1925 çулта «Капкăн» журнал тухма пуçласанах, Çĕпритун Шăпчăк кулăш журналĕпе çыхăну тытма тытăннă. Вăл çырнă фельетонсем, йĕплĕ сăвăсем, юморескăсем, юптарусем кашни номерте тенĕ пекех çапăннă. Хăш номерте темиçе хайлав пичетленни те пулнă. Ун пек чухне вăл Папай, Толмас, Çĕрпелсем тесе те алă пуснă.
«Капкăн» журналта çине-çинех пичетленнине кура, ывăна пĕлмен çыравçăна кулăш лаççинче Иван Мучи хыççăн иккĕмĕш мăлатука çапса пырать тесе шутлатчĕç. Çыравçă-мыскараçă тесе чыслатчĕç ăна.
Спиридон Павлович Толмасов-Шăпчăкпа эпĕ 1935 çулхи апрельте Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ĕçялкорсен канашлăвĕнче паллашнăччĕ. Ун чухне вăл район хаçачĕн редакторĕччĕ. Пире, тин кăна сăвă-калав çырма пикеннисене, чылай пулăшатчĕ. Райхаçатра литература страницисем тăтăшах тухатчĕç. Нумаях ĕçлеймерĕ вăл унта. 1937 çулхи кĕркунне халăх тăшманĕсемпе çыхăннă тесе, ăна тытса кайрĕç. Пуç янă çĕртен 1947 çулта таврăнчĕ. Вăрнарта тĕл пулса калаçаттăмăр. Анчах вăл çырма ирĕк илеймесĕрех 1954 çулта çĕре кĕчĕ.
Писатель-юморист 1897 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Çĕрпелте çуралнă. Иртеменкассинчи икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. 1913—16 çулсенче Уравăшри вулăс кантурĕнче çыруçă пулса ĕçленĕ. 1916 çулта ăна патша çарне илнĕ, империалистла вăрçа хутшăннă. Граждан вăрçинче пулнă. Çарта фельдшер ĕçне вĕреннĕ. Унтан таврăнсан, учительте, вулăсри çутĕç пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Хаçат-журналпа çыхăну тытма пикеннĕ. Вăл çырнисем час-часах пичетленме пуçланă. Малтанхи сăвви 1923 çулта «Канаш» хаçатра тухнă. 1927 çулта хастарлă ялкора çав хаçат редакцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Унта литсотрудник, пай пуçлăхĕ, яваплă секретарь пулнă. 1935 çулта ăна Хĕрлĕ Чутай район хаçачĕн редакторĕ пулма куçарнă.
Шупашкара куçсан, Ç. Шăпчăкăн çырас хастарлăхĕ самай çĕкленнĕ. Ун хайлавĕсем хаçат-журналта тăтăшах çапăнаççĕ. 1929 çулта «Верук» ятлă пĕрремĕш кĕнеки тухать. 1930 çулта пĕр тăруках виçĕ кĕнеке кăларнă: «Чĕлхесĕр Петĕр», «Ваççа», «Теттесем». 1931 çулта та, турă калашле виççĕ тенĕ пек, каллех виçĕ кĕнеке кун çути курнă: «Кулăш кустăрми», «Фосфорит», «Чуниллисем». Кайрантарах «Ударлă кунсем» тата «Сăвăсем» ятлă кĕнекесем вулакансем патне çитнĕ.
Ç. Шăпчăк çĕршывра пулса пыракан ĕçсем çинчен çнйĕнчех фельетон, сăвă е очерк çырма тăрăшнă. Ахальтен мар Н. Шупуççынни 1933 çулта хăйĕн пĕр статйинче çапла палăртнă:
«Ç. Шăпчăк сахал мар фельетон, сатирăллă сăвă çыра-çыра пичетлет. Вăл Демьян Бедный пек ĕçлет», — тенĕ.