Г. Юмарта
Эп сан патна çырса туя пуçларăм:
«Мĕн тес?», «Мĕн тăвăн?» тетĕп час-часах.
Мĕн тăвăн? — Тăвасса эп тукаларăм,
Тăваймăп тек е тумăп — хăвăртах.
Эдгар1 каларăш, эп пĕр ту сăнарăм,
Ялтрать çав ту çинче хăруш сăмах:
«Désespoir»2 — ак французла каларăм.
Мĕн тăвăн? — чăвашла — калас çуках.
Музыкăраччĕ чун! Анчах мĕн евĕр
Ӳсет таçта та Çĕрĕклĕх сĕрлевĕ,
Иртĕхӳ çеç — ăс ĕçĕ вырăнне.
Çапах — ик-виçĕ çутă эп куратăп,
Эп — çав шутра — тĕттĕмлĕхре сăнатăп
Сан сăнарун ыр халлă çутине.