн йывăççи... Вăл пире Павлика парнелерĕ, вăлах çĕтнĕ чĕлхине уçма пулăшрĕ, — терĕ Елена Сидоровна хуçăлса аннă турата аллине илсе.
Ача нимĕн пулман пекех калаçма тытăнчĕ. Унăн ячĕ те, чăнахах, Павлик пулнă иккен. Ашшĕне пĕлмест. Амăшĕ Тамара ятлă. Вăл хăйĕн еркĕнĕпе ачана вăрмана илсе кайнă та Тарзанла вылятпăр тесе хурăн туратĕнчен пуçхĕрлĕ çакса хунă. Мĕскĕн ачана, ăна-кăна чухламанскере, «паттăрлăх» кăтартса хăйсем «пытаннă» вырăнтан таврăниччен çакăнса тăма хушнă. Ача аслисем таврăнасса кĕтсе илеймен, тăнне çухатнă...
Çемье йĕлтĕрпе уçăлса çӳренĕ хыççăн килне таврăнсан Василий Михайлович Артемов подполковникпа çыхăнса синкер пулнă каç тупнă карас телефонĕн кĕнекинче Тамара ятпа çыхăннă номер шырама ыйтрĕ. Тупнă. Хĕрарăмăн чăнах та мăшăрланмасăр çуратнă арçын ача пулнă. Çакăн çинчен милици ĕçченĕсене Тамара юлташĕ каласа панă. Тамара хăй наркотик танатине çакланса çут тĕнчерен уйрăлма ĕлкĕрнĕ иккен. Вăл ачине чăваш çамрăкĕнчен çуратнă пулнă. Лешĕ ăна качча илме шантарса алхасса пурăннă. Хĕр ăна çие юлнине пĕлтермен, Макар ăна ытти вăрă-хурахсен аллине панă та пăрахнă. Тамара юлташĕ пулнăскер çав каччăн ятне те, хушаматне те астăвать — Макар Иванов.
Ионовсем çапла пулса тухасса, паллах, тĕшмĕртме те пултарайман.
— Наркомана, ĕçкĕçе çаврăннă йĕксĕк çут тĕнчене тымар ярса хăварни тата çав тымартан тĕвĕленнĕ чун пирĕн çемьене çакланни тĕлĕнтермĕшрен тĕлĕнтермĕш, — тесе пуçне ярса тытрĕ Василий Михайлович.
— Çут тĕнчене килнĕ чунăн, камран тĕвĕленнĕ пулсан та, çылăхĕ те, айăпĕ те çук. Вăл тĕнче умĕнче чи таса çăлкуçри шывран та таса. Çветтуй. Эпир ăна малашне те пирĕшти вырăнне хурсах йышăнăпăр, — терĕ Елена Сидоровна.
— Паллах, чунăм. Вăл халĕ пирĕншĕн — Турă парнеленĕ шăпа парни. Вăл — пирĕн!
Тĕнчере тепĕр тулли çемье телейлĕн те çунатланса пурнăç сукмакне такăрлатма тытăнчĕ.
Вĕçлев
Этем ĕмрин тата чĕрĕк пайĕ иртсе кайрĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнă Елена Сидоровнапа Василий Михайлович Ионовсен халиччен пулман савăнăç — пĕртен-пĕр ывăлĕ, çемье тĕпчĕкĕ çуралнăранпа вăтăр çул çитнине паллă тума тата килне çĕнĕ çын кĕртме хатĕрленеççĕ.
Павлик вăтам шкула ылтăн медальпе, ял хуçалăх академине хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Аспирантурăра пĕлӳ илсе диссертаци хӳтĕлерĕ. Виççĕмĕш çул кафедра доценчĕ пулса вăй хурать. Ăслăлăхра тата пысăкрах çитĕнӳсем тума ĕмĕтленет.
Тен, çавăнпа та пулĕ, çемье çавăрма васкамарĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕренӳре тата ĕçĕнче хавхалантарса пыраççĕ.
Пулас мăшăрĕ — Валентина — Чăваш Енре çуралса ӳснĕ. Ача-пăча тухтăрне вĕренсе тухнă, область пульницинче шăпăрлансене сиплет. Ионовсем пулас кинĕ чăваш хĕрĕ пулнишĕн, ăсăпе тата ыркăмăллăхĕпе, сăпайлăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнăшăн савăнаççĕ.
Туй уявне кафере ирттерме палăртрĕç. Унччен мăшăр венчете тăмалла, ЗАГСра çырăнмалла. Каччă енчен те, хĕр енчен те хăнасем нумай чĕнчĕç.
