Авкаланаççĕ, туртăнаççĕ,
кăшт пĕшкĕнеççĕ, тем тăнлаççĕ
е хăвалаççĕ пĕр-пĕрне,
чупса анаççĕ шыв хĕрне.
Аллисене кăнтса тăраççĕ
бетонăн хӳмисем çинче.
Йĕркипеле тăрса тухаççĕ
электросварка çутинче.
Шартах сикеççĕ, тайăлаççĕ,
çинçе мăйĕсене тăсаççĕ,
юнаççĕ пĕр-пĕрне... Унтан
утаççĕ ак картан-картан.
Тен, Данте тамăкра тинкернĕ
çак канăçсăр мĕлкесене?
Кĕтмен çĕртен кунта çитернĕ,
тен, Пикассо мастерскойне?
Хăрушă, канăçсăр, вĕç-хĕрсĕр
хусканусем канма пĕлмесĕр
упранĕç ĕмĕре юлса,
бетонăн ăшĕнче хытса.
Каçпа, çынсем çук чух, сăнатăп
вĕсен чарусăр уявне.
Туссем, çак уявра куратăп
эп сирĕн ĕçĕн хăватне.