Тӳпе путнă кĕçĕр Çавала.
Унта шыв ăсатчĕ Алтăр çăлтăр.
Эп тытасшăн тăсрăм та алла,
Хум ăшне пытанчĕ çутă алтăр.
Çыранра çӳрерĕм çĕрĕпе
Чун юратнă канăçсăр хĕрпе.
Вăл хистет:
Çут алтăр илсе пар,
Улăха каçкӳлĕм шыв сапар.
Эп илесшĕн тăсрăм та алла,
Кĕмĕл алтăр путрĕ Çавала.
Тусăм тин каларĕ: ан шыра...
Вăл мана чуптунă хушăра
Алтăр çăлтăр, Çавалтан тухса
Тӳпене хăпарнă шыв ăсса.
Сывлăм ӳкрĕ.
Шуçăм улăхать.
«Кам шыв çапрĕ, — тет хĕр, — улăха?»
Тусăм, эсĕ курăн ак ăна,
Куçупа тинкер эс тӳпене:
Алтăр çăлтăр ĕнтĕ упĕнет,
Ӳпĕнет те шывĕ тăкăнать.