Йĕпе хирте çӳретĕп
Эп хур кĕтĕвĕпе.
Каçпа яла кĕретĕп
Йăмралăх айĕпе.
Пӳрте çуса тасатнă,
Мачча-урай çап-çут.
Кăмакана шуратнă
Ик си шăлса ик хут.
Анне тӳшек сарать те,
Выртатăп сак çине.
Ыйха кайса тăнлатăп
Вут-хĕм вĕркенине.
Вĕт çулăмăн кĕрлевĕ...
Турат çатăртатать...
Хурсем шуйлашнă евĕр
Çак сасă туйăнать.
Пĕлетĕп — вут тивет те
Хуранăн хăрăмне,
Хĕмсем çунаççĕ — вĕттĕн
Хыпса, çине-çине...
Хĕрсем каяççĕ тейĕн
Каç кӳлĕм çырлана...
Никам та çук — пĕлетĕп,
Пĕртен-пĕр эс кăна.
Хуралнă хăмăл тăрăх
Утан ман тĕлĕкре.
Хурсен мĕлкийĕ вăрăм
Куçа-куçа çӳрет.
Утан эс курăк витĕр —
Ик аллупа сирсе.
Утан — ман тĕлĕк витĕр
Ман асăма кĕрсе.