Каллех райком ĕçне чĕнтернĕ,
Васкатăп телефон патне.
Шурăмпуçпе ир чĕнтĕрленĕ,
Хĕретнĕ пĕлĕт çунатне.
Çунать, хăмач ялав пек, тухăç.
Капăрланать теме кĕтсе.
Кĕçех суха тумашкăн тухĕç
Ача сăн-питлĕ йĕкĕтсем.
Пускил-хĕрарăм кӳлĕ вăкăр,
Турттарĕ вăрлăх кун каçа.
Çапла.
Тертпе пулать вăл çăкăр.
Вăрçи мантарчĕ канăçа...
Эп васкаса çĕклетĕп трубка.
Каллех тивет пуль ĕнтĕ ят.
Эп мĕн илтетĕп пĕр тăрукăн?
Çурăлас пек чĕре тапать.
Савăннипе ташла пуçларăм.
Тула тухатăп сирпĕнсе.
Тăкăрлăкпа утать хĕрарăм
Ик витрипе шыв çĕклесе.
Эп кăшкăрса çĕклетĕп алă.
Пăхать хĕрарăм тĕлĕннĕн.
Хăй ăшĕнче шутлать пуль:
Паллă,
Сыпма та пуçлăх ĕлкĕрнĕ...
Ах, вăрçă пĕтнĕ?
Вăрçă пĕтнĕ!
Йĕрет инке ĕсĕклесе.
Çак хыпара миçе çул кĕтнĕ.
Тинех-çке илтĕмĕр кĕтсе.
Кĕвентине Улька вĕçерчĕ.
Сăнран пăлханнă хăй самай.
Витре умне вăл чĕркуçленчĕ.
Шыв ĕçрĕ вăл аптранă май.
Эп те ĕçме пуçларăм туххăм
Çăлкуç шывне,
Çĕр шерпетне.
...Çунать, хăмач ялав пек, тухăç,
Капăрланать уяв ятне.