Чăваш студенчĕсене
I
Пĕлместĕн-и эс,
Чăваш:
Мĕншĕн çак кĕтес
Йăваш?
Мĕншĕн çакăнта
Мĕнпур
Этем тӳсейми
Хĕн-хур?
Ĕçлетĕр вĕт пит
Маттур.
Ĕçлетĕр ĕмĕр-
Ĕмĕр,
Çапах саплăк çеç
Йĕмĕр,
Çапах çăпата
Ура,
Пурнан пӳртĕрсем
Хура,
Е ку хăвăра
Кура?
Чăваш ĕнсине
Хыçать,
Пăхать мал енне,
Хыçа.
Ытти те çаплах
Хресчен,
Такамшăн вăл та
Ĕçчен.
Мĕскер тăвăн-ха
Пĕччен?
Йĕрет, хурланать
Кĕсле,
Шырать урăхла
Меслет.
Анчах ун сасси
Çинçе,
Ялтан тухасси
Инçе,
Ларах кăмаку
Çинче.
Кавлет хĕвеле
Вăпăр,
Чӳке хатĕрле
Вăкăр.
Куçа тĕтĕрет
Кăмпа.
Сăра ĕçтерет
Чăмпа,
Кичем тĕк — вĕрет
Хăмпа.
II
Çулсем шăвăнаç
Пĕр май,
Лăпланчĕ шăпăр,
Сăрнай.
Шăппăн тĕлĕрен
Яла
Кĕрет тĕрлĕрен
Йăла.
Çуралчĕ кĕрен
Ялав.
Манман пуль-ха эс
Ăна —
Пĕр çирем ик çул
Кăна,
Эпир çуралман чухне,
Раççей ĕç çыннин
Юнне
Тăктарнă вĕт пит
Йӳне.
Чăваш çĕршывне
Ун чух
Хускатнă çĕнĕ
Учук.
Хастар Тимухха —
Хури
Ялти халăха
Юри
Вĕрентнĕ пăлхав
Юрри.
Ăна эс пĕлен
Аван,
Вăл ирĕкпелен
Тăван.
Ăна астăвать
Чĕмпĕр...
Кайран
Чĕлпĕр.
Вара ĕмĕрлĕх —
Çĕпĕр.
Мухтавлă вăрман
Тайга,
Анчах эс кунтан
Кай-ха,
Çуратнă Кăршка...
Çынсем...
Ăçтан кăмăлпа
Тӳсен,
Ăçтан чăттăр-ха
Студент.
III
Çĕпĕр! Юмахри
Çĕршыв.
Паха ун мăйрин
Шăрши.
Анчах аллунта
Çăра,
Хуралçă утать,
Хыçра —
Мăйăр та таттармасть,
Чарать.
Пăшаллă салтак
Хăнчăр,
Анчах урунта
Сăнчăр.
Сăнчăр чĕркуççи
Таран,
Утатăн аран-
Аран,
Ăçтан унпала
Таран?
Сăнарĕ иккен
Салтак,
Часах пилĕкне
Салтать.
Чăмăр саламат
Чĕнтен,
Выртах, ан ахлат
Хĕртсен:
Çалла касамат
Тĕнчен...
Лере инçетре
Кăршка,
Урам варринче
Çăка.
Çанталăк каллех
Уяр,
Çăка йăлăнать:
Каçар...
Ĕçсем курăнать
Начар.
Чăваш калаçать
Хуллен,
Кĕтеççĕ хыпар
Куллен.
Хыпар илтĕнмест
Ниçтан,
Хăрушă сăмах
«Ристан»
Усал хурахпа
Пĕр тан.
IV
Кун-çул — ĕмĕре
Çеçке,
Ĕмĕр тĕрмере
Кĕске.
Кам курнă — пĕлет-тĕр,
Тен:
Хĕвел лекеймен
Çĕрте
Черченкĕ ӳсет
Серте.
Хури, сарăлан
Чечек,
Сасартăк юлать
Хĕç пек.