Ионовсен умĕнчен чечексемпе, хăюсемпе илемлетнĕ тĕрлĕ марккăллă çăмăл машинасем хулан тĕп чиркĕвне çул тытрĕç.Туй кортежĕ умĕнче — чечексем ăшне путнă юр пек шурă лимузин...
Турă умĕнче ĕмĕр пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, пулăшса пурăнма, пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене, хуйхă-суйха, савăнăçа çурмалла пайлама тупа тунă мăшăр венчетрен тухсан пухăннисемпе сăн ӳкерĕнчĕ.
Мăшăрне лимузин çине ларма пулăшнă хыççăн Павлик хăй сисмесĕрех чиркӳ еннелле çаврăнса пăхрĕ. Алăкран инçех те мар вырăнта сусăр урапи çине вырнаçса ларнă вăрăм çӳçлĕ, пичĕ-куçĕ сухал ăшне путнă икĕ ури те çук ватă çынна асăрхарĕ.
— Тăхтăр-ха пăртак, эпĕ — хăвăрт! — терĕ те çав çын патне утрĕ.
Елена Сидоровнапа Василий Михайлович та унран юлмарĕç. Ывăлĕ хыççăн васкарĕç.
Павлик кĕсйинчен пилĕк пин тенкĕлĕх укçа кăларчĕ те сусăр умĕнче выртакан кивĕ карттус çине пĕшкĕнсе хучĕ. Пуç тайрĕ. Каялла çаврăнса лимузин еннелле утрĕ.
Елена Сидоровна ывăлĕ кайнă хыççăн сусăр çине шăтарасла тинкерчĕ. Ара ывăлĕ ăна ытла пысăк укçа пачĕ-çке! Унăн куçĕ майĕпен-майĕпен курми пулса, вăйĕ пĕтсе пычĕ. Йăванса та каятчĕ пулĕ, анчах мăшăрĕ тытса ĕлкĕрчĕ.
— Мĕн пулчĕ, Лена? — терĕ Василий Михайлович.
— Темех мар, пуç çаврăнса кайрĕ. Ан пăшăрхан, иртсе пырать. Пире кĕтеççĕ, хăнасем патнелле утар, — терĕ вăйран кайнă хĕрарăм.
Туй мешехи пултаруллă кĕреке пуçĕ ертсе пынăран йĕркеллĕ, савăнăçлă иртрĕ. Çамрăк мăшăр туй хыççăнхи пĕрремĕш каçа çурмалла пайлама хулари чи чаплă хăна çуртĕнче ятарлă пӳлĕм саккас панă. Вĕсен тепĕр эрнерен туй çулçӳревне — Инди океанĕнчи утравсем çинче вырнаçнă Мальдив Республикине — тухса каймалла.
Каферен таврăннă хыççăн Ионовсем çĕрĕпех çывăраймарĕç тесен те тĕрĕс пулĕ. Василий Михайлович тĕлĕрсе кайсан Елена Сидоровна кухньăна тухрĕ. Çутă кĕтесе çурта çутса лартрĕ. Аллине кĕлĕсен кĕнекине тытса урайне чĕркуçленсе ларчĕ те вулама тытăнчĕ:
«Мĕскĕн кăмăллисем телейлĕ: вĕсене Çӳлти патшалăх пулĕ. Йĕрекенсем телейлĕ: вĕсем савăнĕç. Йăваш кăмăллисем телейлĕ: вĕсене çĕр тивĕ. Выçăхса çунакансем телейлĕ: вĕсем тăранĕç. Çынна хĕрхенекенсем телейлĕ: вĕсене хăйсене хĕрхенĕç. Таса чĕреллисем телейлĕ: вĕсем Турра курĕç. Килĕшӳ кӳрекенсем телейлĕ: вĕсене Турă ывăлĕсем тесе калĕç. Тӳрĕшĕн хĕсĕрленине тӳсекенсем телейлĕ: вĕсене çӳлти патшалăх пулĕ. Сире Ман пирки хурласан, хĕсĕрлесен, тĕрлĕ усал сăмахпа вырăнсăр хăртсассăн, эсир телейлĕ пулăр. Савăнăр, хĕпĕртĕр. Пĕлĕт çинче сире пысăк сăвап пулĕ...»
— Мĕн мăкăртатăн, Лена? — терĕ шăппăн мăшăрĕ çумĕнче çуккине туйса вăранса кайнă Василий Михайлович.
— Каçар, вăратрăм-им?
