Алюшпа Валюш, упăшкипе арăмĕ, вырăн çинче телевизор пăхса выртаççĕ. Валюша кичем. Экран çине сӳрĕккĕн, шухăша кайса пăхать. Акă вăл пĕчĕк минтере тытать, минтер кĕтессипе упăшкине хулĕнчен тĕккелет, ун çумне ачашшăн йăпшăнать.
— Алюш, Алюш тетĕп?
— Мĕн кирлĕ? — телеэкран çинчен куçне илмест упăшки.
— Ах, çак вара, — ӳпкелешет Валюш, — тӳрккес калаçать.
— Ну, итлетеп, кала.
— Атя чуп тумалла выльăпăр?
Ку сăмахсене илтсен Алюш арăмĕ çине кăнн! пăхрĕ.
— Мĕн тетĕн? Тепре кала-ха.
— Ан йĕкĕлтесе вырт, — упăшкине чавсипе тăк! тĕкет хĕрарăм. — Мĕн пĕлмĕше перетĕн? Ĕлĕкхи пек...
— Эс йĕркеллĕ ăнлантар-ха. Эп манса кайнă ĕнтĕ.
— Ну, эппин, малтан эсĕ мана чуптăватăн, унтан эпĕ сана, — хавхаланса каять Валюш.
— А-а-а, — йĕкĕлтет каллех арçын. — Эпĕ мĕн тесе...
— Эй, сӳпĕлтетсе выртать тата... Чи интересли, — вăта пӳрнипе юнаса малалла ăнлантарать Валюш, — куçа уçма юрамасть!
— Уçсан мĕн пулать?
— Выляса яратăн. Эпĕ выляса илсен хама валли пурçăн халат туянатăп. Çĕнĕ çул парни.
— Енчен те эсĕ выляса ярсан? — чеен кулать Алюш.
— Ман ун пирки калаçас килмест! Çĕнĕ çулта çĕнĕ япала тăхăнмалла теççĕ вĕт. Аха-и?
— Сана, ухмаха, хитре тăхăнса пултăр, — аллинчи пультне пусать арçын. Хĕрарăм тарăхса каять, арçынна чышкăпа çурăмран тӳпкелеме пуçлать.
— Сысна-а! — кăшкăрать Валюш. — Сана какай пултăр. Эпĕ мĕн тăхăнни сана пачах интереслентермест.
— Сысна хуть укçа ыйтмасть, — патлаттарать упăшки. — Эсĕ, шуйттан хĕрарăмĕ, çывăрма выртсан та укçа ыйтатăн!
— Сысна хĕл каçиччен мĕн чухлĕ çĕрулми çиет? — тăрса ларать арăмĕ. — Çавна пĕлетен-и? Тăмана!
— Çĕрулмийĕ камăн?! — арăмĕ çине сиввĕн пăхать арçын.
— Манăн!
— Сысни камăн?
— Манăн!
Телевизор пăхса выртакан арçын чалт! çеç сиксе тăрать, утияла çĕре вирхăнтерет.
— О-о! Вăт, хĕрарăмсем. Мĕнлерех калаçаççĕ вĕсем? Ку килте манăн нимĕн те çук иккен? Йăлтах санăн. Пĕлмен. Пите интереслĕ.
— Интереслĕ çав. Тĕлĕнсе каймалла. Пĕр шутласан...
— Хуп çăварна, анра-сухра!
— Так, кала-ха мана, эпĕ, сан шутупа, камăн?
— Эсĕ-и? — тӳрех ним калама аптăрать арçын. — Хэ. Ну, эсĕ вăл — эсĕ. Эсĕ, конешно, манăн.
— Апла мĕн тавлашатăн? Хăвна манран ăслăрах тесе шутлатăн-ха тата.
Арçын пуçне кăтăрт-кăтăрт хыçать. Вăрăммăн сывласа илет, айăплăн пăхать. Урайне пенĕ утияла çĕклесе вырăн çине тирпейлĕн хурать. Пĕр кана чĕнмесĕр тăнă хыççăн:
— Эпĕ кун пирки шухăшламан та. Ухмах эпĕ, Валюш, каçар ĕнтĕ...
— Ан тĕкĕн мана, — кăшкăрать арăмĕ. — Вăн, санăн футболу пуçланчĕ. Футбол тесен...
— Валюш, чуптумалла выльăпăр-и? — çемçен калаçать упăшки.
— Санпа-и?
— Тата кампа?
— Сана мĕн тăвиччен...
— Тăхта-ха, пурçăн халат кирлĕ теместĕнччĕ-и çав? Çĕнĕ çул парни?
— Кирлĕ те-ха... Санăн футболу пуçланчĕ вăт..
— Эпĕ темскер ăнланаймарăм-ха: сана футбол кирлĕ-и е халат?
Тинех йăлкăшса кулать Валюш мăшăрне ыталаса. Кăвак экран пач сӳнет.