Хăш чух мĕскершĕн тĕплĕ çыраймастпăр?
Çынсемшĕн ӳстересчĕ кăмăла!
Тен, тантăшсем, шухăшласах каймастпăр?
Хавхалану та çук çавна пула.
Поэзи вăл — кун-çул та ĕмĕр ĕçĕ,
çăмăлттайсем çуйхашмалли çурт мар.
Çĕр-шыв вăйне ун вăйĕпе виçеççĕ,
епле, туссем, çакна эпир манар?
Емĕрпеле пĕр тан пулас тесессĕн
ялан тан пул эс ĕç этемĕпе,
ун шанчăкĕн вăйне ăнкарăн эсĕ
чи сисĕмлĕ поэзи чунĕпе.
Тен, çакăншăн çеç кирлĕ пулĕ эпĕр.
Çак шухăшсем йĕркеленсе çитсен
ĕç халăхĕн йышне эпир кĕретпĕр
чуна çирĕплетсе, тен, çĕнĕрен.