— Эпĕ çывăрман, анăраса çеç выртнă.
— Телейлĕ пулмалли тăхăр заповĕче вуларăм. Ачасем телейлĕ пулччĕр терĕм.Мĕнле тĕрĕс сăмахсем. Пирĕн пурнăç кĕнекине уçса вуланă пекех туйăнать. Астăватăп-ха, пĕррехинче парторг мана, чунĕ çăтмахра пултăр, çиле хирĕç пуçна усмасăр ут, çурăмпа çаврăнса ан тăр тенĕччĕ. Чă нахах та çапла пулчĕ. Санпа ахăр самана тăвăлне хирĕç алла-аллăн тытăнса утрăмăр. Пире Турă вăй-хал парса, çул кăтартса пычĕ. Парăнмарăмăр. Хамăр телейĕмĕре тупрăмăрах. Ачасен пурнăçĕ те телейлĕ пултăрччĕ...
— Тӳрĕ те таса пурнăçпа пурăнни харама каймарĕ. Ывăллă та, кинлĕ те пултăмăр. Мăнуксене кĕтсе илесси çеç юлчĕ, — терĕ Василий Михайлович мăшăрне ура çине тăма пулăшса.
— Кĕтсе илетпĕрех, мăшăрăм.
Ионовсем çывăрмалли пӳлĕме кайрĕç. Вырăн çине выртсан Елена Сидоровна каллех калаçма тытăнчĕ.
— Ыран кăна каласа парасшăнччĕ...
— Ыран тени пуçланнă ĕнтĕ, тăваттăмĕш çурри. Тытăнтăн пулсан каласа пĕтерех ĕнтĕ.
— Пĕлетĕн-и, Павлик пилĕк пин тенкĕлĕх укçана кама панине?
— Ыйткалакан сусăра, кама пултăр...
— Çаплине çапла та, анчах... Вăл — Макар Иванов.
— Мĕскер? — сиксе тăчĕ Василий Михайлович. — Мĕнле майпа палласа илтĕн?
— Шăтарасла пăхакан хура куçĕнчен. Судран хуралпа илсе тухса кайнă чухне вăл ман çине çапла хăрушшăн пăхнăччĕ. Хурчка куçĕ манăн ăс-тăнра ĕмĕрлĕхех вырнаçса юлнă. Авă мĕнле пулса тухрĕ, хăйне валлиех чавнă пулĕ мăшкăл шăтăкне. Мĕскĕн хĕрарăма çынлăхран кăларса çут тĕнчене çĕнĕ чун парнелеттернине пĕлмесĕрех юлашки кунĕсене пурăнса ирттерет, ирсĕр. Павлик чунĕпе тăванлăх юнне туйса илнĕнех ăна çавăн чухлĕ укçа пачĕ. Ан тив, туй парни пултăр...
— Ун çинчен ывăлăмăр пĕлмелле мар. Турă вăл курса тăрать. Унăн биологи шайĕнчи ашшĕ сусăрсен çуртĕнче пурăнса леш тĕнчене ăсантăр. Пирĕн çемьене хур кăтартнă çылăхсемшĕн. Тӳрех каламалла: ку тĕнче ырăлăхĕшĕн нумай тăрăшса пурăнсан та, ку тĕнчере кам пĕтĕмпех ырăлăх курса пурăнни пур? Çук ун пек çын. Ырăлăхшăн мĕн чухлĕ нумай тăрăшатăн, ун чухлĕ хурлăх, асап нумай пухăнса пырать. Çавăнпа пирĕн чăн хаклă ырăлăх, чăн кирлĕ ырăлăх — леш тĕнчери ырăлăх. Пуринчен ытла çав ырăлăхшăн тăрăшас пулать. Çав ырăлăха пуринчен ытла шырас пулать. Макар вара... Тăрăшман...
— Çитĕ, Вася, кăштах та пулин тĕлĕрсе илесех пулать. Хĕвелĕн пĕрремĕш çутă та ăшă пайăркисем пит-куçăмăрсене ачашлама тытăниччен. Пирĕн пурăнмалла-ха, ачасен, мăнуксен телейлĕ пуласлăхĕшĕн...
Стена çинче çакăнса тăракан сехет пилĕк сехет çитнине çирĕплетсе чан çапрĕ. Ионовсем, ытла хытă ĕшеннĕскерсем, çакна сисмерĕç. Пĕр-пĕрин çумне ачашшăн тĕршĕнсе тарăн ыйăха путрĕç.
2014 çулхи çĕртме уйăхĕ.