Хурамалта чăваш концерчĕ!
Ирех пĕлтерчĕ радио.
Ача-пăча клуба вĕçтерчĕ,
Каçа кĕтсе тăрать-и вăл.
Кун сӳниччен нумай малтан
Уй-хир çынни, ĕçченĕ
Пуçтарăнать мĕнпур ялтан
Ушкăнĕпе. Пĕчченĕн.
Маттур яшсем, куç илейми
Хĕрсем, кĕрӳшĕ-кинĕ...
Кăлкан пек шурнă кинеми
Артист курасшăн килнĕ.
Петров солист кăшт пăлханать.
«Хăна юрри» кĕрлет кĕç.
Ал çупрĕ халăх — пул хăна,
Тахçан сире кĕтетчĕç.
Тус-тăвансем кунта нумай.
Салам ăçта вырнаçĕ?
Вара пуçланчĕ вăй та шай,
Хĕрӳллĕ туслăх каçĕ.
Янрать хитрен чăваш юрри.
Кĕрлерĕ вырăс маршĕ.
Тутар ташши... артист ури
Ах, тур, пружинлă мар-ши?
Çак Пушкăртра халь хăнара
Çĕрпӳ, Мăн Явăш, Элĕк.
Эп тĕлĕнетĕп: мĕн, ара,
Чăнах-и ку е тĕлĕк?
Çук, тĕлĕк мар, юри те мар,
Ку — пирĕн çутă чăнлăх.
Чăваш е вырăс, е тутар
Пĕр пек халь ырă чунлă.
Перле чух ĕçĕ те кал-кал.
Пĕрле пилеш те тутлă.
Халь пур çĕрте те Хурамал,
Таçта та çирĕп туслăх.