Ах, çĕрулми аври!
Вăл шаннă, таткаланнă,
тĕл-тĕл — тăпра хури,
тĕл-тĕл — типсе саралнă.
Сар çулçă çулĕсем
ун çийĕпе иртетчĕç,—
ĕнер анчах вĕсем
сив çил çинче чĕтретчĕç, —
тăм ӳкрĕ те ирпе,
çулсем-йĕрсем арпашрĕç,
халь, çĕмрĕк кĕпер пек,
тип авăрсем пăтрашрĕç.
Юри тухса пăхар:
йăран халь — шурă тĕрĕ.
Пахча та — пахча мар,
вăл, калăн, — Троя йĕрĕ.