Тискер тупăклах
Ăна
Хĕсет тăваткал
Стена,
Тем те пĕр кĕрет
Тăна.
Чĕмпĕр... Шупашкар...
Хусан...
«Хресчен пĕр кавар
Пулсан,
Тен лармăттăм эп
Кунта,
Анчах хĕрхенеп
Чунтан
Çав сӳннĕ хĕлхем-
Вута!»
Пĕрре кăментант
Кĕрсе
Каларĕ халтан
Хĕрсе:
«Сире паян кун
Хавас —
Тухатăр кунтан
Ак час.
Вăрçа! Раççее
Çăлас».
Унччен те пулмин
Пĕр çын
Сапать тĕрмене
Краççын...
Урам янратать
Хыпар,
Мĕнпур арестант
Чăл-пар...
Суман, кăментант!
Ан тар!
V
Хĕлле. Шартлама
Февраль.
Ăна астумап
Эп халь.
Тухманччĕ ун чух
Килтен,
Анчах вунă çул
Иртсен
Юрлатпăр Хури
Çинчен.
Хури — мĕльюнтан
Пĕри,
Чăвашшăн тăван
Хури!
Çĕмĕр сăнчăрна.
Çĕмĕр!
Пуçланчĕ çĕнĕ
Ĕмĕр.
Хури, эс мĕншĕн
Чĕмсĕр?
Вуникĕ асаплă
Çул
Ăна пăхăнтарнă
Чул.
Илтет вăл «тапран»,
«Салат».
Анчах хăй аран
Калать:
— Ăçтаччĕ-ши ман
Халат?...
Пĕри ак ĕнтет
Ташша,
Ури айĕнче
Патша.
Чăн-чăн Микулай
Сăнне
Вăл тунă кĕле
Тĕпне,
Çурать те каллех
Хĕнет.
Хури тĕлĕнсе
Пăхать:
Ăçтан ку пекех
Хăват?.
Мĕне пĕлтерет
Карттин?
Патша кирлĕ мар
Эппин?
Тинех революци,
Тин.
VI
Салатрĕ тара
Пăшал,
Улать тайгара
Шакал.
Хăйра çĕççĕне,
Хăйра!
Раççей — сĕтĕрĕнен
Майра —
Ан пултăр текех
Кайра.
Анчах ĕç çыннин
Аюх,
Нимĕн те çĕнни
Халь çук.
Çапать вăл мĕскĕн
Пĕççе:
Керенски çӳрет
Вĕçсе,
Çĕленĕ питне
Кĕççе.
Керенски... çапла,
Çапла...
Вăл тухнă иккен
Чапла.
Хуришĕн ку паллă
Ят,
Хури шухăша
Каять:
Керенски... çапла...
Ваккат.
Пайтах... Асилсен —
Тĕлĕк:
Вуникĕ çулсем
Ĕлĕк,
Персе вĕлерес
Чухне,
Хăюллă студент
Хутне
Вăл кӳртнĕ Хусан
Сутне.
Тен, халь те пĕр пек
Ĕмĕт...
Анчах хĕп-хĕрлех
Пĕлĕт.
Ӳсет урăхла
Вăй-хал,
Пуçтарчĕ тара
Пăшал,
Шăпах тайгара Шакал.
VII
Хури таврăнать
Киле.
Кăршка, çыннуна
Пилле!
Ан ютшăн унран,
Ан чак,
Куран — вăл суран
Анчах.
Хавшаннă, куран,
Тăнчах.
Вуникĕ асаплă
Çул —
Ăна пăхăнтарнă
Чул.
Ĕлĕк вăйпитти
Йĕкĕт —
Паян вăл — хăрăк
Шĕшкĕ;
Шĕшке шĕкĕлчет
Шĕкĕ.
Кил-йыш палламасть
Кам ку?
Мĕскершĕн-ха, ма
Салху?
Кăкăр таранах
Сухал,
Кĕтеслĕ янах
Ун халь,
Ниçтан паллама
Çук хал.
— Тимуш... Тимухха?
Çавах...
