Каçхине тăман тухсассăн,
кантăка юр йĕпетсен
алăка такам шаккассан
туйăнать мана куллен.
Хăш çĕрте çӳретĕн эсĕ,
кам сăнать сан уттуна?
Ман пата сас çитермесĕр
йĕркелен эс кун-çулна.
Пурнăçра çынсен элчелĕ
çывăхрах туйăннăçем
упраса аса илмелĕх
эсĕ пур ман, ыр этем.
Пирĕн ĕмĕр пĕр татусăр
çĕклекен шухăшсене
ăнкаратăп та эп, тусăм,
хисеплеп çын шăпине.
Тĕплĕ пултăр шухăш-кăмăл,
çирĕп пултăр çын шăпи, —
кун пирки çырман эп çăмăл,
халĕ çăмăл çырăп-и?
Сан çинчен илтме пӳрсессĕн
шухăшлатăп эп ялан:
ыр-и эсĕ, сыв-и эсĕ,
шанчăку çавах-и сан?
Илтĕнет пек савнă сасă
ĕçĕм, сăввăм вĕçленсен
алăка такам шаккассăн
туйăнать пек каçсерен.