Бетонăн хӳмисем —
ик рет, виç рет, çич рет.
Хĕвел пытаннăçем
вĕсен мĕлки ӳсет.
Сан симĕс тутăрна
куратăп инçетрен.
Эс тирпейлен ăна,
кĕреçӳне илен.
Эс пĕр хысак çинчен
теприн çине анан,
çак сăртăн хĕрринчен
аялалла пăхан.
Унта шăпланчĕ кран,
унта ĕç вĕçленет.
Эс кукленсе ларан
вĕри бетон çине.
Кран кăмаки патне
хуллен арçын тухать.
Хуралнă кĕпине
вăл типĕтме çакать.
Эс çав кĕпе çинчи
пĕр саплăка курса
сасартăк манăçан
кăштах пусăрăнса.
Ун хулĕ çĕкленет,
ялтрать вăл хĕвелпе.
Сан сĕртенес килет
ăна çӳçӳсемпе.
Савас килет хуллен
çинçе пӳрнӳсемпе,
ятпа чĕнес килет
ăна сан ерипе.
Ĕçрен киле килсен
ларасчĕ иккĕн çеç.
Хăй çутисем хуллен
урамсенче сӳнеç...
Кăшт музыка янрать
стена леш енĕнче...
Вăл сан çӳçне савать
сан çумăнта ирччен...
...Кĕреçӳне илсе эс
çĕкленен чипер.
Ма санăн куçусем
унчченхинчен сенкер?