Чухлаççĕ пуль-ха
Çапах
Ыйтаççĕ: ăçтан,
Мĕнтен
Мехелĕ килет
Тĕнчен?
Илет-ши çĕре
Хресчен?
Хури шухăшлать:
— Аха...
Керенски — мăкла
Така.
Вăл çакĕ паха
Ука,
Кунта макăрать
Суха,
Эппин, пуçланман
Пуль-ха...
VIII
Хире кичемлет
Хăмăл,
Салху-çке темле
Кăмăл.
Шаланкă йĕрет
Çинçен,
Эс çав кĕвĕре
Сисен
Такам ĕмĕрĕ
Çинчен.
Ку кам-ши васкать
Çулпа,
Мĕнле мăн каска,
Юпа?
Ку кам пăрăнать
Унтан?
— Тăхта! Чар ăна,
Шуйттан!
Ăçта çăвана
Чупан?
Курмастăн-им эс,
Улпут, —
Ванать, тӳсеймест
Чул çурт.
Илтместĕн-им çак
Сасса:
— Пĕтех, юн ĕçен
Сăпса,
Кăлар ман юна
Хăсса!.
Октябрь! Çунать
Çĕршыв.
Мĕншĕн эп çунат-
сăр-ши?
Октябрь! Часрах
Вăран,
Этем тивĕçне
Тăман
Асаплă чăваш —
Тăван!
Илтсемччĕ, мĕскĕн,
Илтсем:
Çăтмах — çĕнĕ тĕн
Çĕнсен!
Пăхсамччĕ вĕçрен
Вĕçе —
Хĕрессĕр этем
Миçе?
Хĕçе эс ĕнен,
Хĕçе!
IX
Ан чарăн, йĕтре,
Юрла.
Кăвак пăлĕтре
Çурла.
Ан çывăр, çĕнĕ
Хурал,
Октябрь чĕнет —
Хускал,
Тĕлле тĕнчене.
Путвал!
Кĕр-рĕс ишĕлет
Пашне.
Тустар, ан шелле
Ăшне.
Çак ылтăн калпак —
Пире,
Вăл пирĕн халпа
Хитре,
Шăратăр унтан
Йĕтре!
Çак тутлă эрех —
Ман юн,
Эп пурпĕрех —
Мĕльюн...
Чипер çарамас
Хĕртен
Çаратар алмас,
Мерчен.
Вăл пирĕн хавас,
Пиртен!
Мĕльюнлă сасса
Пĕр сас
Ăçтан каласа
Парас?
Анчах мĕльюнтан
Пĕри —
Чăвашшăн тăван
Хури —
Пулса-мĕн наган
Хурри.
Çак пысăк хуйха
Пĕлме
Сĕмленчĕ çăка,
Йĕлме.
Калан, никамах та
Çук,
Çил çеç такама
Хăш чух
Чӳклет тем амак
Учук.
Х
Çулсем шăвăнаç
Пĕр май,
Каллех вăранать
Сăрнай.
Каллех шеремет
Тухья
Тухса илемлет
Туя.
Сӳнмест-мĕн ĕмĕт,
Туян.
Кун-çул ĕмĕре
Çеçке,
Ĕмĕр тĕрмере
Кĕске.
Анчах асăрха,
Сăна
Экран çийĕнчи
Çынна
Палларĕ мĕнпур
Хăна.
Çитеймĕ эппин
Çăва,
Куран — миçе пин
Чăваш
Унпа пĕр кавар
Çак кун:
— Паян Шупашкар
Ман чун,
Юлташ, алă пар,
Ыр сун...
Çитмен ĕмĕтсем
Çитсен,
Аваллăх тĕксĕм
Иккен.
Анчах вăл асапсăр
Мар,
Кĕлленĕ пайтах
Кăвар.
Ăна та пуçа
Таяр.
Çухалнă ята
Тупсан,
Чуну хĕпĕртет пуль
Сан.
Анчах ятсăрри
Миçен,
Çĕклентĕр тăпри
Вĕсен!
Çак юрă Хури
Çинчен...