Ах, Сильви1, эс ман ăса
Ма ку териех кĕретĕн?
Е «Çилпи» пек янраса
Нарспие асилтеретĕн?
Е хирсен хӳтти сана
Пирти пек таса упранă?
Е аваллăх сан сăнна
Тăванла сар çутă панă?
Валуа ялĕсенче
Пулнă-и яш чунăн сăйĕ
Хир тулли кăвак чечек,
Куç тулли хаваслă вăйă?
Е чăваш хĕр ачисен
Именӳллĕ ыр илемĕ
Санăнни пек чĕререн
Çуталса тăрать теем-и?
Хăмăл чикнĕ сан уру
Вĕсенни пек кушăрханă...
Франци хирĕнчи юрру
Илтĕнет мана, тăванăм.
Пирĕнни пекрех — сăвви:
«Сапар кăмăл — хĕр туприйĕ...»
Ах, ытарайми Сильви,
Франци халăхĕн Нарспийĕ!