Ĕпхӳ хули.
Пуçламăш хут
Йĕрлет ура ун асфальтне.
Утатăп та, пуçра пĕр шут:
Ăçта кĕрес-ши?
Кам патне?
Кунта çитни пулман йăхра.
Çук тус та, çывăх паллашни.
Апла, тен, пушшĕ лайăхрах:
Пур çын — пускил,
Юлташ - кашни.
Хула илет хăй ытамне
Пĕр тиркемесĕр, тăванла.
Таса чунпа тух ун умне,
Сăнна-пуçна та аванлат.
Куçса пĕтми авто е трам.
Çынсем —
Терши е урашши —
Кумлаççĕ. Илтĕнет салам:
— Пит лайăх.
— Хорошо.
— Якши.
«Кĕнекесем» —
Çĕн магазин.
Сайфи Кудаш.
Карим.
Тукай.
Юнашарах палланă çын, —
Ку пирĕн Петĕр Хусанкай.
Кунта татах поэт куран —
Кунтах Ухсай, Шавли Стихван.
Васкать хула хăй ĕçĕпе.
Шур пĕлĕтсем — çилхеллĕ ут.
Кур, Салаватăн хĕçĕ пек
Шур Атăл кукăрĕ çап-çут.
Сехет иртмерĕ, ман чĕре
Яланхи пек юрлать çемçен.
Ăçта ирттерĕп кĕçĕре?
Эп шутламастăп ун çинчен.