Ытла та Çеçпĕл пулнă харсăр.
Кĕрешес мар çĕннишĕн ун —
Хура тăшман кулли пулмасăр
Паян та вăл куратчĕ кун.
Каçар, — тесе ыйтас Хрисанăн
Пăшал çĕкленĕ кулакран, —
Пурнатчĕ халĕ те хавассăн.
Çĕршыв çеç пĕлмĕччĕ ятран.
Ху çăлтăрна шанни — пит лайăх.
Çапах та инкекрен хăра.
Епле пултарчĕ Николаев
Çĕн йĕр хывмашкăн уçлăхра?
Пултарчĕ çав, куçпа куратпăр.
Çапла тума хушать чĕре.
Чĕре хушсан — кам пулмĕ паттăр,
Кам кӳмĕ чап тăван çĕре?
Пĕр уншăн — Çеçпĕл пулнă харсăр.
Хрисан ӳксен те парăнман.
Инкек пулассине пăхмасăр,
Хăюллăн вĕçрĕ Андриян.